Апат-ҫимӗҫ
u-f.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри ачасем шкулта апат мӗнле ҫитернипе кӑмӑлсӑр. Ҫакна танлаштарӑм ҫирӗплетнӗ. Ӑна Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ «Шкулти шеф» проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Шкулти апата 5 баллӑ шкалапа хаклама ыйтнӑ. Ҫак ӗҫе шкул ачисене хайсене тума ыйтнӑ. Вӗсем апатланмӑшри тасалӑха, интерьера, менюна, унти ӗҫченсен кӑмӑлне хакланӑ. Ыйтӑм Раҫҫейри мӗнпур регионта тӗнче тетелӗнче нарӑсӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 4-мӗшӗччен иртнӗ. Унта 2200 ытла ача хутшӑннӑ. Чӑваш Ен танлаштарӑмра малти йӗркесен йышне кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енре туса илнӗ агропромышленность отраслӗнче туса илнӗ продукцие ют ҫӗршыва иртнӗ ҫул ӑсатни планпа пӑхса хӑварнинчен 30 процент иртнӗ. Пӗтӗмпе 34,8 миллион долларлӑх сутнӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енри чӑх-чӑх хапрӑкӗсем чӑх урине Китая ӑсатма тытӑннӑ. Пӗлтӗр тата органика йӗтӗнне пуҫласа Европӑна ӑсатнӑ. Ют ҫӗршыва пылак апат-ҫимӗҫ, ҫу культури, севок-сухан, хӑмла, ҫӗрулми, кофе тата чей, хуратул сутнӑ. Чӑваш Енри продукцие 37 ҫӗршыва сутнӑ. Тӗп импортерсем: Китай, Беларуҫ, Германи, Украина, Казахстан тата Польша. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енри аграрирсем хӑйсем туса илекен хура тула Бельгие ӑсатаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Асӑннӑ культурӑна Бельгие пирӗн тӑрӑхран раштав уйӑхӗнче сутма тытӑннӑ. Ҫак кунсенче унта 380 тонна ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе 700 тонна сутмалла. Хуратула маларах Польшӑпа Германие ӑсатнӑ. Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри аграрисем 33,1 миллион долларлӑх (пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 25,7 процент нумайрах) продукци экспорта янӑ. Ку вӑл — Европа Союзне кӗрекен ҫӗршывсене шута илмесӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Вӑрнар районӗнчи Пӑртасри шкулта вӗренекен ачасен кӑнтӑр апатне килтен чиксе кайма тивет. Мӗншӗн тесен унти шкул столовӑйӗ хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест. Хальхи вӑхӑтра кӑна та мар, ӑна 50 талӑклӑха хупса хунӑ. Столовӑй епле ӗҫленине Роспотребнадзорӑн вырӑнти специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Вӗсем савӑт-сапа катӑккинчен пуҫласа кранри шыв юрӑхсӑрри таранах тупса палӑртнӑ. Столовӑйӗнчи хӑш-пӗр оборудовани пачах ӗҫлемен. Кӑлтӑк ҫине кӑлтӑк тупса палӑртнине кура столовӑя вӑхӑтлӑха хупса хума йышӑннӑ. Ҫак тавӑҫпа суда тухнӑ. Унтисем тивӗҫлӗ йышӑну кӑларса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Юпа уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра «Моя планета» (чӑв. Манӑн планета) телеканал пулнӑ. Вӑл «Магия вкуса» кӑларӑм валли сюжетсем ӳкерме килнӗ. Телекуравра ӗҫлекенсем республикӑн тӗрлӗ районне ҫитнӗ, унта вӗсем чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрленипе паллашнӑ. Антон Зайцев ертсе пыракан телекӑларӑм эфира ыран, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре тухӗ. Тележурналистсем хӑш тӑрӑха ҫитсе мӗн ӳкернине пӗлес тесен ыран телевизор пӑхма манмалла мар. Чӑваш Енпе паллаштаракан кӑларӑма тепӗр хутчен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17 сехет те 10 минутра тата 00 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
kylinariaohta.ru сайтри сӑн Раҫҫейре «Раҫҫейри тутӑсем» наци конкурсӗ пӗрремӗш хут старт илнӗ. Ӑна РФ ЯЛ хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ. Конкурса хутшӑнма 79 регионти 500 ытла бренд заявка панӑ. Чӑваш Ен чысне тӑватӑ ҫимӗҫ хӳтӗлӗ. Вӗсем – «Ҫӗрпӳ пӗремӗкӗ» (Ҫӗрпӳ райповӗ), «Чӑваш шӑрттанӗ» (Етӗрнери аш-какай комбиначӗ), «Чӑваш пылӗ» (Канаш районӗнчи «Мелилотус», «Чӑваш Енри качака сӗчӗ» (Шупашкар районӗнчи» «Ялти картиш»). Конкурс сакӑр номинаципе иртет, унта пӗчӗк тата вӑтам предприятисем ҫеҫ хутшӑнаяҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшакан комплекслӑ программӑна кӗрӗҫ. Чӑвашсен ҫимӗҫне ҫӗнтермешкӗн пулӑшар. Конкурс сайтӗнче сасӑлав раштавӑн 2-мӗшӗччен пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енри шкулсенче пӗр пек меню пулмалла. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче «Шкулсенче вӗри апатпа тивӗҫтересси» семинар-практикума пӗтӗмлетнӗ. Семинар кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче Шупашкарта иртнӗ. Унта пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче шкул директорӗсем, поварсем, районсемпе хуласенчи вӗрентӳ пайӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ. Республикӑн мӗнпур шкулӗнче Роспотребнадзор ырланӑ пӗр пек меню пулмалла. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ семинар-практикума хутшӑннисем. Ун пек семинарсене ӳлӗмрен кашни кварталта пӗрре ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Ҫӗрпӳ районӗнче «Моя планета» (чӑв. Манӑн планета) телеканалӑн ӗҫченӗсем «Студия вкусов» программа валли сюжет ӳкернӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе райпо ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе паллаштарнӑ. Телеканалӑн сайтӗнче ку программа пирки ҫапларах хыпарланӑ: Антон Зайцев документлӑ фильма телекухньӑпа шайлаштарать. Эфира 40 ытла фильм тухнӑ. Ертӳҫӗ Вьетнамра крокодил, Австралире кенгуру тата ытти нумай ҫӗршывра тӗрлӗ апат ас тивсе пӑхнӑ. Халӗ, ав, вӑл чӑваш апатне хаклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Паян Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерци техникумӗнче «Ҫамрӑк профессионалсем» VII наци чемпионачӗн финалӗнче юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ пике апат пӗҫерессин ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Ача епле пӗҫернине пӑхма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пырса ҫитнӗ. Шупашкарти 64-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен ача пӗҫернӗ пулӑран вӗри апат тата тӑпӑрчӑран курага тата апельсин хуппи ярса хӑпарту пӗҫернӗ. Ача епле хатӗрленине общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче тата шкул апатланӑвӗн комбиначӗсенче ӗҫлекен ӑстасем хутшӑннӑ. Дарья хатӗрленӗ тӑпӑрчӑ хӑпартӑвӗ Элтепере те килӗшнӗ. Вӑл ӑна шкул менюне кӗртме республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине сӗнессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем тӑван халӑхӑмӑрӑн апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме вӗрентнӗ. Унта наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлессипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗннисем пылпа салат туса кӑтартнӑ. «Диалог культур «Вкус Байкала» (чӑв. «Байкал тути» культурӑсен диалогӗ) наци культурисен фестивалне Иркутскри тата Иркутск облаҫӗнчи вунӑ ытла наципе культура пӗрлешӗвӗ хутшӑннӑ. Азербайджансем иҫӗм ҫулҫи ярса долма хатӗрленӗ, эрменсем — лаваш, бурятсем — буузы, беларуҫсем — калдун, казахсем – тулӑ ҫӑнӑхӗнчен ҫӑкӑр, корей ҫыннисем — ролла, поляксем – бигус, таджиксем — плов, тутарсем — бэлиш т.ыт.те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |