Политика
![]() Ҫак кунсенче хӑш-пӗр муниципалитетра сити-менеджера суйласси малалла пырать. Иртнӗ эрнекун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче ҫеҫ мар, Комсомольски районӗнче те администраци пуҫлӑхне суйланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене тӳрех пӗлтерер: тилхепене ҫӗнӗ ҫынна тыттарман, унчченхинех пуҫлӑхра хӑварнӑ. Депутатсен районти пухӑвне район пуҫлӑхӗ — «Дружба» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ тата «Сюрбеево» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Ремис Мансуров ертсе пынӑ. Конкурс комиссийӗн пӗтӗмлетӗвӗпе комисси председателӗ — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов паллаштарнӑ. Районти депутатсем Александр Осипов кандидатуришӗн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Сити-менеджер пулма Алексей Ладыковах шаннӑ. Аса илтерер: республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын Республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын тупӑннӑччӗ: Дмитрий Попов, Юрий Шакеев, Олеся Абашева, Алексей Ладыков тата Владимир Владимиров. Комисси вӗсенчен иккӗшне: Алексей Ладыкова тата Олеся Абашевӑна — суйласа илнӗччӗ. Паян Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Алексей Ладыков кандидатурине ырланӑ. Пуҫлӑхсене маларах тӑватӑ районта суйланӑччӗ. Ун чухне те ҫӗнӗ ертӳҫӗсем пулманччӗ. Улатӑр районӗнче Нина Шпилевӑна администраци пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ, Патӑрьел районӗнче – Рудольф Селиванов, Красноармейски районӗнче – Александр Кузнецова, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидатсен заявкисене тишкернӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ертсе пынӑ. Республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын тупӑннӑ: Дмитрий Попов, Юрий Шакеев, Олеся Абашева, Алексей Ладыков тата Владимир Владимиров. Комисси вӗсенчен иккӗшне: Алексей Ладыкова тата Олеся Абашевӑна — суйласа илнӗ. Паян Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗ иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Унта сити-менеджера суйлӗҫ. |
Политика
![]() Авӑн уйахӗн 23-мӗшӗнченпе Светлана Каликова культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Халӗ ӑна ку должноҫе ҫирӗплетнӗ. РФ Культура министерстви унӑн кандидатурине ырланӑ. 2007 ҫулта вӑл ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-секретарӗ пулнӑ, унтан Михаил Игнатьевӑн пресс-службине ертсе пынӑ. 2014 ҫулта ӑна информаци политикин министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2015 ҫулта ЧР Элтеперӗн пулӑшуҫи пулса тӑнӑ, ҫур ҫуртан Элтеперӗн пресс-секретарӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. 2018-2019 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар мэрне суйланӑ. Ку должноҫе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Алексей Ермолаев йышӑннӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» сайтра пӗлтернӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Игорь Анакова хула пуҫлӑхне суйланине пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна процедура йӑнӑшӗсемпе сӑлтавланӑ. Сӑмах май, Игорь Анакова хула пуҫлӑхне пӗр уйӑх каялла суйланӑ. Алексей Ермолаев 1984 ҫулта Владимир хулинче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ. Халӗ Алексей Ермолаев «Платинум» стройфирмӑн тӗп директорӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Шупашкарта, Геннадий Волков скверӗнче, паллӑ этнопедагога хисеплесе унӑн палӑкӗ патне чечек хума пуҫтарӑннӑ. Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, академик, ӑсчах, ҫыравҫӑ, чӑваш этнопедагогикине пуҫарнӑ Геннадий Волков пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫул ҫитет. Паян вара – унӑн ҫуралнӑ кунӗ. Хисеплӗ ҫынна сума сӑвакансем Геннадий Волков палӑкӗ умне пуҫтарӑннӑ, чечек хунӑ. Сӑмах май каласан, Геннадий Волков калавӗсем те тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенче вӑл яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ваттисен сӑмахӗ урлӑ ӑса вӗрентсе калама тӑрӑшни аван сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Енри темиҫе муниципалитетра администраци пуҫлӑхӗсене суйланӑ. Асӑннӑ постсене унччен пуҫлӑхра пулнисемех йышӑннӑ. Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче Депутатсен VII суйлаври депутачӗсем Нина Шпилевӑна шаннӑ. Вӑл ӗҫе ҫӗнӗрен чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӳлӗннӗ. Патӑрьел районӗнче пуҫлӑх пулма виҫӗ кандидат ӗмӗтленнӗ: Рудольф Селиванов, Виктор Львов, Петр Перепелкин. Унта ҫемҫе пукана Рудольф Селиванов сыхласа хӑварнӑ. Красноармейски районӗнче Александр Кузнецова суйланӑ, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлӗҫ. Ытти хӑш-пӗр районта та пуҫлӑхсене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев суйлав кампанине ирттермешкӗн 30 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫан чылай пайӗ – юридици сӑпачӗсем тата ахаль ҫынсем пани. Хӑй Олег Алексеевич кӗсйинчен 50 пин тенкӗ кӑларнӑ. Юридици сӑпачӗсем Олег Николаевӑн суйлав фондне суйлав кампанине ирттерме 37,6 миллион тенкӗ панӑ, ахаль ҫынсем – 3 миллион та 524,9 пин тенкӗ. 11,5 миллион тенкине тӗрлӗ сӑлтава пула каялла тавӑрса пама тивнӗ. Олег Николаев суйлав кампание ирттерме 29 миллион та 674,9 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Суйлава хутшӑннӑ ытти кандидат (вӗсем тӑваттӑн пулнӑ) ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗрен ытларах тӑкакламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Леонтьев «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тухма заявлени ҫырса панӑ. Ӑна вӑл партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ ячӗпе Алена Аршинова ячӗпе шӑрҫаланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн депутачӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти депутат коммунистсен партине кӗресшӗн. Кайран вӑл республика парламентне парти списокӗпе суйланасшӑн. Леонтьев Шупашкарта пурӑнать. Унӑн виҫӗ ача. «ГОССТРОЙ» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, политика вӑрланӑшӑн, влаҫ пайташне кӳрентернӗшӗн, преступлени тума хатӗрленнӗшӗн айӑпланӑ. Халӗ айӑплавӗсене пӑрахӑҫланӑ. Нумаях пулмасть «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Владимир Михайлов депутата партирен кӑларас ыйтӑва тишкерессине пӗлтернӗ. Политик ҫынсене пысӑк процентлӑ ссуда панӑ. Авӑн уйӑхӗнчи суйлав хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата РФКП партисен Ҫӗнӗ Шупашкарти депутачӗсем хула пуҫлӑхӗ пулма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ сӗннӗ кандидатшӑн сасӑламан. Унта хула пуҫлӑхӗ пулма вырӑнти усламҫа Игорь Анакова суйланӑ. Унӑн ҫумӗ пулма Андрей Леонтьева шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Лукшин Чӑваш Ен Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Алесей Лукшина шаннӑ. 2015 ҫулхи утӑ уйӑхнчен пуҫласа Алексей Петрович Шупашкарти 45-мӗш шкул директорнче ӗҫленӗ. Асӑннӑ вӗрентӳ учрежденийӗ Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ. 2006 ҫулта Лукшин Мускаври патшалӑх уҫӑ университетӗнче юриспруденци енӗпе вӗреннӗ. 2010 ҫулта вӑл виҫӗ аслӑ шкулта квалификацие тӗрлӗ енӗпе ӳстернӗ. Министрӑн пӗрремӗш ҫумн пуканӗ Алевтина Федоровӑна (халӗ вӑл — Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй) ӗҫрен хӑтарнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Ӗнер министрӑн ҫумне Илья Царевские ӗҫрен кӑларнӑ. Ку пукана паян Николай Жуков йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |