Апат-ҫимӗҫ
Шупашкарти Николаев урамӗнчи пасарта контрафактлӑ пекин купӑсти тупса палӑртнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр обласҫӗнчи управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ленин районӗнчи суту-илӳ точкисене прокуратурӑпа пӗрле тӗрӗсленӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне ӑҫтан кӳрсе килни паллӑ мар пахчаҫимӗҫе асӑрханӑ. Пурӗ — 84,9 килограмм. Апат-ҫимӗҫ пирки пӗр хут та пулмантан ӑна туртса илме йышӑннӑ. Ҫавӑн пирки кирлӗ хутсем шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн пекин купӑстине ҫав кунах, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, ҫӳп-ҫап турттармалли вырӑна тиесе кайнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр обласҫӗнчи управленийӗн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла вара контрафактлӑ пахчаҫимӗҫе — 85-е яхӑн килограмм пекин купӑстине — ҫийӗнчех тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Роспотребнадзор ачасене килтен апат илсе пыма чарӗ. Анчах ку пур ҫимеҫе те пырса тивмест. Тӗслӗхрен, малашне ачасен улма-ҫырла, типӗтнӗ улма-ҫырла, мӑйӑр килтен илсе килме юрать. Вӗсене тӑхтӑв вӑхӑтӗнче ҫийӗҫ. Ҫавӑн пекех шкулти тата ача-пӑча уйлӑхӗсенчи менюна витаминсемпе тата микроэлементсемпе, бифидобактерисемпе пуян ҫимӗҫсем кӗртмеллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне апат пӗҫернӗ чухне йодлӑ тӑварпа кӑна усӑ курӗҫ. Шкул ачин апатланӑвӗнче ҫак ҫимӗҫсем пулмалла: какай, чӑх какайӗ, сӗт, услам тата ӳсен-тӑран ҫӑвӗ, хура, шурӑ ҫӑкӑр. Пулла, ҫӑмартана, тӑпӑрча тата сӗт юр-варне эрнере 2-3 хутчен кӑна менюна кӗртме сӗнеҫҫӗ. Хушма ҫимелли пек ачасене кислородлӑ коктейль пама пултараҫҫӗ. Роспортебнадзор шкулти шӑпӑрлансене пирожнӑйпе, тортпа, ливер кӑлпассипе, сельдь пулӑран хатӗрленӗ форшмакпа, по-флотски пӗҫернӗ макаронпа, вакланӑ ҫӑмартапа, вӗретмен сӗтрен хатӗрленӗ тӑпӑрчпа, кӑмпапа, консервланӑ пахча ҫимӗҫпе тата улма-ҫырлапа, паштетпа, тапӑрчӑ е аш хурса ҫавӑрнӑ икерчӗпе, ӑшаланӑ ҫӑмартапа, фритюре ӑшаланӑ ҫимӗҫсене ҫитерме чарать. Ку кваса, кумыса, газировкӑна, чӗлхене чӗпӗтекен соуссене, горчицӑна, кетчупа, майонеза, чӑмлака, карамеле те пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем апат ҫисе наркӑмӑшланнӑ, ҫав ыйтӑва ЧР Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер тунтикунхи канашлура сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарти кадет корпусӗнчи виҫӗ ача, Кӳкеҫ лицейӗнчи пилӗк ача шар курнине хыпарланӑччӗ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов ачасем апатпа наркӑмӑшланман тенипе Элтепер килӗшменнине телекуравпа та кӑтартнӑччӗ. Чӑн та, Роспортебнадзорӑн республикӑри управленийӗ ҫапла пӗлтернӗ-ха та... Халӗ эпир тепӗр ҫӗнӗ хыпар илтрӗмӗр. Маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Алевтина Федорова Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗн 14-19-мӗшӗсенче Кӳкеҫ лицейӗнчен 4 ачана тата 1 аслӑ ҫынна пульницӑна чӑнахах та илсе кайнӑ иккен. Кадет корпусӗнче вӗренекен виҫӗ ача та аптӑраса ӳкнипе пульницӑна лекнӗ. Ачасем шкулти апатпа наркӑмӑшланманах-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫур тонна ытла пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана сутлӑхран туртса илнӗ. Ведомство ятарласа тӗрӗслев ирттернӗ. Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлан потребительсем валли тӗрӗс информаци пулман, вӗсем хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене те тивӗҫтермен. Кӑҫал 10 уйӑхра пахча ҫимӗҫрен илнӗ 809 пробӑна нитратсене, пестицидсене, мышьяк, ртуть тупса палӑртас тӗллевпе тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрлӗ кӑшманран, ҫӗрулмирен, дыньӑран илнӗ 12 проба хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтермен. Вӗсене нитрат тупнӑ. Кунашкал пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана сутакансене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Шупашкарти шкулсенче ачасене пӗрешкел ҫитерме тытӑнӗҫ. Ку комплекслӑ ирхи тата кӑнтӑрлахи апатсене пырса тивет. Улшӑнӑва пула хаксем ӳсмӗҫ, ҫав шайрах юлӗҫ. Ку ыйтӑва вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнчех ҫӗкленӗ. Ун чухне вӗренӳ управленийӗн специалисчӗсем комбинат ӗҫченӗсемпе тӗл пулса шкулта пӗрешкел меню тӑвасси пирки калаҫнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта шкулсене ултӑ апатлану комбиначӗ апатпа тивӗҫтерет. Вӗсем ҫулсеренех меню хатӗрлеҫҫӗ, блюдӑсене, порцисен, калорисен виҫисене палӑртаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗн 67 проценчӗ пӗрлехи менюна ырланӑ. Иртӗ эрнекун шкулти менюна ашшӗ-амӑшӗн экспертпа консультаци канашӗ сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче хулари шкулсенчи апатлану хакӗ ӳснӗ. Кӗҫӗн класри ачасем ирхи тата кӑнтӑрлахи апатшӑн кунне 75 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аслӑраххисем – тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ шаурма хатӗрлекен 7 киоска тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. 6 киоскӑн ӗҫне чарса лартнӑ, алӑкне пичет ҫапса хупнӑ. Вӗсен 30-90 талӑк ӗҫлеме юрамасть. Ведомство ӗҫченӗсем Шупашкарта – 3, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канашра 2-шер киоск тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех шыв тата канализаци енӗпе ҫитменлӗх пулнӑ, кӳрсе килнӗ шывпа пӗҫернӗ. Хатӗр продукци чӗррипе пӗрле упраннӑ, каснӑ пахча ҫимӗҫпе соуссене холодильникре упраман. Киоск пӗчӗк пулнӑран апат хатӗрлеме условисем те ҫук. Ҫитменнине, унта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман ҫынсем ӗҫленӗ. Хатӗр апат микробиологи кӑтартӑвӗсемпе те тӗрӗслев витӗр тухман. Ҫапла майпа 12 административлӑ протокол хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енре пӗр эрнере панулми, кишӗр тата сухан йӳнелнӗ. Купӑста хакӗ ҫавӑн пекех, улшӑнман. Хӑяр, помидор, ҫӗрулми, ҫӑмарта тата тулӑ хакланнӑ. Ҫак ҫимӗҫсен хакӗ вӑтамран 1-7 процент ӳснӗ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗне ашӗ, сысна какайӗ, кӑлпасси, услам ҫу, ӳсен-тӑран ҫӑвӗ, сӗт юр-варӗ, ҫӑкӑр хакӗсем унчченхи пекех юлнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр улма-ҫырла, пахча-ҫимӗҫ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан, хаклӑрах пулнӑ. Панулми 15 тенкӗ йӳнӗрех, ҫӗрулмишӗн – 2 тенкӗ, хӑяршӑн – 4 тенкӗ, суханпа помидоршӑн 1 тенкӗ сахалрах тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Шупашкарти шкулсенчи апатланмӑшсенче пӗрешкл меню тӑвасшӑн. Кунашкал шухӑша апатлану комбиначӗсен ертӳҫисем канашлура пӗлтернӗ. Ӑна Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров ертсе пынӑ. Ҫак тӗллевпе ку эрнере управлени специалисчӗсем хулари шкулсене ҫитеҫҫӗ, апатлану комбиначӗсен ӗҫне тӗрӗслеҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, «Спектр» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтерекен менюра плов, солянка, чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ гуляш пур. Ҫавӑн пекех кунсерен апат-ҫимӗҫе тӗрӗслекен комисси ӗҫне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Дмитрий Захаров поварсен квалификацине ӳстерме, кулинари конкурсӗсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицейри апат пирки тавлашу сиксе тухнӑ. «Ҫак апат 50 тенкӗ тӑма пултараймасть», — ҫырса хунӑ поста вырнаҫтарнӑ автор. Сӑмахне ӗнентерме вӑл сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Унта — темиҫе турамран тӑракан шаркку, пӗр касӑк помидор. «Урӑх нимӗн те ҫитермеҫҫӗ-им: яшка, иккӗмӗш блюдо, компот?» — тӗлӗннӗ пӗри. «Капла гастритпа чирлеме те часах», — хушса хунӑ тепри. Ирхи апат 23 тенкӗ тӑрать имӗш, кӑнтӑрлахи — 46 тенкӗ. Пӗр амӑшӗ ӗнентерме тӑрӑшнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ лицейӗнче пилӗкмӗш ҫул ӗнтӗ (унӑн ачи шӑпах ҫавӑн чул унта вӗренет-мӗн) начар апатлантараҫҫӗ. Кӑмӑлсӑрлансан та усси ҫук тесшӗн вӑл. Ҫав вӑхӑтрах теприсем ачасем сиенлӗ тӗрлӗ апата (васкавлӑ пӗҫерекен макарона, газлӑ пылак шыва...) хӑнӑхса лартнипе тиркесшӗн тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шкул администрацийӗ тавлашӑва хутшӑнман — унта унӑн официаллӑ хуравӗ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Вӑрнар савут СОМ» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫак предприяти «Белоусовы» брендпа паллӑ. Унта услам ҫу, типӗ сӗт, сӗт юр-варӗ туса кӑлараҫҫӗ. Продукцие проба илсе тӗрӗслеме янӑ. Лаборатори тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 20 процент ҫуллӑ хӑймара тата «Бифолайф» ятлӑ юр-варта тетрациклин ушкӑнӗнчи антибиотик тупса палӑртнӑ. Халӗ предприяти тӗлӗшпе административлӑ производство пырать. Сӑмах май, Роспотребнадзор пӗлтӗр те ҫак савутӑн хӑймине тӗрӗсленӗ. Ун чухне те вӑл сывлӑхшӑн сиенлӗ пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |