Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Козлова спортра ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑл нумаях пулмасть грозный хулинче йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Александра 59 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл штангӑна тӗртсе 92 килограмм йӑтнӑ, тӗксе 108 килограма парӑнтарнӑ. Ҫапла майпа вӑл пӗтӗмпе 200 килограмм пухса малти вырӑна тухнӑ. Александра Козлова нацин пӗрлештернӗ командине кӗрӗ. Ку кӗркунне команда Мускавра иртекен Европа чемпионатӗнче ҫӗршыв чысне хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Елчӗк районӗнче пурӑнакан икӗ каччӑ салтака каяссишӗн хыпса ҫунман. Халӗ вӗсене ҫавӑншӑн суд тусах явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 тата 22 ҫулсенчи икӗ каччӑ ҫар ретне тӑма юрӑхлӑ пулнӑ. Сывлӑх ҫирӗппине, ҫӗршыва хӳтӗлеме пултарнине тухтӑрсем палӑртнӑ. Салтака юрӑхлӑ каччӑсене 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар комиссариантне чӗнсе повестка тыттарнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитнӗ, анчах каччӑсем ҫар комиссиариатне пыман. Салтакран тарса ҫӳреҫҫӗ тесе вӗсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫартан пӑрӑнма пӑхнӑ каччӑсене суд 20 тата 25-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Маларах Ҫӗмӗрлери каччӑна явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче чӑваш чӗлхине ӑша илме май паракан аудиокурс йӗркеленӗ. Ӑна пуҫараканӗ – «Хавал» ушкӑн ертӳҫи Владимир Блинов (Алпарух). «Сӑмах май» пабликра Алпарух чӑваш чӗлхин сӑнавне аудиокурсне вырнаҫтарнӑ. Курс ячӗ пабликпа пӗр килет. Вӑл «Сӑмах май» ятлӑ. Курс виҫӗ пайран тӑрать: 1. Тӑвалалла; 2. Малалла; 3. Шалалла. Унсӑр пуҫне Александр Блинов «Сасӑ кӗнеки» уйрӑм приложени хатӗрленӗ. Паянхи кун тӗлне Алпарух темиҫе урок вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. Сӑмахран, чӑваш чӗлхинче тӗл пулакан, анчах вырӑс чӗлхинче ҫук «Ӑӑ», «Ӗӗ», «Ӳӳ», «Ҫҫ» саспаллисемпе паллаштарнӑ. Е тата тӑван чӗлхемӗрте сӑмахсенчи пусӑм хӑш сыпӑк ҫине ӳкни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗнер Мускаври специалист семинар ирттернӗ. Ӑсталӑх сехетне «IMHO» компанин (вӑл Рунетра реклама сутассипе рынокра хӑйӗн шанчӑклӑ вырӑнне тупнӑ) суту-илӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Антонова килсе ҫитнӗ. Мускаври специалист хаҫатсене, сайта тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене реклама илӗртмелли вӑрттӑнлӑхсене уҫӑмлатнӑ. Журналистсемпе реклама менеджерӗсем ҫӗннине, кӑсӑклине нумай пӗлме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене те уҫӑмлатнӑ. Ольга Антонова – чӑваш хӗрӗ. Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑскер темиҫе ҫул каяллах Мускавра тӗпленнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти шкулсенче студентсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫак ыйтӑва ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтелте» сӳтсе явнӑ. Аслӑ курссенче вӗренекенсене Шупашкарти шкулсем ӗҫе йышӑнма хирӗҫ мар. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫӗршыв Президенчӗ вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртме йышӑнчӗ. Аслӑ шкулсенче «Вӗренӳ тата педагогика науки» енпе пӗлӳ илекенсем алла диплом иличченех шкулта ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах вӗсен виҫӗ ҫул вӗренмелле, сессисене лайӑх паллӑсемпе вӗҫлемелле. Кружоксемпе секцисенче хушма пӗлӳ пама иккӗмӗш курс хыҫҫӑнах йышӑнӗҫ. Шупашкарти шкулсене студентсене ӗҫе илес ыйтупа педуниверситетпа хулари вӗренӳ уппавленийӗн, шкулсен килӗштерсе ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Зоя Гайбуллова Мурманск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине кӑҫалхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен Зоя Гайбуллова (Степанова) ертсе пыма тытӑннӑ. Зоя Ивановна Красноармейски районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2000 ҫулта Мурманска куҫса кайнӑ. Унта вӑл «Норникель» предприятире тӗп инженер пулса тӑрӑшать. Мурманскри чӑвашсен ҫӗнӗ ертӳҫи 1987 ҫулта Шупашкарти строительсем хатӗрлекен техникумран вӗренсе тухнӑ, Питӗр хулинчи шыв коммуникацийӗсен университечӗн Мурманскри уйрӑмӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Зоя Гайбуллова (Степанова) тӑван тӑрӑхпа та ҫыхӑнӑва татман. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Мурманск тӑрӑхӗнчи чӑвашсене пӗр ҫӗре чӑмӑртассипе ҫине тӑрать, тӗрлӗ мероприяти ирттерет, тӑван халӑхӑмӑр культурипе ыттисене паллаштарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Марина Карягина тележурналист очерксен ярӑмӗ хатӗрлеме пуҫӑннине пӗлтернӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Владимир Павловпа паллаштарнӑ. 70 гектар ҫинче ӳрӗк кил хуҫи кишӗр, севок, ытти культура ӳстерет. Унӑн хуҫалӑхӗнче – 30 лаша, сумалли 12 ӗне, темиҫе вӑкӑр. Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ӗҫне юратаканскерӗн чунӗ ачаранах шкултан колхоз ферминелле, хирелле туртнӑ. «Ҫакӑн пек маттур та пултаруллӑ ҫынсем тытса тӑраҫҫӗ паянхи яла. Пӗтме памаҫҫӗ. Халӑх пуласлӑхӗ, шанчӑкӗ вара – ял. Мускава ҫӳресен – тарҫӑ чӑваш, килте юлсан – хуҫа. Асатте-асаннесене ҫак ҫӗрех тӑрантарнӑ», – юратса паллаштарнӑ Марина Карягина телекӑларӑм геройӗпе Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Tass.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри министрсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки декларацисем тӑратнӑ. Чи нумай ӗҫлесе илекен министр Дмитрий Краснов пулнӑ, вӑл экономика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вӑл 2019 ҫулта 4 843 271 тенкӗ илнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ вара 10 миллион та 600 пин тенкӗ тупӑш тунӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр РФ президенчӗ Владимир Путин 9 726 595 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамоновӑн тупӑшӗ 3 773 366 тенкӗпе танлашнӑ. Урӑх тупӑш – 5 601 132 тенкӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – строительство, архитектура тата ЖКХ министрӗ Александр Героев. Вӑл декларацире 3 674 756 тенкӗ тупӑш кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗҫе кайса суранланакансен йышӗ пирӗн республикӑра кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче уйӑхӗсенче чакнӑ. Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суранланакансен шучӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 9,5 процент сахалрах. Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 105 ҫын ӗҫе кайсан шар курнӑ, 66-шӗ ҫӑмӑллӑн суранланнӑ, 22-ӗшӗ— йывӑр, 17-шӗ вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхра 116 ҫын аманнӑ. Кӑҫал шар курнисенчен 71-шӗ — арҫынсем, 34-шӗ — хӗрарӑмсем. Инкексем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнипе (34 тӗслӗх, е 32,4 процент), япала пырса ҫапӑннипе е машина пырса кӗнипе (24 тӗслӗх, е 22,9 процент), ҫул-йӗр ҫинчи пӑтармахсемпе (11 тӗслӗх, е 10,5 процент) тата ытти сӑлтавпа пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче урамра суту-илӳ тӑвакансемпе кӗрешеҫҫӗ. Урамра сутма чармаҫҫӗ-ха. Анчах ӑҫта кирлӗ унта юрамасть. Ятарлӑ вырӑнта суту-илӳ тумалла, сутуҫӑсен кирлӗ хутсем пулмалла. Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн специалисчӗсем йӗрке хуралҫисемпе черетлӗ хутчен рейда тухнӑ. Вӗсем Ленин проспектӗнчи 26, 28, 47 тата 49-мӗш ҫуртсен умӗнче сутакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса ӑна административлӑ комиссие ярса парӗҫ. Уйрӑм ҫынсен 1 пин тенкӗрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлемелле, ӗҫ вырӑнӗ йышӑнакансен — 3-7 пин тенкӗ, предприяти-организацисен — 30-50 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |