Хулара
![]() Алексей Ладыков Шупашкар хулинче вандалсем пӗр каҫра 30 павильона япӑхлатнӑ. Пуҫтахсем Чернышевский, Энтузиастсен, Б. Хмельницкий урамӗсенчи, Мускав тата Максим Горький проспекчӗсенчи чарӑнусенчи павильонсене сӑрласа пӗтернӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, павильонсен кантӑкӗсене ылмаштарма тивӗ. Ун валли хула хыснинчен 145 пин тенкӗ уйӑрма лекӗ. Алексей Ладыков хулара пуҫтахсене асӑрхасан тӳрех пакунлисене пӗлтерме ыйтнӑ. Пӗрлехи диспетчер службипе те ҫыхӑнма пулать. Унӑн телефон номерӗ — 1383. Ӗҫ вӑхӑтӗнче хула администрацийӗн «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗ» учрежденине 62-01-39 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме юрать. Вандалсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Вӗсене 40 пин тенкӗрен пуҫласа штрафлама е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Туя туй пек тӑвар-и тенӗ курӑнать Канаш районӗнче нумаях пулмасть туя пухӑннӑ ҫамрӑксем. Савӑк самантри видеона вӗсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Видео тӑрӑх хакласан, туй машинисем хирӗҫ ҫул ҫине тухаҫҫӗ, пассажирсем машина чӳречинчен пуҫа кӑларса пыраҫҫӗ... Ҫав видеона курнисенчен хӑшӗсем ӑна ырламан, явап тыттарӗҫ тесе ҫырнӑ. Чӑн та, нумай кӗтме тивмен. Паян Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви туй машинисем тӗлӗшпе 15 протокол ҫырнине пӗлтернӗ. Маларах эпир асӑннӑ кӑлтӑксемсӗр пуҫне водительсен чӳречесене тӗксӗмлетнӗшӗн те явап тытма тивӗ. Кӑшӑлвирус алхасма чарӑнман тапхӑрта пысӑк йышпа ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерме юрамасть. Ҫавӑн пирки те тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗршывра пурнӑҫран майӗпен чӗрӗлет. Ҫакӑ Раҫҫей хӑйӗн чиккине майӗпен уҫма тытӑннинче те сисӗнет. Ҫурла уйӑхн 15-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывран Швейцарине самолетсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Рейссене ҫичӗ кунта пӗрре «Мускав-Женева-Мускав» маршрутпа пурнӑҫлӗҫ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫей Турци, Великобритани тата Танзани чиккисене уҫрӗ. Ҫапла вара самолетсем Стамбула, Анкарана, Лондона тата Занзибара вӗҫме тытӑнчӗҫ. Рейссене Мусквран, Питӗртен тата Дон ҫинчи Ростовран йӗркеленӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Турцинчи Анталья, Бодрум тата Даламан хулине вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшенчен Раҫҫейпе Абхази чиккине те уҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Лира Нурсаитова ярса панӑ сӑнӳкерчӗк Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре каякан федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн пӗр пайне тӗпрен юсанӑ. Юсав ӗҫне А-151 ҫулӑн 5 ҫухрӑмӗ ҫинче пурнӑҫланӑ. «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхану тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫине 4 сантиметр хулӑнӑш асфальтпа бетон хутӑшӗ сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ учреждени пирӗн республика территорийӗпе иртекен ҫулсем ҫинчи 65,5 километр тӑршшӗ трассӑна кӑсал юсама палӑртнӑ, ҫав шутран 53 километр тӑршшӗне тӗплӗн юсӗҫ. Мускавран Хусана ҫитме «М-12» ҫул сарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫула 2024 ҫулта туса пӗтересшӗн. Унпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ. |
Культура
![]() Шупашкарти пӗр урама Габдулла Тукай ятне парасшӑн. Ку шухӑша ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ырланӑ. Ку ыйтӑва Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче иртнӗ мероприятире сӳтсе явнӑ. Ку шухӑша Шупашкарти тутарсен наци культурин автономийӗн пуҫлӑхӗ Хайдяр Сафиуллин сӗннӗ. Тутар наци конгресӗ те Хусанти пӗр урама чӑвашсен паллӑ ҫыннин ятне пама хатӗр. Палӑка тата асӑну хӑмине вырнаҫтарас ыйтӑва та вӑл хӑйӗн ҫине илӗ. «Шухӑша ырлатӑп. Чӑваш Ен тата Тутарстан 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ ҫул ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, икӗ халӑха тата пӗрлештерӗ», - тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pinterest.es сайтри сӑн Атӑл леш енче Сосновка ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫынна вӑкӑр шар кӑтартнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах паян, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, пулнӑ. Арҫынна вӑкӑр тӗкнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, алли суранланнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Унта вара тухтӑрсем вӑкӑр унӑн ӳпкине шӑтарнине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Ҫутҫанталӑк
Европӑри вӑрмансем сахалланса юлнишӗн чи малтанах этем яваплӑ. Кивӗ тӗнчере ҫын ури пырса пусман вӑрман тупма май ҫук ӗнтӗ, анчах хальхи вӑхӑтра кунта аркатаканӑн утти ҫеҫ мар. Вӑрманти ҫутҫанталӑкӑн упранса юлнӑ лаптӑкӗсене час-часах уйрӑм майпа хӳтлӗхре усраҫҫӗ, ҫыннисем те унта ытларах ырӑ шухӑшпа килеҫҫӗ. Хӑй тӗллӗн ӳссе ларнӑ вӑрман лаптӑкӗ Европӑра пурӗ 27 ҫеҫ шутланать, анчах та юлашки ҫулсенче ырӑ туртӑмсене те асӑрхама пулать, сӑмахран, тискер чӗрчунсем таврӑнаҫҫӗ, вӑрман лаптӑкӗсем те ӳсеҫҫӗ. Европӑра халӗ чи пысӑк «вӑрман утравӗсем» Раҫҫейре, Финляндире, Швецире, Норвегире тата Румынире сыхланса юлнӑ. Ормьернкампен — Норвегири чи пӗчӗк наци паркӗ, вӑл Ослоран 200 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле Гёусдал коммунӑра, Оппланн хвӳлкӗре (Норвегири администрациллӗ пайланӑвӗн ячӗ; облаҫпе тан) вырнаҫнӑ. Парк лаптӑкне чӑрӑш вӑрмансем йышӑнаҫҫӗ, кӳлӗсемпе шурлӑхсем пур. Кунта Норвегире урӑх ниҫта та тӗл пулман ӳсентӑрансене курма пулать, ҫакӑнпа вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать те. Финляндишӗн вӑрмансем питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ. |
Сывлӑх
![]() Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 56 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене тата тепӗр 37 тӗслӗх шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 6 811 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 3 857 ҫын, вӗсенчен 65-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 898 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,97. Сӑмах май каласан, Раҫҫей ӗнертенпе тӑватӑ ҫӗршывпа: Турципе, Великобританипе, Абхазипе тата Танзанипе – хӑйӗн чиккине уҫрӗ. Турцие, Великобритание тата Танзание самолетсем вӗҫме тытӑнчӗҫ. Ют ҫӗршывран килекенсен килтен тухмасӑр ик эрне ларма тивмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ryazan.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи Чаканар Упинче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ. Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ. Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӳршӗ регионта пурӑнакан икӗ ҫын Чӑваш Енри лавккасенчен япаласем вӑрланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче Улатӑрта лавккасенчен хаклӑ йышши эрех, парфюм ҫухални пирки полицие пӗлтерме тытӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрӑсене тупса палӑртнӑ. Вӗсем – Мӑкшӑ Республикинчи гастролерсем. Арҫынпа хӗрарӑм машинӑпа ҫӳренӗ, икӗ сехет хушшинче виҫӗ лавккана кӗрсе 9 кӗленче виски, 5 мартини, 13 дезодорант, 6 шӑл пасти, боритва станокӗ вӑрттӑн йӑтса тухнӑ. Улатӑрти полицейскисем Мӑкшӑ Республикине кайса 30 ҫулти арҫынна тата 42 хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӗсем унччен те вӑрланӑшӑн айӑпланнӑ-мӗн. Арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем ҫакнашкал ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |