Пӑтӑрмахсем
![]() Правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшакансем хӑйсемпе кӑсӑкланма пуҫласан такам та шикленсе ӳкӗ. Ахаль ҫынсем кӑна мар, влаҫ тытӑмӗнчисен те сехри хӑпать. Ҫавӑнпа усӑ кураҫҫӗ те ултавҫӑсем. Юлашки вӑхӑтра вӗсем РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисен ячӗпе пӗркенсе тепӗр ҫынсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, вӗсем патне йышӑнӑва чӗнеҫҫӗ, пӗрле укҫа е парне чиксе пыма сӗнеҫҫӗ иккен. Ҫынсен сехрине хӑртаканӗсем ытларах чухне - айӑплава тӗрмере ирттерекенсем е унтан тухнисем иккен. Ӗненмелле мар ҫавӑн йышши шӑнкӑравлакан тупӑнсан маларах каланӑ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ 02 номерпе шӑнкӑравласа систерме сӗнет. Управление пӗлтерме пулать: (8352) 62-02-98 номерпе ирхи 9-тан пуҫласа каҫхи 18 сехетчен, (8352) 62-46-58 номерпе талӑкӗпех ҫыхӑнма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Питӗр хулинче Чӑваш Енри 20 ҫулхи каччӑ шар курнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутри чӳречене ҫума хӑпарса кайнӑ. Анчах тем сӑлтава пула йӑтӑнса аннӑ. Ҫулне кура унти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан студент мар-ши теме те пулать пек, анчах тӗрлӗ интернет-ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ вӑл хулана ӗҫлеме тухса кайнӑ. Унти стройкӑра тӑрӑшнӑ. Дунай проспектӗнчи 7/7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра чӳрече ҫунӑ чух ӳкнӗ каччӑна рабочисем ҫывӑхри вакуна илсе кайнӑ та васкавлӑ пулӑшу машинине шӑнкӑравланӑ. 20-ри ҫамрӑка тухтӑрсем Васкавлӑ пулӑшӑвӑн наукӑпа тӗпчев институчӗн пульницине вырттарнӑ. Пӗҫҫине хуҫнӑскере, катасуран (шурӑ халатлисем ҫапла диагноз лартнӑ) илнӗскере реанимаци уйрӑмне хунӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Якутар ялӗнче пурӑнакан икӗ ҫын ҫӗре хӑйсен харпӑрлӑхне илес ыйтупа вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхне, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ҫитнӗ. Хӑйсем мӗн шухӑшпа ҫӳренине ҫавсем сӑмахпа кӑна мар, ҫыру ҫырсах ӑнлантарнӑ. Ял территорине кӗрекен вырӑнта уйрӑм ҫурт хӑпартас е уйрӑм хушма хуҫалӑх аталантарма ҫӗр илес шухӑшпа ҫын заявлени ҫырса парсан яваплисен ҫавӑн пирки хаҫатра пӗлтерӳ пичетлемелле. Капла тума РФ Ҫӗр кодексӗн 39.18-мӗш статйи хистет. Утӑ уйӑхӗнчи заявлени вара Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче чылайччен вырӑнтан хускалмасӑр выртнӑ - пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑна пӗлтерӳ кун ҫути курнӑ. Ҫапла хӑтланни йӗркеллӗ маррине асӑрхаттарса район прокурорӗ асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе нумаях пулмасть хут шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ район прокуратури район администрацийӗ хыснапа мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗрпӳре стадион хута кайнӑ чухне 1 миллион тенкӗ ҫухални тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ӑна тумашкӑн район администрацийӗ тата «Глобус» строительство компанийӗ контракт алӑ пуснӑ. Ӑна хута ямашкӑн 41 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Проектпа смета документацийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, трибунӑсене 3 миллион ытла тенкӗлӗх тунӑ. Анчах прокуратура ӑна йӳнӗрех хакпа пурнӑҫланине палӑртнӑ. Ҫапла муниципалитет хыснине 1 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ. Район прокурорӗ материалсене следстви органӗсене тӗрӗслемешкӗн ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗн сучӗ 30 ҫулти арҫынна 4 уйӑх ӗҫлеттермелле тунӑ. Ирсӗрскер 10 ҫулти арҫын ачана хӗненӗ. Суд ҫирӗплетнӗ, следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗк районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын кӑрлач уйӑхӗнче пӗлӗшӗ патне хӑнана килнӗ. Хайхискер пӗрле эрех йӑтса килнӗ. Килӗнче ачасем те пулнӑ. Кӳршисен ачи те ҫав вӑхӑтра каҫнӑ. Арҫын малтанах пӗчченех эрех ӗҫнӗ. Унтан ӳсерскер 10 ҫулти арҫын ачана эрех сӗннӗ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Арҫын урса кайнӑ та ачана хӗнеме тытӑннӑ. Арҫын ҫаврӑннипе усӑ курса ача тухса тарма пултарнӑ. Суд арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 4 уйӑх ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама Шупашкар районӗнчи прокуратура унти предприяти-учрежденисем коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Саккуна пӑсакансем муниципалитет предприятийӗсенче те, хысна учрежденийӗсенче те пур-мӗн. Коррупцие хирӗҫле саккунпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене палӑртни пирки калаҫнӑ май район прокурорӗ Зелфинас Карама тӗслӗх вырӑнне патшалӑх служащийӗсене ӗҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫав ҫын пирки сведение хайхи унччен тимленӗ вырӑна пӗлтерменнине илсе кӑтартрӗ. Шучӗпе вара 10 кунта ҫитермелле. Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсене ӗҫе илекенсен вӗсем пирки сведение лешсем унчченхи вырӑнтан пӑрахнӑранпа икӗ ҫул иртмен чухне хыпарламалла. Патшалӑх служащийӗ пирки вӑхӑтра пӗлтермен тӗслӗх "Ишлейское" ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗнче, Шупашкар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценртрта пулнӑ. Район прокуратури асӑннӑ учрежденисен пуҫлӑхӗсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ кӑлтӑксем ытти хӑш-пӗр предприятире те тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Ильинка ялӗ ҫывӑхӗнче ватӑ арҫын виллине тупнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче йытӑсем ҫыртнӑ вырӑнсем пулнӑ. Анчах, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын йытӑ ҫыртнинчен вилмен. Вӑл шӑннипе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Арҫын виллине пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тупнӑ. Килӗнчен инҫех пулман вӑл. Йытӑ ҫыртнипе ытларах пичӗ суранланнӑ. Анчах тӑватӑ ураллисем ӑна вилнӗ хыҫҫӑн ҫыртса пӗтернӗ. Арҫынна малтанхи кун ӳсӗр курнӑ. Вӑл пӗччен пурӑннӑ, чӗри ҫине операци тутарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӗтев илнӗшӗн явап тытма тивнине пӗлсе тӑрсах ҫак утӑма тӑвать хӑшӗ-пӗри. ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствин экс-ӗҫченне Наталья Губинӑна шӑпах ҫакнашкал тӗслӗхшӗн айӑпласшӑн. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗччен Шупашкарта 80–200 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Ку ӗҫре унӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Лешӗ сӗтевӗн 10 процентне хӑйне илнӗ. Укҫа панӑшӑн ведомствӑн экс-ӗҫченӗ хура тата тӗслӗ металсене хатӗрлеме, ҫӗнетме, сутма ирӗк паракан лицензи тыттарнӑ. Следстви комитечӗ, ФСБ, ШӖМ ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе ҫак хура ӗҫе тӑрӑ шыв ҫине кӑларма май килнӗ. Наталья Губинӑна черетлӗ взятка панӑ чухне тытса чарнӑ. Хӗрарӑма йӗплӗ пралук леш енне 12 ҫул таран ӑсатма, пысӑк штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енри пӗр ҫуртра хӑрушӑ ӳкерчӗк пулнӑ: тӳрех виҫӗ виле тупнӑ унта. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем унта 10 кун выртнӑ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм чӳречерен 57-ри кил хуҫин виллине асӑрханӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем шалтан питӗрнӗ алӑка уҫнӑ. Унта вара — виҫӗ виле. Тата 62-ри тата 57 ҫулти ҫынсем выртнӑ унта. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 19 е 20-мӗшӗнче кил хуҫи хӑйӗн икӗ пӗлӗшне, ун патӗнче пурӑннӑскерсене, вӗлернӗ: шӗвер япалапа кӑкӑрӗ, мӑйӗ, ҫурӑмӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Кайран вара хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатмашкӑн экспертизӑсем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑмӑршӑ ялӗнче 32 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ тӗлӗшпе тӗпчев ирттереҫҫӗ. Вӑл киле 100 метр ҫеҫ ҫитеймен. Пӑтӑрмах умӗн ӑна ӳсӗр курнӑ. Унӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ ялӗ хӗрринче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шӑнса вилнӗ. Кӗлетки ҫинче суран таврашӗ пулман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын эрех ӗҫнипе ӗҫменнине те экспертиза ирттерсе палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |