Апат-ҫимӗҫ
exp.idk.ru сайтри сӑн Ял хуҫалӑх министерстви кӑҫал мӗнле ҫимӗҫсем хакланма пултарассине пӗлтернӗ. Ҫак йыша пилӗк продукци кӗнӗ. Мӗнлисем? Сӗт, сӗт юр-варӗ, ҫӑкӑр, пахча ҫимӗҫ тата сахӑр. Ведомство хаксене шайлаштармашкӑн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасшӑн. Тӗслӗхрен, ҫӑкӑр пӗҫерекенсене пӗр килограмм пуҫне 2 тенкӗ мар, 2,5 тенкӗ субсиди парасшӑн. Пахча ҫимӗҫе мӗнле йӳнетмелле? Харпӑр хуҫалӑхсенче шанчӑк пур. Ҫавӑн пекех тӳре-шара пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми туса илессине аталантармашкӑн федераци проекчӗ пуҫарасшӑн. Ҫавна май 2023 ҫулта ку тӗллевпе хушма укҫа уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енпе Мари Элти управленийӗн специалисчӗсем «Звениговский» аш-какай комбиначӗн кӑлпассийӗнче антибиотик тупса палӑртнӑ. Ӳпке-пӗвертен хатӗрлекен «Домашняя» кӑлпассие специалистсем 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тӗрӗслеме илнӗ. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе лабораторире тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн сульфаметазин (килограмм продукци пуҫне 34,4 микрограмм), флорфеникол (28,9 мкг/кг), тилмикозин (1,4 мкг/кг), энрофлоксацин (23 мкг/кг) тупса палӑртнӑ. Ун пек япаласем кӑлпассире пулмалла мар. Юрӑхсӑр партие сутма чарнӑ. Кӑлпасси туса кӑларакан аш-какай комбинатне те асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
fbm.ru сайтран илнӗ сӑн Шӑккалат усӑлӑхӗ пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах тухтӑрсем ҫине-ҫинех ӑна епле ҫимелли ыйту патне таврӑнаҫҫӗ, вӑл организмшӑн ытла та усӑллӑ пулнине ӗнентереҫҫӗ. «Актуальные новости» (чӑв. «Ҫивӗч хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, кардиологсем ҫак анлӑ сарӑлнӑ пылака ҫини чӗре сывлӑхне тата пӗтӗм чӗрепе юн тымарӗсен системине пулӑшать тесе пӗлтернӗ. Тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, эрне хушшинче 28 грамм шӑккалат ҫини чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене 18% чакарать. Унсӑр пуҫне сикчевлӗ аритмие тата ытти тӗрлӗ чӗре чирӗсене аталантарас хӑрушлӑха чакарать. Сӑмах кунта кокао виҫи 70% каярах мар шӑккалат ҫинчен пырать, мӗншӗн тесен организма усӑ кӳрекенни — шӑп кокао шутланать те. Унсӑр пуҫне тӗксӗм е йӳҫӗ шӑккалатра, сӗтлипе танлаштарсан, сахӑрпа ҫу сахалрах. Паллах ӗнтӗ, ӑна виҫеллӗ ҫимелле, мӗншӗн тесен вӑл калориллӗ апат шутланать тата унра ҫӳлерех асӑннӑ сахӑрпа ҫу пур. Гипертонипе аптӑракансемшӗн те ҫак пылак ҫимӗҫ усӑллӑ, мӗншӗн тесен юн тымарӗсенчи шыҫҫа чакарать тата иммунитета ҫирӗплетет. Куллен тата виҫеллӗ пахалӑхлӑ шӑккалат ҫини, ҫакӑ темле парадоксла илтӗнет пулин те, диабет аталанма пултаракан хӑрушлӑха чакарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра апат-ҫимӗҫ хакӗсем пирки те калаҫнӑ. Хаксем мӗншӗн хӑпарни пирки экономика министрӗ Дмитрий Краснов каласа кӑтартнӑ. Кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче Чӑваш Енре инфляци 7,8 процентпа танлашнӑ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, кӑшт пысӑкрах (ҫӗршывра – 7,5%). Апат-ҫимӗҫ вӑтамран 8,9 процент хӑпарнӑ, ытти тавар – 8,8 процент. 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе инфляци 8,2-8,5 процентпа танлашма пултарассине калаҫҫӗ. Малтан ку кӑтарту 5,5 процентпа танлашма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Купӑста хакӗ – 2,1, кишӗр – 1,4, ҫӗрулми – 1,3, аш-какай – 1,2 процент хӑпарнӑ. Кӗрпе, пӑрҫа 1,2 процент хакланнӑ. Ҫавӑн пекех макарон хакӗ самай хӑпарнӑ: 14,4 процент. Ҫӑкӑр-булка таврашӗ 13,5 процент хакланнӑ, тип ҫу – 8,9%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Вӑрнарти сӗт савутне штрафлама йышӑннӑ. Сахал мар – 100 пин тенкӗлӗх. Вӑл туса кӑларакан хӑймапа ҫура антибиотик тупнӑ. Кӳкеҫри ачасен интернат ҫуртӗнче Россельхознадзор апат-ҫимӗҫе тӗрӗсленӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Вӑрнарти сӗт савучӗ туса кӑларнӑ ҫупа хӑймара линкомицин антибитик пурри палӑрнӑ. Ку – «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» техника регламенчӗн требованийӗсене пӑсни. Юпа уйӑхӗнче юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӳк уйӑхӗнче ӗҫе пӑхса тухнӑ та савута 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
"Про Город" архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти улма-ҫырла сутакан лавккана уйӑхлӑха хупса хунӑ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. «Фрукты-Сухофрукты» суту-илӳ павильонӗнче санитарипе эпидемиологи йӗркисене пӑснине тупнӑ. Сӑмахран, унта сивӗ тата ӑшӑ шыв пулман. Сутуҫӑ каланӑ тӑрӑх, вӑл 5 литрлӑ кӗленчесенчи шывпа усӑ курать. Анчах вӑл гигиена тӗлӗшӗнчен таса пулнине ӗнентерекен документ та ҫук. Кӗленчесене шал енчен дезинфекцилемеҫҫӗ, ҫумаҫҫӗ. Шыва канализацие тӑкаҫҫӗ, ӑна юхтарса ямашкӑн килӗшӳ туман. Ҫавӑн пекех алӑ ҫума раковина ҫук, дезинфекци шӗвекӗ те курӑнман. Кунсӑр пуҫне павильонра арпуса ҫурмалла касса сутнӑ. Ҫапла адмӗҫ пуҫарса павильона 30 кунлӑха хупнӑ. Ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
ustaliy.ru сайтри сӑн Республикӑра ҫӑкӑр мӗншӗн хакланать? ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви сӑлтавне ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, топливо кӑна мар, тип ҫу тата сахӑр хакӗсем е ӳсеҫҫӗ. Ку кӑна мар, кӑҫал типӗ ҫанталӑка пула тыр-пул ӑнса пулман. Ҫакӑ та хаксене витӗм кӳнӗ. Министерство шутланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗнче ҫӑкӑр тата булка таврашӗсен хакӗ вӑтамран 5,3 процент хӑпарнӑ. Хаксем ытла ӳссе ан кайччӑр тесе РФ Правительстви ҫӑкӑр пӗҫерекен савутсене пулӑшма палӑртнӑ. Чӑвӑш Енре ку тӗллевпе 22 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ, федераци шайӗнче – 6 млн тенкӗ ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем Етӗрнери аш-какай комбиначӗн ҫимӗҫӗсенче антибиотик тупнӑ. Ведомство «Украинская» кӑлпассие тата «Школьный» шницеле тӗрӗсленӗ, Мускава ӑслӑлӑхпа методика тӗп ветеринари лабораторине янӑ. Кӑлпассире бензилпенициллин пулнӑ. Шницельте энрофлоксацин тата ципрофлоксацин пурри палӑрнӑ. Етӗрнери аш-какай комбиначӗ тӗлӗшпе административлӑ производство пуҫарнӑ. Комбината 100 пин тенкӗ штраф тӳлеме ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ сӑн Шупашкарта канмалли кунсенче ярмӑрккӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хупӑнӗҫ. Ярмӑрккӑсем хулари темиҫе вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ: «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче тата «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче. Ярмӑрккӑсенче пахча ҫимӗҫе йӳнӗ хакпа туянма пулать. Тӗслӗхрен, купӑста 25-40 тенкӗ тӑрать, сухан – 30-40 тенкӗ, кишӗр – 30-50, кабачок – 10-30, хӑяр – 30-35, помидор 50-80 тенкӗ. Унта пахча ҫимӗҫ сутакансем вырӑна тара илнӗшӗн укҫа тӳлемеҫҫӗ. Ҫавна май тавар хакӗ те самай пӗчӗкрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Шупашкар хулинче «Поделись урожаем» (чӑв. Тухӑҫа парнеле) акци иртет. Ӑна тӗп хулари Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр йӗркеленӗ. Асӑннӑ учрежденире «Тӗрӗс апаталану – вӑрӑм ӗмӗр никӗсӗ тата усӑллӑ йӑла» проект пурнӑҫланать. Кӑҫал кӑна мар-ха. Ытти ҫул та ӑна йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра пахчасенче улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ пулса ҫитнӗ. Ҫуркунне ытларах акса-лартса хӑварас килет, кӗр ҫитсен тухӑҫ йӑтӑнса тӑрать, тирпейлесе те пӗтереймӗн. Хулара ялти пек картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усрамастӑн-ҫке — ҫынна ҫиме питӗ нумаях та кирлӗ мар. Ҫавӑн пек шухӑшлакан пахчаҫӑсем ытлашши пахча ҫимӗҫе теприсене кӑмӑлтан параҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченсем пахча ҫимӗҫе пӗччен пурӑнакан, дачӑра ӗҫлеме пултарайман е пахча ҫук ваттисене ҫитерсе параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |