Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫутҫанталӑк

Юлашки кунсенче ҫынсем куртка тӑхӑнса ҫӳреме пуҫларӗҫ. Нивушлӗ кӗркуннехи ҫанталӑк пуҫланчӗ? Ҫулла тек килмӗ-и?

Синоптиксем савӑнтараҫҫӗ – ҫуллахи ҫанталӑк тата пулӗ-ха. Юлашки 10 кун нормӑран 2-7 градус сивӗрех тачӗ. Кун пекки 23 ҫул пулман.

Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗ ӑшӑ пулӗ. Вӑтамран 17-18 градус тӑрӗ, ку нумай ҫулхи кӑтартусенчен 3 градус ӑшӑрах. Ҫумӑр ҫумӗ. Ҫапах ҫитес шӑматкун ҫумӑр ӳкес хӑрушлӑх пур. Вырсарникун вара Чӑваш Енре 19-24 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче тата ӑшӑтӗ – термометр 25-27 градус кӑтартӗ. Юнкун ҫумӑр ҫӑвас, аслати авӑтас хӑрушлӑх пур. Малалла татах шӑрах кунсем тӑрӗҫ, сывлӑш температури 28 градуса та ҫитӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 43 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене велосипед ҫӗтни пирки пӗлтернӗ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, велосипеда подъездра хӑварнӑ.

Йӗрке хуралҫисем велосипеда шырама пуҫӑннӑ. Вӑрах нушаланма тивмен. Часах вӑрӑ йӑрӗ ҫине ӳкнӗ. Велосипеда Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын куҫ хывнӑ тесе шухӑшланӑ. Судпа унччен те айӑпланнӑ арҫын вӑрӑ тунӑ вырӑнтан аякрах та пулман. Ӳсӗрскере патрульпе пост службин ӗҫченӗсем юнашар ҫурт умӗнче асӑрханӑ.

Велосипеда вӑрланӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. 17пин тӑракан пурлӑха хуҫине хуҫине тавӑрса парӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
aminoapps.com сӑнӳкерчӗкӗ
aminoapps.com сӑнӳкерчӗкӗ

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗсен ачисем ҫӳп-ҫапа чӳречерен ывӑтаҫҫӗ.

«Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ, хӑвӑр ачӑрсене ҫӳп-ҫапа витрене пеме хӑнӑхтарӑр тархасшӑн. Урама мар, витрене. Сирӗн витре пурах пулӗ. Паян Совет урамӗнчи 100-мӗш ҫуртри хваттер чӳречинчен шкул ҫулӗсенчи пӗр ача кола кӗленчисене, чипс тата соус хутаҫҫисене урама печӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, ачӑрсемпе калаҫӑр!», – тесе чӗнсе каланӑ пӗри.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35906750_145766
 

Персона
wiki2.org/ru сӑнӳкерчӗкӗ
wiki2.org/ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри АПК ветеранӗсен канашӗн пайташне Валентин Агафонова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Валентин Агафонов 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Выползово ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Малтан Ҫӗрпӳри опытлӑ ял хуҫалӑх станцийӗнче ӗҫленӗ, парткомпа райком тытӑмӗсенче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ тата министрӗ пулса ӗҫленӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйланнӑ. Унта вӑл Верховнӑй Совет ертӳҫин ҫумӗ те пулнӑ. Патшалӑх Думин депутатне те суйланӑ.

 

Политика

Вӑрмар районӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑха ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫри ҫынна палӑртмалли пуху паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, иртнӗ. Пухӑва районти тӳре-шарапа пӗрлех республикӑри пуҫлӑхсем те пырса ҫитнӗ.

Депутатсем паянхи ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем пуҫлӑх суйлассипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Конкурсра Дмитрий Иванов тата Леонид Степанов ҫӗнтернӗ.

Пухура иккӗшӗнчен пӗрне суйлама тивнӗ. Депутатсем Дмитрий Иванов кандидатурине ырланӑ.

Паянтан, сӑмах май, Улатӑр хулин администрацийӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак должноҫре Сергей Лукишин тӑрӑшӗ. Ӑна тилхепене тыттарассипе ҫыхӑннӑ пуху ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнче 17 ҫулти хӗрсем вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Юрать-ха, вӗсене тупнӑ. Халӗ вӗсем ашшӗ-амӑшӗ ҫумӗнче.

Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче велосипедпа ярӑнакан икӗ хӗр кану бази ҫывӑхӗнче пулнӑ. Вӗсем ку тӑрӑха лайӑхах пӗлмен. Телефонӗсем те тытман. Каҫхине 9 сехет ҫурӑра хӗрсем пӗрлехи диспетчер службине шӑнкӑравласа ҫитнӗ.

ШӖМӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи уйрӑмӗн полицескийӗсене тревогӑпа тӑратнӑ. Вырӑнти халӑх та шырава хутшӑннӑ. Тепӗр икӗ сехетрен пӗр ҫын хӗре вӑрманта шыраса тупнӑ. Ҫамрӑксемпе йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ шырава хутшӑннӑ ҫынсене тав тунӑ.

 

Культура

Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ патӗнчи чукун ҫул кӗперне юсаса ҫӗнетӗҫ. Район шайӗнче культурӑпа истори палӑкӗ шутланаканскере республикӑри туризм объекчӗсен йышне кӗртесшӗн.

Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫак эрнере Канаш районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер патне ҫитсе курнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иккӗмӗш хутчен пулнӑ. Кӗпер кашнинчех хӑйӗн хӑвачӗпе тыткӑнланине палӑртнӑ. 16 бетон юпа ҫинче тытӑнса тӑракан арка евӗр сооружение 20-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче тунӑ. Халӗ пуйӑссем урӑх ҫулпа ҫӳреҫҫӗ, анчах хитре кӗпере курма ҫынсем йышлӑн пухӑнаҫҫӗ. Олег Николаев кӗпере юсаса ҫӗнетмелине, ун тавралли террриторие хӑтлӑлатмаллине, ун патне пыма ҫул тумаллине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CECb3X6qsaA/
 

Культура

Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Хула кунне халалласа Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрӑ парни хатӗрленӗ. «Сеспель» ансамбль тата «Nota G» ташӑ компанийӗ «Пӗрле» клип ӳкернӗ.

Юрӑ авторӗсем – Николай Казаков тата Борис Чиндыков. Вӗсем ку тӗлӗшпе ҫулталӑк каяллах ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑталла хатӗрлесе ҫитерни шӑпах вырӑнлӑ пулнӑ.

«Эпир пӗрле ҫеҫ кирек мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтараятпӑр. Эпир пӗрле ҫеҫ йӑлтах пултараятпӑр! Клипа хутшӑннӑ ҫынсене тав. Эпир пӗрле!» - тенӗ клип авторӗсем.

 

Сывлӑх
Ftimes.ru сайтри сӑн
Ftimes.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран сывалакансен йышӗ 6 пинрен иртнӗ, пӗтӗмпе 6074 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра пурӑнакан 7414 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 36 ҫын хушӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра 1272 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Каварлӑ вируса пула Чӑваш Енри 68 ҫын вилнӗ. Юлашки кунсенче инфекцие пула вилнӗ тӗслӗхсем пулман.

Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,97-пе танлашнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре нумаях пулмасть саунӑсене, мунчасене, фитнес-залсене ӗҫлеме ирӗк панӑ.

 

Вӗренӳ
Ok.ru сайтри сӑн
Ok.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре класс ертӳҫисене 5-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Ку хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.

Чӑваш Ене ку тӗллевпе 180 миллион тенкӗ килӗ. Ку тӳлеве класс ертӳҫисем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен илме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: класс ертӳҫисене регионта компенсаци пама йышӑннӑ саккунсем те вӑйра пулӗҫ.

Класс ертӳҫисене укҫа хушса тӳлессине РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ. Ку тӗллевпе ҫӗршыври регионсене 24,73 миллиард тенкӗ ярӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1391, 1392, 1393, 1394, 1395, 1396, 1397, 1398, 1399, 1400, [1401], 1402, 1403, 1404, 1405, 1406, 1407, 1408, 1409, 1410, 1411, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...