Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗн

Чӑваш тӗнӗпе пурӑнакансем паян Атӑлҫи Пӑлхар ҫарӗсем тутар-монголсен ҫарне ҫапса аркатнине уявласа чӳк ирттерчӗҫ. Фёдор Мадуров йӗркеленӗ чӑваш тӗнӗн обществи ку уява, «Паттӑрлӑх кунӗ» ят панӑскерне, ҫулсерен палӑртать. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӑрахас темерӗҫ. Кӑшӑлвируса пула ӗнтӗ ӑна ҫав тери анлӑ палӑртмарӗҫ, пурӗ те виҫӗ ҫын кӑна пулчӗ.

Аса илтеретпӗр, 1223 ҫулта тутар-монгол ҫарӗ, Калка юханшывӗ патӗнче кӑпчаксемпе вырӑссен ҫарне ҫапса ҫӗмӗрнӗ хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗ ҫине ҫул илнӗ. Пирӗн мӑн асаттесем вӗсене тивӗҫлӗн кӗтсе илсе ҫапса аркатнӑ. Ҫапла май тутар-монголсен ҫарӗ пӗрремӗш хут выляса янӑ пулать. Ку ҫапӑҫӑва «Така ҫапӑҫӑвӗ» те теҫҫӗ — тыткӑна лекнисене пӑлхарсем такалла улӑштарнӑ. Ун хыҫҫӑн 13 ҫул хушши тутар-монголсем Атӑлҫи Пӑлхара пӑхӑнтарас тесе ҫарсем янӑ, анчах пирӗн мӑн асаттесем вӗсенчен хӳтӗленме май тупнӑ. 1236 ҫулта ҫеҫ вара Батый пысӑк ҫар пухса — унта 150 пин таран ҫын пулнӑ теҫҫӗ — Атӑлҫи Пӑлхара пӑхӑнтарма пултарнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ икӗ ҫын вилнӗ. Ку инкек пӗр талӑкра пулса иртнӗ.

Официаллӑ кӑтартусене шансан, пандеми пуҫланнӑ хыҫҫӑн кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 64 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра вилекенсем пулман тесе Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер ҫеҫ пӗлтернӗччӗ. Анчах, куратпӑр ӗнтӗ, савӑнӑҫ нумая пымарӗ.

Иртсе кайнӑ талӑкра кӑшӑлвируспа чирлӗ 32 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 7042 ҫын чирленӗ. Сипленнисен йышӗ – 4312, ҫав шутра 67-ӗн – иртсе кайнӑ талӑкра.

Чӑваш Енре районти пульницӑсенче те ӳлӗмрен кӑшӑлвирусран анализ илме тытӑнӗҫ. Ун валли ятарлӑ кунсем пӑхса хӑварӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев оперштабӑн ларӑвӗнче каланӑ.

 

Культура

Чӑваш Ен патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ ҫӗрте вырӑн уйӑрса парӗҫ. Кун пирки ансамбль директорӗ Сергей Кузнецов республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрне Роза Лизаковӑна пӗлтернӗ. Министр Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тата юрӑпа ташӑ ансамблӗн коллективӗсемпе тӗл пулнӑ.

Сергей Кузнецов каланӑ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Кайран унти хӑш-пӗр пӳлӗме юрӑпа ташӑ ансамбльне парӗҫ.

Юсаса ҫӗнетнӗ ҫурта куҫма Чӑваш патшалӑх филармонийӗн коллективӗ те хатӗрленет. Учреждение «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнетеҫҫӗ. Палӑртнисене кӑҫалхи юпа уйӑхӗ вӗҫӗ тӗлне туса пӗтермелле.

 

Культура
Артем Устюжанин / E1.RU сӑнӳкерчӗкӗ
Артем Устюжанин / E1.RU сӑнӳкерчӗкӗ

Екатеринбургра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса палӑк лартасшӑн. Палӑксем тӗрлӗ вӑрҫа: Граждан вӑрҫинче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче, Афганистанпа Чечня вӑрҫисенче тата Украинӑра ҫапӑҫнисене – хутшӑннисене асра тытнине палӑртӗҫ.

Палӑксем ҫар комиссариачӗ умӗнче пулмалла.

Композицисен авторӗ – Виктор Мосиелев скульптор. Скульптурӑсен ҫӳллӗшӗ – 2,2 метр. Кашнине хатӗрлеме пӗр тонна таран бронза кайнӑ. Композици тӑватӑ тонна таять. Палӑксем пирки хыпарланӑ e1.ru порталта хыпарланӑ тӑрӑх, кун пек скульптура композицине лартассине ҫынсем ырламан.

Сӑмах май, Василий Чапаев 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Будайкӑра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак вырӑс ялне XX ӗмӗрте Шупашкар хулине кӗртнӗ. 1897 ҫулта Чапаевсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи Балаковӑна тухса кайнӑ.

 

Тӗнчере

Хӗвел системинче астериод ӳкнипе йӗркеленнӗ чи пысӑк кратера тупнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл лаптӑк ҫинчен тахҫанах пӗлнӗ, анчах япун астрономӗсем кратер мӗнле майпа йӗркеленнине тӗпчесе пӗлнӗ.

Тӗпчевҫӗсем Юпитерӑн уҫлӑхташӗнче — Ганимедӑра — вырнаҫнӑ пысӑк айлӑмсене тишкернӗ. Лаптӑк ҫийӗн пӑхсан вӗсен пурин те варри пуррине курма май пур. Астрономсем «Вояджер-1» тата «Вояджер-2» зондсем тунӑ сӑнӳкерчӗксене тӗпченӗ те Ганимед ҫинчи айлӑмсем астероид ҫапӑннипе пулни патне тухнӑ.

Унсӑр пуҫне, Хӗвел системинче ӑна чи пысӑк кратер теме пулать. Ӑсчахсем моделлесе пӑхнӑ та ҫакнашкал вырӑн диаметрӗпе 150 ҫухрӑмран кая мар астероид пырса ҫапӑннипе йӗркеленме пултарнине курнӑ. Ҫӑпӑннӑ самантра унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 20 ҫухрӑмпа тан пулма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Ӑсчахсем кратера малалла та тӗпчесшӗн, ҫавна май вӗсем JUICE мисси пуҫланасса кӗтеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патӑрьелти авари
Патӑрьелти авари

Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти Мир урамӗнче 12 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫав кунах 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта 9 султи арҫын ача ҫул ҫине чупса тухнӑ, ӑна «Веста» машина ҫапса кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ.

Шупашкарти Эгер бульварӗнче те 9 ҫулти арҫын ача кустӑрма айне лекнӗ. Вӑл тӗмсен хушшинчен ӑнсӑртран тухнӑ. Юрать-ха, ача вӑйлах суранланман.

Паян та 14 сехетре Эгер бульварӗнче ача машина айне лекнӗ. Хальхинче 13 ҫулти хӗрача шар курнӑ.

 

Сывлӑх

Ют ҫӗршывран Раҫҫее килекенсен мӗн тумалли пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Прокопьева ҫак чирпе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче ӑнлантарнӑ.

Ют ҫӗршыв ҫыннисен COVID-19 ерменнине ӗнентерекен справка пулмалла. Унӑн вӑйӗ виҫӗ куна пырать.

Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисен патшалӑх пулӑшӑвӗсен сайтӗнче анкета ыйтӑвӗсене хуравламалла. Тӑван ҫӗршыва ҫитсен вӗсен виҫӗ кун хушшинче анализ памалла, унӑн кӑтартӑвне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче вырнаҫтармалла.

Сывлӑх чикӗ урлӑ каҫнӑранпа 14 кун хушшинче хавшасан врача киле чӗнмелле.

Раҫҫее килнӗ ют ҫӗршыв ҫыннисен таҫта тухса ҫӳремесӗр 14 кун пурӑнмалла. Вӗсене халӗ обсерваторта тытмаҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчепе Мускаври аэропортсенче кӑшӑлвирус анализӗ пама пулать. Унӑн хакӗ – 2700-3000 тенкӗ.

Чикӗ леш енчен килекен самолетсене хальхи вӑхӑтра виҫӗ хулара: Мускавра, Питӗрте тата Дон ҫинчи Ростовра – ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ, пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республикӑра ӳссех пырать. Ытахальтен мар ӗнтӗ общество транспортӗнче маска тӑхӑннине тӳре-шара тӗрӗслеме рейдсене тухать. Лавккасенче маска тӑхӑнмаллине каллех аса илтерме пуҫларӗҫ. Хӑш-пӗр суту-илӳ точкинче сӑмсапа ҫӑвара хӳтӗлекен хатӗр тӑхӑнмасан тавар сутма юраманни пирки пӗлтереҫҫӗ.

Юлашки талӑкра пирӗн тӑрӑхра COVID-19 диагнозӗллӗ 30 ҫынна тупса палӑртнӑ, 65 ҫын сывалнӑ, вилекенсем пулман.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пурӗ 7 010 ҫынна кӑшӑлвирус диагнозӗ лартнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне 4 245 ҫын сывалнӑ, 2 765 ҫын чирлет.

Тӗнчере, ҫав шутра пирӗн ҫӗршывра та, кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 62 ҫын вилнӗ.

 

Вӗренӳ
astrakhanfm.ru сӑнӳкерчӗкӗ
astrakhanfm.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑра ирттернӗ «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн социаллӑ педагогӗ», «Чи маттур класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ» премие тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.

Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти педагог-психолог Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти социаллӑ педагог Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулти класс ертӳҫи Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ.

Шупашкарти 106-мӗш «Кораблик» ача пахчинчи Марина Васильева воспитателе 100 тенкӗ парӗҫ; Шупашкарти 45-мӗш шкулти истори учительне Александр Григорьева – 150 пин тенкӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
pbs.twimg.com сайтри сӑн
pbs.twimg.com сайтри сӑн

Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Ҫулла вӗҫленсе пырать, ӑшӑ ҫанталӑк пуласса кӗтмелле-и?

Канмалли кунсенче 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пысӑк мар. Тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче вара пирӗн пата сивӗ ҫанталӑк килӗ, сывлӑш температури 15-20 градус ҫеҫ пулӗ. Ҫумӑр ҫумасть, анчах кофта е ветровка тӑхӑнма тивӗ, уйрӑмах – ирхине.

Халӗ вырма ӗҫӗ хӗрсех пырать. Тыр-пула пухса кӗртме лайӑх ҫанталӑк пулӗ-и? Синоптиксем ку ӗҫе вӑраха яма сӗнмеҫҫӗ, уйрӑмах – ӑшша юратакан культурӑсемпе. Кӑҫал кӗркуннехи ҫанталӑк иртерех килме пултарӗ.

Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗччен республикӑра ҫумӑр ҫумӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1404, 1405, 1406, 1407, 1408, 1409, 1410, 1411, 1412, 1413, [1414], 1415, 1416, 1417, 1418, 1419, 1420, 1421, 1422, 1423, 1424, ... 3877
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...