Сывлӑх
special.bhub.com.ua сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 29-мӗш эрнере ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Дия ят панӑ. Вӑл 980 грамм тайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ, йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Анчах пӗр кун ачан пыршӑлӑхӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӑл ҫиеймен, тула каяйман. Ӑна часрах операци тума тивнӗ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем ирттернӗ. Халӗ пӗчӗк хӗрача хӑйне лайӑхах туять. Ӑна киле каларма хатӗрлеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть 603 грамм ҫуралнӑ ачана тухтӑрсем пӑхса ӳстерни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ Исаковсем патшалӑхран ҫурт тивӗҫӗс тесе 2014 ҫултанпа черетре тӑнӑ. Вӗсен ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланнӑ. Нумаях пулмасть вӗсем икӗ хутлӑ ҫурт уҫҫине илнӗ, ҫӗнӗ пӳрт уявне паллӑ тунӑ. Ҫурт лаптӑкӗ 123,5 тӑваткал метрпа танлашать. Ӑна тумашкӑн 3 миллион та 261 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Подрядчик ӗҫе кӗске вӑхӑтра хӑвӑрт туса пӗтернӗ. Павелпа Тамара 7 ача ҫуратнӑ. Асли качча кайнӑ, хӑйӗн те ача пур. Тӑватӑ ывӑлӗ шкулта вӗренет. Кӑҫал хӗрӗ Ангелина парта хушшине ларма хатӑрленет. Семен килте амӑшӗпе-ха. Унччен Исаковсем 40 тӑваткал метрлӑ ҫуртра пурӑннӑ. Туалет тулта пулнӑ. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртра пӗтӗм хӑтлӑх пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехет те 20 минутра пӗрлехи диспетчер службине Ҫӗмӗрлери ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫунни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Вӗсем тата свалкӑра ӗҫлекен ҫынсем ҫулӑма сӳнтерме пултарнӑ. Пушар вырӑнне Ҫӗмӗрле районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев та ҫитнӗ. Аса илтерер: кӑҫал ҫулла Улатӑрти ҫӳп-ҫап купи нумай вӑхӑт ҫунчӗ. Унти ҫулӑмпа пушарнӑйсем 1,5 уйӑх кӗрешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
deep-review.com сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 177 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Юлашки талӑкра 9 ҫын вилнӗ. Ку таранччен чиртен 1897 ҫын сывалайман. Юлашки талӑкра 80 ҫын чирленине палӑртнӑ. 68 ҫын вара сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 30830 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 28041-шӗ сывалнӑ. Кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ кашни 16-мӗш ҫын вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 892 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх филармонине юсаса ҫӗнетесси йывӑррӑн пулса пырать тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Маларах Питӗрти «Спецстрой» организаци республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе судлашнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, анчах саккасҫӑ ӑна тӳлесе пӗтермен-мӗн. Парӑм виҫи 6,651 миллион тенкӗ тӑрса юлнӑ. Суд парӑма шыраса илме йышӑннӑ. Филармоние малалла юсаса ҫӗнетессипе ирттернӗ конкурсра Шупашкарти подряд организацийӗ, «3-мӗш стройтрест», ҫӗнтернӗ. Вӑл 157,7 млн тенкӗпе ӗҫлеме килӗшнӗ. Конкурса тек хутшӑнакан пулман. Анчах халӗ контракта алӑ пусассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Екатеринбурги «Джули» фирма аукцион документацине закупкӑпа ҫыхӑнман оборудованипе тивӗҫтерессине кӗртнӗ тесе шухӑшлать иккен. Республикӑн Культура министерстви, сӑмахран, апатланмалли сӗтеле, ҫемҫе пукана, тӗрӗслевпе касса машинине, пӗчӗк хумлӑ кӑмакана, кофе вӗретмелли машинӑна тата ыттине кӗртнӗ. Ҫав япаласене строительство материалӗсемпе пӗрле илни конкурса хутшӑнакансен правине пӑсать тесе ҫӑхавланине монополипе кӗрешекенсем ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Атӑл леш енче Мари вӑрманӗсем ҫунма тытӑннӑ. Пушар вӑйлах алхасать. «Ҫыхӑнура» форумра каҫхине ӳкернӗ сӑнсене вырнаҫтарнӑ. Сӑнсене Карась кӳлӗ патӗнче ӳкернӗ. Вӗсене пӑхсанах паллӑ: пушар питӗ пысӑк лаптӑкра алхасать. Пушар лаптӑкӗ, шел те, пысӑклансах пырать. Ӗнер Сосновый Бор поселокӗнчи ҫынсене эвакуациленӗ. Шупашкарта тӳррӗн каҫас тӑк ҫунакан вырӑн пирӗнтен 40 ҫухрӑмра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ рашчара ӗҫлет. Иртнӗ уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Ельниково рашчи) автономи учрежденине Валерий Андреев ертсе пыма тытӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта хыпарланӑ тӑрӑх, хальлӗхе — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлакан пулса. Валерий Викентьевич Ельниково рашчинче пуҫлӑх пулса унччен ӗҫленӗ. Унпа контракта 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче татнӑ. Эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланин официаллӑ майпа ҫирӗплетмен сӑлтавӗ — йывӑҫсене каснӑ пирки прокуратура тӗрӗслев пуҫарни. Андреев Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса та тӑрӑшнӑ. Ҫав лава 2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗччен туртнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, Валерий Андреев отставкӑна кайнин сӑлтавӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессипе ирттернӗ референдума тивӗҫлипе йӗркелеме пултарайманни. Аса илтерер: 2008 ҫулхи референдумра Шупашкар ҫыннисен 75 проценчӗ спутник-хулапа пӗрлешес тенӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисен 61 проценчӗ хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл вӑхӑтра Чӑваш Ене Николай Федоров ертсе пынӑ. Кайран Валерий Андреев тӗлӗшпе сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пирӗн республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнче каҫару енӗпе ӗҫлекен комисси пур. Вӑл юсанмалли учрежденисенче айӑплава ирттерекенсем хӑйсене каҫарма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа комисси 78 ыйтӑва тишкернӗ, ҫав шутран 1 тӗслӗхре ҫеҫ (тӗпӗр майлӑ каласан, 1 ҫынна) ҫеҫ каҫарас тенӗ. Комисси ларӑва уйӑхра пӗр хутчен пуҫтарӑнать. Айӑпланнисене каҫарас теменнин сӑлтавӗ темисӗ: йывӑр преступлени туни тата айӑпланнисем пирки юсанмалли колонисенчен начар характеристика (режима пӑсни, ӗҫлеме юратманни тата общество пурнӑҫне хутшӑнманни тата ытти те) килни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
novostej.net сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансене кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑшӑн укҫа тӳлеме йышӑннӑ. Анчах пурне те мар. Пурӗ 1000 ҫынна. Вӗсен 18 ҫултан аслӑрах пулмалла. Телейлисене 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӗсене компьютер суйлӗ. Йышӑнӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртӗҫ. Укҫана «МИР» банк картти ҫине куҫарса парӗҫ. Укҫана Вакцинациленнисен ятарлӑ номерне ҫырса пыракан пӗрлехи регистр тӑрӑх выляттарӗҫ. Лотерея операторӗ — «Гознак» акционер обществи. Укҫана бонусзаздоровье.рф сайтра выляттарӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе унта тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ паллашма май килӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ та хыпарлӗҫ. Укҫана лотерея хыҫҫӑн 6 уйӑх хушшинче куҫарса пама шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Иванова 60 ҫул тултарнӑ. Сцена ӑсти 1961 ҫулта Канаш районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчи (институтӗнчи) чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Артистка ҫак ҫулсенче тӗрлӗ енлӗ нумай сӑнара калӑпланӑ. Паян вӗсем, аслӑрах ҫулхисем, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Валентина Иванован мӑшӑрӗ — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, режиссёр, Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни Иван Иванов. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл 65 ҫул тултарчӗ. Иван Иванов 1995 ҫултанпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи студентсене вӗрентет, вӑл — доцент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |