Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
Чебоксарик
Чебоксарик

Хулан палли — Кӑвал чӗппи — валли ят шырани пирки хыпарланӑччӗ. «Уҫӑ хула» порталта пынӑ сасӑлав вӗҫленнӗ.

Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа йышӑннӑ Кӑвакал чӗппи мӗн ятлӑ пулӗ-ха? Аса илтерер, 10 ятран пӗрне суйламалла пулнӑ: Чеба, Волгарик, Чебруша, Тарават, Савик, Жемчужинка, Чеб, Чебокряшка, Чебоксарик, Чебик. Чылайӑшне Чебоксарик ят килӗшнӗ. Сасӑлава хутшӑннӑ 1580 ҫынран 22 проценчӗ уншӑн сасӑ панӑ.

Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ Чебӑпа Савик ятсем пӗрешкел процент пухнӑ — вӗсемшӗн пурӗ 13 процентшар сасӑланӑ.

 

Хулара
Хусанкай урамӗ
Хусанкай урамӗ

Шупашкарта ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пиллӗкри ача машина айне лекнӗ. Турра шӗкӗр, сывлӑхне ытлашши сиен кӳмен. Пульницӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Хусанкай урамӗнче каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. «Киа Спектра» автомобиль хуҫи каланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ачи ҫул ҫинчи «зебра» текен вырӑна кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машина хытӑ кайман пулин те хӑвӑрт чарса ӗлкӗреймен.

Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче водительсене ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсене те тимлӗ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫиччен ҫывӑхра машинӑсем пуррипе ҫуккине пӑхмалла.

 

Хулара

Шупашкарта хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан чарӑну павильонӗсем вырнаҫтарасшӑн, ҫавна май хула администрацийӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йӗркелӗҫ.

Пӗтӗмпе 14 павильон вырнаҫтарма палӑртнӑ. Аукционра ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тусан тавара 30 кунра илсе килмелле. Электронлӑ аукционра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр павильон 210 пин те 635 тенке ларӗ. Пӗтӗмӗшле хак – 2 миллион та 948 пин те 890 тенкӗ.

Павильонсем ятарлӑ алюмини профилӗнчен пулӗҫ, вӗсем ҫине пӗлтерӳсем ҫыпӑҫмӗҫ, граффити лармӗ. Конструкци вӑйлӑ ҫиле, ҫил-тӑмана чӑтӗ.

Тӑрри поликарбонатран пулӗ, шалта 4 ҫынран ытларах вырнаҫмалли сак лартӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарта каллех минӑсем хуни пирки хыпар сарӑлма пуҫланӑ. Кунашкал пӗлтерӳ организацисен электронлӑ почтине килет.

Аса илтерер: кун пек пӑтӑрмах кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Ун чухне Шупашкарти 11 шкула, хӑш-пӗр суту-илӳ ҫуртне мина хуни пирки электронлӑ почтӑна пӗлтерӳ килнӗ. Йӗрке хуралҫисем ачасене, суту-илӳ ҫурчӗсенчи ҫынсене урама кӑларнӑ, кинологсем йытӑсемпе мина хунипе хуманнине тӗрӗсленӗ.

Хальхинче вара кунашкал хыпар «Мередиан» суту-илӳ комлексне, Хулари 1-мӗш клиника пульницине, Республикӑри пульницӑна, Гладков урамӗнчи инфекци пульницине, Правительство ҫуртне ҫитнӗ. Каярахпа хула администрацине, Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ тӗп пульницӑна та мина хуни пирки пӗлтернӗ.

 

Хулара

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Гузовски урамӗнчи Раҫҫей почтин уйрӑмне арҫын торт йӑтса кӗнӗ. Хайхискер унти ӗҫченсене савӑнтарассишӗн мар, усал шухӑшпа пынӑ иккен.

Арҫын почтӑна кӗрсен унта ӗҫлекенсене тортпа хӑналанӑ. Хӑй вара сейф уҫҫи ҫавӑнтах пулнине куҫ хӗррипе асӑрханӑ. Вӑт ҫапла арҫын шанчӑка кӗнӗ, унтан почта ӗҫченӗсем сиссе юличчен сейфран 800 пин тенкӗ йӑкӑртса тухса кайнӑ.

ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын почта уйрӑмне унччен те кӗркеленӗ, хӑйӗнпе пысӑк компани ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Халӗ ҫав арҫынна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ.

Ку пӑтӑрмах почта уйрӑмӗн ӗҫне витӗм кӳмен, вӑл ҫаплипех ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56401
 

Хулара

Шупашкарти автозаправка станцине сӳтмелле. Апла йышӑну кӑлараканни — Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ.

Сӑмах Шупашкарти Ҫӗрпӳ тата Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑн пирки пырать. Унти автозаправка станцине сӳтме ыйтаканни республикӑн тӗп хулин администрацийӗ пулнӑ. Суд хула мэрийӗпе килӗшнӗ. Анчах йышӑну саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.

Шупашкар хула администрацийӗ А.И. Дельман уйрӑм усламҫӑ тата «ТПТК «Волганефтьхолдинг» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе суда ҫитнӗ. Автозаправкӑна тӑваканнисем ҫавсем пулнӑ иккен. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнсан ответчиксен заправкӑна сӳтмелле, унти объектсене пуҫтарса каймалла, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ туса хӑвармалла.

Хула мэрийӗ АЗС муниципалитетӑн ҫӗрӗпе тивӗҫлипе усӑ курманнине пӗлтернӗ. Хулан генпланӗпе килӗшӳллӗн ҫав тӑрӑхра ҫул пулмалла.

 

Хулара
Артур Терентьев тунӑ сӑн
Артур Терентьев тунӑ сӑн

Пӑр кунран кун ҫӳхелет, хӑш-пӗр ҫӗрте катӑлса та пырать. Ҫӑлавҫӑсем асӑрхануллӑ пулмалли пирки ҫине-ҫинех аса илтереҫҫӗ, уйрӑмах – пулӑҫӑсене.

Паян ав пӗр каччӑ чутах пӑр катӑкӗ ҫинче ишсе кайман. Кун пек хыпара «Про Город» хаҫата Артур Терентьев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Паян Коопераци институчӗ ҫывӑхӗнче, 17 сехетре, ӑнсӑртран пулнӑ ку. Хайхискер пӑр ҫинче тусӗсемпе вылянӑ. Унччен те пулман – пӑр катӑлнӑ, пӗр ҫамрӑк ун ҫинче тӑрса юлнӑ. Пӑр катӑкӗ ҫыранран ишсе кайнӑ.

Ҫӑлавҫӑсене тӳрех чӗннӗ. Вӗсем каччӑ патне катерпа ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Каччӑ пӑр катӑкӗ ҫинче 5 минута яхӑнах тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56396
 

Хулара

Шупашкарти следовательсем пӗр коммерци фирмин директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Ҫак пуҫлӑх подшипниксем сутас тӗлӗшпе ӗҫленӗ.

Директор налук тӳлемен тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталтан пуҫласа 2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталччен вӑл налук декларацийӗнче суя цифрӑсем кӑтартса налук тӳлессинчен хӑтӑлнӑ. Ҫапла майпа вӑл хыснана 15,5 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ.

Следстви пуҫлансан усламҫӑн тата организацин пурлӑхне арестленӗ. Кун хыҫҫӑн директор тӑкака, пенисемпе штрафсене – пӗтӗмпе – 20 миллион тенкӗ ытла – саплаштарнӑ. Ҫапла пуҫлӑх явап тытман, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе чарса лартнӑ.

 

Хулара

Ҫук-ха, ҫапла ҫирӗплетсех калама хальлӗхе иртерех. Анчах Шупашкар хулине ертсе пыракансем патне ҫав шухӑша сӗнекенсем пулнӑ-мӗн.

Гладков урамӗн пӗр пайне урӑх ят парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алентей ятне Гладков урамӗпе паралельлӗ пыракан лаптӑкри урама парасшӑн. Ҫапла майпа чӑваш халӑх писательне, прозаикне, критикне, публицистне, Василий Алентея, сума сунине палӑртасшӑн. Ҫитменнине кӑҫал, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитет.

Урама Василий Алентей ятне парас ыйтупа хула валҫӗсем халӑхра ыйтӑм ирттерӗҫ. Ун валли вӗсем яланхиллех «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) портала суйласа илнӗ. Сасӑлава хутшӑнакансем валли виҫе вариантлӑ хурав хатӗрленӗ: «ҫапла», «ҫук» тата «ку ыйтӑва специалистсен татса памалла».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.og21.ru/poll/548
 

Хулара
Камерӑна лекнӗ хӗрарӑм
Камерӑна лекнӗ хӗрарӑм

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ полицие пынӑ та пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче банк карттине ҫухатнине, унӑн счечӗ ҫинчен 17 пин тенкӗ ҫухалнине пӗлтернӗ.

Полицейскисем ҫав карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хӗрарӑм Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр апат-ҫимӗҫ лавккинче ют карточкӑпа тӳленӗ, вӑл унта 17 пин тенкӗлӗх япала туяннӑ.

Ҫак хӗрарӑм камерӑсем ҫине лекнӗ. Вӑл капюшонлӑ куртка, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ шыраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма пӗлетӗр тӗк кун пирки полицие хыпарлӑр: 24-07-02, 34-18-40 е номерпе шӑнкӑравлӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56291
 

Страницӑсем: 1 ... 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, [169], 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, ...314
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 29

1885
139
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ