Республикӑра
![]() Don24.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫултан Чӑваш Енри 5 ачарана е ытларах воспитани паракан ҫемьесен пособине ӳстерӗҫ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ ларура ЧР ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫултан кунашкал ҫемьесене социаллӑ пулӑшу парасси 22 процент ӳсӗ. Ку пособие 5,2 пин ача тивӗҫӗ. Хальхипе танлаштарсан, 18 ҫул тултарман 5 е унран ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем ҫулталӑкра 15360 тенкӗ ытларах илӗҫ. Вӑтамран пӗр уйӑхра ку 1300 тенкӗпе танлашать. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 3,3 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобусӑн ҫулне улӑштарнӑ. Ку ыйтӑва Шупашкар администрацийӗнче татса панӑ. 65-мӗш маршрутка Кабель тӑкӑрлӑкне кӗрсе тухӗ, анчах – уйрӑм расписанипе. Ку 32-мӗш тата 52-мӗш автобуссем Чантӑра тата Заовражнӑя кӗрсе тухнӑ евӗр пулӗ. Ҫапла майпа «ЖБК-9» общество чарӑнӑвӗнче ларакансемшӗн тата анакансемшӗн меллӗ пулӗ. 65-мӗш маршрут кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталтан ҫӗнӗ маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ, ун чухне ҫӗнӗ перевозчик тупӗҫ. Тӳре-шара 3-мӗш автобуса пачах хупма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Pxhere.com сайтри сӑн Шупашкарта Президент пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ ачана хӑйне евӗр ят хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана Лусэ тесе ҫыртарнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 7-мешӗнче кун ҫути курнӑ, ятне вара ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ҫыртарнӑ. Тӗнче тетелӗнче Лусэ ята шыраса тупма ҫук, вӑл мӗне пӗлтернине калама хӗн. Ҫапах Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне тивӗҫтернӗ, ята ҫыртарнӑ. ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшне хӗрача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ, ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Авӑн уйӑхӗ ҫывхарать. Урамра хальлӗхе лайӑх ҫанталӑк хуҫаланать. Авӑн уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ-ши? Ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче термометр 25-30 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи шӑрӑх кунсем авӑн уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче пулӗҫ. Лайӑххи кунпа кӑна вӗҫленмӗ-ха. Иккӗмӗш декадӑра та пире «карчӑк ӑшши» кӗтет. А вӑнӑн 19-мӗшӗнче самаях сивӗтме пултарӗ. Тен, юр та ӳккелӗ. Виҫҫӗмӗш декада сивӗ те ҫумӑрлӑ пуласса пӗлтереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, авӑн уйӑхӗн нормӑран ӑшӑрах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумай ҫул хушши чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе наукине аталантарас енӗпе сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май Писательсен пӗрлӗхӗн пайташне, поэт-чӗлхеҫӗне, ӑсчаха, филологи наукисен кандидатне Петр Яковлевич Яковлева (Петӗр Яккусене) Нестер Янкас ячӗллӗ культура, искусство тата литература пӗрлӗхӗн наградӑсем парас енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ (председателӗ — Чӑваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ В.М. Михайлов) «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» медальпе чыслама йышӑннӑ. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Сӗнтӗрвӑрринчи епископ, Шупашкар епархийӗн викарийӗ (хӑйӗн епархийӗ ҫук, епархи епископне ертсе пыма пулӑшакан ҫынна ҫавӑн пек калаҫҫӗ) Игнатий Вологда митрополийӗсенчен пӗрне, Череповецрине, ертсе пыма тытӑнӗ. Ҫапла йышӑннӑ Вырӑс православи чиркӗвӗн Ҫветтуй синочӗ. Асӑннӑ епархин унчченхи ертӳҫи – Флавиан епископ – сывлӑх хавшанине кура тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахма йышӑннӑ. Игнатий (Сергей Васильевич Суранов) 41 ҫулта. Вӑл Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта манах пулса тӑнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 2017 ҫулта куҫӑнсӑр майпа – Чулхулари тӗн семинарийӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Петӗр Яккусен сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ 70 ҫул тултарать. Вӑл 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Кандидат диссертацине Ӗпхӳ хулинче хӳтӗленӗ, доцент ятне – Мускавра. «Ҫынна тиркесе, айӑпласа вӑхӑта ирттерместӗп, элексемпе интересленместӗп. «Ан айӑплӑр, хӑвӑра та айӑпламӗҫ», – тенӗ Библире. Ҫавна шута илсе пурӑнатӑп», – тенӗ вӑл 2014 ҫулта «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналистне Елена Атамановӑпа калаҫнӑ чухне. «...Мана ҫынпа та ҫӑмӑл мар та, Пӗччен тата йывӑртарах. Те юмахри пек пурӑнатӑп, Те мӗскӗн эп ҫак ҫӗр ҫинче», – ҫырнӑ вӑл «Эп юмахри пек пурӑнатӑп...» сӑввинче. Е тата ҫак йӗркесем мӗне тӑраҫҫӗ: «Эй, тем те куртӑм, тем те мантӑм – Чӗре варне вырнаҫнӑ пуль: Ҫав кил. Ҫав пӳрт. Ҫав пилӗк кантӑк. Кӑштах саралнӑ шурӑ тюль. Ҫунат сарма самант ҫитет те – Инҫе ҫул-йӗр тухать ума. Каймашкӑн йӳнӗ те билечӗ, – Пит хаклӑ, хаклӑ таврӑнма...» Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Енре «Асӑрханӑр – ачасем!» акци иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Профилактика мероприятине ҫак вӑхӑтра ҫулсеренех ирттереҫҫӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑсем шкулсем ҫывӑхӗнче правилӑна пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Ачасене турттарнӑ чух йӗркене пӑхӑнмаллине те аса илтерӗҫ. Акцие йӗркелекенсем ашшӗ-амӑшне те ачасемпе тимлӗрех пулма, ывӑл-хӗрне ҫул-йӗр правилисемпе паллаштарма ыйтаҫҫӗ. Ачасене ҫул ҫинче асӑрханса ҫӳреме вӗрентмелле. Ҫи-пуҫ ҫинче аякранах курӑнакан хӑю пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче тӑтӑшах хуравланине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Черетлӗ хуравсене паян каллех вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май вӑл ҫак кунсенче Мускавра пулнине пӗлтернӗ. Унта чӑваш продукцине анлӑрах та нумайрах сутасшӑн. Олег Николаев патне пӗри хӑйӗн ачине шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентес килменни пирки ҫырнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхине вӗрентмӗҫ-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, тӑван чӗлхе предмет евӗр хӑш чӗлхене вӗренессине кашни хӑй суйлать. Кун пирки шкул директорӗ ячӗпе заявлени ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Улатӑрти хут хапрӑкӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унӑн сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗнер 12 сехет те 50 минутра хапрӑкра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Пушар пӗр хутлӑ ҫуртра алхаснӑ, унта хатӗр продукци упраннӑ. Ҫулӑм складран 2-мӗш производство цехне куҫнӑ. Юрать, пушарнӑйсем ӑна сыхласа хӑварма пултарнӑ. Пушара виҫӗ сехет сӳнтернӗ. Ку ӗҫе ултӑ техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм 1 пин тӑвтакал метр лаптӑка сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Хапрӑкри ӗҫченсем аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |