Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Чӑваш Енӗн кивӗ Правительство ҫуртӗнче мӗн пулсан лайӑхрах? Чӑваш Енре пурӑнакансем кун пирки хӑйсен шухӑшне «Чӑваш Республики» ушкӑнра пӗлтерме пултарнӑ.

Ыйтӑма 1200 ытла ҫын хутшӑннӑ.

Сасӑланисенчен ытларахӑшӗ (32,57%) аслӑ шкула вӗренӳ корпусӗ валли пама сӗннӗ. 14,26 проценчӗ шкул уҫтарасшӑн. Тӗрлӗ мероприяти (куравсем, конференцисем, форумсем тата ытти) валли усӑ курма сӗнекен те пур. Ун пек шухӑшлисем — 13,63 процент. 11,89

проценчӗ уҫтарасшӑн. Администраци ҫурчӗ пултӑр тенисем — 8,72 процент.

 

Культура

Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.

Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ.

 

ҪӖР
02

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ – Чӑваш кӗнеки кунӗ
 Ӑртивансен Сӑварӗ | 02.06.2021 10:23 |

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

1769 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ӑслӑлӑх академийӗн типографийӗнче Вениамин архиепископ (Василий Пуцек-Григорович) Хусантан ярса панӑ чӑваш чӗлхин грамматикине 600 экзеплярпа пичетлеме йышӑннӑ. Кӗнеке сутлӑха тухни ҫинчен 1769 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Санкт-Петербургские ведомости» хаҫатӑн 41-мӗш номерӗнче хыпарланӑ. Ҫак куна ҫӗнӗ стиле куҫарсан ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ пулать. Чӑваш кӗнеки ҫынсем (вулакансем) патне ҫитнӗ кун вӑл. Кӗҫех тӗрлӗ хаҫат-журналта кӗнеке пирки ҫырнӑ хаклавсем пичетленеҫҫӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнине ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем те асӑрхаҫҫӗ. Сӑмахран, Германири «Göttingische Anzeigen von Gelehrten Sachen» журналта ҫак кӗнеке ҫинчен питӗ ырласа ҫырнӑ хаклав тухать. Ку «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ӑслӑлӑх ӗҫӗ тӗрӗк чӗлхисен чи малтан пичетленсе тухнӑ грамматики пулнӑ. Ҫапла вара, эпир ҫак паллӑ куна вӑл питех те пӗлтерӗшлӗскер тесе калама пултаратпӑр. Малашне ҫак куна Чӑваш кӗнеки кунӗ тесе палӑртни питех те тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Тепӗр вунӑ кунтан православи уявӗ — Ермей Асаплануҫӑ кунӗ — ҫитет.

Малалла...

 

Республикӑра

1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ Шурча вӑрҫине Муркаш районӗнчи ҫав тӑрӑхри хастарсем асра тытаҫҫӗ.

Пӑлхав иртнӗренпе 120 ҫул иртнине халалласа 1962 ҫулта Шурча ялӗнче палӑк лартнӑ. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, унта ҫӗнӗ палӑк уҫнӑ. «1842 ҫулта пӗтӗм тавраран пуҫтарӑннӑ темиҫе пин ҫын ҫакӑнта патша ҫарӗсемпе ҫапӑҫса тискер те юнлӑ ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ку чула хура халӑха ырӑпа асӑнакан тӑхӑмӗсем 2018 ҫулта лартнӑ», — тесе виҫӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ.

Тимӗр Тяпкин Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Козьмодемьянск уесӗнчи 38 хресчен пуҫ хунӑ, 100-е яхӑн ҫын суранланнӑ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ, Вячеслав Мартынов, ҫав пӑлхава хутшӑннисене халалласа кӗнеке ҫырнӑ, халӗ ӑна хӑтланӑ.

 

Культура

Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Валентина Тараватӑн «Чӑн-чӑн туслӑх. Настоящая дружба» кӗнекине хӑтланӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленнӗ.

Кӗнекери тӗп сӑнарсем — Лена тата Вова, ял ачисем. Кӗнеке пуҫламӑшӗнче вӗсем ача пахчине ҫӳреҫҫӗ, пӗрле выляса кулаҫҫӗ.

Кӗнеке хӑтлавне хулари 37-мӗш шкул ачисем тата Чӑваш Енпе Чӗмпӗрти ҫыравҫӑсем: Николай Ларионов тата Раҫҫейри ҫыравҫӑсен союзӗн Чӗмпӗрти регионти уйрӑмӗн председателӗ Ольга Даранова — хутшӑннӑ.

Валентина Николаевна сӑвӑсене вырӑсла тата чӑвашла ҫырать. Унӑн 30 ытла кӗнеке пичетленнӗ, ҫав шутран 16-шӗ — чӑвашла.

 

Сывлӑх
Лондон
Лондон

ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Аслӑ Британи территорийӗнче юлашки талӑкра COVID-19-тан вилни пирки пӗр тӗслӗхе те регистрацилемен. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ кун хушшинче пӗр пациент пурнӑҫӗ те татӑлман пӗрремӗш кун пулса тӑрать.

2020 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Аслӑ Британин Премьер-министрӗ Борис Джонсон кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ мутацине тупса палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ, вӑл малтанхи вариантран 70% вӑйлӑрах ерме пултарнӑ.

2021 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Аслӑ Британире кӑшӑлвирус ернӗ 68 053 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, унсӑр пуҫне 1325 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, ҫакӑ эпидеми пуҫланнӑранпа чи пысӑк кӑтарту пулнӑ. Кун хыҫҫӑн инфекцие ҫаклатнисемпе тата вилнисенсен шучӗ чакса пынӑ.

Хальхи вӑхӑтра Аслӑ Британире кӑшӑлвирусран сыхлакан вакцинӑн пӗрремӗш дозипе 39,5 млн яхӑн ҫын е ҫӗршыври ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑхӑн 75% сипленнӗ, вакцинӑн икӗ дозипе вара — 25,7 млн ҫын е ҫитӗнсе ҫитнӗ халӑхӑн 48,9 проценчӗ.

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Пӗрлешӳллӗ королевствӑра кӑшӑлвирус пандемине пула тунӑ пур чарусене те пӑрахӑҫлама палӑртнӑ.

Чӑваш Республикинче иртнӗ талӑкра кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ 47 ҫынна тупса палӑртнӑ, 2 ҫын чире пула вилнӗ.

Малалла...

 

Республикӑра
Пенси фончӗн Инстаграмри сӑнӗ
Пенси фончӗн Инстаграмри сӑнӗ

65 ҫулти Роза Кондратьева Пенси фондне 25 ҫула яхӑн ертсе пынӑ. Ӗнер вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Роза Алексеевнӑна пенсие тухиччен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

Палӑртмалла: Роза Кондратьева Вӑрнар районӗчи Мӑн Явӑш ялӗнче 1955 ҫулта ҫуралнӑ. 1997 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющине лартнӑ.

Хальхи вахӑтра Пенси фончӗн управляющин тивӗҫӗсене Валерий Николаев пурнӑҫлать.

 

Политика

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорне Вадим Ефимова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Палӑртмалла: 47 ҫултискер ку должноҫре 2 ҫул ӗҫлерӗ. Ӑна директора 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ.

Вадми Ефимов тӗрлӗ ҫулта Вырӑс драма театрне, Чӑваш драма театрне ертсе пынӑ, унтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата обществӑпа ҫыхӑнса ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 2012-2015 ҫулсенче ЧР Культура министерствине ертсе пынӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека кредичӗ парассипе ҫӗнӗ программа ӗҫлесе кайӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен заявксене ҫав кунтан йышӑнма пуҫлӗҫ. Республикӑра пурӑнакансен ипотека илнӗ чух тӳленӗ пирвайхи взносӑн 20 процентне тавӑрас шанчӑк пур.

Ку ҫӑмӑллӑха ҫурт-йӗр илме черетре тӑракан ҫынсем, ҫавӑн пекех шанчӑксӑр застройщик-стройорганизацисене пула шар курнисем илейреҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен ҫӗнӗ ҫурт-йӗре туянмалла.

Программӑна хутшӑнма заявление вырӑнти администрацире ҫырса памалла. Тӗплӗнрех хыпарланипе Чӑваш Ен Стройминӗн сайтӗнче паллашма пулать.

 

Политика

Павел Порфирьева строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнчен кӑларнӑ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Строймин ертӳҫин ҫумӗн пуканне Павел Порфирьев хӑй вӑхӑтӗнче конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх тивӗҫнӗ. Ӑна министерствӑри яваплӑ вырӑна 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче шанса панӑ. Маларах Порфирьев Шупашкар хула администрацийӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен строительство министрӗн Павел Даниловӑн икӗ ҫум: Владимир Максимов (пӗрремӗш ҫум) тата Михаил Коледа.

 

Страницӑсем: 1 ... 1002, 1003, 1004, 1005, 1006, 1007, 1008, 1009, 1010, 1011, [1012], 1013, 1014, 1015, 1016, 1017, 1018, 1019, 1020, 1021, 1022, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 13

1885
139
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
87
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
10
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...