Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Тӗрмере ӗҫлекенсем те вӑрлаҫҫӗ. Ҫапла тӑвассишӗн вӗсем аякка каймаҫҫӗ — хӑйсем ӗҫлекен вырӑнтанах ҫаклатса тухма хӑтланаҫҫӗ. 1-мӗш номерлӗ юсанмалли колонире ӗҫлекен 29 ҫулти арҫын кабель вӑрлас тенӗ. 21 метр тӑршшӗскере вӑл колонири мунчари шӑратмалли аппаратран татса илнӗ. Хӑй мар. Унта ӗҫлекен икӗ ҫынна ыйтнӑ. Уншӑн сигарет тата чей пама шантарнӑ. Лешсем айӑплава тӗрмере ирттерекенскерсем пулнӑ.

Татса панӑ кабеле арҫын йӑлари каяшпа илсе тухма тӑнӑ. Анчах алӑк патӗнче ӑна колонин оперативлӑ пайӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Хайхисене тӗрмере лараканнисем, кабель татса панисем, систернӗ.

Тӗрмере ӗҫленӗ ҫынна халӗ вӑрлама хӑтланнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗпе айӑплӗҫ. Тӗпчев материалӗсене суд пӑхса тухӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ку усал ӗҫ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти Эгер бульварӗнчи скверта пулса иртнӗ. Каҫхи тӑхӑр сехет ҫурӑсенче унта сак ҫинче ҫывӑракан ҫынна вӗлернӗ. Усал ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тунӑ. Ҫывӑракан ҫынна вӑл пуртӑпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Хӑйӗн тыткаларӑшне хайхи этем хӑйне евӗр ӑнлантарнӑ. Хӑйӗнчен шар тӳснӗ ҫынна вӑл темиҫе кун маларах пӗр кафере курнӑ иккен. Лешӗ унран ӗҫмелли тата ҫимелли илсе пама ыйтнӑ, хӑй ниҫта пурӑнма ҫуккине пӗлтернӗ.

Йывӑрлӑхри 46 ҫулти арҫынна 33 ҫулти этем шелленӗ, ҫавӑнпа ӑна хайхине шыраса тупса вӗлерес тенӗ.

Ҫынна вӗлерекене психиатри тӗпчевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл чирлине палӑртнӑ. Чирлӗ ҫынна суд тухтӑр патӗнче ирӗксӗр юсанмалла йышӑну кӑларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Усламҫӑсене пули-пулми чӑрмантарма юрамасть те, кирлӗ-кирлӗ марпа тӗрӗслени саккуна пӑсни пулать. Кирлипе тӗрӗслес тесен те йӗркене пӑхӑнмалла. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствинче тӑрӑшакан пӗр специалист ҫакӑн пирки те пӗлмен ӗнтӗ, те темех мар тенӗ-ши — тимӗр-тӑмӑр пуҫтаракан тата тирпейлекен фирмӑра тӗрӗслев ирттернӗ чух кирлӗ процедурӑна пӑхӑнман. Хайхи инспектора министерство тӗрӗслев ирттерме нимле ирӗк те паман пулнӑ. Кун пирки шучӗпе ятарлӑ хушу кӑлармалла пулнӑ.

Приказсӑр-мӗнсӗрех тӗрӗслесе ҫӳренӗшӗн министерство тӳри-шари тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Тӳре-шарана административлӑ майпа явап тыттарӗс. Унсӑр пуҫне министерствӑна асӑрхаттару хучӗ ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти полицейскисем Ҫветтуй Татиана чиркӗве патӗнче хураха тытса чарнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче ларнӑскер каллех пакунлисен аллине ҫакланнӑ.

Ку чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хальхинче ҫак арҫын укҫа вӑрлама хӑтланнӑ. 28 ҫултискер чиркӳ патӗнче ыйтса лараканскерӗн нухратне йӑкӑртма тӑнӑ-мӗн.

«Ӑнман» ку арҫынна. Инҫех мар пулнӑ патруль экипажӗ киревсӗр ӗҫе ҫийӗнчех асӑрханӑ та йӗксӗке полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.

Каярах ҫакна палӑртнӑ — арҫын Муркаш районӗнчен. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫулла Шӑмӑршӑ районӗнче пысӑк инкек пулни пирки самай калаҫрӗҫ. Ун чухне водитель ҫул хӗррипе пыракан ҫемьене ҫапса хӑварнӑччӗ.

Ку ҫурлан 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. 28 ҫулти водитель Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемьене ҫапса хӑварнӑ. Ун чухне 38-ти арҫын, унӑн 66-ри амӑшӗ тата 3-ри ачи вилнӗ. Тухтӑрсем арҫыннӑн арӑмне ҫӑлассишӗн тӑрӑшнӑ, анчах вӑл та куҫне хупнӑ. Аварире 7-ри арҫын ача ҫеҫ сывӑ юлнӑ. Анчах унӑн сывлӑхне те йывӑр сиен кӳнӗ.

Нумаях пулмасть ҫав водитель тӗлӗшпе Патӑрьел районӗн сучӗ приговор вуланӑ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, йӗплӗ пралук леш енне 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те арҫынна кун пек аваришӗн айӑпланӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79965
 

Пӑтӑрмахсем

Комсомольски район прокуратури граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе патшалӑх программисен гарантийӗсем епле пурнӑҫланнине пӗлтерсе тӑрассине тата сывлӑх сыхлавӗнче саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.

Прокурорсем пӗтӗмӗшле практика офисӗнче тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен программӑсем пирки пӗлтерекен информаци ҫуккине тупса палӑртнӑ. «Информаци стенчӗ ҫинче программӑсем пирки пӗлтермен, тӗп положенисем тата реквизитсем ҫук. Унпа пӗрлех программӑсемпе килӗшӳллӗн кӳрекен тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑртман, условийӗсене асӑнман», — тесе ӑнлантарать кун пикри асӑннӑ район прокурорӗ В. Николаев.

Кӗҫӗн Каҫалти тата Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика офисӗсенче, Ҫӗнӗ Шӑхранти фельдшерпа акушер пунктӗнче те ҫакӑн пек ҫитменлӗхсем тупӑннӑ.

Информаци стенчӗсем ҫинче кирлӗ информаци вырнаҫтарасси — район тӗп больницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗ-мӗн. Тухтӑр ҫумне административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, Чӑваш Республикинчи сывлӑх надзорӗ 10 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑрти пӗр арҫын хӑй кушаккине хӗрхеннипе ҫынна вӗлернӗ. Пӑтӑрмахӗ юпан 21-мӗш каҫхине сиксе тухнӑ.

Ҫав кун 66 ҫулти кил хуҫи питех пӗлмен тепӗр арҫынпа хӑй килӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Кӗрекери хӑнана кил хуҫин кушак ҫури темшӗн тарӑхтарнӑ-ҫке: ӑна вӑл урипе тапнӑ. Ҫакна кил хуҫи питех те йывӑра илсе йышӑннӑ. Унтан та ытларах — тарӑхнипе вӑл хӑнана ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Йывӑр сурана чӑтаймасӑр кушака кӳрентерекен вилсе кайнӑ. Унтан кил хуҫи кӳршӗ хӗрарӑмне кайса хӑй патӗнче ҫын вилли пуррине пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтнӑ.

Кушака хӗрхеннипе ҫынна вӗлерекен тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105 статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнче «Энӗш» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пациента пульницӑна илсе каякан васкавлӑ медпулӑшу урапи ҫине Chevrolet Niva урапа кӗрсе кайнӑ.

Аварире васкавлӑ медпулӑшу урапин фельдшерӗ аманнӑ. Унӑн алли хуҫӑлнӑ, хырӑмӗ суранланнӑ. Ӑна Канаш районӗнчи тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Куракансем каланӑ тӑрӑх, Chevrolet Niva урапа рулӗ умӗнче 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл — Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн пуканне маларах йышӑннӑ Вячеслав Анисимов. Ӑна ку должноҫрен кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӑтарнӑ.

Экс-чиновник самай ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне руль умӗнче ӳсӗрле тытнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче инкек пулнӑ. Унта амӑшӗ хӑйӗн ачине вӗлернӗ.

ЧР Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑри ачана вӗлерме пултарнӑ хӗрарӑма, арҫын ача амӑшне, тытса чарнӑ.

Ку пӑтӑмрах юпан 22-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗнче ӳсӗр пулнӑ. Унран ыйтса пӗлнӗ чухне ҫакӑ ҫиле тухнӑ. Хӗрарӑм ачан сӑмсине тата ҫӑварне аллипе хупласа сывлама паман. Ача пӳлӗнсе вилнӗ.

Хӑй амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача чылай вӑхӑт макӑрнӑ, лӑпланайман. Ку ӗҫе следстви органӗсем тӗплӗ тишкерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79801
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫак кунсенче Красноармейски районӗнче хӑрушӑ ӳкерчӗк пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки арӑмне вӗлерме хӑтланнӑ, унтан хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.

Ку Карай ялӗнче пулнӑ. Юпан 19-мӗшӗнче пӗр ҫуртра кинӗ хунямӑшӗ выртнине курнӑ. 43 ҫултискер ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче пулнӑ. Унӑн 46-ри мӑшӑрне сарайра тупнӑ.

Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суранланнӑ хӗрарӑм тупнӑ чухне чӗрӗ пулнӑ. Анчах васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ҫӑлайман ӑна. Упӑшки сарайӗнче хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.

Ку ҫемьере мӗн пулса иртнӗ-ха? Тӗрӗслев материалӗсем кӑтартнӑ тӑрӑх, юпан 18-мӗшӗнче мӑшӑр хирӗҫсе кайнӑ. Упӑшки эрех ӗҫесшӗн пулнӑ, анчах арӑмӗ ирӗк паман. Ирхине, юпан 19-мӗшӗнче, арҫын ҫывӑракан хӗрарӑма пуҫӗнчен малатукпа ҫапнӑ. Мӑлатука ҫавӑнтах тупнӑ. Унтан арҫын хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.

Халӗ ку ӗҫе тишкереҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 351, 352, 353, 354, 355, 356, 357, 358, 359, 360, [361], 362, 363, 364, 365, 366, 367, 368, 369, 370, 371, ...403
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть