Политика
![]() web.archive.org сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов Шупашкарта Правительство ҫуртӗнчен тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна такам тапӑннӑ. Хайхискер ӑна ҫавӑнтах кӗтсе тӑнӑ. Ҫамрӑк арҫын министра шӗрӗп уҫҫипе 3 хутран кая мар ҫапнӑ. Тӳре-шара аллипе май килнӗ таран унран хӳтӗленнӗ. Ҫапах министр кӑштах суранланнӑ. 23 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Владимир Степанова вара тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Вӑл пульницӑна выртмаллах аманман. Халӗ унӑн сывлахӗ лайӑхах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Пичугин тунӑ сӑн ЧР экономика аталанӑвӗн экс-министрӗ Владимир Аврелькин тӗрмере ларать. Ҫулталӑк пусламӑшӗнче суд ӑна унта 4,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кӗҫех, ултӑ кунран, ун тӗлӗшпе каллех суд пулмалла. Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каллех приговор вулӗҫ. Аса илтерер: Владимир Аврелькина дожноҫпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Аврелькинпа пӗрле ҫак ӗҫе тунӑ икӗ ҫын тата строительство фирмин пуҫлӑхӗ те явап тытаҫҫӗ. Экс-министр патшалӑх субсидийӗсем пама посредниксем урлӑ икӗ миллион тенкӗ ыйтса илнӗ. Тата пӗр миллион тенкине ҫав строительство организацийӗнченех тепӗр тӳре-шарана памалле тесе илнӗ. Анчах ҫакна тума хатӗрленмен те вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Шакеев тунӑ сӑн Паян Чӑваш Ене РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин вӗҫсе килнӗ. Вырӑнти оппозиционер Юрий Шакеев федераци шайӗнчи тӳре-шара хӑйне тимлӗх уйӑртӑр тесе машинисене Правительство ҫурчӗ умне килсе лартнӑ. ГАЗельсенчен пӗрин ҫине Шупашкар сити-менеджерӗ тӗлӗшпе ҫырни пур. «Про Город» хаҫат Юрий Шакеевпа ҫыхӑнса вӑл ҫакна мӗншӗн тунипе кӑсӑкланнӑ. «Манӑн суйлавпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене палӑртас килет. Вӑл иртнӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Ача пахчисемпе, шкулсемпе, Китай экспансийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем те пур тата», - тенӗ оппозиционер. 13 сехет те 10 минутра Шакеевӑн машинисене ятарлӑ техникӑпа тата троспа ҫул ҫинчен илсе кайма хӑтланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх закупкисене тӗрӗслесе тӑракан пулӑшуҫа палӑртнӑ. Ку тивӗҫе «Раҫҫей патриочӗсем» политика партийӗн регионти уйрӑмӗн лидерӗ, Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн муниципалитет закупкисене тӗрӗслесе тӑракан ушкӑнӑн координаторӗ Владислав Солдатов пурнӑҫлӗ. Палӑртмалла: вӑл Олег Николаевӑн улттӑмӗш пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Владислав Солдатов штат должноҫӗнче ӗҫлӗ. Владислав Солдатов малтан ШӖМре ӗҫленӗ, унтан темиҫе ҫӗрте тӑрӑшнӑ. 2005 ҫултанпа «Раҫҫей патриочӗсем» политика партийӗн регионти уйрӑмне ертсе пырать, 2015 ҫултана Халӑх фрончӗн регионти штабӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() exp.idk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кун пирки вӑл паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтеперпе ирттернӗ тӗлпулура каланӑ. «Сергей Геннадьевич ӗҫе малалла тӑсни пушшех те кӑмӑллӑ. Ӑна шаннишӗн сире тав тӑватӑп. Пирӗн шутпа, вӑл — ӗҫлеме чи хатӗр министрсенчен пӗри», — тенӗ Мускавран килнӗ хӑна. Сергей Артамонов федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсенчи чи лайӑх виҫӗ министр, Раҫҫейри чи лайӑх 20 министр шутне кӗрет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова Чӑваш Енри 13 район тата хула администрацийӗсен ертӳҫисене отставкӑна янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар тата Канаш хулисен сити-менеджерӗсене ӗҫрен кӑларнӑ. Ку контракт вӗҫленнипе ҫыхӑннӑ. Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене отставкӑна янӑ. Хальлӗхе вӗсен тивӗҫӗсене ҫумӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Сӑмах май, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн та контракт вӗҫленсе пырать. Ӑна та кӗҫех отставкӑна ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moscow.sm-news.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин килме палӑртнӑ. Тӳрех каламалла: премьер-министр ку статуса йышӑннӑранпа пирӗн патра пулман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Мишустина социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программипе паллаштарӗҫ. Хальлӗхе прмьер-министр республикӑри хӑш вырӑна ҫитессине татӑклӑн калама ҫук, мӗншӗн тесен программа улшӑнсах тӑрать. Малтан ӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧРУна, Индустри паркне кӑтартма палӑртнӑ, кайран ку шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Хальлӗхе программа ҫапларах: Михаил Мишустин В.И.Чапаев ячӗллӗ савутра тата «Текстильмашра» пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енри ҫар комиссариатне малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ку пукана Бахтиёр Холиков йышӑннӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн йӑли-йӗрки тарӑн. Эсир лайӑх еткерлӗх илетӗр, сире ӑнӑҫу сунатӑп», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗнӗ пуҫлӑха. Бахтиёр Холиков республикӑшӑн тӑрӑшма шантарнӑ. Палӑртмалла: Бахтиёр Холикова РФ хӳтӗлев министрӗ Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхне лартасси пирки утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, хӑйӗн тивӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унччен Чӑваш Республикин ҫар комиссариатне Александр Мокрушин ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев черетлӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Маларах вӑл республикӑн Правительствине йӗркеленӗччӗ. Министрсенчен нумайӑшне хальхи вӑхӑтра ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлаканӗсем темиҫен ҫеҫ. Республика Элтеперӗн ЧР Патшалӑх Канашӗнчи пайташӗ пулма Олег Николаев Элтепер Администрацийӗн ертӳҫине Вячеслав Борисова ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Вячеслав Борисов 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗччӗ. Вӑл 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Правительствине ҫӗнӗрен йӗркелеме пуҫланӑ. Аса илтерер: ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗн должноҫне йышӑнчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл республикӑн Правительствине отставкӑна ячӗ. Ҫавӑн пек тума саккун хистет. Паян Олег Николаев чылай министра ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтрах пукансӑр юлнисем те пур. Вӗсем хальлӗхе иккӗн: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулнӑ Сергей Яковлев тата культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗнче ӗҫленӗ Роза Лизакова. Вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Светлана Каликовӑна шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |