Ҫутҫанталӑк
![]() «ОРТ» телеканал Патӑрьелте пулса репортаж хатӗрленӗ. Патӑрьелте икӗ гектара яхӑн ҫӗре таса мар шывсем вараланӑ. Шурлӑх шӑрши кӗнине вырӑнтисем йӑлари хытӑ каяш шывӗ юхса тӑнипе ӑнлантараҫҫӗ. Канализаци шывӗ тасатмалли сооруженирен юхать иккен. Таса мар шыв ҫутҫанталӑка вараланин сӑлтавне ОТР корреспонденчӗ Марина Рябцева шыранӑ. Патӑрьелти Дина Ванина каланӑ тӑрӑх, унӑн килӗнчи ҫӑлкуҫри шыв каллех вараланнӑ. Вӑл шӑварма ҫеҫ юрӑхлӑ. Еҫмелли шыва лавккара туянма тивет. Ялта централизациленӗ шыв пӑрӑхӗ ҫукран ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑнаҫҫӗ. Тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменни пирки вырӑнтисем администрацие те, Роспотребнадзорпа прокуратурӑна та ҫырнӑ. Сӑмаха ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксемпе видеосем янӑ. Анчах тӳре-шара укҫа ҫук тесе калать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирленисене Чӑваш Енре икӗ санаторире сиплӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ведомствӑн коллегийӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Унта вӑл отраслӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен доклад тунӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, COVID-19-па чирленисене реабилитацилеме республикӑна тулли медицина никӗсӗ кирлӗ. Ун пек центрсене «Чувашиякурорт» тата «Надежда» (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ) санаторисенче йӗркелӗҫ. Вӗсенче кирлӗ пурлӑхпа техника бази пур. Проекта патшалӑхпа уйрӑм ҫын партнерствин мелӗпе те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Кӑшӑлвируспа чирленисене (сӑмах кунта шала кайнӑ чирпе нушаланакансем пирки пырать. Сӑмахран, чӗре чирӗллисем) реабилитацилес ыйтӑва Чӑваш Ене федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полпречӗ Игорь Комаров килсен сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен финанс министрӗ пулнӑ Светлана Енилина Питӗр хулинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫӗрте ӗҫе вӑл паянтан, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен, кӳлӗннӗ. Светлана Енилина Питӗр хулинче финанс комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшӗ. Ку хыпара асӑннӑ хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ӗҫре Енилина хысна политикин тӑватӑ пайӗншӗн яваплӑ: халӑх социаллӑ хӳтлӗх пайӗшӗн; вӗрентӳшӗн; сывлӑх сыхлавӗшӗн; культурӑшӑн, ҫамрӑксен ӗҫӗшӗн тата спортшӑн. Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Светлана Енилина кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗччен Ленинград облаҫӗнче финанс комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() azh.kz сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ӳсӗр хӗрарӑм банкра пуҫтахланнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Вӑл статья ют пурлӑха ятарласа самай сӑтӑр тунисене «тӑна кӗртет». Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр хӗрарӑм кредит учрежденийӗнче пуҫтахланнӑ, банкӑн пурлӑхне сӑтӑр тунӑ. Тӗрӗсрех каласан, терминала сиенлетнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл 300 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Урӑлсан хӗрарӑм тӑна кӗнӗ. Пуҫтахланнӑшӑн вӑл хытах куляннӑ, ӳкӗннӗ. Суд ӑна ултӑ уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шалӑвӑн 5 процентне патшалӑха тытса юлӗҫ. Банка хур тунине те хӗрарӑмӑн саплаштармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски салинче те бассейн пулӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Красноармейски салинче пулнӑ чух шантарнӑ. ВЫрӑнтисем бассейн пирки питӗ ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Вӗсем ӑна ачасем валли тутарасшӑн. «Бассейн проекчӗ хатӗр. Ҫулталӑк вӗҫлениччен экспертиза хатӗрлесе ҫитерсен ҫитес ҫул тума пуҫлӑпӑр», – тенӗ республика ертӳҫи. Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, спортпа туслисен йышне 80 процента ҫитермели тӗллеве вӑл республика Правительстви умне лартнӑ. Инфраструктурӑна хатӗрленӗ чухне ҫынсен кӑмӑлне шута илмелле тесе шухӑшлать республика ертӳҫи. Калӑпӑр, пӗрисем футбол выляма юратаҫҫӗ, теприсем — чупма, ивҫҫӗмӗшӗсем — ишме. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти кинемей полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискере ултавҫӑ шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ, унӑн укҫине вӑрланӑ. Кинемей патне пӗр хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑй «соцӗҫчен» иккен. Вӑл тивӗҫлӗ канури ҫынсене апат-ҫимӗҫ тивӗҫессине пӗлтернӗ, адреса ыйтнӑ. Хайхи хӗрарӑм кинемейӗн укҫа пуррипе ҫуккипе те кӑсӑкланнӑ. Саккунра улшӑнуесм пулаҫҫӗ-мӗн, ҫавӑнпа вӗсене ылмаштармалла. Ҫав вӑхӑтрах алӑкран такам шакканӑ. «Нимеҫӗ» иккен. Вӑл карчӑкӑн укҫине илсе тухса кайнӑ. Пӗтӗмпе – 342 пин тенкӗ. Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Вӑрмар районӗнчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 11 сехет те 31 минутра Кивӗ Вӗренерте пулнӑ. Ведомство специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Шел те, пушарнӑйсем темле тӑрӑшсан та ҫурта ҫӑлса хӑварма май килмен. Юрать-ха, ачасем хӑйсем шар курман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тӑкак 1 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, ҫав талӑкра республикӑра 6 пушар пулнӑ. Телее, вӗсенче аманнисем, вилнисем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() admkrai.krasnodar.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре химипе тата обществознанипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ. Химипе 805 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 113-шӗ ППЭне «иккӗлӗх» ҫырнӑ. 137 ҫын 81 балран ытларах пухнӑ. 16 ҫын вара ыйтусене пурне те тӗрӗс хуравласа 100 балл илейнӗ. Обществознанипе 2366 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 289-шӗ чи сахал балл та пухайман, 457-шӗ экзамена «пиллӗклӗх» ҫырнӑ. 7 ҫын ку предметпа 100 балл пухнӑ. Вӗсем Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Канашри 7-мӗш шкултан, Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкултан, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназирен, Шупашкарти 4-мӗш лицейран тата 5-мӗш гимназирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 14 сехетре «Приора» машина Шупашкартан Муркаша кайма тухнӑ. Унта ларса пынӑ хӗрарӑма япӑх пулса кайнӑ, унӑн темӗн ыратма пуҫланӑ. Водитель пулӑшу ыйтса ҫул-йӗрпе патруль службин посчӗ патӗнче чарӑннӑ. Инспекторсем малтан хӗрарӑма хӑйсен машинине лартса пульницӑна леҫме шутланӑ, анчах пассажирӑн вӑйлах ыратнӑ. Вара вӗсем «Приорӑна» мигалка ҫутсах Шупашкара ӑсатса янӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшнӑ, кайран Хулари клиника пульницине ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗ вӗҫленсе пырать. Ҫурла уйӑхӗ мӗнпе савӑнтарӗ пире? Синоптиксем ҫанталӑк прогнозне хатӗрленӗ. Илем хыҫҫӑн ҫанталӑк кӑшт сивӗтет теҫҫӗ. Анчах кӑҫал ҫуллапа сывпуллашма ан васкӑр. Ҫурлан пӗрремӗш ҫурри шӑрӑх, хӗвеллӗ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ. Сывлӑш температури 30 градус таран ҫитӗ. Кун хыҫҫӑн ҫумӑр килӗ, 20 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Уйӑх вӗҫӗнче вара 10-15 градус ҫеҫ пулӗ. Юлашки декада ҫумӑрлӑ килӗ. Малтан шӑрӑх тӑрсан та ҫурла уйӑхӗ нормӑран кӑшт сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |