Республикӑра
Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Элӗк районӗнче ирттерӗҫ. Уяв ҫывхарса пырать. Элӗксем вара ӑна паллӑ тумашкӑн тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Элӗк сӑн-сӑпачӗ улшӑнсах пырать. Унта кашни кун тенӗ пекех хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, тавралӑха тасатаҫҫӗ, тирпей-илем кӳреҫҫӗ. Ку енӗпе районти организацисен ӗҫ коллективӗсем маттур. Шӑматкунлӑх ирттернӗ май ҫынсем урамсене тирпейлеҫҫӗ, парксене, ҫуртсен ҫывӑхне тасатаҫҫӗ, ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсене хитрелетеҫҫӗ. Нумаях пулмасть этнопарк-музей ҫывӑхӗнче «Аликово 1694» тесе ҫырнӑ. Шел те, чӑвашла ҫырман ӑна. Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ тӑк вӑл тата илемлӗрех курӑнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫӑкӑр пӗҫерекенсен конкурсӗ иртнӗ. Конкурсра ҫичӗ ӑста ӑмӑртнӑ. Конкурса «Петровский» ҫӑкӑр комбиначӗн, «Шупашкарти ҫӑкӑр пӗҫерекен 2-мӗш савут», «Сӗнтӗр-Ҫӑкӑр», Комсомольскинчи «Ҫӑкӑр савучӗ», Ҫӗрпӳ райповӗн «Пӗремӗк» савут, «Йӗпреҫри ҫӑкӑр савучӗ», «Шупашкарти элеватор» савут ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Кашни конкурсҫа 5 килограмм чуста панӑ. Унран ҫӑкӑр тата булка таврашӗ пӗҫермелле пулнӑ. Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен хушшинче чи маттурри «Сӗнтӗр-Ҫӑкӑр» савутра ӗҫлекен Зоя Амосова пулнӑ. Ӑна 5 пин тенкӗлӗх сертификат, мультиварка, 12 килограмм шурӑ ҫӑнӑх парнеленӗ. Ыттисене те парнесӗр яман. Тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ вӗсене. Вӗсене 3 пин тенкӗлӗх сертификат (унпа йӑла техники туянма пултарӗҫ), 12 килограмм ҫӑнӑх панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Куславккари налукҫӑсем налук аван пухаҫҫӗ Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ экономика ӑмӑртӑвӗн кӑтартӑвне палӑртма инспекцисем хушшинче кашни кварталта пӗрре ӑмӑрту ирттерессине йӑлана кӗртсе янӑ. Хальхинче управлени пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ. Ку хутӗнче Чӑваш Енри инспекцисенчен куславккасене ҫитекенни пулман. Унти 7-мӗш номерлӗ инспекци пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Маттур налукҫӑсене Федерацин налук службин республикӑри управленийӗн коллегийӗн нумаях пулмасть иртнӗ анлӑ ларӑвӗнче дипломпа чысланӑ. Сӑмах май каласан, налукҫӑсен ӗҫне управлени налук пухассин шайра пулса пынине, тӗрӗслев ӗҫӗн пахалӑхне, парӑма чакарнине, налук тӳлекенсемпе ӗҫленине, ӗҫ дисциплинине тата ытти хӑш-пӗр критерие кура хаклать.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш район администрацийӗ Ҫамрӑксен правительстви валли кандидатсенчен заявленисем малалла йышӑнассине пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ кандидатсем тесе шутлаканнисем пирки хутсене предприяти-организацисенчен, учрежденисенчен, общество пӗрлешӗвӗсенчен, 18—35 ҫулсенчисен ҫамрӑксенчен хӑйсенчен те йышӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксен правительствине лекес текенсен Канаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнни кирлӗ. Ҫамрӑксен правительстви район администрацийӗшӗн консультаципе канашлу органӗ шутланать. Унӑн пайташӗсене укҫа тӳлемеҫҫӗ. Анкетӑсене ҫитес уйӑхӑн 6-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Хутсене Канаш район администрацийӗнчи 32-мӗш пӳлӗме пырса памалла. Вӗсене вӗренӳ управленийӗн тӗп специалист-эксперчӗ Алина Клементьева йышӑнать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8 (83533) 2-15-49. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Сӗнтӗрвӑрри хули. Н. Плотников тунӑ сӑн Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри хули 160 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ку шӑпах Раҫҫей кунӗнче пулнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫав кун Акатуя та паллӑ тунӑ. Хулана Мария Александровна императрицӑна халалласа ят панӑ. Атӑл хӗрринче унӑн палӑкӗ те пур. Шӑпах унта музыкӑпа литература программи енӗпе мероприяти иртнӗ. Чӑваш поэчӗсем хӑйсен сӑввисене вуланӑ. Ҫавӑнтах лирика кӗвви янӑранӑ. Атӑл хӗрринчи лапамра иртнӗ ӗмӗрсенчи тумсене тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем ҫӳренӗ. Хресчен пурнӑҫне сӑнлакан музейра пулса курма май килнӗ. Мероприятие тӗрлӗ район-хуларан килнӗ мусӑкҫӑсем хутшӑннӑ. Пултарулӑх тӗлпулӑвне интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем пухӑннӑ. Пурне те вӗсене кӗвӗ, пултарулӑх тата Сӗнтӗрвӑрри хулине юратни пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре тӳресен шучӗ ӳсӗ. Ҫапла тума йышӑнни тӳресене йывӑр килнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсен тиевӗ пӗр пек маррипе. Ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленсех пыраҫҫӗ, вӗсенче халӑх йышӗ ӳснӗ май судра пӑхса тухакан ӗҫ шучӗ те нумайланать. Ҫавна кура Улатӑрта тата Канашра мировой судсен тата тепрер участокне уҫма йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ҫав участоксем валли мировой тӳресене ҫирӗплетнӗ. Манти тӑхӑнмалли кандидатсемпе Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев паллаштарнӑ. Канашри 3-мӗш суд участокӗн судйи пулма Светлана Васильевна Софроновӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Улатӑрти 2-мӗш участокра мировой судья пулса Светлана Владимировна Опарышева тӑрӑшӗ. Ӑна виҫӗ ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Почта Банк» Паянтан Чӑваш Енри пуштӑра банк ӗҫлеме тытӑннӑ. «Почта Банк» ятлӑскерӗн клиент центрне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Шупашкарти почтамтӑн тӗп ҫуртӗнче (вӑл Ленин проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) уҫнӑ. Унта тӳре-шара та хутшӑннӑ. «Почта Банк» ҫынсене банк пулӑшӑвӗ кӳрӗ. Интернет-лавкка урлӑ тавар туянакансемшӗн те, пенсионерсемшӗн те меллӗ пуласса шанаҫҫӗ. Пуштӑри банкӑн уйрӑмӗсем ялсенче те ӗҫлессине шантараҫҫӗ. Кӑҫал кӑна пирӗн республикӑра 14 клиент центрӗ уҫмалла, 30 уйрӑмра банк пулӑшӑвӗпе пуштӑ ӗҫченӗ тивӗҫтерӗ. «Шупашкарти пуштӑра банк уҫни Раҫҫей пуштишӗн кӑна мар, республикӑшӑн та паллӑ пулӑм. Пуштӑ сетьне пула банк пулӑшӑвӗ анлӑрах сарӑлӗ», — тенӗ Федерацин пуштӑ службин управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗнӗ Шупашкарта 70 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл иртнӗ канмалли кунсенче килтен тухса кайнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер психика чирӗпе аптӑрать. Ывӑлӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ашшӗ Иван Беспалов хваттертен тухса тарнӑ. Ҫӑраҫҫине алӑк ҫинчех хӑварнӑ. Вӗсем Винокуров урамӗнчи 17-мӗш ҫуртра пурӑнаҫҫӗ. Ывӑлӗ тӳрех ашшӗне шырама чупнӑ. Ватӑскер психика тӗлӗшӗнчен сывах мар, хӑлхи илтмест. Хӑй кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ. Сухалӗ пур. Арҫыннӑн ӑс-тӑнӗ хавшак. Чылай вӑхӑт апат ҫимесен вӑл ҫынсене те, хӑйне те сӑтӑр кӳме пултарать. Ӑна курнисене 8-953-019-10-98 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Раҫҫейри чылай регион хӑмла ӳстерессипе ӗҫленӗ. Анчах ку ӗҫ майӗпен пӑчланса юлнӑ. Халӗ ку енӗпе ӗҫлекен сахал. Раҫҫейре туса илекен хӑмлан 90 проценчӗ — Чӑваш Енрен. Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Евгений Громыко ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта сӑра вӗретес ыйтусене хускатнӑ. Раҫҫейре туса илнӗ хӑмлана ют ҫӗршывран кӳрсе килнисем хӗссех пыраҫҫӗ. Ятарлӑ техника тӗлӗшпе те ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ. Канашлура Чӑваш Енре 2020 ҫул тӗлне хӑмла туса илессине 500 тонна таран ҫитересси пирки калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Вырӑнти хыснасен пурлӑх пайне тултарма хушма ҫӑлкуҫ шырасси муниципалитетсемшӗн актуаллӑ тӗллев шутланать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитетӗнче. Ведомство тӗмсӗлнӗ тӑрӑх, укҫа ҫӑлкуҫӗнчен пӗри - вилнӗ ҫынсен куҫман пурлӑхне харпӑрлӑха илни. Леш тӗнчене ӑсаннисен пурлӑхне вӗсен тӑван-пӗтенӗпе тупӑша-тупӑша илмӗҫ-ха. Эткерлӗхе хӑйсем ҫине ҫыртаракансем тупӑнмасан муниципалитетсем вилнисенчен юлнӑ пуянлӑха — ҫӗре, пӳрте — ял тата хула тӑрӑхӗсем ҫине куҫарма май пур. Хальхи вӑхӑтра республикӑра ун пек пурлӑха 2005 штук шута илнӗ, вӗсенчен 91 объекта муниципалитетсем харпӑрлӑха куҫарнӑ. Ҫӗнӗ хуҫасем вӑл пурлӑха аукционта сутма палӑртаҫҫӗ, кирлӗ пулсан нумай ачаллисене уйӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.09.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Голубева Вера Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫат хальхи ята йышӑннӑ. Маларах — «Октябрь ҫулӗ» ятпа тухнӑ пулнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |