Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине халӑхпа сӳтсе яврӗҫ. Нумай ҫынна йыхравланӑ, ҫав шутра мана та. Тухса калакан ҫынсем чылай пулнӑран сӑмах калакансен черечӗ ман пата ҫитеймерӗ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх сайчӗ» урлӑ та пулин пӗлтерес терӗм. Чи малтанах ҫак ҫумпрограммӑна пӗтӗмӗшле хак парас тетӗп. Паллах, ҫавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ, ырларӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ара, республика пуҫлӑхӗ те (ку вырӑна вӑл хальлӗхе вӑхӑтлӑх ҫеҫ йышӑнать пулин те) ҫумпрограммӑна сӳтсе явас ӗҫе хутшӑнать-ҫке! Унччен кунашкалли пулман тет те вара чӑн та ырламалли кунта пурах! Тӗппипе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ҫумпрограммӑна эп ҫакнашкал хак кӑна пама пултаратӑп: вӑл паянхи лару-тӑрӑва ҫирӗплетме тӑрӑшни ҫеҫ. Чӗлхе ыйтӑвӗн ҫивӗчлӗхне, паянхи кун вӑл темле йывӑр пулсан та, кунта татса пани курӑнмасть. Чӗлхе умӗнчи тӑракан хӑрушлӑхсенчен сыхлама пултарасса та эп ӗненсех каймастӑп. |
Чӑвашлӑх
![]() «Ралля Новага Дня» (Ҫӗнӗ Кун Аки) — ҫакӑн пек ятпа ҫак кунсенче Беларуҫ Республикин тӗп хулинче, Минскра, Якуб Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра, кун ҫути курнӑ чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗн Ҫеҫпӗл Мишшин белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи. Чӑваш литературишӗн те, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн те ку — чӑннипех те пысӑк пулӑм. Юлашки ҫулсенче чӑваш тата белорус литературисен туслӑ ҫыхӑнӑвӗсем чылай ҫирӗпленчӗҫ. Чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валерии Туркай, Минскра темиҫе хут та пулса курнӑ хыҫҫӑн, 2019 ҫулта чӑваш вулаканне «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!» ятлӑ белорус поэзийӗн хӑй чӑвашла куҫарнӑ антологине парнелерӗ. Кӑҫал вара Минскра, Я.Колас ячӗллӗ Полиграфкомбинатра, Валери Туркайӑн «Вершы простые мае...» (Ансат манӑн сӑввӑмсем) ятлӑ, Беларуҫ Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Микола Митлицкий белорусла куҫарнӑ сӑввисен пуххи кун ҫути курчӗ. Аслӑ Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӗнеки тӑванла республикӑра белорусла тухни (ӑна та М.Метлицкий куҫарнӑ) — ҫак туслӑ ҫыхӑнусене малалла ҫирӗплетни. Белорус-тусӑмӑрсене чӑваш халӑхӗн гениллӗ поэчӗн хайлавӗсене белорусла куҫарма Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн хайлавӗсемпе тивӗҫтернӗ Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ «Ралля Новага Дня» кӗнекене белорус вулаканне парнеленӗшӗн чылай ҫул Беларуҫ Республикин информаци министрӗ пулса ӗҫленӗ, хальхи вӑхӑтра Беларуҫ Республикин Президенчӗн Администрацийӗ кӑларса тӑракан «Белорусская думка» журналӑн тӗп редакторӗ пулса тӑрӑшакан Александр Карлюкевича (ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути кӑтартассишӗн пуринчен ытла вӑл тӑрӑшнӑ, вӑлах — «Ралля Новаго Дня» кӗнекен умсӑмахне ҫыраканӗ), Я. |
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре общество транспортӗнче маска тӑхӑннине тӗрӗслеме пӑрахман ҫеҫ мар, малашне те рейдсем иртӗҫ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче каланӑ. Общество транспортне дезинфекцилессишӗн, ӗҫлекенсене маскӑпа тивӗҫтерессишӗн, вӗсем ҫав йӗркене пӑхӑннине тӗрӗслессишӗн пассажирсене турттаракан организацисен хуҫисемпе уйрӑм усламҫӑсем яваплӑ. Пассажирсем маскӑпа пулнине те вӗсенех тӗрӗслемелле. Маскӑсӑр пассажира транспорта лартмасан та пултараҫҫӗ. Чӑваш Ен ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫлас тӗллевпе республикӑн Транспорт министерствин тата Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем тӑтӑшах рейд ирттернине ӗнентереҫҫӗ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе протоколсем ҫырнине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче штрафсен виҫине аса илтернӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран явап тыттарма юрать, должноҫри ҫынсене – 10 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, усламҫӑсене – 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене – 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен спортсменӗсен, нацин пӗрлештернӗ командине кӗнисене, ятарлӑ стипендипе хавхалантарасшӑн. Кун пирки ЧР Спорт министерствин коллеги ларӑвӗнче калаҫнӑ. Спорт министрӗ Василий Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ чӑваш спортсменӗсем хавхалантарӑва кӑҫалах илме тытӑнӗҫ. Укҫа-тенке мӗнле тата ӑҫтан тӳлессине палӑртнӑ ӗнтӗ, халӗ ыйтӑва ЧР Финанс министерствипе сӳтсе яваҫҫӗ. Укҫан хавхалантарнине Чӑваш Енри 200 ытла спортсмен тивӗҫме пултарӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 202 чӑваш кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() riabir.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта йӗрке хуралҫине ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ирхи 7 сехет те 5 минутра Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш пайӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗ урама тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра крыльца ҫинче ӑна ҫурӑмран ҫӗҫӗпе чикнӗ. Пуҫтахланаканни 35 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Пакунли хӗрарӑма унччен палламан. Суранланнӑ полицейские пульницӑна ӑсатнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑма та пуҫтарса кайнӑ. Ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм унччен те пӑтӑрмаха пӗрре ҫеҫ мар ҫакланнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() суд приставӗсем тунӑ сӑн Улатӑрта пурӑнакан 37 ҫулти арҫыннӑн алимент парӑмӗ 300 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Вӑл ачисемшӗн темиҫе ҫул укҫа куҫарса паман. Приставсем ӑна киле шырама пынӑ. Амӑшӗ влаҫ ҫыннисене кӗртес мар тесе алӑка кӗлеткине хупланӑ, кӑшкӑрашнӑ. Анчах суд приставӗсем пӗрех ӑна ӳкӗте кӗртме пултарнӑ. Ун тӗлӗшпе адмпротокол ҫырнӑ. Приставсем пӳрте кӗрсен хӗрарӑм вӗсем хыҫҫӑнах утнӑ, ывӑлӗ килте пурӑнманнине, хӑш чух ҫеҫ килсе курӑннине каланӑ. Суд приставне вара палас хӗрри тирпейсӗр хуҫланчӑк пулни сисчӗвлентернӗ. Вӗсем тӗп сакайне пытаннӑ арҫынна 10 минутра унтан кӑларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян 14 сехетре Шупашкарти Аллькеш поселокӗнче халӑх пухӑннӑ, пушарнӑйсем, ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ, газ службинче тӑрӑшакансем те килнӗ. 63-мӗш вӑтам шкулта ҫулӑм тухнӑ-мӗн. Шкул умне пушарнӑйсен 6 машини килнӗ. Полиципе тухтӑрсем те вырӑнта ӗҫленӗ. Мӗн пулса иртнине курнӑ ҫын кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вӑл шкулта тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ, анчах ҫулӑм тухнине курман. Ахӑртнех, шалта темӗн ҫуннӑ, ҫулӑма часах сӳнтернӗ. Ҫур сехетренех, 14 сехет те 31 минутра, пушарнӑйсен машинисем каялла кайнӑ. Шкулта полицейскисем, гуз службин ӗҫченӗсем, тухтӑрсем юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби перфораторпа болгарка вӑрланӑ ҫынна шыранине пӗлтернӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри пӗр ҫуртри ҫав пурлӑх пуш уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Строительствӑра кирлӗ япаласем кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех ҫӗтнӗ-ха. Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫын япалине куҫ хывнӑ арҫын ӗҫре тахӑнмалли кӑвак ҫи-пуҫпа пулнӑ. Вӑл Чурачӑкра пӗрисем тума пуҫланӑ ҫурта кӗрсе кайнӑ. Унтан болгарка тата перфоратор йӑтса тухнӑ. Усал шухӑшпа ҫӳренӗ этеме халӗ йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Ӑна палласа илекенсене 8 (83545) 2-12-40 е 102 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кашни ҫулах республикӑри пултаруллӑ 1000 яш-хӗре Элтепер стипендине парса хавхалантараҫҫӗ. Анчах 2015 ҫултанпа стипендие ҫамрӑк пӗр хутчен ҫеҫ илме пултарнӑ. Унччен вара кун пек чару пулман. «Ҫамрӑк ҫын ку премие 2-3 ҫултан тепӗр хутчен илнинче ним япӑххине те курмастӑп», - тенӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Унччен маларах пӗр нимеҫӗ ун патне сӗнӳпе тухнӑ: ҫамрӑксене ҫак стипендие темиҫе хутчен те илме ирӗк пама ыйтнӑ. Олег Алексеевич кунпа килӗшнӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, стипендие илме тивӗҫ пултаруллӑ ҫынсем ытларах ҫавсемех. Эппин, вӗсене кун пек хавхлантарӑва тивӗҫес шанчӑкран хӑтармалла мар. Сӑмах май, халӗ ку стипенди 1830 тенкӗпе танлашать, унӑн сумми 2009 ҫултанпа улшӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ кӑшӑлвирус анализне паҫа хатӗр, анчах ӑҫта каймаллине пӗлмеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ернине пӗлес текенсен анализӗсене Шупашкарти тӑватӑ лабораторире ирттереҫҫӗ. Республикӑн клиника пульницинче тата Ӳт-тирпе венерологи диспансерӗнче укҫа тӳлесе тӗрӗсленме пулать. Тӳлевсӗр тӗрӗсленме направление поликлиникӑсенчи тата стационарсенчи тухтӑрсем ҫырса параҫҫӗ. Анчах пурне те мар. Ҫын кӑшӑлвируспа чирлине сиссен. Диагностикӑн хушма меслечӗ шутне организмра антитела пуррине палӑртма юн илнине кӗртмелле. Ку тӗпчеве Ӳт-тирпе венерологи диспансерӗнче, Республикӑн клиника пульницинче, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче, Хулари тӗп пульницӑра, Хулари 2-мӗш пульницӑра, Осипов ячӗллӗ пульницӑра ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |