Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче чутах ҫемье ҫунса кайман. Ҫав кун нумай ачаллӑ ҫемьере пушар тухнӑ. Канаш хулинчи Гагарин урамӗнче ҫӗрле 52 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче мунча, гараж тата пӳрт тӑрри ҫунма тытӑннӑ. Пушар алхаснине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсем тӳрех кил хуҫисене ҫӑлма чупнӑ. Пӳртре ун чухне 14 ҫын пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем киличчен вӗсенчен 11-шне ҫулӑмран кӑларма ӗлкӗрнӗ. МЧС ӗҫченӗсем килсен тепӗр 3 ҫамрӑка пӳртрен илсе тухнӑ. Пушара 1 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫурта тата ун таврашӗнчи хуралтӑсене сыхласа хӑварма май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар мунчари кӑмакаран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ ача уйлӑхӗсенчен пӗринче ясарлӑхпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах сиксе тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшенче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫывӑрса выртакан сакӑр ҫулхи хӗрача ҫумне Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын ҫулӑхнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ. Айӑплӑ тесе шутлакан арҫынна тӗпчев пынӑ вӑхӑтра хупса усрама йышӑннӑ. Ваккат кунпа килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑ, малтанхи суд йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама, арҫынна салукла кӑларма ыйтнӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва малтанхиллех хӑварнӑ. Арҫын айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 12 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутата суйланасшӑннисем валли «Россия-24» телеканалӑн вырӑнти эфирӗнче уйӑрнӑ телетавлашу вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов унта хӑйӗн экшн-камерипе пынӑ. Унпа вӑл телетавлашӑва ӳкерсе тата ҫырса илесшӗн пулнӑ. Кандидатсен тупӑшӑвне кӑнтӑрлахи эфирта кӑтартнине пула ҫынсем кураймасӑр юлаҫҫӗ, кайран ӑна тӗнче тетелӗнче сарас тенӗ. Анчах телеканал ӗҫченӗ камерӑпа ӳкерме ирӗк паман. Куншӑн тарӑхнипе кандидат телетавлашуран пӑрахса кайнӑ. Унччен вара вӑл хай калас тенине каласа ӗлкӗрнӗ. Кандидат ӑнлантарнӑ тӑрӑх, камера телекуравра ӗҫлекенсен автор правине пӑсать тесе ӗнентернӗ. Наци телекуравӗ вара маларах Константин Степанова камера сиенлӗ темӗнле хумсем кӑларать тенӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсем хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине полицейскисене пӗлтернӗ. 49 ҫулти хӗрарӑм телекуравпа экстрасенс пулӑшу сӗннине курнӑ. Вӑл рекламӑра кӑтартнӑ телефон номерӗпе «парапсихолога» шӑнкӑравланӑ. Лешӗ хӑйӗн яланхи юррине пуҫланӑ: хӗрарӑма питӗ вӑйлӑ пӑснӑ имӗш, ӑна пӗтермелле. «Парапсихолог» пӑснине телефонпа калаҫсах илнӗ-мӗн. Хӗрарӑм тӑватӑ йӑлана ирттермешкӗн кӗсйинчен 150 пин тенкӗ ним мар кӑларса панӑ, усси пуласса шаннӑ. Хӑйне улталанине вӑл, шел те, кая юлса ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗлӳ кунӗнче, ачасем шкула каяҫҫӗ. Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрччӑ ялӗнче вара шкул ачи пушар кӑларнӑ. 81 ҫулти кинемейӗн килӗнче сарай ҫунма тытӑннӑ. Унӑн 11 ҫулти мӑнукӗ шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑпа тырра ҫийӗнчех ҫулӑм хыпса илнӗ. Малтанах шӑпӑрлан пушара хӑй сӳнтерме хӑтланнӑ. Анчах кӑлӑхах. Вырана ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗсем патне каҫма паман. Анчах сарай тата икшер тонна утӑпа тырӑ ҫунса кӗлленнӗ. Сӑмах май, ҫав кунах ҫӗрле Красноармейски районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗрмере телефон та кирлӗ Республикӑри юсанмалли колонисенчен пӗринче (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи хыпарта пӑтӑрмахӗ хӑш тӗрмере пулнине каламан) телефон сутнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗр-пӗр хуралҫӑ та мар, тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑй. Телефона сутаканни айӑплава йӗплӗ пӑралук хыҫӗнче ирттерекенсенчен пӗри пулнӑ. Ҫавна тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ сутма хушнӑ. Колони территорийӗнче сутма 12 телефон пырса панӑ ҫынран колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ 20 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Колонири пӑтӑрмаха Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин, Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин республикӑри управленийӗн, РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле тупса палӑртнӑ тата чарса лартнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата сӗтев илнӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем аварие лекнӗ. Шел те, унта 3 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Авари М-7 ҫулӑн 514-мӗш ҫухрӑмӗнче, Лысково районӗнче, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Toyota Camry урапа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та Мускав енне каякан йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Иномарка салонӗнчи водитель тата пассажирсем вилнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑмсӑр пуҫне унта 10 ҫулти хӗрача, 3-ри арҫын ача тата 1,5 ҫулти хӗр пӗрчи пулнӑ. Вӗсем пурте Муркаш районӗнче пропискӑра тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Палӑк малтан ҫапларахчӗ Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк туса лартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр пуҫласа лартнӑ скульптурӑна кӑҫал унӑн авторӗ Андрей Молоков ҫуллетнӗччӗ: палӑк ҫӳллӗшӗ 6 метра яхӑнччӗ. Скульптор маларах уйӑх ҫинчи пикепе юнашар пӗр енне унӑн каччине Асана, тепӗр енне Пинеслуна (паллӑ юмахра Уйӑх ҫине лекнӗ хӗре ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшне тӑратассине пӗлтернӗччӗ. Улӑм палӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пулмарӗ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каҫхине вӑл ҫунса кайнӑ. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, палӑка такам юри чӗртсе янӑ. Теприсем пӗр-пӗр ҫын пирус тӗпӗ пенӗ пуль те, ҫавӑнпа тивсе илнӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 1 сехетре Шупашкарта темиҫе ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑра тӗтӗм «Шанхай» микрорайон енчен килнӗ. Микрорайонта пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем унта тахҫанчченех ҫулӑма сӳнтернӗ. Аш-какай комбиначӗн урамӗнчи ҫуртсенче пушар ӑҫтан тухнине уҫӑмлатман-ха. Халӗ ун тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫуртсен ятарласа чӗртсе янӑ. Застройщик малалла ҫӳллӗ ҫуртсем лӑпкӑнах ҫӗклӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Теприсем вара пӗр ҫын мунча хутнӑ теҫҫӗ, ҫулӑм ҫавӑнтан тухнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Т-25 трактор Элӗк районӗнчи Мӑн Ямашра пурӑнакан 51 ҫулти арҫын ӗнер трактор айне пулса вилнӗ. Усал хыпар РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленине 15 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ. Асӑннӑ районти Яккушкӑнь ялӗ патӗнче иртсе пынӑ чух трактор урапа ҫулӗпе пынӑ чухне тухса кайнӑ. Ҫав самантра Т-25 тракторта ларса пынӑ ҫын кабинӑран тухса ӳкнӗ, техника тӳнсе кайса ун ҫине хӑпарса кайнӑ. Инкеке лекнӗ вӑйпитти ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Руле тытса пынӑ 46 ҫулти хытах суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳреҫҫӗ. Элӗк районӗнчи вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӑтӑрмах ҫын айӑпӗпе сиксе тухнӑ пулсан айӑплин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки те иккӗленмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |