Сумлӑ сӑмах
Пӑтӑрмахсем
Нумаях пулмасть тӑванӑн телефонӗ ҫине СМС-ҫыру килчӗ. «Ывӑлӑр аварие лекнӗ. Ӑна пула ҫынсем аманнӑ. Ӑна тӗрмерен хӑтарас тесен укҫа тӳлеме тивӗ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлама пултаратӑр», — тесе ҫырнӑ унта. Тӑванӑм ватлӑх енне сулӑннӑ. Унӑн ывӑлсем те, хӗрсем те пур. Ҫырӑва курсан хӑраса ӳкнӗ вӑл. Ара, мӗнле амӑшӗн тӗпренчӗкӗ пирки кунашкал хыпар пӗлсен сехри ан хӑптӑр? Тӳрех шӑнкӑравлама тӑнӑ вӑл. Юрать, кӗҫӗн хӗрӗ юнашар пулнӑ. Вӑл ултавҫӑсен серепи пулнине тӳрех ӑнкарнӑ. Вӑхӑт иртнӗ. Хуравламаннине кура лешсем татах тапӑннӑ. Унашкал СМС-ҫырусем татах янӑ. Юлашкинчен кӗҫӗн хӗрӗ чӑтайман — кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ та эх! тустарнӑ та тустарнӑ. Кун пирки полицие пӗлтерессипе хӑратсан ҫеҫ хӑпнӑ ҫавскер. Кунашкал тӗслӗхсем нумай тӗл пулаҫҫӗ. Шӑнман пӑр ҫине ларса юласси инҫех мар. Уйрӑмах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ӗненеҫҫӗ ултавҫӑсене. Ултавҫӑсем ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуяҫҫӗ. Пӗр хӗрарӑм ачипе Шупашкар урамӗпе пынӑ. Вӗсем патне палламан хӗрарӑм пынӑ. «Сирӗн умран иртсе каяймастӑп. Эсир хӑрушлӑхра», — тенӗ вӑл. Лешӗ хӑраса ӳкнӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Юристсем те пур чухне те саккуна пӗлмеҫҫӗ. Унччен патшалӑх службинче тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫе илсен ку факт пирки тӳре-шаран малтанхи ӗҫ вырӑнне пӗлтермеллине саккунтах пӑхса хӑварнӑ. Кун пирки ҫав ҫын патшалӑх службинчен пӑрахнӑранпа икӗ ҫул ҫитмен чухне асра тытмалла. Ӗҫе илсен 10 кунта пӗлтерсе ӗлкӗрмелле. Ахаль-махаль предприяти-организацире пур саккуна та пӗлсе ҫитерейменнине ӑнланма пулать те темелле: ара, юристсем мар та, пурне ӑҫтан тӗшмӗртӗн. Анчах юридици пулӑшӑвӗ кӳрекен Шупашкар районӗсенчи фирмӑсенчен пӗринче ку енӗпе кӑлтӑк сиксе тухнӑ. Ҫитменлӗхе район прокуратури асӑрханӑ. Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, юридици фирмин ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарса 20 пин тенкӗлӗх штрафламалла тунӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче инкек пулнӑ. 50 ҫулти арҫын пӗвене шыва кӗме кайнӑ, анчах вӑл унтан тухайман. Ку утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. МЧС ӗҫченӗсем патне 11 сехет те 25 минутра шӑнкӑрава ҫитнӗ. Ҫынсем пӗвере арҫын путни пирки хыпарланӑ. Ҫав арҫын, вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗве варрине ишсе ҫитнӗ те хытса тӑнӑ. Малтанах ҫынсем вӑл канать тесе шухӑшланӑ. Анчах лешӗ вырӑнтан хускалман. Пулӑҫсем пулӑшма пынӑ, анчах кая юлнӑ. Арҫын ун чухне пуҫӗпе аялалла тӑнӑ, сывламан. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн шыва кӗнӗ чухне чӗри чарӑнма пултарнӑ. Пулӑҫсем унӑн виллине хӑйсемех ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Халӗ экспертизӑсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем кадастр инженерне пула ҫӗр илеймеҫҫӗ. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсене пӳрт лартма, пахча вырӑнне усӑ курма е хушма хуҫалӑх валли тесе ҫӗр уйӑрма темиҫе ҫул каяллах тытӑнчӗҫ. Хӑшӗсем ҫӗрне парса та унпа усӑ курманни, теприсем кирлӗ мар тесе илменни те пулкалать-ха. Анчах ку вӑл урӑх калаҫу тейӗпӗр. Ҫӗрпӳ районӗнчи Молодежный поселокра ҫӗре ҫамрӑк ҫемьесене ниепле те валеҫсе пӗтереймеҫҫӗ-мӗн. Лаптӑксене виҫсе панӑ чух кадастр инженерӗ йӑнӑшнине пула, ҫавна пула ҫӗр хуҫисен лаптӑкӗсене тӗрӗс мар кӑтартнине пула хӑшӗсем ют ҫын ҫӗрӗ ҫине лекнӗ иккен. Халӗ ҫав йӑнӑша епле тӳрлетесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑр-кӑнтӑрла пулнӑ ку. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14 сехетре Лапсарта арҫын 24-ри каччӑна ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ. Ҫав арҫын Республикӑри психиатри пульницинче шутра тӑрать. Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вӑл салтака каяс мар тесе психиатри пульницинче выртса тухнӑ. Унтан тухсан вӑл хӑйне хаяррӑн тытнӑ. Ҫав арҫын ҫук ҫӗрте харкашу ҫӗкленӗ. Михаил Николаев каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах хӑйӗнпе пӗрле ҫӗҫӗ чиксе ҫӳренӗ. Вӗлернӗ каччӑ — ҫемьери пӗртен-пӗр ывӑл. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал шывра путакан ҫын нумай. МЧС асӑрхануллӑрах пулма ыйтсан та республикӑра инкек ҫине ҫинех пулать. Шел те, ачасен пурнӑҫӗ те татӑлать шывра. Шупашкарти кӳлмекре паян инкек пулнӑ. 16 сехетре унта хӗрача путса вилнӗ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, виҫӗ хӗрача, 11–13 ҫулсенче курӑнаканскерсем, шыва кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри ҫыран хӗррине тухнӑ. Иккӗшӗ шывра путма тытӑннӑ. Пӗрне водолазсем тӳрех ҫӑлнӑ. Ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ, анчах вӑл пульница кайма килӗшмен. Виҫҫӗмӗш хӗрачана вара ҫӑлавҫӑсем пӗр сехет шыранӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен. Халӗ инкек мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Максим Иванов тунӑ сӑн Ку инкек Канаш районӗнчи Пушарпуҫ ялӗнче пулнӑ. 49 ҫулти арҫыннӑн ҫак ялта ҫурт пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирхине унӑн виллине ҫӑлра тупнӑ. Ҫӑлра шыв 2,5 метр тарӑнӑш ҫеҫ. Ҫӗр ҫийӗн вӑл 60 сантиметр ҫӳллӗшӗнче. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫӑла пуҫӗпе аялалла ӳкме пултарнӑ. Тӗрӗслев материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, инкек умӗн арҫынна ентешӗсем ӳсӗр курнӑ. Халӗ ҫулланнӑ ҫак арҫын ҫӑла мӗнле ӳкме пултарнине тӗпчеҫҫӗ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатмашкӑн судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Телевизорпа пӗлтерӳ курнӑ та 663 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм ҫак укҫана йӑлтах экстрасенса панӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм телевизор курнӑ чухне экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Лешӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшма хатӗр-мӗн. Хайхи хӗрарӑм ун патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ унӑн ыйтӑвӗсене татса пама шантарнӑ. Ҫакна курнӑҫмасӑрах пурнӑҫлать-мӗн. Укҫа тӳлесен ултавҫӑсем сеанс ирттернӗ. Унтан усал-тӗселрен сыхлакан япаласем туянма сӗннӗ. Ҫапла майпа ҫак хӗрарӑм пӗлтӗрхи ака-юпа уйӑхӗсенче «экстрасенса» 663 пин тенкӗ панӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе следстви тата оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑл Абхазире канма шухӑшланӑ. Анчах ҫунатлӑ ӗмӗчӗ ӑна ҫука хӑварнӑ. Арҫын тӗнче тетелӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. 59-ти арҫын кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Абхазири санаторире канмалли путевка туяннӑ. Ӑна укҫа-тенкӗн пӗр пайне маларах тӳлеме ыйтнӑ. Хайхи арҫын тӗнче тетелӗнчи ҫынна 25 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лӑпках пурӑннӑ-ха вӑл. Утӑ уйӑхӗнче вӑл ҫав пансионатпа ҫыхӑнма шухӑшланӑ. Анчах лешсем пӗлтернӗ тӑрӑх, санаторий ҫурла уйӑхӗнче канмалли путевкӑшӑн тӳленӗ укҫана илмен. Тепӗр «санаторие» шӑнкӑравласан никам та тытман. Йӗрке хуралҫисем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ултавҫӑсем ҫав санаторин суя сайтне йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн экс-ректорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ, тӳре приговор вуланӑ. Суд вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Экс-ректор должноҫри полномочипе ытлашшипе усӑ курнӑ, укҫа-тенке кӗсьене чикнӗ. Следстви тата Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ректор 2007–2009 ҫулсенче хӑйне преми парасси пирки хушусем алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа вӑл кӗсйине 8 миллион та 600 пин тенкӗ чикнӗ. Следстви умӗнхи следствире 11 том ӗҫ хатӗрленӗ, 30 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, бухгалтери экспертизи ирттернӗ. Айӑпланнӑ ректор следстви вӑхӑтӗнче тӑкакӑн пӗр пайне, 3 миллион та 200 пин тенке, саплаштарнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире 1,5 ҫул ларма тивӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Аслӑ шкул элчи ун тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа та (5 миллион та 400 пин тенкӗ) суд йышӑннӑ. Ҫапла айӑпланнӑ экс-ректорӑн урапине, ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |