Сывлӑх
![]() prohvost.club сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнчи психоневрологи интернатӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Унта ӗҫлекен 13 ҫыннӑн тата интернатра пурӑнакан 18 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче унти 1 ӗҫчен тата 4 пациент чирлени пирки Роспотребнадзора хыпар ҫитнӗ. Тепӗр кун тухтӑрсем вӗсемпе хутшӑннӑ ҫынсене тӗрӗсленӗ. ОРВИпе тата ӳпке шыҫҫипе чирлӗ 51 ҫынна изоляци тума, пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 31 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, малтанах чирлесе пысӑк температурӑпа выртнӑ ҫынсене ыттисенчен уйӑрманни кӑшӑлвируса интернатра сарӑлма май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенчи пӑтӑрмахсемпе инкексене сӑнаса тӑракан центр уҫӑлӗ. Ку ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Центр коммуналлӑ пулӑшу сферинчи тӑрӑма сӑнаса тӑрӗ. Хамӑр республика шайӗнче ҫеҫ мар. Мӗнпур информаци Мускава, Раҫҫейӗн Строительство министерствине, кайӗ. Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ тытӑм ЖКХри лару-тӑрӑва ҫӗршыв шайӗпе сӑнаса тӑма май парӗ. Хальлӗхе тытӑм сӑнавлӑ мелпе ҫӗршывӑн 47 регионӗнче ӗҫлет. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ытти регионсен те пӗрлешмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Шкулсенче, сӑмахран, уроксене тӗрлӗ кабинетра ирттерме чарӗҫ. Унччен кашни предметпа урок тӗрлӗ кабинетра иртнӗ. Малашне апла юрамӗ. Ҫак йышӑну ачасене пӗр-пӗринпе ытлашши хутшӑнасран асӑрхассипе ҫыхӑннӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта тухса калаҫнӑ вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе туса ирттермелли мерӑсем пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫав шутра — вӗренӳ учрежденийӗсем валли термометрсем тата антисептик валли дозаторсем туянасси. Укҫана республикӑн резерв фондӗнчен уйӑрма шухӑшласҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хитреленнӗҫем хитреленет, хӑтлӑланнӑҫем хӑтлӑланать. Ҫакна ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче ҫеҫ мар, тӗрлӗ ҫӗршывра пулса курнисем те палӑртаҫҫӗ. Атӑлӑн Мускав ҫыранӗнчи спорт зони тӗрлӗ оборудованипе тата пуянланмалла. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен ландшафт тӗмескисем, скейт-парк, дарт- тата памп-трексем вырнаҫтармалла. Ҫак енӗпе ӗҫсем пуҫланнӑ. «Эрне каялла «лӑпкӑ зона» уҫрӑмӑр. Кӗске вӑхӑтрах унӑн пулӑшӑвӗпе 400 ытла ҫын усӑ курнӑ. Ҫыран хӗрринче хула ҫыннисем ҫемьесемпе уҫӑлса ҫӳренине, скейтсемпе, спорт велосипечӗсемпе, сигвейсемпе ярӑннине пӑхма кӑмӑллӑ. Электросамокатсем та анлӑ сарӑлчӗҫ. Трасса меллӗ, хам тӗрӗслерӗм», — пӗлтернӗ хулан сити-менеджерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, коллеги ларӑвӗнче Республикӑн 5 ҫуллӑх программинчи культурӑпа ҫыхӑннӑ пайне тишкернӗ. Алла Салаева каланӑ тӑрӑх, мухтаса та ырласа сахал калаҫнӑ. Ларура ҫивӗч ыйтусем, тимлӗх кирлӗ объектсем пирки сӑмах хускатнӑ. Сӑмахран, Оперӑпа балет театрне юсасси. Ача-пӑчан вӗренӳ туризмне те сӳтсе явнӑ. Республикӑн районӗсемпе хулисенче пурӑнакан ачасене Шупашкарпа тӑтӑшрах паллаштарма тӑрӑшмалла. Тӑван тӑрӑх историне пӗлни вӗсенче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратасса шанаҫҫӗ. Культура ӗҫченӗсем музыка, художество, драма енӗпе ҫамрӑк специалистсем кирлине палӑртнӑ. Чӑваш тӗррин кунне ҫирӗплетесси пирки те калаҫу пулнӑ. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакансем юн паракансен кунне хутшӑнма пултараҫҫӗ. «Суббота доноров» (чӑв. Донорсен шӑматкунӗ) пӗтӗм Раҫсейри акцие эрне варринче юн пама каяйманнисем пуррине шута илсе йӗркеленӗ. Юн памалли республикӑри станцире пӗлтернӗ тӑрӑх, донорӑн 18 ҫултан аслӑрах пулмалла, 50 килограмран кая мар таймалла, юн парас умӗнхи кун тата панӑ кунхине диетӑна пӑхӑнмалла, йӗркеллӗ апатланмалла. Юн паракансене Шупашкар урамӗнчи Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра кӗтеҫҫӗ. Унта ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен каймалла. Хӑвӑрпа пӗрле паспорт чикме тата маска тӑхӑнма манмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен «Остров-2020» (чӑв. Утрав-2020) музыка фестивалӗ ирттерме шухӑшланӑ. Анчах кӑшӑлвирус алхасма чарӑнманни витӗм кӳнӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри оперштабӑн ларӑвӗ иртнӗ паян. Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Прокопьева пысӑк йышлӑ мероприятисене пухӑнма юраманнине палӑртнӑ. Ҫакна вӑл эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫсӑррипе сӑлтавланӑ. Ҫапла вара «Остров-2020» III музыка фестивальне ирттермӗҫ. Мероприяти пулмассине унӑн йӗркелӳҫисем фестивале хутшӑнас кӑмӑллисене систернӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ. Паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви официаллӑ статистикӑна пӗлтернӗ. Пурнӑҫран уйрӑлакансем хӑш тӑрӑхран тата вӗсем миҫерине, ытти мӗнле амакпа нушаланнине ҫырман. Ун пеккине тахҫанах хыпарлама пӑрахрӗҫ. Апла пӗлтерни вилнисен тӑванӗсене хурлантарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 54 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр 40 ҫын чирлине шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 734 ҫын чирленӗ. Сывалнисен йышӗ – 3 725, ҫав шутран 45 ҫын юлашки талӑкра сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2 955 ҫын сывалнӑ. Чир сарӑлнин индексӗ текен кӑтарту та пур тухтӑрсен. Пирӗн республикӑра ҫав цифра – 0,98. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта 2019-2020 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулне видеоконференцҫыхӑну мелӗпе тишкернӗ. Лару пуҫланас умӗн аслӑ шкулти преподавательсен «Открытая лекция» (чӑв. Уҫӑ лекци) республикӑри IX фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисене пӗлӗвӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Петренко тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисемпе ют чӗлхесен кафедрин преподавателӗ Николай Петренко, виҫҫӗмӗшӗнче — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрӑн аслӑ преподавателӗ Олеся Чеченешкина тата И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Драндрова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарасси пирӗн республикӑра малалла пырать. «Ростелеком» предприяти специалисчӗсем ҫак енӗпе халӗ виҫӗ районта ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет Шупашкар районӗнчи Толик Хураски тата Мӑнал, Элӗк районӗнчи Вутлан, Муркаш районӗнчи Тойкилтӗ ялӗсенче ӗҫлесе кайӗ. Асӑннӑ ялсенчи шкулсем ун чухне тӗнче тетелне ҫӑмӑллӑнах тухайӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Мӑналти фельдшерпа акушер пунктне тӗнче тетелӗпе ҫыхӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |