Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

ЧР Прокуратурин ӗҫченӗсем Александр Петрович Лбовӑн вилтӑприне йӗркене кӗртнӗ. Ӑна 1922 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн пӗрремӗш прокурорне лартнӑ.

Ку должноҫра вӑл 1928 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хӑй ирӗкӗпех кайнӑ вӑл. Кайран халӑх хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ.

Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Лбова 1937 ҫулта арестленӗ. Вӑл контрреволюционер имӗш пулнӑ. Ӑна тӳрленмелли лагере 10 ҫуллӑха янӑ.

Ирӗке тухсан тепӗр икӗ ҫултан каллех арестленӗ. Контрреволюциллӗ пропагандӑпа тата агитаципе ӗҫленӗ тесе айӑпланӑ. Ӑна Красноярск крайне мӗн виличченех ссылкӑна ӑсатнӑ. 1956 ҫулта ӑна реабилитациленӗ те вӑл Чӑваш Ене таврӑннӑ. Александр Лбов 1975 ҫулта вилнӗ.

Пӗрремӗш прокурорӑн вилтӑпри — Шупашкар районӗнче. Вӑл унччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви терроризмпа кӗрешессине ахӑртнех хӑй ҫине илӗ. Ятарлӑ службӑсем вырӑнне тимлеме тытӑнмӗ-ха паллах, анчах ҫав енпе хӑш-пӗр тивӗҫ ун ҫине куҫма пултарать.

Ӗнер республика правительствин черетлӗ ларӑвӗнче Информаци тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйсен положенине улшӑну кӗртме хатӗрленӗ саккун проектне пӑхса тухнӑ. Ӗҫлӗ ҫак хута яваплисем 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче федераци шайӗнче йышӑннӑ 35-мӗш номерлӗ «О противодействии терроризму» (чӑв. Терроризма хирӗҫ тӑрасси) саккунпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Саккуна йышӑнсан министерствӑна хушма яваплӑх тивӗ, унӑн терроризма хирӗҫле саккунпа ҫыхӑннӑ самантсемпе те тимлеме тивӗ.

 

Республикӑра

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Чутай пикине» палӑртнӑ. Унта кӑҫал пилӗк пике хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне, чӑваш чӗлхине, халӑх йӑлине мӗнле пӗлнине кӑтартнӑ. Кашниех хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ.

Малтанах «Визит карточки» пулнӑ, хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Кайран чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсемех хатӗрленӗ.

Кӑҫал «Чутай пики» ята Татьяна Мурайкина ҫӗнсе илнӗ. Куракансем Анна Сармандейкинӑна кӑмӑлланӑ. «Хӳхӗм пике» номинацире Анастасия Фондеркина ҫӗнтернӗ. «Ҫепӗҫ пике» вара — Татьяна Ефремова. «Ӑс пике» номинацире Карина Селянкина мала тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫе, Татьяна Мурайкинӑна, Чӑваш наци конгресӗ Крымра канмашкӑн сертификат панӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Республикӑра

Ку статьяна, тен, ҫырман та пулӑттӑм. Анчах чӑтаймарӑм. Чӑваша кӗвӗҫ чунлӑ теҫҫӗ те, ӑмсаннипе ҫырать тесе ан шухӑшлах, вулаканӑм. Тепӗр тесен, малтанласа ҫав туйӑма пула шӑрҫаланӑн туйӑнӗ те. Юрӗ, калас тенине пӗр ҫӗре пуҫтарма хӑтланса пӑхам-ха.

Ӗнер тусӑмпа Кӳкеҫ урамӗпе уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр. Темиҫе сехет хушши утрӑмӑр. Унта та ҫитрӗмӗр, кунта та. Хам ытти чухне ҫӳрекен тӗп урам тӑрӑх мар, ҫӗннисем тӑрӑх хутларӑмӑр. Ҫырма тӗпӗнче вырнаҫнӑ дачӑсем патне те антӑмӑр. Кӳкеҫ вӗҫӗнче ҫӗкленекен тӑхӑр хутлӑ ҫуртсем патӗнчен ҫаврӑнтӑмӑр. Кайран уйрӑм ҫынсен вӗр ҫӗнӗ ҫурчӗсем вырнаҫнӑ урамсемпе утрӑмӑр.

Унччен коттедж тесе хӑпартнӑ ҫуртсене малтан чаплӑ тесе шутлаттӑмӑр та хальхисем вӗсенчен ирттермеллипех ирттереҫҫӗ. Строительство материалӗсен пахалӑхӗ те халӗ урӑхла. Хӗрлӗ кирпӗчрен хӑпартса лартнисем ҫӗнӗ йышши кирпӗчрен тунисемпе танлаштарсан мӗскӗнӗн туйӑнаҫҫӗ. Профнастил картасем те темиҫе тӗслӗ вак чула тимӗр сетка варрине ярса тытса ҫавӑрнипе танлаштарсан шеллевлӗн курӑнаҫҫӗ. Хитре кирпӗчрен пӳрт хӑпартакансем те пур-ха хальхи вӑхӑтра, ҫапах та ҫынсенчен хӑшӗсем натуральнӑй текен материала кӑмӑллани сисӗнет.

Малалла...

 

Республикӑра

Йӗкӗреш ҫут тӗнчене килни — сайра тӗслӗх. Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пурӑнакан Александр Аркадьевичпа Ольга Кронидовна Зайцевсен ҫемйинче йыш хушӑннӑ — ҫут тӗнчене тӳрех икӗ ача килнӗ.

Мӑшӑр вӗсене питӗ кӗтнӗ. Ывӑлпа хӗр пӗр харӑс ҫуралнинчен пысӑкрах телей тата мӗн пур-ши? Ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсем валли сайра тӗл пулакан ят шыраса тупнӑ: Еванжелина тата Максимилиан.

Муркаш районӗнче кӑҫал ку таранччен йӗкӗреш ҫуралман. Еванжелинӑпа Максимилиан — пӗрремӗш. Районти ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ, парнепе хавхалантарнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков, вӑл — «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) парти пайташӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Етӗрнери лаша савутӗнче пулса курни пирки хайӗн блогӗнче ҫырса кӑтартнӑ.

Етӗрнери лаша савутӗнче маларах паллӑ телеертӳҫӗ Якубович тата Гаврилов генерал, ҫавӑн пекех Игнатьев Элтепер пулнисене пӗлтернӗ вӑл.

Моляков депутат лаша савутне Тамара Романовӑпа (хай вӑхӑтӗнче вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑ) ҫитнӗ.

«Малтан предприяти 400-е яхӑн тӗрлӗ ӑратлӑ лаша тытнӑ. Вуншар рабочи ӗҫленӗ. Халӗ лаша шучӗ 30-тан та сахалтарах иккӗн, пурӗ сакӑр ҫын ӗҫлет, сезон вӑхӑтӗнче — тӑваттӑн», — илтсе килнӗ вӗсем Етӗрне тӑрӑхӗнчен.

Икӗ лаша вити йӗркеллех иккен. Тӗп пайӗнче вара «Донецкри аэропортри пек хӑрушӑ», — пӗтӗмлетнӗ И. Моляков.

 

Республикӑра

Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Маресьевӑн ятне кашниех пӗлнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл истребитель авиаци полкӗн командирӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче тӑшманӑн 4 самолетне персе антарнӑ. 1942 ҫулта Маресьева ҫапса антарнӑ, аманнӑскер тӑшман ҫӗрӗ ҫине анса ларнӑ. Фронт линийӗ патне 18 талӑк шунӑ. Икӗ урине те татсан протезпа ҫӳренӗ. Кайран хӑй ыйтнипе ӑна, 1943 ҫулта, истребительсен авиаци гварди полкне янӑ. Вӑл тата 7 самолета персе антарнӑ.

Паттӑр летчика шӑпа Йӗпреҫ районне илсе ҫитернӗ. Кунта вӗҫев шкулӗ пулнӑ. Икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн шӑпах унта вӑл ҫӗнӗрен вӗҫме вӗреннӗ.

Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна халалласа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче авиаци слечӗ иртнӗ. Слета хутшӑнакансем Канаш районӗнчен вӗҫсе иртсе шкул ачисемпе тӗл пулма шухӑшланӑ. Ачасене Маресьевӑн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Шӑпӑрлансем Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов пирки те пӗлнӗ.

Алексей Маресьев Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ пулин те йӗпреҫсем ӑна хӑйсен Геройӗ вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ.

Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм ачине тухтӑр патне илсе каяймасӑр эрех ӗҫнӗ. Иккӗмӗш кун урӑлмасӑр ӗҫнине пулах вӑл планпа пӑхнӑ кун педиатр патне те ҫитеймен. Пӑтӑрмах пирки шурӑ халатли ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссине пӗлтернӗ. Усал хыпара илтнӗ комисси пайташӗсем: Т.А. Михайлова, И.А. Золова, Е.В. Петрова участокри педиатрпа тата фельдшерпа ҫемьене тухса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.А. Ерманов та районтисемпе пӗрле ҫемьене ҫитнӗ.

Комисси пырса кӗнӗ вӑхӑтра нумай ачаллӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Кӑҫал ҫуратнӑ хӗрне хӗрарӑмӑн аслӑ хӗрӗсем пӑхнӑ. Тӗпренчӗк валли ятарлӑ хутӑш та пулман, эмелсене те амӑшӗ ӑна паман. Ачана вӑхӑтлӑха пульницӑна вырттарма йышӑннӑ. Малашне те эрех ӗҫсен хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑвараси пирки асӑрхаттарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса паянччен, Курск хулинче «Форма/Образ/Стиль» ятпа пӗтӗм тӗнчери кроспа культура проекчӗ иртнӗ. Унта мода индустрине аталантарас тата йӗркелес енӗпе тунӑ профессилле ҫитӗнӳсене кӑтартас тӗллев лартнӑ.

Проект темиҫе енпе иртнӗ: вӗсенчен шутӗнче «Сарафан» (чӑв. Сараппан) дизайнерсен, «Золотые руки» (чӑв. Ылтӑн алӑ) декораципе прикладной пултарулӑх конкурсӗсене асӑнмалла. Ҫӗршыври ертсе пыракан дизайнерсен маҫтӑр-класӗсене те, «Окно моды» (чӑв. Мода чӳречи) арт-фотосен ӑмӑртӑвне те йӗркеленӗ.

Шупашкарти ӳнер училищинче театрпа декораци ӳнерӗн специальноҫне алла илекен тӑваттӑмӗш курс студентки Альбина Кузнецова «Моя Азия» (чӑв. Манӑн Ази) тумтирсен коллекцине конкурса тӑратса «Сараппанта» 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 477, 478, 479, 480, 481, 482, 483, 484, 485, 486, [487], 488, 489, 490, 491, 492, 493, 494, 495, 496, 497, ...601
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.09.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 28

1928
96
Голубева Вера Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1943
81
Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1991
33
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫат хальхи ята йышӑннӑ. Маларах — «Октябрь ҫулӗ» ятпа тухнӑ пулнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем