Ҫутҫанталӑк
Чӑваш халӑх сайтӗнче «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнӗччӗ, каярах Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленине те ҫырса кӑтартнӑччӗ. Петицире экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн (вырӑсла кӗскетсе каласан, ОНФ) экологи тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество мониторингӗн центрӗ Чӑваш Енри Ҫутҫанталӑк министерстви уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен 70 ытла процентне пӗтернишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Хастарсем ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫырупа тухма хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Пирӗн республикӑра «Вӑрман лартмалли Пӗтӗм Раҫҫей кунӗ» акцие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен ҫыннисене Атӑл леш енне, йӑлӑма, йывӑҫ лартма чӗнеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуркуннехи акци вӗҫленӗ. Ӑна йӑлӑмра вӗҫлесшӗн. Сӑмах май, ку акцие Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентстви пуҫарнӑ. Акци кашни ҫулах иртет. Унта республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ ҫыннисем, общество организацийӗсем, шкул ачисем, студентсем, МИХсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акцирен нихӑш ҫул та пӑрӑнса юлман ҫынсем те пур. Ҫулсерен унта 500 ытла ҫын хутшӑнать. Йывӑҫ лартма кӑмӑл пулсан сире ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви умӗнче кӗтеҫҫӗ. Адресӗ — Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт 62-89-36 е 48-45-42 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Йӗпреҫ районне пырса лекнӗ пеликан Чӑваш Енре паян пеликан курнӑ. Ӑна Валерия Никифорова орнитолог Йӗпреҫ районӗнче асӑрханӑ. Кайӑка ларнӑ ҫӗрте ӳкерсе ӗлкӗреймен, анчах вӑл ҫӳл тӳпене хӑпарсан вӑл кадра лекнӗ. Пеликана курнине орнитологсем хӑпартланса каласа кӑтартнине ӑнланма пулать. Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекинчи ҫак вӗҫенкайӑка пирӗн тӑрӑхра юлашки хутчен 200 ҫул каялла кӑна асӑрханӑ иккен. 2009 ҫулта вара пирӗн тӑрӑхра кӗрен фламинго вӗҫсе иртнине асӑрханӑ. Ку вӑл — архивра ҫырса хӑварнисем тӑрӑх хакласан. Пеликан пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫсе ҫӳрекен кайӑк шутланать. Унӑн йӑва ҫавӑракан чи ҫывӑх вырӑнӗ — Атӑлӑн анат тӑрӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере «Нам этот мир завещано сберечь» (чӑв. Пире ҫак тӗнчене перекетлеме халалланӑ) ятпа регионсем хушшинчи IV экологи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «ЭКА» симӗссисен общество организацийӗн йӗркеленӗ. Экологи фестивальне маларах асӑннӑ хулари 3-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑннӑ. Ку шкула ытахальтен суйламан. Вӑл — экологи культурине йӗркелес тӗлӗшпе республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин грантне ҫӗнсе илнӗскер. Экофестивале 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пынине ӗнентереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхинче 10 районти педагогсем пухӑннӑ. Улатӑр районӗнчисем те ҫитнӗ. «Естествӑлла циклти чи лайӑх урок» номинацире I степеньлӗ диплома Кувакинӑри Н.А. Чугунова географи учителӗ тивӗҫнӗ. «Пуҫламӑш шкулти чи лайӑх экологи урокӗ тата класс тулашӗнчи мероприяти» номинацире II степеньлӗ дипломпа Алтышевӑри Т.А. Ефимова географа палӑртнӑ. «Экологи интеграцийӗ енчен чи лайӑх урокшӑн» II степеньлӗ дипломпа Стемасри информатика учителӗ Н.М. Сидорова тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Е.В. Волкова таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Энтри Пасарӗнчи шӑматкунлӑха тухнисем Ҫуркунне ҫитрӗ те хӗл каҫипе пуҫтарӑннӑ мӗнпур тасамарлӑх куҫ тӗлне сиксе тухрӗ. Ҫавна май халӗ пур ҫӗрте те шӑматкунлӑхсем йӗркелеме тытӑнчӗҫ, тавралӑха халӑхпа пуҫтарӑнса тирпейлеҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара пуҫтарнӑ ҫӗрте мар, япӑхсӑрлатман вырӑнта таса теҫҫӗ та-ха... Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннӑ. Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех районта санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнине пӗлтернӗ. Предприятисемпе организацисем хӑйсен тавралли территорие пуҫтараҫҫӗ-тасатаҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн специалисчӗсем, культура ӗҫченӗсем, унти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче шӑматкунлӑха тухса ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. «Пирӗнпе пӗрле полицин участокри уполномоченнӑйӗ А.С. Морозов та ӗҫлерӗ», — тесе пӗлтерчӗҫ ял тӑрӑхӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш халӑх сайтӗнче шӑп та лӑп уйӑх каялла «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта эпир Чӑваш Енри экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ. Асӑннӑ ведомство приказӗпе ҫирӗплетнӗ списока 58 объект кӗнӗ, ҫав шутран 29-шӗ — уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ. Малалла та цифра чӗлхипе каласан, пӗлтӗр регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисем 94 пулнӑ, кӑҫалхи приказпа 65-шӗ списокран «тухса вӗҫнӗ». Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗ, унта хӑйсен чун ыратӑвне уҫса панӑ. Ҫыру айне ыттисене те алӑ пусма чӗнсе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫуркунне йывӑҫ-тӗм лартас ӗҫ хӗрсех пырать. Кӑҫал та республикӑри район-хулара хунасем ешӗлленме тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ав хунавсене валеҫесшӗн. Ку хӗвеланӑҫ районӗнче ҫӗнӗ микрорайон ҫӗкленнипе ҫыхӑннӑ. Унти, 12 гектар ҫӗр ҫинчи, ешӗл хунавсене ҫынсене пама палӑртнӑ. Вӗсене хулара лартса илем кӳресшӗн. Хунавсене тӳлевсӗрех валеҫесшӗн. Хурӑн, хыр хунавне тӳлевсӗр илес тесен малтан заявка памалла. Унта вӗсене мӗн тӗллевпе усӑ курнине палӑртмалла. Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, кирлӗ пулсан хунавсене вырӑна илсе ҫитерме пулӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал ҫуркунне таҫта ҫӗтнӗ тейӗн — ҫанталӑк савӑнтармасть-ха. Анчах синоптиксем пӑшӑрханмалла маррине систереҫҫӗ. Кӗҫех Чӑваш Ене ӑшӑ килмелле. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче термометр 15–20 градус ӑшӑ таранах хӑпармалла. Ыран республикӑра ҫанталӑк лайӑхах пулмӗ — юрпа ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, антициклон хуҫаланма пуҫлӗ. Ун чухне хӗвел пӑхӗ, 10 градус ӑшӑ пулӗ. Акан 8-мӗшӗнче каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Апла пулсан та сывлӑш температури 7–12 градуса ҫитӗ. Шӑматкун вара Ази антициклонӗ килӗ. Ун чухне типӗ, хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Сывлӑш температури те 20 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк тепӗр эрне варричченех хуҫаланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Михаил Васильев тунӑ сӑн Сунарҫӑсене Чӑваш Енре ҫӑмлӑ чӗрчунсене пеме нарӑс уйӑхӗнчех чарнӑ. Анчах хӑш-пӗр районта кашкӑрсене тытма пӑрахман-ха. Вӗсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ. Кӑҫалхи сезонта Вӑрнар районӗнче 15 кашкӑра персе вӗлернӗ. Унта «тукмак хӳресем» кил хуҫалӑхӗсене час-часах тапӑнаҫҫӗ, килти чӗрчунсене ҫиеҫҫӗ. Кашкӑрсен йышне йӗркене кӗртес тесе вӗсене тытма чарман-ха. Кашкӑрсем вӑкӑра, сурӑха кӑшласа янӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Сунар вӑхӑтӗнче вӗсем йытӑсене те тапӑнаҫҫӗ. Йытӑ вӗрет ҫеҫ — шӑпланать. Сунарҫӑ вырӑна ҫитнӗ тӗле ҫӑм чӑмакки ҫеҫ юлать. Кашкӑрсене Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсенче тытнӑ. Вӗсене ҫу уйӑхӗчченех пеме ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ӑшӑ ҫанталӑка пула «Сӑрҫи» заповедникре сӑвӑрсем пӗр уйӑх маларах хӗллехи ыйхӑран вӑраннӑ. Унчченхи сӑнавсем кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫу пуҫламӑшӗнче ҫеҫ вӑранаҫҫӗ. Кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран, ҫуркунне час килнӗрен сӑвӑрсем маларах вӑраннӑ. Патӑрьел участокӗнче пушӑн 7-мӗшӗнче сӑвӑр йӑви уҫӑ пулнине курнӑ. Анчах чӗрчунсене курма май килмен. Пушӑн 11-мӗшӗнче вӗсем каллех тухнӑ, хӗвел пӑхнӑран вӗсене сӑн ӳкерме те май пулнӑ. Ҫанталӑк сивӗтсен сӑвӑрсем йӑвинче пурӑнӗҫ. Чи кирли — апат пулни. Халӗ вӗсем пӗлтӗрхи курӑкпа тӑранса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |