Апат-ҫимӗҫ
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратурин специалисчӗсем тӗп хулари «Николаевски» суту-илӳ комлексне тӗрӗсленӗ. Пӗр вырӑнта паллӑ мар тӑрӑхран кӳрсе килнӗ панулми сутнине тупса палӑртнӑ. Ҫимӗҫ курупки ҫинче маркировка этикетки пулман – ӑна татса илме пултарнӑ, мӗншӗн тесен йӗрсем курӑннӑ. Кунсӑр пуҫне сутуҫӑ кирлӗ документсене кӑтартайман. Ҫаксене кура панулми партине санкци ҫимӗҫӗсен йышне кӗртнӗ, «Муркаш» полигона илсе тухса тӗп тупнӑ. Пӗтӗмпе – 141 килограмм панулми. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗ нумаях пулмасть 85 ҫулхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Юбиляр-предприятие саламлама тӳре-шарапа депутатсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Республикӑри сумлӑ предприяти уявне хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев савута ырласа Инстаграмра та ҫырса хунӑ. «Пӗр йыш, пӗр ҫемье пек ӗҫлет Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Предприятире хӑй темиҫе хут та пулнине, мухтавлӑ коллективра тӑрӑшакан чылай ҫынна палланине асӑнса хӑварнӑ. Предприяти, чӑн та, самана саккӑрла ҫаптарнӑ вӑхӑтра та ҫухалса кайман. Савута Елена Бадаева чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Маттур чӑваш хӗрарӑмӗ тахҫанах тивӗҫлӗ канура пулин те юратнӑ ӗҫе чунтан парӑнса пурнӑҫлать кӑна мар, самана таппипе тан утать. Ҫавна май савут продукцийӗн ассортименчӗ те, техӗм шӑршӑллӑ та кӑпӑшка ҫӑкӑр-булкӑна сутасси те ӑнӑҫлӑ пулса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
vestifinance.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре сысна какайне тата сыра йӳнӗпе туянма пулать. Ку енӗпе республика Атӑлҫи федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки Росстат пӗлтерет. Чӑваш Енре сысна какайӗн пӗр килограмне 219,68 тенкӗпе сутаҫҫӗ (шӑмӑсӑр аш кунта кӗмест). Хытӑ сырӑн пӗр килограмне вӑтамран 440,08 тенкӗпе тянма май пур. Ҫавӑн пекех пирӗн республикӑра кӑлпасси, тип ҫу, тулӑ ҫӑнӑхӗ, ыраш ҫӑнӑхӗ, вермишель, макарон йӳнӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енри кулинарсем Узбекистанран медальсемпе таврӑннӑ. Пылак апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсен ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче иртнӗ. Кулинарсен «Вкусный Узбекистан 2019» (чӑв. Тутлӑ Узбекистан 2019) пӗтӗм тӗнчери чемпионатне Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Казахстанран, Румынинчен, Болгаринчен, Азербайджанран, Турцинчен, Алжиртан, АПШри, Индинчи, Пакистанри, Грецинчи, Кӑнтӑр Корейӑри, Монголинчи тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыври апат пӗҫерекенсем пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн преподавателӗ Анна Яровая, «Планета» кондитерскин производство заведующийӗ Юрий Сиволюб, Шупашкарти коопераци институчӗн студентки ылтӑн медальсемпе таврӑннӑ. Кулинарсен пултарулӑхне хаклакан 20 тӳре хушшинче Чӑваш Енри икӗ ҫын: Чӑваш енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Уездный, Шупашкарти коопераци институчӗн проректорӗ Елена Антонова — пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури Россельхознадзор специалисчӗсемпе пӗрле «Хевешски» суту-илӳ комплексӗнчи лавккасене тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслевре йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Хӑш-пӗр усламҫӑ карантинри апат-ҫимӗҫе упранӑ, сутнӑ: панулми (Молдова), груша (Армени), абрикос (Турци), персик (Турци), апельсин (Египет), слива (Узбекситан), арпус (Дагестан), ҫӗрулми (Астрахань). Ҫак ҫимӗҫсен кирлӗ документсемпе сертификатсем пулман. Усламҫӑсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене штраф тӳлеттерме е ӗҫне 90 талӑклӑха чарса лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫ Африкӑна ӑсанӗ. Ҫак хыпара эпир ЧР Ял хуҫалӑх министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сочи хулинче «Россия-Африка» (чӑв. Раҫҫей-Африка) саммит иртнӗ май курав йӗркеленӗ. Унта Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви аграри предприятийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма май туса панӑ. Ведомство «Агроэкспорт» федераци центрӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса 27 предприятипе паллаштарнӑ. Вӗсем пурте — хӑйсен продукцине Африкӑна ӑсатас кӑмӑллӑ. Раҫҫейри 27 предприяти йышӗнче Шупашкарти «Акконд» предприяти те пулнине палӑртмалла. Африкӑна ӑсатакан продукци калӑпӑшне Раҫҫей ӳлӗмрен икӗ хут ӳстерме палӑртать. Ҫавӑн пирки РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Левин пысӑк трибуна умӗнчех каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
«Чӑвашхмельпром» тулли мар яваплӑ общество «Чӑваш хӑмли» ятпа усӑ курма ирӗк илнӗ. «Чувашский хмель»(чӑв. Чӑваш хӑмли) ятпа малашне пӗртен-пӗр ҫав предприяти ҫеҫ сутайӗ. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑвашхмельпром» Роспатента ятарлӑ документсене ҫитерсе парсан «Чӑваш хӑмли» ята регистрацилӗҫ. Роспатентра хӑйсен продукцине интеллект харпӑрлӑхӗ евӗрЧӑваш Енри предприятисем маларах та регистрациленӗ тӗслӗхсем пулнӑ-ха. Ҫавӑн пек майпа Етӗрнери аш-какай комбиначӗ тата Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ усӑ курнӑ. Етӗрнери аш-какай комбиначӗ — чӑваш шӑрттанне регистрацилеттернӗ, Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӑслӑлӑх институчӗ — икӗ йышши хӑмлана. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
tatar-inform.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор апат-ҫимӗҫ лавккисене тӗрӗслевпе тухнӑ. Хальхинче сентресем ҫинчи аш-какай пахалӑхне пӑхнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сысна тата ӗне какайӗсенчен хатӗрленӗ продукцире (кун пирки маркировкӑра ҫырнӑ) чӑхӑн ДНКине тупса палӑртнӑ. Требованисемпе килӗшсе тӑман продукцие сутуран илнӗ. Пӗтӗмпе 200 ытла килограмм какай сентресем ҫинчен илсе кайнӑ. Палӑртмалла: Роспотребнадзор кӑҫалхи 9 уйӑхра лабораторире аш-какайӑн 900 пробине тӗрӗсленӗ. 64 ҫурмафабрикат гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри пӑри кӗрпи Раҫҫейре чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 9-12-мӗшӗсенче, Мускавра «Ылтӑн кӗркунне» агропромышленноҫ куравӗ иртнӗ. Шӑпах ҫавӑнта Чӑваш Енри пӑри кӗрпи палӑрнӑ. Ку кӗрпене курава Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ фончӗ илсе кайнӑ. «Пысӑк пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫ туса кӑларнишӗн» номинацире Чӑвашри пӑри кӗрпин икӗ тӗсӗ – шлифлани тата вӗтетни – палӑрнӑ. Вӗсем ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: пӑрие Патӑрьел районӗнчи фермер хуҫалӑхӗсенче ҫитӗнтернӗ. Курава кӑҫал туса илнӗ кӗрпене илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
www.pinterest.ru сайтри сӑн Чӗмпӗрте туса кӑларнӑ чӑкӑтри выльӑх ҫӑвне ӳсен-тӑран ҫӑвӗпе улӑштарнине тупса палӑртнӑ. Чӑкӑтсене Канашри тата Шупашкарти суту-илӳ точкисенче тӗрӗсленӗ. Россельхознадзорӑн Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑкӑтра маркировкӑра палӑртман япаласем тупнӑ. Вӗсене ҫак сырсенче тупнӑ: «Пашехонский», «Российский», «Голландский». Вӗсенче фитостеринсем пур-мӗн. Чӑкӑта туса кӑларакан предприяти патне предписани янӑ – унӑн чӑкӑтӑн ҫак тӗсӗсене кӑларма пӑрахмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |