Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев малтан шантарнӑ пекех «тӳрӗ лини» ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пычӗ. Республика ертӳҫин «тӳрӗ линине» Элтеперӗн «Контактри» тата «Инстаграмри» официаллӑ аккаунчӗсенче тата Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн «Ютуб» видеохостингри тата «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи каналӗсенче трансляцилерӗҫ. «Тӳрӗ линин» тексчӗпе Элтеперӗн Телеграм-каналӗнче https://t.me/oanikolaev паллашма пулать. Ҫынсем ҫул-йӗрпе, строительство вӑраха кайнӑ нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре хӑпартассипе ҫыхӑннӑ тата ытти вун-вун ыйтӑва хускатрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти ломбардран ылтӑн сӑнчӑр варлани пирки пӗлтернӗ. Палламан арҫын ӑна тӑхӑнса пӑхас тесе илнӗ те йӑтса тарнӑ. Ҫак ӗҫе Ижевск хулинче пурӑнакан арҫын тунине палӑртнӑ. Вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫеҫ тӗрмерен тухнӑ. Ижевскри полицейскисем те ҫак арҫын унти ламбардран вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Арҫынна тытса чарнӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ижевскран таксипе килнӗ, Шупашкарта сӑнчӑра вӑрласан Хусана кайнӑ, ӑна унти ломбарда панӑ. Кайран киле таврӑннӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем вӑл ҫакнашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Йӗпреҫ районӗнчи ҫемье пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пӳрчӗ юрӑхсӑра тухнӑ, йӑлтах ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян ҫӗрле Йӗпреҫ поселокӗнче пушар алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 15 минутра Киров урамӗнчи ҫуртра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вут-ҫулӑм хуралтӑ таврашне те тӗп тунӑ. Ку кӑна мар, пушар кӳршисем патне те куҫнӑ, вӗсен ҫурчӗн тӑррине сиенлетнӗ. Паян ҫӗрле Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче агроферма ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Чӑваш Енре 7570 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 939 ҫын ытларах. Пӗлтӗр малтанхи 5 уйӑхра 6631 ҫын вилнӗ. Ҫуралакансем те сахалрах пулнӑ. Пӗлтӗр кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 4494 ача ҫуралнӑ пулсан кӑҫал – 4292. Ҫапла майпа халӑх йышӗ 3278 ҫын чакнӑ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 2137 ҫынпа танлашнӑ. Уйрӑлакансем те тӑрук нумайланнӑ. Пӗлтӗр ку тапхӑрта 982 ҫемье арканнӑ, кӑҫал 2 хут ытларах – 1718 ҫын. Пӗрлешекенсем ытларах пулнӑ: кӑҫал – 1488 ҫемье чӑмӑртаннӑ, пӗлтӗр – 1262. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Кепе юханшывне кам вараланӑ? Республика прокуратури ҫак ӗҫе тунӑ ҫынсене палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлет. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кепе юханшывӗнче, Патӗрьелтен кӑнтӑр енне 500 метрта, 252 карп вилнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн шыва лабораторире тӗпченӗ. Пӗтӗмлетӳ ҫакнашкал: фосфат – 37,5, аммони ионӗсем 8 хут ытларах пулнӑ. Кислород вара 4,4 хут сахалрах. Ҫакна пула юханшыври пулӑсем вилнӗ. Тӑкак 233 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче агроферма ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, агрофермӑра ҫулӑм ахальтен тухман, ӑна чӗртсе янӑ. Пушарта унӑн тӑрри сиенленнӗ, пилорама тата хӗле валли хатӗрленӗ утӑ ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме 5 пушар машини ҫитнӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 918 пушар тухнӑ. Вӗсенче 57 ҫын вилнӗ, 40-ӗн суранланнӑ. Вут-ҫулӑмран 75 ҫынна ҫӑлнӑ. Пӗтӗмӗшле тӑкак 17 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Медведев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть, тата уҫӑмлатарах каласан, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев 60 ҫул тултарнӑ. Геннадий Павлович пирки театрта Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ пулнисӗр пуҫне драматург, куҫаруҫӑ, педагог тесе пӗлтернӗ. Геннадий Медведев Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче 1961 ҫулхи утӑ уйӑхн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1983 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл чылай роле калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: директор 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Куншӑн вӑл уйлӑха икӗ ачана пӗр сменӑна путевкӑсӑрах йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май халӗ тата тепӗр пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан учреждени кассинчен виҫӗ хут та укҫа илнӗ. Унпа вӑл уйлӑх валли тӗрлӗ тавар (электричество оборудованийӗ, скатерть т.ыт.те) туянма шантарнӑ. Илессе илнӗ, анчах самай йӳнӗрехпе. Кассӑна суя чексем тӑратнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан уйлӑха 185 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри пульницӑсенчен пӗринче тӑрӑшнӑ тухтӑра сӗтев илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӑтӑрмаха Республикӑн наркологи пульницинче психиатр-наркологра тимленӗ ҫын ҫакланнӑ. Сӑмах май, халӗ вӑл унта ӗҫлемест ӗнтӗ. 38 ҫулти тухтӑр тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, водитель прависӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем психиатр-наркологӑн банк картти ҫине 1000-1500-шер тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсене автомобиль рулӗ умне ларма чару ҫук тесе справка панӑ, анализ пама та хистемен. Тӗпчевҫӗсем нарколог пӗчӗк виҫепе сӗтев илнӗ 4 эпизода шута илнӗ. Ҫав тӗслӗхсем 2019 ҫулхи чӳк, 2020 ҫулхи кӑрлач тата пуш уйӑхӗсенче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑсенчен пӗрин, Лидия Саринен, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ячӗ – «Шур пӗркенчӗк». Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма ҫемье ҫавӑрас ыйтӑва халалланӑ. Кӗнеке редакторӗ – О.Л. Федорова, художникӗ – А.И. Алексеев. «Шур пӗркенчӗк» кӗнекене пысӑках мар калавсемпе пурнӑҫри самантсене ҫутатса паракан тӗрленчӗксем кӗнӗ. «Кашни хайлавра – сӑнар шӑпи, автор унӑн савӑнӑҫӗпе пӑшӑрханӑвне психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗс кӑтартса парать», – тесе палӑртнӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ – Лидия Сарине – хӑй те таса чунлӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |