Ӳнер
![]() Унӑн ӗҫӗсем Америкӑра, Италире, Испанире, Францире упранаҫҫӗ. Пултаруллӑ художник картинисемпе халӗ Шупашкарта паллашма май пур. Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Тутарстанри чӑваш художникӗн Валериан Киргизинӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Валериян Киргизин хӑйӗн малтанхи ӳкерчӗкӗсене ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ӳкернӗ. Ашшӗн хучӗсен тӳнтер енне, ал айне лекнӗ хут татӑкӗсем, хут курупкисем ҫине. Валериян Николаевич Лениногорскри музыкӑпа художество педагогика колледжӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. Ун чухнехи Куйбышев хулинчи ӳнер шкулӗнче рисовани учителӗнче 30 ҫул ӗҫленӗ, Тутарстанри Спасскри отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗрентнӗ. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӗсем 60 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Ҫак таранччен вӗсем килӗштерсе, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑннӑ, каҫарма пӗлнӗ. Сӑмах – Канаш хулинче пурӑнакан Иванпа Надежда Поповсем пирки. Поповсем ӗмӗрӗпех Канашра кун кунлаҫҫӗ. Кунтах вӗсем пӗрлешнӗ, ачисене ҫуратнӑ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Надеждӑпа Иванӑн – 3 мӑнук, вӗсен икӗ ачи пур Макар тата Таисия. Канаш районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ Поповсене кевер туйпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наци апат-ҫимӗҫӗн «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) пӗтӗм чӑвашсен регионсем хушшинчи фестивалӗ пуҫланнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программӑра — фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫса хупни, Чӑваш Енре тавар туса илекенсен апат-ҫимӗҫӗпе паллаштаракан куравсем тата апат-ҫимӗҫе туянма май туса пани, чи лайӑх апат хатӗрлекенсен конкурсӗ, шӳрпе пӗҫерме вӗрентни тата ӑна тутанса пӑхма май туса пани. Мероприятие гостеприимнаячувашиякухня.рф сайтра онлайн пӑхма пулать. Унта онлайн-трансляцисен программи те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() "На связи" сайтран илнӗ сӑн Синоптиксем республикӑна кӗрхи ҫанталӑк ҫывхарнине пӗлтереҫҫӗ. Ыран ҫеҫ ашӑ пулӗ, термометр 19-24 градус кӑтартӗ. Юнкун вара чӑн-чӑн кӗркунне пек пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра 14 градус ҫеҫ ашӑ тӑрӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫумӑр ҫукалӗ, эрнекун вара Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 25 литр таран шыв ӳкме пултарӗ. Эрнекун те ҫумӑр ӳкме чарӑнмӗ, 10-15 градус ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче те ҫакнашкал ҫанталӑк пулас хӑрушлӑх пур. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫеҫ ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() News.myseldon.com сайтри сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Туҫи Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ. Юрать-ха, кӳршӗри ҫуртсене ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Пушара 5 автоцистернӑпа сӳнтернӗ. Ҫулӑм ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 44 ҫултискер, самаях суранланнӑ. Унӑн ӳчӗн 20 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Аса илтерер: ӗнер кӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫӗнӗ ҫурт ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи суйлав вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх мерисене туллин пӑхӑнмалла. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнче тунтикунхи планерка ирттернӗ чухне республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев сӑмах хускатнӑ. Яваплисен кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперштабӑн эрнекунхи ларӑвӗ тӗлне сӗнӳсем хатӗрлемелле. Ҫав шутра — республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн те. Ҫавсене шута илсе татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хӑрушсӑрлӑх валли хушма укҫа кирлӗ пулсан уйӑрӗҫ, суйлав комиссийӗсен пайташӗсене вӗрентмелле пулсан вӗрентӗҫ. Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче эпир республика Элтеперне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орагнӗсен депутачӗсене суйлӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри кардиологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти Гладов урамӗнче вырнаҫнӑ) Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ. Кардиологсен, чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗсен пулӑшӑвӗ кирлисене тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Уҫӑ алӑксен кунне кардиологи диспансерӗн регистратурине 8 (8352) 70-95-90 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Пациентсен паспорт, СНИЛС тата медицина полисӗ пӗрле пулмалла. Тухтӑрсене консультаци валли кирлӗ ытти документсене те (медицина картти, анализсем) илни те ытлашши пулас ҫук. Тухтӑрсем консультаци ирттернипе пӗрлех кирлӗ пулсан чӗрен электрокардиографи тӗрӗслевне ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма хӑтланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗрисем ют хулари тӑванӗсене кӗтнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Калаҫнӑ май ҫакскер ҫемье хӑнасене кӗтнине ӑнланса илнӗ. Кӑштахран ҫав ҫын каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл пӑлханчӑк сасӑпа калаҫнӑ. Хулана кӗнӗ чухне ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне лекнине пӗлтернӗ. Руль умӗнче пынӑ чух телефонпа калаҫнӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Кӗҫех вӑл патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне телефона тыттарнӑ. Лешӗ хӑйӗнпе «лайӑх калаҫсан» видеорегистратор ҫинче ҫырӑннине хуратма шантарнӑ. Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ. «ПАИ ӗҫченӗ» карас телефонӗ ҫине 8 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Шупашкар арҫынни арӑмне тӑванӗсем патне тепӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Вӗсем чиперех иккен. Пӑтӑрмах пирки арҫын пакунлисене пӗлтернӗ. Шанкӑравлакансем Краснодар тӑрӑхӗнчен пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хуралтӑсене те кӗле ҫавӑрнӑ. Пушар ӗнер каҫхи 8 сехетре тухнӑ. Ялти ҫынсем ҫулӑма хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах ҫулӑм хӑвӑрт вӑй илсе сарӑлнӑ. Вырӑна пушарнӑйсем килнӗ. Анчах пӳрте тата хуралтӑ таврашӗсене сыхласа хӑварайман. Ҫурт ҫӗнӗскер пулнӑ. Юрать-ха, пушарта никам та шар курман. Халӗ пушар мӗн сӑлтава пула тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Юлашки вӑхӑтра республикӑра ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилни пирки пӗлтертӗмӗр. Паян каллех инкек пулнӑ. Хальхинче – Шупашкарти Алькеш поселокӗнче. Ҫулталӑк ҫурӑри ача Гоголь урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗн 8-мӗш хутӗнчен персе аннӑ. Ку паян 12 сехетсенче пулнӑ. Ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, килте асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) пулнӑ. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулман. Аса илтерер: унччен Канашра – 2 ҫулти, Шупашкарта 3 ҫулти ачасем чӳречерен ӳксе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |