Хулара
Паян Шупашкарта пӗр вӑхӑтра тенӗ пек тӗрлӗ вырӑнта икӗ хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Паян 16 сехет те 40 минутра Граждан урамӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче икӗ хӗрача юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Вӗсенчен пӗри, шкулта вӗренекен 10-ри хӗрача, «Лада Калина» машина айне лекнӗ. Тепӗр 15 минутран, 17 сехет те 5 минутра, Энгельс урамӗнче ҫакнашкалах пӑтӑрмах пулнӑ. Унта та «Лада Калина» машина хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. 5-мӗш класра вӗренекен хӗрача «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ чухне пулнӑ ку. Халӗ машина урапи айне лекнӗ икӗ хӗрача пульницӑра, вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригади Ҫӗнӗ Шупашкара пулӑшма ҫитнӗ. Унччен маларах вӗсем патне шӑнкӑрав килнӗ. Анчах ҫуртсен картишӗнче тухтӑрсене ҫамрӑксем тапӑннӑ. Ҫак пӑтӑрмаха видео ӳкернӗ. Ӑна тишкерсен акӑ мӗн курӑнать: ҫамрӑк ҫын сулахай алӑпа санитара ҫапать. Унтан санитар хӑйне тӑсса антарать, ун ҫине харӑсах темиҫе ҫын тапӑнать. Водитель ҫамрӑка тӗксе ярсан ҫеҫ лӑпланаҫҫӗ. Лешӗ вара тарӑхнине ниҫта хураймасӑр машинӑна тапать. «Сheb.media» пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен маларах ҫав вырӑнта ҫамрӑксем ҫапӑҫнӑ. Вӗсенчен пӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Анчах васкавлӑ медпулӑшу килни тахӑшне килӗшмен пулмалла – санитара тапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм полицире пулӑшу ыйтма пынӑ. Хайхискер ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ, вӗсене самаях укҫа куҫарса панӑ. Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑхӗн службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер хӗрарӑма карточка ҫинчен такам укҫа вӑрлама хӑтланни ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах хӗрарӑм ку банк карточки ӗҫлеменни пирки, урӑх ҫӗрте счет пурри ҫинчен каланӑ. Лешӗ «кирлӗ банк» ӗҫченӗпе тӳрех ҫыхӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл «банк ӗҫченне» карточка реквизичӗсене, СМС-ҫырупа килекен кодсене пӗлтернӗ. Ҫапла майпа Шупашкар ҫынни 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ полицейскисем ултавҫӑсем камсем пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вилнӗ чӑхсем йӑванса выртнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. «Вӑй агрегачӗсен савучӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ чӑхсен виллисем выртнине хула ҫыннисем курнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унта 30-40 штук таранах. Хӑшӗ-пӗри ҫул ҫинчех, халӑх ҫӳренӗ вырӑнта, йӑванса выртнӑ. Ахӑртнех, вӗсене килсӗр йытӑсем сӗтӗрме пуҫланӑ. Чӑхсем мӗнле вилни тата хулари чарӑну ҫывӑхӗнче мӗншӗн выртни хальлӗхе паллӑ мар. Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Енре чӑх-чӗпе кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен прививка тума пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти усламҫӑ хӗрарӑма саккуна пӑхӑнманшӑн явап тыттарнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн суту-илӳ павильонӗнчи ӗҫе вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Хайхи хӗрарӑм кӑҫал пуш уйӑхӗнче ют ҫӗршыв ҫыннине ӗҫе илнӗ, анчах кун пирки миграци службине пӗлтерме маннӑ. Унпа вӑл ӗҫ килӗшӗвӗ те алӑ пуснӑ. Миграци службине даннӑйсене вӑхӑтра паманни вара ура хунӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ. Судья вӑл айӑплӑ тесе палӑртнӑ, приговорпа килӗшӳллӗн, усламҫӑн суту-илӳ павильонне вӑхӑтлӑха хупса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ҫывхарса пырать. Ҫавна май Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ акци пуҫарнӑ: «10 кун шӑплӑх – 10 кун хырӑм пӑрахмасӑр» ятлӑ вӑл. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, акци Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн хӗрарӑмсен консультацийӗнче иртет. Унта ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен хӗрарӑмсене хырӑм пӑрахтармӗҫ. Хырӑм пӑрахни хӗрарӑмшӑн сиенлӗ пулнине тухтӑрсем тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫакна палӑртмалла: Раҫҫейре ҫулсерен 4 миллиона яхӑн аборт тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, кунашкал хӑйне евӗр акцисем Шупашкарта та иртнӗччӗ. Юратакансен кунӗнче, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, ЗАГСа уйрӑлма пынӑ мӑшӑрсене тепӗр утчен шухӑшлама сӗннӗ, уйрӑрман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти нимеҫӗсен центрӗн халӗ уйрӑм ҫурт пур. Малашне вӑл Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче вырнаҫӗ. Унта нумаях пулмасть юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Палӑртмалла: «Шупашкарти нимеҫӗсен центрӗ» ҫамрӑксен организацине 2015 ҫулта официаллӑ майпа регистрациленӗ. Вӑл Раҫҫейри нимеҫӗсен центрӗсен ассоциацине кӗрет. Унта 59 регионти 139 организаци кӗрет. Вӗсен йышӗнче – Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 25 центр. Шупашкарти нимеҫӗсем тӗрлӗ енпе ӗҫлеҫҫӗ: экологи, спорт, культура… Хуламӑр 550 ҫул тлутарнӑ май вӗсем юбилей ячӗпе иртекен мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хуҫи мар-ха. Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона хӑпартнӑ «СУОР» предприяти панкрута тухнӑ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби паян пӗлтерчӗ. Строительство организацине тек ӗҫлеме пултараймасть тесе йышӑнни — Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ. «СУОР» конкурс управляющийӗ пулма Сергей Луговоя ҫирӗплетнӗ. Вӑл арбитраж управляющийӗсен «Меркурий» хай тӗллӗн ӗҫлекен организацийӗн пайташӗ. Ҫурт-йӗр тума пайҫӑ пулса укҫа хывнисен те ытти кредиторпа танах хӑйсен правине хӳтӗлеме ирӗк пур. Кун пирки Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ аса илтерет. Анчах вӑхӑта тӑсса ямалла мар. Панкрута тухассине хыпарланӑ хыҫҫӑн — икӗ уйӑхра. «СУОР»-а укҫа хывнӑ, анчах пурлӑхлӑ пулса ӗлкӗреймен пайҫӑсем укҫана каялла илме те, хваттер е машина-вырӑн ыйтма та пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ май хала администрацийӗ ачасем валли те конкурс йӗркеленӗ. Эдуард Успенскин сӑнарне – Чебурашкӑна – пурте паллатӑр пуль? Ҫавӑн валли тум суйлас тӗллевпе мэри чи лайӑх костюмсен конкурсне пуҫарнӑ. Конкурса шкула ҫӳремен ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене тата сӑнӳкерчӗксене Шупашкарти шкул ӳсӗмне ҫитмен ачасене аталантаракан центра ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ҫитерсе памалла. Адресӗ: Эгер бульварӗ, 6-мӗш ҫурт, 1-мӗш корпус. Е ӗҫсене электронлӑ почтӑна ямалла: cheb_dop5@mail.ru. Ҫӗнтерӳҫе Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлеменни кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем пухӑнӗҫ. Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейре иртекен Велопарада пӗрремӗш хут хутшӑнӗ. Велосипедҫӑсем Хӗрлӗ лапамра 11 сехет тӗлне пухӑнӗҫ. Вӗсем Президент бульварӗпе кайса Мускав проспектне ҫитӗҫ, унтан «Рашча» ҫавраҫулпа ҫаврӑнса каялла килӗҫ. «Студентсен хули» чарӑнура пит-стоп пулӗ. Юлашкинчен мероприятире 2 велосипед, 3 самокат, велосипедҫӑн 10 наборне (фляга, фляга тытмалли хатӗр, мультитуп), 10 веломайка выляттарӗҫ. Велопарада хутшӑнас килет-и? Тархасшӑн. Ку тӳлевсӗрех. Анчах хӑш-пӗр йӗркене пӑхӑнма тиветех: мероприятие ӳсӗр килме, агитаци ирттерме юрамасть. Ҫавӑн пекех мероприяти йӗркелӳҫисем ирӗк памасӑр ялавсемпе усӑ курма, униформа тӑхӑнма юрамасть. Велопарадра нимеҫӗсем пулӗҫ. Велочупуҫӑсем сехетре 14-15 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫеҫ кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |