Ҫул-йӗр
![]() А.Г. Николаев ячӗллӗ Шупашкарти аэропорт питех те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Турцире канма кӑмӑллакансем кӑҫал та ҫав ҫӗршыва ҫитсе курайӗҫ. Тӳрӗ рейс пулмӗ те, анчах авиакомпанисенчен пӗри Мускав урлӑ илсе кайма палӑртать. Федераци шайӗнче Турци чиккине ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫассине пӗлтерчӗҫ. Малтанласа самолетсем икӗ хулана: Стамбула тата Анкарана — вӗҫӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн Турцинчи тӗп курорт хулисене: Антальяна, Бодрума тата Даламана. Шупашкартан Турцине хальлӗхе Мускав урлӑ ҫеҫ вӗҫме май килӗ. Ҫавна май «Северный ветер» компани Шупашкартан Турцине каякансене Мускавран Турцине вӗҫекен самолетпа ҫыхӑнтармалли рейссем уҫма палӑртнӑ. Турцие Мускав урла каякан самолет Шупашкартан ҫурла уйӑхӗн 3, 10, 13, 20, 24, 31-мӗшӗсенче, авӑн уйӑхӗн 3, 10, 14, 21, 24-мӗшӗсенче, юпа уйӑхӗн 1, 5, 12, 15, 22-мӗшӗсенче 15 сехет те 50 минутра хускалмалла. Турцие 19 сехет те 50 минутра ҫитмелле. Шупашкартан Мускава «А-321» аэробус илсе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() culture.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем мӗнле вӗренӗҫ? Ара, пандемие пула ҫуркунне дистанци мелӗпе ӑс пухма пуҫларӗҫ-ҫке-ха. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем унчченхи пекех парта хушшине ларӗҫ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ. Малтанах ведомство авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасене йӑлана кӗнӗ линейкӑна пухасшӑн пулман. Паллах, ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ вара урӑхларах палӑртнӑ: эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулсан линейка иртӗ. Ачасем унчченхи пекех вӗренӗҫ, парта хушшине ларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 06239.com.ua сайтри сӑн Шупашкарти ача пахчисенче хальлӗхе дежурнӑй ушкӑнсем ҫеҫ ӗҫлӗҫ. Ачасене утӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 3-мӗшӗччен йышӑнасси пирки ашшӗ-амӑшӗн чатӗсенче хыпар сарӑлнӑ. Анчах управлени пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ку суя хыпар. Ача пахчисем чарусене пӑрахӑҫламалли виҫҫӗмӗш тапхӑра кӗрсен ҫеҫ уҫӑлӗҫ. Хальлӗхе республика иккӗмӗш тапхӑра кӗме хатӗрленет. Ҫавна май ача пахчисене дежурнӑй ушкӑнсем ҫеҫ ӗҫлӗҫ-ха. Ачасенчен кӑшӑлвируспа чирлеменнине кӑтартакан справка ыйтӗҫ-и е ҫук-и – паллӑ мар-ха, ҫакна Роспотребнадзор татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() sochi-express.ru сайтри сӑн Ку эрнере пирӗн пата шӑрӑх ҫанталӑк таврӑнӗ. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтереҫҫӗ. Анчах шӑрӑх кунсем нумайлӑха тытӑнса тӑмӗҫ. Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ-ха, анчах ҫумӑрсем ҫукалӗҫ. Вӑл ӑҫта тата хӑҫан ҫӑвассине пӗлсе пӗтерме ҫук. Ҫавӑнпа синоптиксем сунчӑк йӑтса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Ытларикун Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 15 литр шыв ӳкме пултарать. Эрне варринче термометр 25-30 градус кӑтартӗ. Пӑчӑ пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсем тӗлне ҫанталӑк каллех уҫӑлтарӗ. Ан кулянӑр: шӑрӑх та пирӗнтен нумайлӑха каймасть, ҫитес эрнерех таврӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫивӗч ыйту сиксе тухсан халӗ унчченхилле хаҫата пӗлтерме кирлех те мар. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫырсан тӳре-шара тӳрех асӑрхать, кӑлтӑка вӑхӑтра татса пама тӑрӑшать. «Чувашская Республика» (чӑв. Чӑваш Республики) паблик тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ушкӑнӗсенче ҫынсен ыйтӑвӗсем татӑлаҫҫӗ. Республика влаҫӗ комментарисене вуланипе тата хуравланипех ҫырлахмасть, ыйтӑва татса пама тӑрӑшать. Иртнӗ эрнере, тӗслӗхрен, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнчи Завод урамӗнче пурӑнакансем йӑлари каяша турттарса кайманнине хыпарланӑ. Ҫӑхава Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ асӑрханӑ хыҫҫӑн контейнерсем самантрах пушаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() artfile.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре хальлӗхе вӑрмана кайма юрамасть. Ку чару ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗччен вӑйра пулӗ-ха. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чарусене Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Кире, Сӗнтӗрвӑрри, Сӑнав, Шупашкар, Шӑмаршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне лесничествисенче пӑхӑнмалла. Вӑрмана кӗме юрамасть кӑна мар, унта массӑллӑ мероприятисем ирттерме, транспортпа пыма та юрамасть. Ку пурте усӑ куракан ҫулсене пырса тивмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ-ха. Лавккасенче, общество транспортӗнче халӑх маскӑсӑрах йышлӑн ҫӳрет. Маска тӑхӑнмалли пирки пысӑк суту-илӳ центрӗсенче приемникпа асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ те, анчах халӑхӑн самай пайӗ ӑна итлемест, лавкка хуралҫисем те маска пирки аса илтермеҫҫӗ. Фейсбукра пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн Мускавра ӗҫлекен хӗрне пуҫлӑх Чӑваш Ене ярасшӑн пулман. Вӑл ӑна пирӗн тӑрӑхра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ начар, апла пулсан ҫӗршывӑн тӗп хулине таврӑнсан икӗ эрне карантинта ларма тивӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Мускаври организацире ӗҫлекен Шупашкар хӗрӗн пуйӑс ҫине туяннӑ билета каялла тавӑрса пама, канмалли кунсене ҫӗршывӑн тӗп хулинчех ирттерме тивнӗ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Финанс министерствинче ведомствӑн ертӳҫи пулнӑ Николай Смирнова саламланӑ. Ӑна 65 ҫул тултарнӑ ятпа министерство ӗҫченӗсем тата Михаил Ноздряков вице-премьер — финанс министрӗ ырӑ суннӑ. Юбиляра «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» юбилей медалӗпе чысланӑ. Николай Васильевич пурнӑҫӗн пысӑк пайне финанс службине тата республикӑн хысна тытӑмне халалланӑ. Финанс министерствинче вӑл 32 ҫул ӗҫленӗ, ҫав шутран 18 ҫулӗнче министр тилхепипе пулнӑ. Юбиляр пирки Чӑваш Ен Финанс министерствинче ырӑпа калаҫҫӗ, унӑн тӑрӑшӑвӗ сумлӑ пулнине аса илеҫҫӗ. Николай Смирнов юбилейпе самламланӑшӑн тав тунӑ, укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва виҫсе хакласа тума сунса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Куславкка районӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче муниципалитетӑн гимне ҫырма конкурс ирттерессине пӗлтерчӗҫ. Ыран — заявкӑсене йышӑнмалли юлашки кун. Конкурса уйрӑм ҫынсем те, предприяти-организацисемпе учрежденисем те хутшӑнаяҫҫӗ. Профессилле е хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен, поэтсен, пултарулӑх студийӗсен ӗҫӗсене те хаваспах йышӑннӑ. Конкурса камсем хутшӑнассине утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтермелле. Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнере Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хир пушаннӑ май кӗрхисем валли ҫӗр хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе 45,4 пин гектар сухаланӑ. Сӑмах май, республикӑри 11 районта вырмана тухнӑ. Паянхи кун тӗлне илсен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 4,7 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ, тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 36,1 центнер тухать. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр гектартан 26,2 центнера ларнӑ. Елчӗк районӗнче ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ, Куславккапа Хӗрлӗ Чутай районӗсенче пахча ҫимӗҫ пухса кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхсем выльӑх апачӗ хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑкран утӑ, сенажпа силос хатӗрлеҫҫӗ. Муркаш районӗнче витаминлӑ утӑ ҫӑнӑхӗ 170 тонна янтӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |