Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай сербсен паллӑ ҫыравҫин калавӗсен пуххине чӑвашла куҫарса кун ҫути кӑтартнӑКультура
![]() Кӗнеке хуплашки «Йӗкрешсен пурнӑҫӗнчен» — ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай серб халӑхӗн ку чухнехи паллӑ ҫыравҫин Милутин Джуричкевичӑн хӑй чӑвашла куҫарнӑ калавӗсен ҫак кунсенче Шупашкарта кун ҫути курнӑ пуххине. Кӗнеке ячӗ хӑйех пире ку калавсенче сӑмах мӗн пирки пынине уҫӑмлӑн калать — ҫапла, ҫапла: М. Джуричковичӑн питех те ансат та сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ кӗске калавӗсенче эпир аякри сӑрт-туллӑ ҫӗршывра икӗ пӗртӑван-йӗкреш еплерех ӳссе харсӑр та пултаруллӑ йӗкӗтсем пулса тӑни ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Кулмалли те пайтах ку калавсенче, тарӑн шухӑша яраканни те, куҫҫуль кӑлараканни те. «Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ», — тенӗ ваттисем. 2019 ҫулта Белградра, «Алма» издательствӑра Валери Туркайӑн Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑччӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе М.Джуричкович та хастар хутшӑннӑччӗ, чӑваш поэчӗн сербла тухнӑ кӗнеки валли ятарласа статья ҫырнӑччӗ. Халӗ вара чӑваш вулаканӗ серб ҫыравҫи калавӗсене тӑван чӗлхипе вуланса киленме пултарать. Милутин Джуричкович, серб халӑхӗн паллӑ поэчӗ, прозаикӗ тата литературовечӗ, 1967 ҫулта Югославири Дечаны ятлӑ хулара ҫуралнӑ. | ||
Тӗнчере
![]() Чӑваш ҫыннисем Черногорие кайма пултараҫҫӗ. Ырантан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Черногори Раҫҫей ҫыннисемшӗн хӑйӗн чиккине уҫассине пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӗршыв «симӗс» зонӑна Раҫҫее кӗртнӗ. Анчах унта пирӗн патран самолетсем хальлӗхе вӗҫмеҫҫӗ. Кӑшӑлвируса пула хупӑннӑ чикӗсем майӗпен уҫӑлма тытӑнчӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршыв Турци, Великобритани, Танзани тата Абхази чиккисене уҫрӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен самолетсем Швейцаринчи Женева хулине эрнере пӗрре вӗҫме тытӑнӗҫ. Абхазие Краснодар крайӗнчи Адлерти чукун ҫул вокзалӗнчен тата Сочири аэропортран пӗрлехи билетпа ҫитме май килӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ. Пӗрлехи билетпа Абхазинчи пилӗк хулана: Гагрӑна, Пицундӑна, Гудаутӑна, Ҫӗнӗ Афона тата Сухума — кайма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() misis.ru сайтри сӑн Канмалли кунсенче КВН тӗнчине лайӑх хыпар сарӑлнӑ – Чӑваш Енри команда ҫурмафинала тухнӑ. КВН вӑййине федераци каналӗпе ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑтартнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пӗрлештернӗ команди премьер-лигӑра пулнӑ. Пирӗн ентешсем маттурлӑхӗпе палӑрса ҫурмафинала тухнӑ. Вӑйӑ маларах иртнӗ, ӑна вара халь кӑна кӑтартаҫҫӗ. ЧПУ командин эфирӗ малтан пулнӑ, 4-мӗш вӑйӑ вӗҫленсен Дмитрий Хрусталев ЧПУн пӗрлештернӗ команди те ҫурмафинала тухни пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Канмалли кунсенче Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна каллех шӑрӑх килет. Ыран Шупашкарта – 21-23 градус, республикӑра 26 градус таран ӑшӗ пулӗ. Эрне варринче термометр 30 градус кӑтартӗ. Эрнекун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче каллех кӑштах сивӗтӗ. Вырсарникун ҫумӑр ҫума пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ҫумӑр килӗ, 15-20 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Кун хыҫҫӑн ҫанталӑк нумайлӑха мар ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енре Чаваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине тата Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне уявлассине пӗлтернӗччӗ. Анчах хальлӗхе кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру массӑллӑ мероприятисем ирттерме памасть. Ҫавна май палӑртса хунӑ хӑш-пӗр мероприятие хӗллене куҫарӗҫ, теприсене онлайн режимра ирттерӗҫ. Чӑваш Ен хальлӗхе кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли виҫҫӗмӗш тапхӑра кӗмен-ха. Массӑллӑ мероприятисене вара ун чухне ҫеҫ ирттерме юрать. Хӗлле фейерверксен фестивалӗ, ҫутӑ шоу иртӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене Ҫӗнӗ ҫулта йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() syktsu.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсене студентсене медицина маскисемпе кӗртӗҫ. Кун пирки «Новости» информаци агентстви пӗлтерет. Анчах пурте маскӑпа ҫӳремӗҫ. Организмра антитела пур тӑк маска тӑхӑнмасан та юрать. Ку студентсене те, вӗрентекенсене те пырса тивет. Медицина маскисемпе аслӑ шкулӑн тивӗҫтермелле. Ҫавӑн пекех лекци вуланӑ чухне вӗрентекенӗн медицина маскине хывма юрать. Ют ҫӗршывран, «хӗрлӗ зонӑран» килнӗ студентсене вара уйрӑмах сӑнӗҫ. Вӗсен карантинра 14 кун ларма, кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ пама тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнче пӗр хӗрарӑм кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Ку пӑтӑрмаха курнӑ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Ку паян ҫӗрле 2 сехетре Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Кӗпертен ӳкнӗ хӗрарӑма иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Вӑл йӑлтах юнланса пӗтнӗ пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл нумай вырӑнта шӑммисене хуҫнӑ, ӳчӗ ҫинче сурансем пур. Тухтӑрсем хӗрарӑма реанимацие илсе кайнӑ. Палӑртмалла: кӗпер ҫинчен ӳкнӗ хӗрарӑм 42 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Евгений Григорьев Чӑваш эстрада артисчӗсем депутата суйланасшӑн. Ку хыпара эпир Тутарстанри «Сувар» хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтмӗр. Унта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Андрей Кузнецов, Алексей Московский тата Евгений Григорьев муниципаллӑ фильтртан самовыдвиженецсем пек иртес тесе хӑйсен округӗсенче алӑ пуснисене пуҫтараҫҫӗ. Евгений Григорьев Шупашкарти 2-мӗш округра, Алексей Московский 10-мӗшӗнче, Андрей Григорьев 3-мӗш округра». «Депутат опычӗ вӗсенчен Андрей Кузнецовӑн кӑна пур», — тесе Константин Малышев тӗрӗсех палӑртнӑ. Андрей Кузнецов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Выртан каска мӑкланнӑ теҫҫӗ те. талпӑнмалла, шикленмелле мар. Никам та депутат пулса ҫуралмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Турханти тухтӑр-волонтерсем ырӑ ӗҫ тума ӳркенмеҫҫӗ. Хастарсене вырӑнти Анатолий Кольцов тухтӑр хавхалантарса пырать. Хальхиче вӗсем тавралли ялсенче хут пуҫтарнӑ. Пӗтӗмпе пӗр тоннӑна яхӑн пуҫтарӑннӑ. Ҫав укҫапа виҫӗ велосипед туяннӑ. Ӑна ачасене парнеленӗ. Маларах хастарсем 85 ҫулти Любовь Дубининӑна кӑмака туса панӑччӗ. Ачасем кивӗ кӑмакана пӑснӑ, ҫырмаран тӑмпа хӑйӑр йӑтнӑ. Тухтӑр-волонтерсен пӗтӗм Раҫҫейри уйрӑмӗн Турханти уйрӑмне 2018 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл вырӑнти шкул никӗсӗ ҫинче тӗпленнӗ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче уйрӑм волнтерсен конкурсӗнче «Чи лайӑх социаллӑ проект» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Ен илемлӗ вырӑнсемпе пуян. Вӗсем хушшинче ятарласа хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсем те пур. Вӗсенчен пӗринче, «Присурский» заповедникра, хур-кӑвакал йышне шутланӑ. Шывра ишекен кайӑк йышне заповедникра ҫулсерен палӑртаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе кайӑксем йӑвана ларса чӗпӗ епле кӑларнине пӗлес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чи малтанах кайӑк кӑвакал чӗпписене шута илеҫҫӗ. Заповедникӑн Улатӑрти вӑрманӗсенче кӑвакал чӗпӗ кӑлармалли вырӑн йышлах мар. Ҫавна май кӑвакалсем заповедникӑн Сӑр тӑрӑхӗнчи кӳллисене кӑмӑллаҫҫӗ. Кайӑк кӑвакалӑн хӑш-пӗр ӑрачӗ пусма кашни ҫулах лармасть. Хур-кӑвакал кӑҫал чӗпӗ кӑлараслӑхӗн кӑтартӑвне «Присурский» заповедник орнитолгӗсем вӑтам тесе пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |