Республикӑра
![]() uk-tihiidon.jkh.su сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм чӳрече янахӗ ҫине тӑрса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Ӑнланмалла мар тем калаҫаканскере, шавлаканскере иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Пӑтӑрмах хулари Мускав проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче тӑр кӑнтӑрла, 11 сехет иртсен, пулса иртнӗ. Чӳрече янахӗ ҫинчи ватӑ хӗрарӑм ҫинчен Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине пӗлтернӗ, хӗрарӑм чӳречерен сикме пултарӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Дежурство сменин пуҫлӑхӗ Е. Шибров Е. тата Р. Шамсутдинов ҫӑлавҫӑ пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Вӗсем тӑваттӑмӗш хута чупса хӑпараҫҫӗ те хваттер алӑкӗ уҫҫине асӑрхаҫҫӗ. Ҫав самантра ватӑ хӗрарӑм урайӗнче выртнӑ, хваттерте полици ӗҫченӗсем тӑнӑ. Вӗсене те пӗлтерекен пулнӑ курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Tumentoday.ru сайтри сӑн Нивушлӗ ҫуллахи тумтире тепӗр ҫулччен шкапа пуҫтарса хумалла? Чӳречерен пӑхсан кун пек шухӑшлама та пулать. Ӗнер-паян республикӑра ҫумӑр ҫӑвать, ӗнер Шупашкарта 1 тӑваткал метр ҫине 46 литр шыв ӳкнӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кун пекки 5 ҫул каялла утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Ыран та ҫанталӑк ӑмӑр пулӗ, ҫумӑр ӳкӗ. Ҫанталӑк сивӗ те ҫиллӗ тӑрӗ, 4-9 градус пек ҫеҫ ӑшӑ туйӑнӗ. Вырсарникун тинех уяртӗ, 20 градус тарана ӑшӑ пулӗ. Тунтикун каллех ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне варринче антициклон килӗ, уяртӗ. Ытларикун сывлӑш температури вырӑнӑн-вырӑнӑн 5 градуса ҫитӗ. Унтан температура майӗпен пысӑкланма тытӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Сывлӑш температури 28 градус таран ӑшӑнӗ. Эппин, ҫуллахи тума пуҫтарса хума ан васкӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансене кӑшӑлвирусран хӑйсен кӑмӑлпе тӗрӗслеме пуҫланӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. ПЦР меслечӗпе пӗр эрне хушшинче 1689 ҫын тӗрӗсленнӗ. Вӗсенчен 34-шӗн кӑшӑлвирус тупӑннӑ. ИФА-мелпе те тӗрӗсленӗ. Ун пеккине 2230 ҫын суйланӑ. 765 ҫыннӑн Ig M, Ig G иммуноглобулин тупӑннӑ. Апла пулсан вӗсем унччен чирлесе ирттернӗ, организм чирпе кӗрешме пултарать. Цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарлӑнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ. Тӗрӗслев витӗр тухас тесен пульницӑсенчи регистратура урлӑ ҫырӑнмалла. Анализсене ытларикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илеҫҫӗ. Анализа ҫын хӑй кӑмӑлӗпе панӑ чух укҫа тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Volkovysk.by сайтри сӑн Республикӑра ҫӗртме уйӑхӗнче вируслӑ пневмонипе чирлекенсен йышӗ ӳснине палӑртнӑччӗ. Унпа танлаштарсан, утӑ уйӑхӗнче ку чирпе нушаланакансен йышӗ чакнӑ. Ҫапах кӑтарту ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуран 4,8 хут пысӑкрах. Утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енре 1655 ҫын вируслӑ ӳпке шыҫҫипе чирленӗ. Ку, ҫӗртме уйӑхӗпе танлаштарсан, 26 процент сахалрах. Юлашки эрнере 195 ҫыннӑнне «пневмони» диагноз лартнӑ. Ку кӑтарту унчченхи эрнерен 20 процент чакнӑ. Пневмонипе чирлекенсен йышӗ пӗчӗкленнӗ, анчах ОРВИпе нушаланакансем нумайланнӑ. Ҫӗртмепе танлашатарсан, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуран 7,3 процент нумайрах. Халӗ ачасем мар, аслисем ытларах чирлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() partprice.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Коллектив урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра тӗпленнӗ кинемей шалта пулнӑ, унӑн хӗрӗ — тул енче. 1924 ҫулта ҫуралнӑ кинемей алӑка уҫасссишӗн тем пек ҫине тӑрсан та май тупайман. Вӑл хӑйне пулӑшма ыйтнӑ. Кинемейӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравласа лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ, алӑка хайсем тӗллӗн уҫаймассине пӗлтернӗ, вырӑна пыма ыйтнӑ. Ҫӑлавҫӑсен дежурство ушкӑнӗ Коллектив урамне ҫитнӗ. «Умелец» (чӑв. Ӑста) ятлӑ хатӗрпе хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ. 100 ҫула ҫывхаракан кинемей, Турра шӗкӗр, чиперех пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() megabudka.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул пур-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Унта тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Хальлӗхе унӑн проектне сӳтсе яваҫҫӗ. Шкул пӗчӗк хула е кампус евӗр пулӗ. Проектра ҫурта темиҫе блока пайланӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли вӑйӑ лапамӗ пулмалла, аслӑраххисем валли – спорт лапамӗ. Техзаданипе килӗшӳллӗн, тӑватӑ хутлӑ шкула кирпӗчрен тӑвӗҫ. Ун ҫине пӑхсан пултарулӑх ҫуртне, пионер лагерьне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Тӗп алӑк – воронка евӗр. Унтан ачасем ытти блока лекме пултарӗҫ: акт залне, вулавӑша, апатланмӑша… Ҫурт стени ҫине граффити ӳкермелле те тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cheboksary.ru сайтри сӑн Паян кӑшӑлвируса хирӗҫ кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑра фитнес-центрсене, спа-салонсене, массаж салонӗсене, мунчасене, бассейнсене уҫасси пирки те калаҫнӑ. Пандемие пула спорта юратакансем ҫӑмӑлах мар лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулла, паллах, уҫӑ сывлӑшра хусканусем тума, чупма пулать. Ҫанталӑк япӑхлансан мӗн тумалла? Оперштаб ларӑвӗнче лару-тӑрӑва тӗрлӗ енлӗн хакласа республикӑра фитнес-центрсене кӑна мар, спа-салонсене те, массаж салонӗсене те, мунчасемпе саунӑсене те уҫма йышӑннӑ. Роспотребнадзор, тӳре-шара ку енӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Анчах хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cont.ws сайтри сӑн Ӑмӑр ҫанталӑкра кӑмпа нумай тухать. Анчах вӑрмана кайсан асӑрханулӑх пирки манмалла мар. Кӑмпана кайса ҫухалса кайни пирки шӑнкӑравсем килме пуҫланӑ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӑрманта ҫынсем ҫухалнӑ. Кун пирки вӗсем ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Ҫав кун Атӑл леш енче Астраханка кӳлли патӗнче виҫӗ ҫын ҫӗтсе кайнӑ. Икӗ хӗрарӑмпа пӗр арҫын кӑмпа татма кайнӑ, анчах каялла килме ҫул тупайман. Ҫӑлавҫӑсем вӗсене шырама кайнӑ. Вӗсем ҫитиччен лешсем хӑйсемех ҫул ҫине тухнӑ, машини патне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ентешсене Шупашкар хулин кунӗпе саламланӑ. «Чӑваш Енӗн 551 ҫулти тӗп хули ҫамрӑк мар пулин те чӑннипех те хальхи йышши хула. Ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсемпе картишсем ҫӗнелеҫҫӗ. Шупашкарта социаллӑ инфратытӑм объекчӗсем хута каяҫҫӗ, тӗп хула ҫулран-ҫул илемленсе, пурӑнма, ӗҫлеме, вӗренме хӑтлӑланса пырать», — тенӗ вӑл саламра. Шупашкар хулан пурлӑхпа ӑс-хакӑл никӗсне ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывакан ҫынсен ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе пурӑннине, аталаннине палӑртнӑ, ветерансене уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ. Шупашкара малашне те ҫирӗппӗн аталанса пыма, унта пурӑнакансене телей, ырлӑх, ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ptoday.ru сайтри сӑн Аня Чижова ячӗпе хисепленсе тӑракан фонд Чӑваш Енре ача-пӑча валли социаллӑ такси ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Газельре кӳме валли икӗ вырӑн, ӑна хӑпартмалли пулӗ. Ку таксие 8 ҫын вырнаҫаять. Ҫапла майпа ку машинӑпа вырӑнпа выртакан ачана та, кӳмепе ҫӳрекен шӑпӑрлана та илсе ҫӳреме пулать. Фонд ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем водителе тупнӑ. Вӑл заявкӑсем йышӑнӗ, ачасене пульницӑсене, театрсене, кинотеатрсене илсе ҫӳрӗ. Ара, сусӑр ачан кӳлмеке ахаль уҫӑлма та тухас килет. Анчах фонд хальлӗхе бензин паракан партнера тупаймасть. Ку ӗҫ икӗ уйӑх пырать. Хальлӗхе алӑ паракан тупӑнман, вӗсене «илтекен» ҫук. Фонд партнерӑн логотипне такси ҫине ҫыпӑҫтарма сӗнсен те, ку машина республикӑшӑн мӗн тери пысӑк социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарсан та пулашма кӑмӑл тӑвакансем тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |