Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл банк карттине ҫухатнӑ. Ӑна вара тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм тупнӑ. Хайхискер тӳрех лавккана кайнӑ, ҫын карточкипе апат-ҫимӗҫ, аялти тум туяннӑ. Ҫапла вӑл 11 пин тенкӗ тӑкакланӑ. 74 ҫулти хӗрарӑма темиҫе кунран полицие илсе ҫитернӗ. Вӑл лавккара ҫӳренине видеокамера ӳкернӗ. Шӑпах ҫакӑ ӑна тупма пулӑшнӑ та. Полици уйрӑмӗнче вӑл тӑкакланӑ укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Апла пулин те унӑн саккунпа килӗшӳллӗн явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 1pnz.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1604 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Иртнӗ талӑкра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла чирленӗ кашни 17-мӗш ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку таранччен 27886 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 59-шӗ – юлашки талӑкра. 25468 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Юлашки талӑкра 43 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 814 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() strsite.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ҫеҫ мар, хисепе тивӗҫ организацисене те чыслаҫҫӗ. Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Строймаш» акционерсен обществине Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, организаци регионӑн промышленность аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Строймаш» акционерсен обществи Шупашкарти Канаш шосси урамра вырнаҫнӑ. Предприятин сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, акционерсен обществинче автомашинӑсемпе тракторсем, пӑрахут-карапсемпе чукун ҫул техники валли «пысӑк пахалӑхлӑ резина тата резинатехника хатӗрӗсене» 2001 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ, «предприятие Раҫҫейӗпе пӗлеҫҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сӑнӳкерчӗкӗ ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашра 18 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл 11 кун каялла килтен тухса кайнӑ. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле ҫула тухмалли сумка пулнӑ. Семенов Владимир Вячеславович – 2003 ҫулта ҫуралнӑскер. Вӑл килтен ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Каччӑ 169 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл сумка йӑтнӑ. Владимир хӗрлӗ футболка, тӗттӗм кӑвак шорты, хура сандали тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kto-chto-gde.ru сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта Совет урамӗнче машинӑран арҫын сиксе тухнӑ та пулӑшу ыйтнӑ. Арӑмӗ машинӑрах тин кӑна ҫуратнӑ-мӗн. Ҫул-йӗр инспекторӗсем тухтӑрсемпе ҫыхӑннӑ, машинӑна больница таран леҫнӗ. Унта амӑшӗпе ачана тухтӑрсем йышӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти хӗрарӑм пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫуратма тытӑннӑ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу бригадине кӗтсе илеймен, хӑйсемех ҫула тухнӑ. Ҫапла хӗрарӑм машинӑрах ҫӑмӑлланнӑ. Халӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем Олег Швардаковпа Сергей Арсентьев амӑшӗпе ачана киле ярасса кӗтеҫҫӗ – вӗсене саламлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pogoda21.ru сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн шӑрӑх пулассине систереҫҫӗ синоптиксем. Ыран ҫумӑр, пӑр ҫума пултарӗ, 30 градусран шӑрӑхрах пулӗ. Вырсарникун кӑшт уҫӑлтарӗ, ҫӗрле 12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ытларикунпа юнкун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ун хыҫҫӑн сывлӑшри нӳрӗк ӳснӗ май тата пӑчӑланӗ. Ытларикунран пуҫласа республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗрлесерен те 20 градус ытла пулӗ. 2010 ҫулта 38–40 градус таран шӑрӑх пулнӑччӗ. Хальхинче те иккӗмӗш декада вӗҫӗнче 35 градуса ҫитме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра паракан Амӑшӗн капиталӗпе ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх 2022 ҫултан кӑна вӑя кӗрӗ. Аса илтерер: ӑна виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ. Унӑн виҫи 150 пин тенкӗпе танлашать. Унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ. Ку укҫапа ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалла мар пулсан ҫеҫ ҫемьесем машинӑллӑ пулайӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне хулинче – карантин. Ҫакна урнӑ чире пула йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Хушура палӑрнӑ тӑрӑх, Етӗрне хули тӑрӑхӗнче карантин ятарлӑ хушу тухиччен тӑсӑлӗ. Урнӑ чир ҫӑлкуҫне Тимирязев урамӗнчи 20-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап контейнерӗнче тупнӑ. Карантин вӑхӑтӗнче хуларан чӗрчунсене илсе тухма, вӗсене илсе килме, тӑватӑ ураллӑ туссен куравне, ытти мероприятие йӗркелеме юрамасть. Ҫавӑн пекех тискер чӗрчунсене зоопарк валли тытма чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юрӑпа ташӑ ансамблӗ. kulturarb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынна укҫа ытлашши тӑкакланӑ тесе явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ. Учреждение ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫав ҫын хӑй пӗлекен уйрӑм усламҫӑпа тухья ҫӗлеттерме килӗшӳ тунӑ. Документа вӑл учреждени ячӗпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Сцена ҫине тухнӑ чухне тӑхӑнмалли хатӗре хатӗрлесе ҫитерейменнине пӗлсе тӑрсах учреждени укҫине куҫарса панӑ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ пурӗ 149,5 пин тенкӗ. Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Челябинскран Минска ҫуран кайма тухнӑ ҫамрӑксем Чӑваш Ене утса ҫитнӗ. Вӗсемпе ӑнсӑртран тӗл пулни ҫинчен Елен Нарпи чӑваш ҫыравҫи тата чӗлхеҫи Фейсбукра пӗлтернӗ. «Паян, утӑн 7-мӗшӗ, ҫав тери тулли те тӗлӗнмелле кун пулчӗ. Каламалла, кунта куллен темле япала та пулса иртет, анчах паян Сӑрта шыва кӗрсе хӗвелпе хӗртӗннӗ, Виктор Чугаровпа, Владислав Московцевпа, Элтияр Сантӑрпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн тата Челябинскран Минска кайма тухнӑ ҫамрӑксемпе — Сашӑпа тата Никитӑпа тӗл пултӑмӑр. Тӗлпулӑвӗ ӑнсӑртран темелле. Вӗсем 47 кун каялла Челябинскран тухнӑ-мӗн те, шӑпах паян «Сурские зори» таран утса ҫитнӗ, апатланма кунти кафене кӗнӗ. Пач шутламан ҫӗртен прӗннисемпе тӗл пулнӑ. Маттур вырӑс каччисем пӗри 18, тепри 17 ҫулта иккен», — тесе пӗлтернӗ вӑл Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |