Политика
![]() Владимир Жириновский архивӗнчи сӑн Владимир Жириновский ЧР Патшалӑх Канашне суйламнашкӑн кандидат пулса тӑнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» сайт пӗлтерет. Сӑмах май, ЛДПР партин председателӗ Владимир Жириновский унччен Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланма кандидат пулнӑччӗ. Хальхинче вӑл Патшалӑх Канашне суйланасшӑн. Ҫитес вӑхӑтра документсем Чӑваш Енри Тӗп суйлав комиссине ҫитӗҫ. Палӑртмалла: суйлав кӗркунне иртӗ, виҫӗ куна тӑсӑлӗ: авӑнӑн 17-мӗшӗнче пуҫласа 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Вӑл «Спутник V» вакцинӑна суйланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн организмӗнче антителӗсем пур, вӑл кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ. Чир ҫӑмӑллӑн иртнӗ, шала кайман. Администраци пуҫлӑхӗ республикӑра кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру ҫивӗчленнине пӗлтернӗ, ҫавна май массӑллӑ мероприятисем иртмеҫҫӗ, ҫӗнӗ чарусем йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олимп, Паралимп, Сурдлимп вӑййисене хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ спортсменсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Преми виҫи виҫӗ хутчен ӳснӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Ылтӑн медальшӗн халӗ 1 млн мар, 3 млн тенкӗ параҫҫӗ. Кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменсене 1,2 млн тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Пӑхӑр медальшӗн 900 пин тенкӗ илейӗҫ. Вӗсен тренерӗсене ҫак премисен ҫуррине парӗҫ. Аса илтерер: Японири Токио хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене Чӑваш Енрен Владислав Поляшов, Елена Герасимова, Сергей Козырев тата Анжелика Сидорова хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Ю.П. Сан кӗнекисем. Интернетран илнӗ (Юрий Сан ҫырнӑ «Упи каҫман ҫырминчен...» романӗ ҫинчен)
|
Ҫурт-йӗр
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ. Пушар утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑ. Вут-ҫулӑм хулари Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать) алхаснӑ. Пушара 19 сехет те 30 минутра сӳнтернӗ. Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем шар курман. Ҫуртра пурӑнакансенчен 56 ҫынна, ҫав шутра — 12 ачана, эвакуациленӗ. 15 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, пурӑнмалли вӑхӑтлӑх вырӑна вырнаҫтарнӑ, ыттисем тӑванӗсем патне кайнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ҫивиттие вӑраха ямасӑр юсама хушнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Унӑн номерӗ — 73-74-54. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра шывра путса вилекенсем нумай. Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче те инкек пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 35 ҫулти арҫын 35 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ушкӑнра унӑн тусӗсем пулнӑ. Хайхискер 14 сехетре шыва кӗме шутланӑ. Вӑл урӑ пулманни паллӑ. Ҫак арҫын пӗверен инҫех мар пурӑннӑ. Аса илтерер: Сӑрта 26-ри каччӑ путса вилнӗ. Вӑл Ҫӗмерлере пурӑннӑ. Унӑн виллине халӗ те тупайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виталий Миттов – паллӑ ҫӗр ӗҫченӗ, Анатолий Миттов художникӑн пултарулӑх эткерлӗхӗн управҫи – куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Геннадий Иванов-Орков хыпарланӑ тӑрӑх, Виталий Миттов пурне те вӑхӑт уйӑрма май тупнӑ – мӑшӑрне Софья Ивановнӑна, юлашки ҫулӗсене пиччӗшӗн Анатолий Ивановичӑн эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнӑ. Художникӑн шӑллӗпе ӳнерҫӗ 2012 ҫултанпа туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем иккӗшӗ Виталий Миттовӑн Канаш районӗнчи Сикассинчи килӗнче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Художникӑн архивӗнчи унччен усӑ курман докуменчӗсемпе паха ӗҫӗсене тӗпчесе тӗрлӗ курава илсе кайнӑ, пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура учрежденийӗнче ҫитес сезон та паллӑ пулӑмсемпе пуян пулӗ. Ун чухне премьерӑсем, пултарулӑх тата астӑвӑм каҫӗсем иртӗҫ. Театр коллективӗ ӗнер пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта иртсе каякан 103-мӗш сезона пӗтӗмлетнӗ, ҫитессине сӳтсе явнӑ. Хальхи вӑхӑтра театрта Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Куйкӑрӑш – телей кайӑкӗ» спектакле лартма репетицисем пыраҫҫӗ. Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов. Михаил Мерченӗн ӗҫӗ тӑрӑх «Эдельвейс – сӑрт-ту чечекӗ» спектакле те лартма йышӑннӑ. Ача-пӑча валли вырӑсла юмах хатӗрлӗҫ. 103-мӗш сезона театр утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльпе хупӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() @hypar1906 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш алфавитне халалласа палӑк пулӗ. Ку хыпара Инстаграмри @hypar1906 страницӑра паян пӗлтернӗ. «Раҫҫейри чи пысӑк этноссенчен пӗрин ҫырулӑхне чӗртсе тӑратакан вырӑн Чӗмпӗр пулнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсем хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа хулара палӑк вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ», — тесе пӗлтернӗ вырӑсла хыпарта. Вырӑнтисем конкурс та ирттернӗ иккен. Палӑкӑн чи лайӑх проекчӗ тесе комисси Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторӑн ӗҫне суйланӑ. Виктор Аванмарт палӑка ҫаврашкана ҫырнӑ Ӑ саспалли евӗр хатӗрлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() @ladykov_official страницӑри сӑнӳкерчӗк «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята илессишӗн ҫичӗ ҫын кандидатурине тӑратнӑ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Кандидатсене ӗҫ коллективӗсемпе общество организацийӗсем тӑратнӑ. Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсенчен кашниех нумай ҫул ӗҫленӗ, асра юлмалла проектсемпе, ӗҫе ҫӗнӗлле пурнӑҫланипе палӑрнӑ. Хулан хисеплӗ ҫынни пулма тивӗҫ тесе шухӑшлакан ҫыншӑн «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) электрон референдумсен порталӗнче сасӑлав иртет. Вӑл утӑ уйӑхн 23-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кандидатсем хушшинче ҫаксем: «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Анатолий Финогенов, Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Фёдоров; Ревель Фёдоров ӳнерҫӗ, график, монументалист; Виталий Петров (Праски Витти) художник, ӳнерҫӗ-монументалист; Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова, Шупашкарти 3-мӗш лицей директорӗ пулнӑ Ираида Полбенникова. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |