Республикӑра
![]() gazeta1931.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятин пуҫлӑхне Ольга Казаринӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ольга Казарина предприяти пуҫлӑхӗнче 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Асӑннӑ предприятире унччен вӑл 2005-2007 ҫулсенче бухгалтерта ӗҫленӗ. «Фармаци» предприяти пуҫлӑхне лариччен республикӑн юстици министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ольга Казарина 1980 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Мускаври технологи тата управлени университетӗнче бухгалтер пулма вӗреннӗ. Акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗн дипломӗ те пур унӑн. Сӑмах май каласан, «Фармаци» предприятие чылай ҫул Валерий Филимонов ертсе пынӑ. Ӑна чӑваш парламенчӗн ертӳҫине лартнӑ хыҫҫӑн предприятире пуҫлӑхсем улшӑнкаланӑ. Унта пӗр вӑхӑт Дмитрий Матвеев та тилхепене тытса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Садовый» микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута яма хатӗрленеҫҫӗ. Унта 1650 ача валли вырӑн пулӗ. Паян пулас шкул вырӑнӗнче пӗрремӗш кирпӗче хунӑ. Строительство лапамне карта тытса ҫавӑрнӑ. Шкул 3-мӗш микрорайонта 37-мӗш позицире пулӗ. 3-4 хутлӑ ҫуртра аслисемпе кӗҫӗннисем валли блоксем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне бассейн, акт залӗ, вӑй-халпа спорт занятийӗсем валли блок тума палӑртнӑ. Шкул тавра футбол уйӗ, баскетбол тата волейбол лапамӗсем, теннис корчӗ, чупмалли ҫулсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Россия 2» (чӑв. Раҫҫей 2) телеканалпа «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ кӑтартакан «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра, Алексей Енейкин тележурналист калашле, «чӑваш халӑх пуласлӑхӗшӗн чун-чӗререн ҫунакан чӑн-чӑн чӑваш» Тимӗр Тяпкин пулнӑ. Журналистпа чӑваш хастарӗ «тӗлӗнсе пымалла хӑвӑрт аталанса пыракан тӗнчере чӑвашлӑха упраса хӑварасси» пирки калаҫнӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен, лару-тӑру япӑх мар», — тесе хакланӑ Тимӗр Тяпкин. Тимӗр Тяпкин ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе чӑвашла калаҫманни пирки пӑшӑрханать. Общество организацийӗсен ҫирӗпрех ыйтмалла тесе те шухӑшлать вӑл. «Чӗлхене упраса хӑварасси пирӗн тивӗҫ. Чи малтан вӑл килтен пуҫланать», — тенӗ хайӗн ачисене чӑвашла калаҫма вӗрентекен Тимӗр Тяпкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 16 сехет те 20 минутра Кӳкеҫ поселокӗнчи Совет урамӗнче 4 ҫулти ача аварие лекнӗ. Печӗкскер ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ та кустӑрма айне пулнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. «Киа Рио» иномарка ҫулпа пынӑ. Тӑрук ача сиксе тухнӑ. Водитель чарӑнса ӗлкӗреймен. Ачана ҫийӗнчех пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл суранланнӑ, халӗ пульницӑра выртать. Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Дмитрий Краснова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Дмитрий Краснов 1980 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2002 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «Тӗнче экономики» специальноҫа алла илнӗ май экономист пулса тӑнӑ. 2016 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн ӑсталӑхне вӗреннӗ. 2018 ҫулта Мускаври Сколково шкулӗнче, Мускаври патшалӑх техника университетӗнче тата Г.В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университетӗнче пӗлӗве ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерствин архивӗнчи сӑн Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре комбайн, утӑ упрамалли вырӑн ҫунса кайнӑ. Ку инкексем Пӑрачкав, Вӑрнар тата Патӑрьел районӗсенче пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнче тырӑ выракан «Нива» комбайн мӑкӑрланма тытӑннӑ. Техника харпӑр фермер хуҫалӑхӗн пулнӑ. Комбайн уйра тырӑ вырнӑ чухнех ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем 1 гектар ҫинчи тыр-пула сыхласа хӑварнӑ. Тепӗр кун Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Мӑрат ялӗнче 61 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче утӑ упрамалли вырӑн ҫуннӑ. Арҫын тӑррине газпа ҫунтармалли хатӗрпе усӑ курса юсанӑ. Пушарта 80 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Ҫывӑхри ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварнӑ. Ҫав кунах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче те утӑ упрамалли вырӑн ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Zoon.ru сайтри сӑн Ҫитес вӑхӑтра республикӑра кафесемпе ресторансенче кальян туртма чарӗҫ. Кун пирки ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех общество вырӑнӗсенче электронлӑ пируссем, вейпсем, наркотиклӑ ытти продукцисем туртма чарӗҫ. Раҫҫей президенчӗ хушӑва утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Вӑл 90 кунран, юпа уйӑхӗнче, саккунлӑ вӑя кӗрет. Ҫак йӗркене пӑсакансене штрафлӗҫ. Ку саккуна кальяннӑйсене ӗҫлеме чармасть. Анчах саккун вӑя кӗрсен вӗсен халӑха апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтермелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Чӑваш Енре пулнӑ. Вӑл Сӑр оборона чиккине чавма хутшӑннӑ Елена Щербакова патӗнче пулнӑ. Кинемей 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Пархикасси ялӗнче пурӑнать. «Мухтавлӑ чӑваш хӗрарӑмӗ нумай орденпа медале тивӗҫнӗ, ҫав шутра Аслӑ аттелӗх вӑрҫин орденне те», — пӗлтернӗ Анатолий Аксаков. «Сывлӑх сунатӑп нумай-нумай пурӑнма!» — вырӑсла поста чӑвашла вӗҫленӗ депутат. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх, Анатолий Аксаков кинемее ӑшӑ кӑмӑлтан саламлани курӑнать. Ӑна вӑл ыталаса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Сывлӑх
Ку ҫулталӑк кӑларса тӑратнӑ чи пысӑк хӑрушлӑх вӑл, паллах, COVID-19 кӑшӑлвирус. Унӑн витӗмне пула тӗнче экономики ҫеҫ мар, нефть хакӗ те чакрӗ, ҫынсен пурнӑҫ йӗрки йӑлт арпашӑнса кайрӗ. Чи малтанах, республикӑра пӗр ҫын та чирлемен чухне, ҫак кӑшӑлвирус питӗ хӑрататчӗ. Пӗрремӗш чирлисене тупнӑ чухне халӑх питӗ тӗлӗнетчӗ — анализ кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ пулсан ма вара ӑна республикӑна илсе килмелле-ха? тесе ыйтатчӗ. Ним явапӗ те ҫук тесе вӑрҫатчӗҫ ҫав ҫынсене. Уйрӑмах Мари Эле пирӗн республика урлӑ каҫнӑ пӗр хӗрарӑма астӑвасса ятлатчӗҫ. Чире сарас мар тесе уйӑх ытла халӑх килте ларчӗ. Ресторансемпе кафесене хупса лартрӗҫ... Ӗҫлеме чарнине пула чылай предприниматель шар курчӗ. Юрать-ха каярах вӗсене майӗпен уҫӑлма ирӗк пачӗҫ, анчах хӑшӗ-пӗри халь те ӗҫе пуҫлаймасть. Калӑпӑр, чӑваш эстрада юрӑҫисем пысӑк шар курчӗҫ — хӗлренпе вӗсем пӗр концерт та ирттермен. Ҫак сӑлтава пулах ман укҫа конверчӗсем те сутӑнма пӑрахрӗҫ... Тем каласан та COVID-19 хӑратакан пулӑм. Статистикӑна пӑхас пулсан ку чир сана ҫакланмӗ тесе шухӑшлама пулать. |
Вӗренӳ
![]() Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Вӑл — «Телей». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине 220 вырӑнлӑх тунӑ. Ҫӗнӗ ача пахчинче шӑпӑрлансене кирли йӑлтах пур. Музыка тата физкультура залӗсем, методика, логопед, тухтӑр, психолог пӳлӗмӗсем, LEGO-студи пӑхса хӑварнӑ. Столовӑя та хальхи вӑхӑт ыйтнине шута илсе тунӑ. Картишӗнче ачасене вылямалли тата уҫӑлса ҫуремелли вырӑнсем пур. Вӗсене тӗрлӗ кӳлепепе илемлетнӗ. «Телей» ача пахчи Ҫӗнӗ Шупашкарӑн тӑххӑрмӗш микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна тума тӗрлӗ бюджетран 126 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |