Апат-ҫимӗҫ
econet.ru сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннине пӗлтернӗ. Шурӑ ҫӑнӑх, сахӑр, аш-какай консерви, макарон, тӑвар, чӑх какайӗ, сӗлӗ кӗрпи, шӑнтнӑ пулӑ, сӗт, сысна какайӗ, услам ҫу йӳнелнӗ. Сахӑрӑн, чӑх какайӗн, шурӑ ҫӑнӑхӑн хакӗ ытларах чакнӑ. Вир тата хура тул кӗрписем, ҫӗрулми, сгущенка, шыв, хура чей, сухан, пан улми, шурӑ ҫӑкӑр хакӗсем кӑшт ӳснӗ, анчах 1 тенкӗрен ытла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
krolikidv.ru сайтри сӑн Кӑҫал пӗрремӗш эрнере пахча ҫимӗҫ тӑрук хакланнине палӑртнӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, помидор хакӗ 28,8 процент ӳснӗ, хӑяр – 19,7 процент, кишӗр 17 процент хакланнӑ. «Борщ пӗҫермелли хатӗр» те хакланнӑ. Сухан, хӗрлӗ кӑшман, ҫӗр улми, купӑста хакӗсем хӑпарнӑ. Чӑвашстат пан улмипе банан хакӗсене кӑна тишкерет. Пан улми – 2,7 процент, банан 3,9 процент ӳснӗ. Ытти ҫимӗҫ хакӗ питех улшӑнман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре туса илекен тӗрлӗ продукци ют ҫӗршывсене те ӑсанать. Чӑх урине илсен, акӑ, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӑна шӑнтса Китая 3 488 тонна сутнӑ. Унсӑр пуҫне талӑкри хур чӗпписене пурӗ 2 пин пуҫ Казахстана ӑсатнӑ. Асӑннӑ ҫӗршыва сӗт-ҫу продукцине 4,9 тонна, пулӑ апатне 0,2 тонна сутнӑ. Чӑх ури пирки каласан, Китайра вӑл паха апат шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Яндекс.дзен сайтри сӑн Тӳре-шара юпа уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче Шупашкарта апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине тишкернӗ. 11 лавккари хаксене шута илнӗ. Юлашки эрнере ҫак ҫимӗҫсем йӳнелнине палӑртнӑ: сгущенка, консерв, макарон, ҫӑмарта, купӑста, панулми, кишӗр, рис, шӑнтнӑ пулӑ, услам ҫу, шурӑ ҫӑкӑр, сысна ашӗ, тӑвар, пулӑ консервӗ, 5 литрлӑ таса шыв. Сгущенка 42 тенкӗ таранах йӳнелнӗ, какай консервӗ - 37 тенкӗ, услам ҫу - 34 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
rb7.ru сайтри сӑн Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренекенсене япӑх пахалӑхлӑ какай ҫитернӗ. Ҫапла пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ. Ведомство ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, сысна ашӗнче сиенлӗ микроорганизмсем, ҫав шутра сальмонелла та, тупнӑ. Унпа Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ тивӗҫтернӗ. Пӗтӗмпе 21 килограмм аш пулнӑ. Россельхознадзор аш-какай комбинатне асӑрхаттару панӑ, хайсен продукцине тӗплӗнрех тӗрӗслеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
t.me/oanikolaev страницӑри видеоран илнӗ скриншот Нумаях пулмасть Чӑваш Ен делегацийӗ Мускавра пулнӑ. Унти ВДНХра «Ылтӑн кӗркунне» ял хуҫалӑх куравӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Республика Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра хыпарланӑ тӑрӑх, Мускава пирӗн тӑрӑхисем 200 кг шӑрттан тата 300 кг сыр илсе кайнӑ. Апат-ҫимӗҫпе вӗсем «Ылтӑн кӗркунне» гастрономи фестивальне хутшӑннӑ. Куравран пирӗннисем 51 медальпе, ҫав шутран 41-шӗ ылтӑн, таврӑннӑ. Кунсӑр пуҫне аммиак, карбамид тата азот удобренийӗ туса кӑларакан «Уралхим» предприятипе тата ытти хӑш-пӗр организаципе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускавра иртекен «Ылтӑн курав» гастрофестивале чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Пӗтӗмпе курава ҫӗршывӑн 58 регионӗнчи 300 ытла производитель пуҫтарӑнӗ. Гастрофестиваль ВДНХра юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче иртӗ. Чӑваш Енрен унта Ольга Кошелева сыр ӑсти те хутшӑнӗ. Пӗр-ик уйӑх каялла вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх сыр – 2022» конкурса ҫӗнтернӗ. Регионӑн сентри ҫинче качака тата ӗне сӗтӗнчен ӑсталанӑ 20 тӗрлӗ ытла сыр вырӑн тупӗ. Унсӑр пуҫне — Етӗрнери аш-какай комбиначӗн шӑрттанӗ; «Сырьёзная компания» ҫемье производствинче туса кӑларакан улма-ҫырла чипсӗ тата ытти пылак апат-ҫимӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре туса илекен ҫӑнӑхӑн пӗр партине Таджикстана ӑсатӗҫ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ. «Чӑвашхлебопродуктӑн» ҫӑнӑхӗн сӑнавлӑ партийӗ Таджикистана чукун ҫулпа ӑсанӗ. Енчен те тавар туянакана продукци пахалӑхӗ тата логистики тивӗҫтерсен экспорта яланхи мелпе йӗркелӗпӗр», – хыпарланӑ министр. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре туса илекен продукцирен 5,2 проценчӗ Таджикистана ӑсанать. Ҫав вӑхӑтрах Китая – 48,9 процент, Беларуҫ Республикине – 10,4 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
"Чебмедиа" сайтри сӑн Пирӗн республикӑра теплицӑри пахча ҫимӗҫ ӑнса пулассине регионти Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Ҫак культурӑсене пухса кӗртес енӗпе пирӗн регион рекорд лартасси патне ҫывхарса пырать. Кӑҫал, малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, теплицӑсенче 27,8 пин ытла тонна туса илмелле. Пӗлтӗр 27,4 пин тонна пухса кӗртнӗ. Хальлӗхе 21,2 пин тонна пуҫтарнӑ. Ҫурри ытла – хӑяр, ӑна 11 тонна татнӑ. 9,8 тонна помидор пухса кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
udoba.org сайтри сӑн Кӑмал ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе республикӑра ӗнесен шучӗ 0,1 процент ӳснӗ. Ҫавна май сӗт суса илесси 2,8 процент нумайланнӑ. Анчах лавккасенче сӗт хакӗ чакнӑ-и? Кӑҫалхи 6 уйӑхра пӗр ӗнерен 8 процент нумайрах сӗт суса илме пуҫлан. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт туса илесси ӳснӗрен унӑн хакӗ чакнӑ. Халӗ республикӑра вӑл 68,74 тенкӗрен пуҫласа 83,62 тенкӗ таран тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |