Спорт
![]() Чӑваш Енри икӗ спорстмен ҫак кунсенче Австрире иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнать. Вӗсем — слоуп-стайл енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пайташӗсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Ҫамрӑксем 2018/2019 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрне хутшӑнаҫҫӗ. Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Австрири Штубай ту ҫинчи курортра иртет. Ӑмӑртӑва кайиччен пирӗн ентешӗмӗрсем асӑннӑ тӑрӑхри трасса ҫинче тренировкӑсем ирттернӗ. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеевсӑр пуҫне Раҫҫей командинче — Егор Гамзиков, Дмитрий Макаров, Анастасия Таталина тата Михаил Тихомиров. Вӗсем те Австрири ӑмӑртӑва хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫейӗн фристайл командинче слоуп-стайл енӗпе аслӑ тренер пулса Чӑваш Енре фристайл ӑсталӑхне илнӗ Никита Васильев тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сывпуллашу мероприятинче тунӑ сӑн. Автор: Тимӗр Акташ Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трерпа сывпуллашнӑ. Сывпуллашу керменӗн кӗҫӗн залӗнче иртнӗ. «Халӑх нумай пулнине пурин валли те вырӑн ҫитеймен», — тесе пӗлтерчӗ Тимӗр Акташ журналист. Ӑсату мероприятийӗнче ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Геннадий Медведев тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ. Вӗсен шутӗнче Мари Элӗн наци драма театрӗн ӳнер ертӳҫи Василий Пектеев та пулнӑ, вӑл Иосиф Трера театр рыцарӗ, чӑваш халӑхӗн рыцарӗ тесе хак панӑ. Иосиф Дмитриев-Трер — паллӑ чӑваш режиссёрӗ, поэчӗ, музыка критикӗ, тӑлмач, актёр. Вӑл Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Казахстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. |
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче, Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫӗнӗ хаваслӑх». «Нарспи» поэмӑна дизайн тата содержани енчен пачах ҫӗнӗлле, хальччен пулманла кӑларнӑ. Кӑларӑмра К.В. Иванов поэтӑн, А.И. Миттов художникӑн пултарулӑхӗ, А.П. Хузанкайӑн чун хавхаланӑвӗ, Питер Франс куҫаруҫӑн ӑс-тӑнӗ пӗрлешнӗ. Ҫак шухӑша Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ. Кӗнекене кӑвакрах тӗспе капӑрлатнӑ. |
Культура
![]() Иосиф Дмитриев режиссер Паян чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Асамлӑ вӑй» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна «Юмах палитри» фестиваль программине кӗртнӗ. Ку вӑл — театрӑн тӗп режиссерӗн, Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Иосиф Дмитриев Михаил Сунталӑн «Тӑм чӗлхе» юмахӗ тӑрӑх ҫырнӑ пьеса. Спектакле Иосиф Дмитриев хӑй лартса ӗлкӗрнӗ. Фэнтези жанрӗллӗ спектакльте ҫил-тӑвал йӑлтах ишсе аркатнине кӑтартса панӑ. Лайӑх пурнӑҫ шыраса ҫынсем урӑх ҫӗре куҫса кайма пуҫланӑ. Ҫак саманапа та ялтах тӗпленнисем пулнӑ. Вӗсем пушаннӑ ялсене ҫынсене тавӑрма ӗмӗтленнӗ. Спектакле, унти философие, калас тенине ӑна кайса курсан хаклама май килӗ. Ыран, аса илтерер, Чӑваш Ен Иосиф Дмитриев-Трерпа сывпуллашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ыран Чӑваш Енре усал ҫанталӑк алхасӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Гидрометцентрӗ пӗлтерет. Унтисем калани тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, эрне кун, ҫил ҫеккунтра 17 метра яхӑн хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Вырӑн-вырӑнпа тӑман алхасӗ, ҫул пӑрлакланса ларӗ, ҫулсене юр хӳсе лартӗ. Ҫанталӑк япӑхнине пула мӗнпур транспорта ҫӳреме йывӑрлатӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата энергетика отраслӗсене ҫанталӑк витӗм кӳрессине асӑрхаттараҫҫӗ. Электричество тата ҫыхӑну линийӗсем татӑлма пултараҫҫӗ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енӗн тӗп управленийӗнче Гидрометцентр асӑрхаттарӑвне тӗпе хурса тимлӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Водительсене, сӑмахран, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Пӑрлак ҫулпа васкамасӑр ҫӳреме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, уйӑхӑн 4-мӗш шӑмат кунӗнче республикӑри пульницӑсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн поликлиникинче Уҫӑ алӑксен кунне простата парӗн шыҫӑ умӗнхи тата шыҫӑ парӗн патологине халаллӗҫ. Ҫынсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен онколог-уролог консультацине илейӗҫ. Вӗсем патне е электрон регистратура, е 26-05-05 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать. Шупашкарти клиника центрӗнче ирхи 7-рен 14 сехетчен йышӑнӗҫ, Шупашкарти хула пульницин поликлиникисенче — 8-тан 13-ччен. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн ача-пӑча поликлиникинче ирхи 8-тан 12-ччен невролог, аллерголог тата окулист йышӑнӗ. Шупашкарти ача-пӑча клиника пульницин 1-мӗш, 2-мӗш, 4-мӗш поликлиникисенче невролог, детский хирург, оториноларинголог, психиатр детский, офтальмолог, акушер-гинеколог, детский стоматолог, травматолог-ортопед, уролог, аллерголог-иммунолог, гастроэнтеролог, фтизиатр, эндокринолог, дерматолог, кардиолог патне лекме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейри ҪҪПИ тата Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑш-пӗр эмеле наркотикпе тата алкогольпе танлаштарма хатӗрленет. Ку списока димедрол тата фенобарбитол кӗрӗҫ. Ҫак эмелсемпе дальнобойщиксем вӑй кӗртес тӗлӗшпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ-мӗн. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Мускавра 244 водитель ҫак эмелсене ӗҫнине тупса палӑртнӑ. Палӑртмалла: ҫул-йӗр правилисенче пӗр пункт пур, унта ҫырнӑ тӑрӑх, тимлӗхе чакаракан эмел ӗҫсен руль умне ларма юрамасть. Анчах куншӑн явап тыттармалли статья ҫук. Ҫӗнӗ йӗркене йышӑнсан ҫак эмелсене ӗҫсе машинӑна ларнӑ водителе ӳсӗр водитель пек айӑплӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Блогер Шупашкарти блогер пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма шухӑшланӑ. Ӗненетӗр-и: вӑл сӑк укҫапа темӗн те туяннӑ, 6 апат хатӗрленӗ. Ҫакна йӑлтах видео ӳкернӗ. Каччӑ ҫимӗҫсене туянма пасара кайнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, унта йӳнӗрех. Сутуҫӑсем вара пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма май пуррине ӗненмен. Анчах блогер киле ҫимеҫсемсӗр таврӑнман. Вӑл пасарта акӑ мӗн туяннӑ: шӑмӑллӑ пӗчӗк аш татӑкӗ – 15 тенкӗ, 2 ҫӑмарта – 9 тенкӗ, пӗчӗк купӑста – 9,33 тенкӗ, 100 грамм хура тул – 3 тенкӗ, лапша – 3 тенкӗ, 1 сухан – 1 тенкӗ, 1 кишӗр – 1,5 тенкӗ, 5 ҫӗрулми – 6 тенкӗ, 1 ывӑҫ ҫӑнӑх – 2 тенкӗ, 1 канихвет – 0 тенкӗ. Блогер вӗсенчен яшка пӗҫернӗ, юлнӑ ҫӗрулмие суханпа ӑшаланӑ. Унтан хура тул пӗҫернӗ, 2 ҫӗрулмине духовкӑна лартнӑ. Ку кӑна мар: икерчӗ ӑшаланӑ тата ҫӑмарта хӑпартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗнче пӗчӗк хӗрача эмел тупнӑ та ӗҫнӗ. Шел те, ӑна тухтӑрсем ҫӑлса хӑварайман. Ку инкек пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ, ҫав тӑрӑхра пурӑнакан ҫын, пӗлтернӗ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ача асламӑшӗ тата инкӗшӗ патӗнче вӑхӑтлӑх пулнӑ. Пӗчӗкскер тӑванӗн эмелне асӑрханӑ, вӑл курӑнмалли ҫӗртех выртнӑ. 2-ри хӗрача каҫхине вилнӗ. Ҫемйипе пӗрле хурланатпӑр. Эпир халӗ шокра», - тенӗ вӑл. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче пурӑнакансем ҫула юсасса тахҫанах кӗтнӗ. 2017 ҫулта ку ӗҫе «Партнер-Холдинг» порядчикӑн тумалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫул сарма тытӑнман та. Ҫавна май килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ. 2018 ҫулта «Дорстрой» организаципе килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫӑкалӑхсем ҫӗнӗ ҫулпа пушмакпа шаклаттарса утма тытӑннӑ. «Ҫул мар, машинӑсем тупӑшмалли трасса», - унччен ял ҫыннисем ҫапла кулянса каланӑ. «Дорстрой» 2,3 ҫухрӑм, 4,5 метр сарлакӑш ҫула 33,9 миллион тенкӗпе тунӑ. Технадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул пахалӑхӗпе тивӗҫтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |