Экономика
![]() чувашинформ.ру сайтри сӑнӳкерчӗк Паян пирӗн республикӑра ҫӗнӗ канаш йӗркеленӗ. Унӑн ячӗ — Инвестици тата усламҫӑсен пуҫарулӑхне аталантарас, предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ. Указа республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документра каланӑ тӑрӑх, канаша инвестицин пӗрлехи политикине йӗркелес тата пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе туса хунӑ. Асӑннӑ канаш республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӗпе хурса ӗҫлемелле. Ҫӗнӗ канашӑн ертӳҫи республика Элтеперӗ хӑй пулӗ. Канаш йышне те вӑл хӑех ҫирӗплетӗ. Кун пирки те Указра палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ачасене хушма пӗлу паракан тытӑмра ӗҫлекенсен професси ӑсталӑхӗн «Сердце отдаю детям — 2020» (чӑв. Чӗреме ачасене паратӑп — 2020) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн республикӑри тапхӑрн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Номинацисем темиҫе пулнӑ. Ӳнер енӗпе Ҫӗмӗрлери Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗ Наталья Варжина мала тухнӑ, физкультурӑпа спорт енӗпе — Шупашкарти «Акварелька» 162-мӗш ача пахчинчи физкультура инструкторӗ Елена Старова, социаллӑ педагогика енӗпе — Шупашкарти 42-мӗш шкулти Светлана Шишулина логопед, техника енӗпе — Шупашкарти Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнчи Татьяна Андреева педагог. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Gtrkkursk.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран тепӗр пӗр ҫын вилнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен каварлӑ инфекци 65 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Паянхи кун тӗлне 7144 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 4573-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 123 ҫын чире парӑнтарнӑ. Юлашки кунсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ сахалланса пырать. Паян ку списока 36 ҫын хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кӑшӑлвирусран 2505 ҫын сипленет. Сӑмах май, кӑшӑлвирус сарӑлассин индексӗ 1,03-е ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Инспекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Надежда Ивановӑна шаннӑ. Сӑмах май, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе инспекци пуҫлӑхӗн тивӗҫне Виктор Кочетков пурнӑҫлама тытӑннӑ, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӑна пуҫлӑх пуканне шанса панӑ. Унччен вӑл ҫав ӗҫре 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗччен тимленӗччӗ. Ӑна Михаил Игнатьев Элтепер ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫамрӑк артистсем, виҫӗ хӗрпе икӗ каччӑ, ӗҫе вырнаҫнӑ. Коллектива вӗсемпе коллектива театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев паллаштарнӑ. Ҫамрӑксем Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӗсен педагогӗ пулса театрӑн артисчӗ Ирина Иванова ӗҫленӗ. Ҫамрӑксене артист пултарулӑхне хӑнӑхтарма РСФСР халӑх артисчӗ Николай ГРигорьев, театр артисчӗ Алексей Герасимов нумай тӑрӑшнӑ. Театр директорӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн Роза Лизакован тӳпине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе труппа йышне чакармасӑр коллектив йышне ӳстерме май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Атӑл ҫыранне тасатмалли пӗрлехи кун пулӗ. Акцие йӗркелекенсем аслӑ юханшывӑн тӑрӑмӗ пирки шухӑшламалли пирки аса илтересшӗн. Вӑл — ҫӗршывӑн мӑнаҫлӑхӗ ҫеҫ мар, стратегилле хаклӑ ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ те. Акцие йӗркелекенни — экохастарсен «Чистая среда» (чӑв. Таса тавралӑх) юхӑмӗ. Атӑл ҫыранне тасатма кирек кам та хутшӑнма пултарать. 5-7 ҫынран тӑракан ушкӑнпа калаҫа татӑлса тухма сӗнеҫҫӗ. Ушкӑнӑн кураторӗ е кординаторӗн экохастарсен «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи официаллӑ аккаунтсенче хӑйӗн йышӗпе паллаштармалла. Паянхи куна виҫӗ ушкӑн пухӑннӑ. Акцие хутшӑнакансене пӗрлехи чата пухӗҫ, тирпейленӗ вӑхӑтра унта тӗрлӗ ӗҫ хушса ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Love.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер трейдинг интернет-сайта кӗнӗ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ҫухатнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Финанс аналитикӗ имӗш вӑл. Арҫын ӑна криптовалютӑна сутма вӗрентме шантарнӑ. Ҫапла майпа хӗрарӑм палламан суту-илӳ лапамӗнче счет уҫнӑ. Хӗрарӑм вара электронлӑ суту-илӳре темех пӗлсе кайман. Вӑл арҫын ярса панӑ программӑсене лартма килӗшнӗ. Арҫын 10 кунра укҫа ӗҫлесе илме пулӑшасси пирки юмах ҫаптарса шанчӑка кӗнӗ. Аферист хӗрарӑма кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ, пысӑк процент шантарнӑ. Кредита парсанах арҫын хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана тӗрлӗ электронлӑ енчӗксем ҫине куҫарнӑ. Хӑй вара ҫухалнӑ. Хӗрарӑм ӑна 1 миллион та 140 пин тенкӗ «парнеленӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене пӗр талӑкра тата тепӗр 34 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 7 108 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 4 450 ҫын, вӗсенчен 71-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 594 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,96. Пирӗн ҫӗршывра кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑна регистрациленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вакцина пирки ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин ертсе пынипе паян ирттернӗ канашлура калаҫу пуҫарнӑ. Препарата «Гамалеи» центрта тата «Биннофарм» предприятире туса кӑларӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра халӑха вакцинацилеме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Pervo.ru сайтри сӑн Следовательсем Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти арҫын ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Следовательм палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл 50 ҫулти пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна уринчен пӑшалтан пенӗ. Арҫын кӗске вӑхӑтран йывӑр суранне пула вилнӗ. Хайхискер тискер ӗҫ йӗрне пӗтерес тесе вилене кавирпе ҫавӑрнӑ та килӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана илсе тухнӑ. Арҫын кӗлеткине ялти пӗр ҫын ӑнсӑртран асӑрханӑ. 65 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл ирӗкре пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Livekuban.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 74 ҫулти старик карточка ҫинче укҫа самаях пухнӑ. Укҫипе мӑнукӗ усӑ курнӑ, аслашшӗ вара ирӗк паман ӑна. 16 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче каччӑ аслашшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Лешӗ ӑна хӑйӗн банк каррттине апат-ҫимӗҫ туянма панӑ. Мӑнукӗ вара хӑйӗн телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ та ватӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчи укҫана хӑйӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 320 пин ытла тенкӗ. Ку укҫапа вӑл хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Кӗҫех 16-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |