Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 16 ҫулти арҫын ача 9-ти шӑллӗне вӗлерсен Чӑваш Ен самай шавларӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑна ача ирччен компьютер вӑййине вылянипе сӑлтавларӗ. Теприсем урӑхла калаҫрӗҫ. Анчах ҫав кун ир кӳлӗм мӗн пулса иртнӗ? Ҫакна кӗҫех суд татса памалла. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӑйсен килӗнче 16-ри арҫын ача ҫывӑракан шӑллӗне мӑйӗнчен виҫӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тепӗр пӳлӗмре ҫывӑрнӑ. Вилене ирхине ашшӗ тупнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын ача психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар. Судра ӑна вӑйпа сипленме ярас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак ҫын ҫул ҫинче шар курнӑ. Ку хӑйӗн айӑпӗпе мар-ха. Маршрутка водителӗн тимсӗрлӗхне пула вӑл пуҫне суранлатнӑ. Ку иртнӗ эрнере пулнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 44 ҫулти арҫынна тепӗр ҫынна суран кӳнӗшӗн айӑпласшӑн. Ҫав кун 68 ҫулти пассажир самаях вӑйлӑ аманнӑ. Ҫӗмӗрле хулине кӗнӗ чухне водитель чарӑнса ҫынсене антарнӑ. Анчах алӑк хупӑ-и е ҫук-и — лайӑх пӑхман вӑл — малалла хускалнӑ. Ҫавӑн чухне автобусран ватӑ арҫын тухса ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хӗрлӗ Чутай район прокуратури шкулсенче хут ӗҫӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн вӗренӳ пйаӗн специалисчӗн ҫавӑншӑн дисциплина тӗлӗшӗнчен явап та тытма тивнӗ. Прокуратура наркотикла тата психотроплӑ япаласен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшне сирес тӗлӗшпе шкулсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Тӗрӗсрех, кун пирки ӗҫе епле планланине. Плана кирлӗ пек ҫырманни йӗркене пӑсни пулать иккен. Эрех-сӑрапа е наркотиклӑ е психотроплӑ япалапа айкашнине асӑрхасан ачасене шкулти учета илесси пикри ӗс планне кӗртсе хӑварман. Анкета, тренинг, уйрӑм калаҫу ирттересси пирки те хут ҫине ҫырса хумалла пулнӑ-мӗн. Тата тестне ирттернӗ чух ачасенчен ҫыртарса ирӗк илмен. Шкулсем плана йӗркеллӗ ҫырманнишӗн вӗренӳ пайӗ яваплӑ тесе шухӑшланӑран прокуратура райадминистрацине представлени тӑратнӑ. Унта вара ҫав пайра ӗҫлекен ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канашри педагогика коллеждӗнче куҫӑн майпа вӗренекен студента общежитинче вырӑн памасӑр халтан янӑ. Колледж ҫакна унпа ыттисем пӗр пӳлӗмре пурӑнасшӑн маррипе сӑлтавланӑ. Хайне койка-вырӑнсӑр хӑварнӑ студент тӑлӑх пулнӑ… Ун пеккисене вара саккунра чи малтан вырӑнпа тивӗҫтермеллине пӑхса хӑварнӑ. Кӳреннӗ студент ҫӑхавпа вырӑнти прокуратурӑна ҫитнӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем яш ыйтӑвне пӑхса тухма тӗрӗслев йӗркеленӗ. Ыттисем пӗрле пурӑнасшӑн мар тени тӑлӑх студента вырӑнпа тивӗҫтермелле марри пирки колледжа ӑнлантарса пама тивнӗ. Ку вӑл саккуна пӑсни пирки асӑрхаттару хучӗ те шӑрҫаланӑ. Кӗҫех каччӑна койка-вырӑн панӑ. Педагогика колледжӗн яваплӑ ӗҫченне вара саккуна пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Юрьев тунӑ сӑн Ҫак ҫын тӗнче тетелӗнче диван сутма кӑна шутланӑ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӑл унта пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Анчах тупӑш курас вырӑнне укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. ЧР ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне пӗлтерӳ панӑ хыҫҫӑн Шупашкар ҫыннине туянакан шӑнкӑравланӑ. Вӑл диван туянма, кӑштах аванс пама хатӗррине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн диван сутакан арҫын хӑйӗн банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кӑштахран унтан 380 пин тенкӗ ним мар ҫухалнӑ. Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Солидарность» никама пӑхӑнман профсоюз организацийӗн ертӳҫи Дмитрий Бодягин хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Агрегат савутӗнчи лару-тӑру пирки ӗнер иртнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Игорь Моляков кӑсӑкланнӑ. Анчах ку ыйту хуравсӑрах юлнӑ, мӗншӗн тесен вӑл сессинче пӑхса тухакан ыйтупа — хыснана улшӑнусем кӗртессипе — ҫыхӑнман-мӗн. Маларах асӑннӑ савут тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ чӑннипех те пуҫарнӑ иккен. Налук тӳлеменни пирки. Пуҫлӑхсем рабочисенчен тупӑшран илекен налукне вӑхӑтрах тытса пынӑ, анчах ӑна налукҫӑсене куҫарса паман, ҫавна май вӑл бюджета ҫитмен пулать. РФ Шалти ӗҫсен Чӑваш Енри министерстви ӗҫе тӗпчесе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленине материалсене ярса панине ШӖМӗн пресс-службинче ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал Чӑваш Енри журналиста Эдуард Дидичнкӑна вӗлернӗ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. ЧР Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те суда ярса панӑ. Суд сакки ҫине усламҫӑ хӗрарӑм ларӗ. Вӑл — вӗлернӗ журналистӑн арӑмӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ хирӗҫсе кайнӑ та хӗрарӑм 49 ҫулти арҫынна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе, унтан мӑйӗнчен вилкӑпа чикнӗ. Арҫын нумай юн ҫухатнӑран ҫавӑнтах вилнӗ. Хӗрарӑм вара аппӑшӗ патне кайнӑ та кун пирки каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре аптекӑна тивертсе яракана… йытӑ шыраса тупма пулӑшнӑ. Вӑл полицейскисене ирсӗр ҫын йӗрӗ ҫине ӳкме пулӑшнӑ. Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине Етерне хулинче аптека ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм хатӗр-хӗтӗре, эмелсене, сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Специалистсем аптекӑна такам чӗртсе яма пултарнине палӑртнӑ. Вырӑна оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ. Ҫав йышра Блэк ятлӑ йытӑ та пулнӑ. Йытӑ хурах йӗрӗ ҫине ӳксе полицейскисене ҫурт патне илсе ҫитерекен сукмакпа ертсе кайнӑ. Унти пӗр хваттерсенчен пӗринче унччен те судпа айӑпланнӑ, Муркаш районӗнче пурӑнакан арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне преступлени йӗрӗсӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кам епле пултарать, ҫавӑн пек пуять темелле-ши Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗнчен ҫумӗнче тӑрӑшакан этем пирки. Пуймалӑх сумми те ҫук пек те, анчах ӑна тӗпчевҫӗсем улталама хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав ҫын хӑйӗн тӑванӗпе матрас тултармалли хатӗре 2 тонна та 772 килограмм сутасси пирки килӗшӳ тунӑ. Анчах колонирен материала 3 тонна ытла тиесе парса янӑ. Ҫапла вара 500 килограмм хут ҫинче курӑнмасӑрах кайнӑ. Тавар туянакан ҫав хатӗре тепӗр ҫӗре икӗ хут хаклӑрахпа сутнӑ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ колоние 15 пине яхӑн шар кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем кӑсӑкланма тытӑннӑ. Тӗпчев малалла пырать, ӑл мӗнпе вӗҫленнине каярах пӗлӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине Шупашкарта вырнаҫнӑ «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ, мӗне кура «хӗрлӗ автан» алхасма тытӑннине палӑртӗҫ-ха. Ҫулӑм никама та тиркемест ҫав. Вӑрнар районӗнче вара Рункӑ ялӗнче уйрӑм ҫын ухҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Инкек чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 54-ри ҫулти хӗрарӑм 200 пин тенкӗлӗх шар курнӑ. Инкек кӑтартаканни юсавсӑр электропӑралук е мӑрье мар. Ҫав ялта пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Хайхискер теприне юратман пулать. Курайманнипе кинеми хӑйӗнчен кӑшт кӗҫӗнреххи патне кайнӑ та унӑн пуянлӑхне кӗллентерме шут тытнӑ. Шар куракан хӗрарӑмӑн пӳрчӗ те, хуралтисем те йӑлт ҫунса кайса ҫӗрпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |