Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре тепӗр арҫын ача путса вилнӗ. Ку Канаш хулинче пулнӑ. Хулара водолазсем пулманран ачан виллине пӗрлӗхлӗ диспетчер службин ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ туртса кӑларнӑ. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 11 сехет те 47 минутра Канашри диспетчер службине иртен-ҫӳрен шӑнкӑравланӑ. Вӗсем парк тата Машин тӑвакансен урамӗ хушшинчи пӗвере арҫын ача путнине пӗлтернӗ. Тӑватӑ арҫын ача шыва кӗме кайнӑ пулнӑ. Ҫанталӑк сивӗреххине пӑхман вӗсем. Пӗр ача шыва чӑмсан тухманнине кура теприсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, макӑрма тытӑннӑ. Ҫакна курнисем диспетчер службине шӑнкӑравласан Валерий Чернов вырӑна тухнӑ. Вӑл ача виллине хӑйех туртса кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача шӑнӑр туртнипе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, шывра путса вилнӗ ҫынсен хисепӗ ӳснӗ. Нумаях пулмасть 6 ҫулти арҫын ача пӗвере путнӑ. Ку инкек Шупашкар районӗнчи Мӑн Кивпулӑх ялӗнче пулнӑ. Арҫын ача амӑшӗпе пӗрле яла ҫуллахи каникула килнӗ. Ҫак арҫын ача тата тепӗр ача, 5-рискер, велосипедпа ярӑнма кайнӑ. Анчах кун пирки вӗсем никама та систермен. Пӗве урлӑ каҫма тӑрсан арҫын ача кӗпер ҫине тӑнӑ. Унӑн уринче тапочка тухса ӳкнӗ. Ача ӑна илес тесе пӗшкӗннӗ те тытӑнса тӑрайман — шыва чӑмнӑ. Тусӗ ҫакна курсан киле чупнӑ, тӑванӗсене каласа кӑтартнӑ. Ачан виллине икӗ сехетрен тупнӑ. Халӗ экспертиза ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑрӑх ҫанталӑкра шывра асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ҫапах хӑшӗ-пӗри ҫакна хӑлхана чикмест — ӳсӗрле шыва кӗме каять. Инкек Шупашкар районӗнчи Атӑльялӗнче пулнӑ. Ҫамрӑк арҫын ӳсӗр чухне шыва кӗме кайнӑ. 28 ҫултискер пӗвере пӗчченех чӑмпӑлтатнӑ. Кӑштахран ял ҫыннисем арҫын виллине асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Унӑн кӗлеткине водолазсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Сӑмах май, кӑҫал ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче республикӑра 9 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ачасем тата ҫамрӑк. Инкек чылай чухне шыва кӗме юраман вырӑнта пулать. Кӑҫал республикӑра 14 пляж официаллӑ майпа ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умне ӳсӗр ларнипе ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе те хӑйне кӑнттам тытнӑ. Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать. Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи 2-мӗш суд участокӗн миравай тӳри пуҫлӑха ҫулталӑк ҫурӑлӑха водитель прависӗр хӑварма тата 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд ларӑвне темиҫе хутчен те куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Малтан — ваккат ыйтнипе, каярах икӗ хутчен — кӳнтеленсене чӗннине пула, тепрехинче — тӳре ӗҫлине кура.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Гагарин тата Энгельс урамӗсем хӗресленекен вырӑнта пулнӑ. «Тойота» урапа, правительство номерӗсемпе ҫӳрекенскер, ҫул урлӑ каҫакан хӗрача ҫине кӗрсе кайнӑ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, шкулта вӗренекен 14-ри хӗрача светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫнӑ, хӑй телефонпа калаҫнӑ. Ҫул варрине ҫитсен вӑл каялла кайма тӑнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра ӑна урапа ҫапса хӑварнӑ. Телее, вӑйлах суранланман вӑл. Ӑна киле ӑсатнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, 42-ри водитель урӑ пулнӑ. А021АА номерлӗ «Тойота» правительство автопаркӗн шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канмалли кунсенче Чӑваш Енре 15 ҫулти каччӑ шывра путса вилнӗ. Ку Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер каҫхине ял ҫывӑхӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Унпа пӗрле виҫӗ юлташӗ пулнӑ. Ӑнсӑртран 15-рискер путнӑ. Путнӑскере ҫав кунах тупайман. Ҫӑлавҫӑсем унӑн ӳтне тепӗр кунхине ҫеҫ шыраса тупнӑ. Ывӑлӗн виллине шывран кӑларсан амӑшне япӑх пулса кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Халӗ тӗнче тетелӗнче ултамалли темӗн тӗрлӗ мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын та вӗсен аллине ҫакланнӑ. Ултавҫӑсем халӑх тетелӗнчи аккунта ҫӗмӗрнӗ. Ҫавна пула 23-ри каччӑ шар курнӑ. Вӑл ултавҫӑсенчен хур курнине полицие пӗлтернӗ. Каччӑ каланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче ун патне аслӑ шкулта пӗрле вӗреннӗ хӗр ҫыру ҫырнӑ. Ҫакскер каччӑран 9 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Анчах лешӗн ун чухлӗ укҫа пулман, 1800 тенкӗ ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫакскер пӗрле вӗреннӗ хӗр пулманнине кайран тин пӗлнӗ вӑл. Лешӗн йӑлтах йӗркеллӗ-мӗн. Халӑх тетелӗнчи унӑн страницине ҫӗмӗрсе кӗнӗ иккен. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫакнашкал тӗслӗх татах пулнӑ. Ун чухне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫакланнӑ. Хӗрарӑм ултавҫӑсене счечӗ ҫине 25 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗнче ӗҫлекен икӗ ҫын тата ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пайӗнче тӑрӑшакан тӗпчевҫӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем хӑйсен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата усламҫӑсене саккунлӑ ӗҫне чӑрмав кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ШӖМӗн хулиганла ӗҫе тӗпченӗ май харсӑрланнӑ палламан ҫынсене шыранӑ май тӑватӑ коммерци фирмине пырса кӗрсе унти компьютер техникине, ытти хута илсе кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫапла хӑтланни усламҫӑсене самай ура хунӑ. Пӑтӑрмаха палӑртассишӗн харӑсах темиҫе служба ҫине тӑнӑ: ШӖМӗн хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ, Федерацин хӑрушсӑрлӑх управленийӗ, Следстви комитечӗн управленийӗ тата республика прокуратури. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нумаях пулмасть Канашра суд тенкелӗ ҫине ҫав хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ ларнӑ. Халӑх тарҫи шутланаканскер хӑйӗн суйлавҫисемшӗн чупса ҫӳренипе айӑпа кӗнӗн туйӑнать пулӗ те, анчах урӑхларах кӑлтӑк туса хунӑ вӑл. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 41 ҫулти арҫын паллакан хӗрарӑм телефонпа кампа юмах янине пӗлесшӗн ӑнтӑлнӑ. Пӗлес тенипех ҫакскер хӗрарӑмӑн смартфонне ярса илнӗ, унти счетсен детализацийӗпе кӑсӑкланнӑ. Компьютер технологийӗнче ӑна-кӑна аван тӗшмӗртекен паллаканӗсем урлӑ хӗрарӑм иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫав уйӑх ҫурриччен кампа калаҫнипе интересленнӗ. Лешсем паллаканне хирӗҫлемен — вӑл ыйтнине кура пулӑшма ӑнтӑлнӑ. Ҫыннӑн ҫыру ҫӳретни, ытти ҫавӑн йышши хыпар вӑрттӑнлӑхра пулмалли информаци шутланать те, нумай пӗлесшӗн ҫуннӑ арҫынна суд пуҫиле майпа айӑпласа 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра пӗчӗк ача ҫывӑрнӑ чухнех вилнӗ. Кун пирки «Про Город» редакцине Марина Кравцева пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулнӑ. Район пульници ача вилнине ҫирӗплетнӗ. Тӗп тухтӑрӑн ҫумӗ Людмила Албутова ача асфиксие пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ оперативлӑ следстви мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, кӑкӑр ачи ҫывӑрнӑ чухне вилнӗ. Темиҫе сехет маларах ӑна прививка тунӑ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ. Экспертиза ирттереҫҫӗ. Кӑтартӑвӗсем тепӗр уйӑхран ҫеҫ паллӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |