Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта полицейскисем хӗре ҫапса кайнӑ водителе шыраҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водитель 17 ҫулти хӗре ҫапса хӑварнӑ. Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ун чухне 17 ҫулти хӗр ятарлӑ вырӑнпа ҫул урлӑ каҫнӑ. Урапа Гагарин урамӗ енчен Карл Маркс урамӗ еннелле пынӑ. Водитель хӗре ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вырӑнтан тарнӑ. Хӗр тӳрех пульницӑна кайман. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑна вӑл тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӗ полици ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсене шырать. Курнисене 24-27-98, 002, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑх пирки шантарсах калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗр банкра 10 пинлӗх суя хут укҫа тупнӑ. Вӗсем пилӗк пинлӗххисем пулнӑ. Укҫасене банкӑн тӗрлӗ уйрӑмӗсенче тӗрӗслекен хатӗрпе тупса палӑртнӑ. Икӗ купюрӑна та тӳллев счёчӗсем ҫине укҫа хурас тӗллевпе илсе килнӗ. Хальхи вӑхӑтра суя хут укҫасем ҫынсен аллине мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем пӗр пин тата пилӗк пинлӗ хут укҫасем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Чылай чухне шӑп та лӑп вӗсемпе улталама тӑрӑшаҫҫӗ. Асӑрхасанах полиципе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Суя укҫасенчен пӗлсе тӑрсах хӑтӑласшӑннишӗн явап та тытма тивӗ. Куншӑн тӗрмене 6 ҫултан пуҫласа 15 ҫулччен лекме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн 19 ҫулти амӑшӗ, ачине вӗлернӗскер, суд сакки ҫине ларӗ. Ку кӑҫал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ. Пӗр ялта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм туалетра сывӑ ача ҫуратнӑ. Унтан пӗчӗкскере кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ те туалет шӑтӑкне пенӗ. Ача кӑштахран вилнӗ. Тепӗртакран амӑшӗ унӑн виллине кӑларса чавса чикнӗ. Ачана темиҫе кунтан тупнӑ. Хӗрарӑм ача вилӗ ҫуралнине ӗнентернӗ. Анчах экспертиза вӑл сывӑ пулнине палӑртнӑ. Халӗ следстви вӗҫленнӗ. Материалсене суда ярса панӑ. Аса илтерер: кун пекки Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те пулнӑччӗ. Унта 24-ри хӗрарӑм тин ҫуратнӑ ачине тислӗк ӑшне пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫри ишӗлекен ҫак ҫуртран ҫынсем Ишлее каясшӑн мар Кӳкеҫ поселокӗнчи ишӗлекен пӗр ҫуртри (вӑл Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ) ҫынсене Ишлее куҫарасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, вӗсене унта куҫарасси пирки епле майпа йышӑну тунине пӗлес тесе Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ Шупашкар район администрацине ыйтса ҫырнӑччӗ. Ҫакна Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев пуҫарнӑччӗ. Район администрацийӗнчен хуравланинче ҫынсене савӑнтараканниех тупӑнман-ха, анчах ку ӗҫпе район прокуратури те кӑсӑкланма пуҫланине палӑртмалла. Надзор органӗ районти тӳре-шара поселокри ҫынсене темиҫе ҫухрӑмри Ишлее ирӗксӗр яни саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ, кун пирки вӑл яваплисене асӑрхаттарса хут та ҫырнӑ. Ишӗлекен ҫуртри ҫынсем ҫапла вара Кӳкеҫрех юлӗҫ теме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта тепловозпа ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах ВАЗ-2114 автомобиль ҫул-йӗр правилисене пӑснине пула тухнӑ — хӗрлӗ ҫутӑ пулнӑ пулин те лешӗ каҫса ӗлкерес тесе шутланӑ пулас. Ӗҫ-пуҫ юпан 13-мӗшӗнче каҫхи 01:20 вӑхӑтра Шупашкар–Канаш чукун ҫулӗ ҫинчи База тӑкӑрлӑкӗнче пулса иртнӗ. Хальлӗхе тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх 21 ҫулхи водитель Станциҫум урамӗнчен База тӑкӑрлӑкӗ енне ҫул тытнӑскер хӗрлӗ ҫутӑ ҫине тухнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт кӑна чаркӑч ҫине пуснӑ, анчах 30 вакунлӑскерне чарайман. Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче ҫӑмӑл урапа ҫеҫ сиенленнӗ, ҫынсем аманман. Тӗрӗсленӗ тӑрӑх водитель те машинист та ӳсӗр пулманни паллӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш поликлиникӑра арҫын вилсе кайнӑ. Регистратура умӗнчех… Арҫын унта пулӑшу ыйтма пынӑ. Ҫакна куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫынна арӑмӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен таксипе илсе килнӗ. Унччен вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, анчах лешӗ килмен. Арҫын пулӑшу кӗтсе илеймесӗр каритурти диван ҫинчех вилсе кайнӑ. Лариса Шеина каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫакна курнӑ. «Диван ҫинче хӗрарӑм тата 40-45 ҫулсенчи арҫын ларатчӗҫ. Арҫын кӑн-кӑвакчӗ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ, анчах вӗсем патне никам та пыман. Вӑл хытӑ макӑрнӑ, йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. Кӑштахран арҫын пуҫне айккинелле пӑрнӑ та юлашки хут сывласа илнӗ. Тухтӑрсем кун хыҫҫӑн ҫеҫ чупкалама тытӑннӑ. Тухтӑр массаж тума пуҫланӑ, анчах усӑсӑр. Арҫынна килтех япӑх пулса кайнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тепӗр ҫын чӗлхе-ҫӑвара питех те ирӗке яма юратать ҫав. Канаш районӗнчи Пайкилт ялӗнче пурӑнакансенчен хӑшӗсене хӑйсен ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм аптӑратсах ҫитернӗ курӑнать. Ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫавскер ҫынсене хӑртма, кӳрентерме, хӑйне килпетсӗр тытма именсе тӑман. Ҫынсем аптӑранипе ял тӑрӑхне евитленӗ. Ӗлӗкхи йӑлапа тесен те тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Мӑшӑрӗсене кӳреннӗ арӑмсем те маларах ял тӑрӑхне чупнӑ вӗт-ха. Кӳрентерекенсемпе шучӗпе халӗ йӗрке хуралҫисен ӗҫлемелле-ха. Маларах асӑннӑ ял ҫыннисем эпир паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм пирки ял тӑрӑхне ҫӑхавланӑ. Ку ыйтупа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑна пырса ҫитнӗ. Анчах вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне те уяса тӑман 59 ҫулти ӳсӗр хӗрарӑм: хут ҫине ҫырма намӑс сӑмахсемпе ҫынсен умӗнчех хӑртса пӗтернӗ. Ҫакӑн пек пуҫтахланса ҫынна кӳрентернӗшӗн суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнче арҫын 8 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑ. Инкекре пӑрахман вӑл ӑна, хӑйех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ку авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ухман ялӗнче пулнӑ. Хӗрача 7 сехет те 20 минутра ҫул каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урапине хускатнӑ. Водитель хӗрачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскерӗн ури аманнине палӑртнӑ, пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Кун хыҫҫӑн 39 ҫулти арҫын авари вырӑнне таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Правана вӑл 4 ҫул каялла илнӗ. Анчах унӑн ОСАГО полисӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр инспекцийӗ Канашри «Телеком Плюс» компани» тулли мар яваплӑ обществӑна кирлӗ мар ҫӗртенех тӗрӗсленӗ. Чӑваш Енӗн прокуратурине кун пирки асӑннӑ компанин пуҫлӑхӗ ҫӑхавланӑ. Обществӑна ертсе пыракан шутланӑ тӑрӑх Ҫурт-йӗр инспекцийӗ саккунлӑ мар хӑтланнӑ пулать. Пӗлтерни тӑрӑх прокуратура тӗрӗслев йӗркеленӗ. Алексей Мишин аслӑ ҫурт-йӗр инспекторӗ инспекци пуҫлӑхӗн ҫумӗн утӑн 7-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн предприятире асӑннӑ уйӑхӑн 8 тата 9-мӗшӗсенче планпа пӑхман тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума инспекцие нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан ҫын пӗтӗмӗшле харпӑрлӑхпа усӑ курас ыйтупа ҫыхӑннӑ ыйтӑвне пӑхса тухма тивни хистенӗ. Анчах прокуратура Ҫурт-йӗр инспекцийӗн тӗрӗслеме сӑлтав пулманнине асӑрханӑ. Ҫавӑншӑн инспектора административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫре ҫамрӑк амӑшӗсене хулари чирлӗ арҫын хӑратса ҫӳрет тесе ҫырать Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр саланакан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри. «Хӗрарӑмсем ачасене урама пӗччен епле кӑлармалла-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ?» — шухӑшне малалла тӑсать ҫав хаҫат. Шупашкар район центрӗнче онанист ҫӳренине кӑларӑма Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пӗлтернӗ-мӗн. Хаҫатҫӑсене хӗрарӑм хӑй тата унӑн пӗчӗк ачи ҫав ҫынран шар тӳснӗ тесе каланӑ пулать. Хӗрарӑм пульницӑран вӑрманти асфальт ҫулпа килне таврӑннӑ чух сак патӗнче арҫын хӑй ӗҫӗпе аппаланнине асӑрханӑ. «Тахҫанах ун пеккине курман та эпӗ аптӑраса ӳкрӗм. Пилӗк уйӑхри ача ҫумра пулман тӑк лайӑх кӑна эпӗ ӑна тапнӑ пулӑттӑм», — тесе пӗлтернӗ Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пичет кӑларӑмне. «Пулса-иртни хыҫҫӑн хӗрарӑмпа ача ҫывӑхри лавккана кӗнӗ», — тесе ҫырать хаҫат. Онаниста курнӑ хӗрарӑмӑн паллаканӗ ӑна ҫав арҫынна унччен те курни пирки пӗлтернӗ пулать. Арҫынна хӗрарӑм хытах сӑнанӑ: лешӗ 170–175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫутӑрах сӑрӑ тӗслӗ джемпер, хура шӑлаварпа хура бейсболка тӑхӑннӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |