Этем тата влаҫХарпӑр шухӑш
Политика
(Ҫухату пулнӑранпа хӗрӗх кун ҫитнӗ май)
Ҫӳле кайни — ҫӳлтен ӳкет, Ӳксессӗн йывӑр, ҫӳллӗшрен… Ун чух кашни ӗмӗтленет Ӑна ҫапмашкӑн ӗнсерен.
Мӗн чуль ӗҫленӗ ҫын малтан — Ҫакна никам аса илмест. Кӑшт ӑнсӑртран вӑл такӑнсан Темме пӗри те хӗрхенмест.
Вӗслетнӗ йытӑсем пекех Сиксе ӳкеҫҫӗ ун ҫине: Ҫын шутӗнче мар эс текех — Кашни ҫӗклет ав чӑмӑрне.
Христос пекех хӗрес ҫине Ҫакса хурсассӑн тин вара Кармакасем уҫаҫ куҫне, Сапаланаҫҫӗ сӑх сӑхса:
«Каҫармаллаччӗ мӗскӗне — Ӗҫленӗ чух кам йӑнӑшмасть? Ӑнланмассӑн пӗр-пӗрне Ҫумра юлташ та вӗт юлмасть».
…Ҫӳле кайсан манатпӑр ҫав: Камсем пире тытса тӑраҫ. Мӑнна хума пурах сӑлтав — Пӑсать ҫынна пыл евӗр влаҫ! Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. | ||
Политика
![]() dosug.md сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева республика ертӳҫинчен кӑларнипе ҫыхӑннӑ ӗҫ лӑпланса пӗтмен. «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ Лариса Игнатьева суда ҫӑхав шӑрҫаланӑ. Аса илтерер: Михаил Игнатьева ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин «шанчӑкран тухнӑ» тесе кӑҫалхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Михаил Васильевич РФ Президенчӗпе килӗшмесӗр ҫӗршывӑн Аслӑ судне тавӑҫ шӑрҫаланӑччӗ. Мускаврисем суд кунне те палӑртнӑччӗ. Анчах Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӗҫе чарса лартнӑ. Республика ертӳҫи пулнӑ ҫыннӑн мӑшӑрӗ ку йышӑнупа килӗшмен. Лариса Игнатьеван ҫӑхавне авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тишкермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Ку хыпара асӑннӑ муниципалитет сайтӗнче хыпарланӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. «Эпӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахма йышӑнтӑм. Ҫавӑн пирки Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче пӗлтертӗм, ман йышӑнӑвӑма ырлама ыйтрӑм», – тесе ҫырнӑ вӑл. Андрей Васильев депутатсен командипе, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Юрий Зоринпа килӗштерсе ӗҫлеме май килнине палӑртнӑ. Район пуҫлӑхӗнче 3,5 ҫул ытларах ӗҫленӗ вӑхӑтра тӑван тӑрӑхшӑн нумай тума ӗлкӗрнишӗн мӑнаҫланнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнма кӑмӑл тунӑ кандидатсенчен документсене юлашки кун йышӑннӑ. Политика партийӗсем сӗннипе суйлава хутшӑнакансенчен тӑваттӑшӗ те Тӗп суйлав комиссине документсене тӑратнӑ. Аса илтерер: ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Сергей Матвеев («Раҫҫей патриочӗсем») хӑйсемшӗн сасӑ пухса документсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне Николай Степанов («Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн партийӗ»), Александр Андреев (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ) тата Константин Степанов (либерал-демократсен партийӗ) кирлӗ чухлӗ сасӑ пухайнӑ. Ҫапла вара суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑнас тенӗ мӗнпур кандидат тенӗ пекех кирлӗ чухлӗ сасӑ пухайман. Юрий Шакеев сасӑ пухма хӑтланнӑ, анчах документсене Тӗп суйлав комиссине тӑратман. Ыттисем муниципалитет «али» витӗр тухма тӑрӑшман та. Николай Коклейкин темиҫе ял тӑрӑхне ҫитнине ӗнентернӗ-ха. Андрей Ильдеменов та ҫине тӑман курӑнать. Юрий Сидоров хӑйӗн заявленине каялла илнӗ. Роман Васильев, Максим Чепель тата Петр Петрянкин сасӑ пухма та тӑрӑшман теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() life.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнас тесе 12 ҫын документсем панӑ. Паня пӗри вӗсене каялла илнӗ. Вӑл – Юрий Сидоров. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, документсем тӑратнӑ кандидатсен хушшинче судпа айӑпланнӑ ҫынсем те пур. Роман Васильев ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиенн кӳнӗшӗн айӑпланнӑ, айӑпне 2010 ҫулта каҫарттарнӑ. Палӑртмалла: паян суйлава хутшӑнма кӑмӑл тунӑ кандидатсенчен документсене юлашки кун йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Чӑваш Ен Правительствинче паян кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Иван Моторин яваплӑ ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пуканӗ пушаннӑччӗ. Министр тилехпине вӑхӑтлӑха Инна Антоновӑна тыттарнӑччӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Дмитрий Краснова шаннӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнченпе вӑл Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацийӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫланӑ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Паян, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнче Элтепер суйлавне хутшӑнас ӗмӗтлӗ икӗ кандидата регистрациленӗ. Ҫынсем тата депутатсем хӑйшӗн алӑ пуснисене, суйлава хутшӑнма кирлӗ ытти документа чи малтан Олег Николаев илсе пынӑ. Вӑл — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ. Уншӑн Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ҫеҫ мар, районсенчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем те, ахаль ҫынсем те алӑ пуснӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ та сасӑ паракансем йышлӑ пулнӑ. Олег Николаев пурне те тав тунӑ. «Раҫҫей патриочӗсем» партин кандидачӗ Сергей Матвеев та паян кирлӗ документсене Тӗп суйлав комиссине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗ. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата тепӗр районта пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн, республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика шайӗнче конкурс комиссийӗ йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсем муниципалитетӑн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Андрей Васильевӑн заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл пуҫлӑх пуканне хӑйӗн кӑмӑлӗпе пушатма йышӑннӑ. Депутатсем заявление пӑхса тухса ырланӑ. Тилхепене урӑх ҫынна тыттариччен тивӗҫе район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов пурнӑҫлӗ. Ҫапла йышӑннӑ депутатсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() ira-pavlova.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама министрӑн пӗрремӗш ҫумне Инна Антоновӑна шаннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнтах кӑсӑклӑ тепӗр документ та пур. Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Иван Моторина ӗҫрен кӑларасси ҫинчен хушу тухнӑ. Ӑна республика ертӳҫи Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Иван Моторинпа ҫыхӑннӑ йышӑнӑвӑн сӑлтавне хушура ӑнлантарса тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас ӗмӗтпе тата тепӗр икӗ ҫын ҫунатланать. Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, республикӑн Тӗп суйлав комиссине хӑйсен кандидатурисене Максим Чепель тата Петр Петрянкин тӑратнӑ. Максим Чепель усламҫӑ тата блогер ятарлӑ сайт йӗркеленӗ. Унта вӑл хӑй 50 ытла ҫӗршывра пулни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫынсене ҫулталӑкра пӗр хутран кая мар ҫул ҫӳреве тухма сӗннӗ. Тӗп суйлав комиссине пӗрремӗш хут пырсан блогера хуралҫӑсем кӗртмен, мӗншӗн тесен вӑл кӗске йӗмпе пулнӑ. Петр Петрянкина вара пӗрре пырсах ӑннӑ. «Чувашинформ.рф» пӗлтернӗ тӑрӑх, Петрянкин ниҫта та ӗҫлемест. Rusprofile.ru сайта тишкерсен Петр Витальевич Петрянкин ятлӑ ҫын пилӗк организаци учредителӗ тата виҫӗ предприяти пуҫлӑхӗ пулни курӑнать, анчах вӗсем халӗ пурте те хупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |