Чӑваш чӗлхи
![]() Леонид Волков полпред пулнӑ чухнехи сӑнӳкерчӗк. 2013 ҫул Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче Чӑваш чӗлхи шкулӗ черетлӗ хутчен уҫӑлать. Вӑл кӑҫалхипе улттӑмӗш хут ӗҫлӗ. Чӑваш чӗлхи шкулне Леонид Волков полпредра тӑрӑшнӑ чухне Чӑваш культурин Мускаври пӗрлӗхӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса уҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче сыхланса юлнӑ 2013 ҫулхи сӑнӳкерчӗксене тата хыпара тишкерсен курса Леонид Волков уҫни яр уҫҫӑн курӑнать. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те занятисем тӳлевсӗр пулӗҫ. Унта лекес тесен (495) 953-21-59 (полпредствӑн телефонӗ) е чӗлхене вӗрентекен Оксана Антонова патне 8-968-079-98-52 шӑнкӑравламалла, polprchuv@cap.ru электрон адреспа та ҫырса яма юрать. Чӑваш чӗлхине шӑматкунсерен вӗрентӗҫ. Пӗрремӗш заняти раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов та хутшӑннӑ. Парламентарипе «Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Елена Бадаева хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки сӑмах хускатнӑ. Елена Бадаева РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев патне усламҫӑсене пулӑшмалли саккунпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӑсатнӑ иккен. Анчах Мускавран хурава ҫур ҫултан та кӗтсе илеймен. Елена Бадаева суту-илӳ павильонӗсем вырнаҫнӑ ҫӗре аукционсӑр илме ӗмӗтленет-мӗн. Валентин Шурчановпа Елена Бадаева мӗн ҫинчен сӑмахлани пирки сессие хутшӑннӑ Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри ачасем «Символы России. Литературные юбилеи» (чӑв. Раҫҫей элемӗсем. Литература юбилейӗсем) Раҫҫейри олимпиадӑра палӑрнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кирилл Даниловпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Ксения Мартьянова ӗҫӗсем пирӗн республикӑрисенчен чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Раҫҫей Культура министерстви, А.М. Горький ячӗллӗ литература институчӗ, В.И. Даль ячӗллӗ Раҫҫей литературин историйӗ патшалӑх музейӗ, Раҫсейӗн ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗшӗн пирӗн патра Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗ яваплӑ пулнӑ. Ачасене ҫула кура икӗ категорипе пайланӑ: 7-10 тата 11-14 ҫултисене. Малтан каланӑ йышра Степанов Даниил (Красноармейски районӗ), Пахинов Александр (Хӗрлӗ Чутай районӗ), Алексеева Елизавета (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Александров Максим (Муркаш районӗ), Ефремова Ольга (Пӑрачкав районӗ), Матвеева Александра (Вӑрмар районӗ), Данилов Кирилл (Ҫӗрпӳ районӗ), Шепилова Екатерина (Шупашкар районӗ), Антипов Олег (Шӑмӑршӑ районӗ), Семенова Надежда (Ҫӗмӗрле районӗ), Тимофеева Виталия (Етӗрне районӗ), Муратова Екатерина (Елчӗк районӗ), Николаева Анна (Тӑвай районӗ), Павлова Виктория (Канаш хули), Копанева Мария (Ҫӗнӗ Шупашкар), Николаева Евгения (Шупашкар) палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ малалла ӗҫленӗ. Унта республикӑн 2019 ҫулхи, 2020 тата 2021 ҫулсенчи хыснине тишкернӗ. Ларура пулнӑ Александр Белов журналист кӑсӑклӑ пӗр япалана асӑрханӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлова вӑл чӑваш парламентӗнче «Ҫулталӑк джентельменӗ» ят парас тесен лешӗ ҫав чыса ним мар тивӗҫеесине палӑртнӑ. Хыснана тишкернӗ чух сӑмах илнӗ май Владимир Михайлов хӗрарӑмсене юрамалла калаҫнӑ иккен. ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егоровнӑна вӑл «тӗлӗнсе каймалла каласа кӑтартрӗ, эпӗ унӑн доклачӗпе хавхалантӑм: кӗскен, уҫӑмлӑ, ӑслӑ. Эсир вара, Светлана Александровна (Светлана Енилина, финанс министрӗ. — асӑрхат. В.С), паян тӗлӗнсе каймалла килӗшӳллӗ. Сире ку костюм питӗ каять», – тесе ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Беларуҫ лифчӗсем нумайланӗҫ. Ӗнер республикӑн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче «Могилевский завод лифтового оборудования» (чӑв. Могилеври лифт оборудованийӗн савучӗ) акционерсен уҫа обществин генеральнӑй директорӗпе Андрей Швецовпа министрӑн ҫумӗ Александр Шевлягин тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш Енри ҫурт-йӗрти лифта ылмаштарассипе тимлекен предприятисен тата нумай хвтатерлӗ ҫурт-йӗр тӑвакан организацисен ертӳҫисем те хутшӑннӑ. Могилеври лифт пахалӑхӗ аваннине палӑртнӑ май Чӑваш Енре вӗсене анлӑрах усӑ курасси пирки килӗшсе татӑлнӑ. Ҫак уйӑхӑн 26-30-мӗшӗсенче пирӗн республикӑна Беларуҫ Республикин официаллӑ делегацийӗ килнӗ. Вӑл тӗрлӗ предприяти-организацире пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чулхула хулинче Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли пайталлӑ элчи Игорь Комаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче пурӑнакансене тӗрлӗ патшалӑх наградипе чысланӑ. Сумлӑ йыша Чӑваш Енри виҫӗ ҫын лекнӗ. Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнчи Елизавета Сергеева «Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл кӑвакалсене пӗвене хӑвалакан пӗр ял хӗрарӑмӗ шыв путма пуҫланине асӑрхаса пӳртрен чупса тухнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма шывран туртса кӑларнӑ. «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе Федерацин травматологи, ортопеди тата энодпротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева чысланӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() cheb.ru сайтран илнӗ сӑн РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс университечӗ тӗпчев ирттернӗ, 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласен хӑтлӑхне хакласа танлаштарӑм хатӗрленӗ. Шупашкар 21-мӗш йӗркене йышӑннӑ, ҫапла вӑл ТОП-30 йыша лекнӗ. Танлаштарӑма мӗне тӗпе хурса йӗркеленӗ-ха? Хуласенчи медицина пулӑшӑвне, ҫулсен пахалӑхне, культурӑпа вӗренӳ аталанӑвне, ЖКХ ӗҫӗ-хӗлне, ҫурт-йӗр хӑпартнине хакланӑ. Кунсӑр пуҫне вырӑнти влаҫ ӗҫне, халӑх хӑтлӑх пирки мӗн шутланине, ҫынсен тупӑшне те пӑхнӑ. Ыйтӑм ирттернӗ чухне ҫынсем хулари хӑтлӑха 0-100 балпа хакланӑ. Шупашкар ҫыннисем медицина пулӑшӑвне – 63, ҫул-йӗре – 61, ЖКХ ӗҫне – 54, культурӑна – 56 балпа хакланӑ. Вырӑнти влаҫ ӗҫне вара 50 балл кӑна панӑ. РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс университечӗ танлаштарӑмра Тӗмен хули пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Грозный хули, виҫҫӗмӗшӗнче – Мускав. Питӗр – ҫиччӗмӗш йӗркере. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ малалла ӗҫленӗ. Унта республикӑн 2019 ҫулхи, 2020 тата 2021 ҫулсенчи хыснине тишкернӗ. Ларура пулнӑ Александр Белов журналист кӑсӑклӑ пӗр япалана асӑрханӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Михайлова вӑл чӑваш парламентӗнче «Ҫулталӑк джентельменӗ» ят парас тесен лешӗ ҫав чыса ним мар тивӗҫеесине палӑртнӑ. Хыснана тишкернӗ чух сӑмах илнӗ май Владимир Михайлов хӗрарӑмсене юрамалла калаҫнӑ иккен. ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альбина Егоровӑна вӑл «тӗлӗнсе каймалла каласа кӑтартрӗ, эпӗ унӑн доклачӗпе хавхалантӑм: кӗскен, уҫӑмлӑ, ӑслӑ. Эсир вара, Светлана Александровна (Светлана Енилина, финанс министрӗ. — асӑрхат. В.С), паян тӗлӗнсе каймалла килӗшӳллӗ. Сире ку костюм питӗ каять», – тесе ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта транспорт реформи ирттерни пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмар. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӑш-пӗр общество транспорчӗн маршручӗ улшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр маршруткӑсене пӗтерӗҫ. Паян хулари чарӑнусенче информаци пилонӗсем ҫыпӑҫтарнӑ, нимеҫӗсем те транспорт мӗнле ҫӳренине ӳкернӗ схемӑллӑ хутсем валеҫнӗ. Кӗҫех http://buscheb.ru/ сервисра та ҫӗнӗ маршрутсем пирки информаци пулӗ. Телефон ҫине лартмалли сарӑма Google Play е App Store сайтран уҫласа илме май пур. Транспорт реформи пирки пӗлес килсен «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравлама пулать: 23-51-99. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хулара 16 маршрута пӗтерӗҫ, тепӗр 14-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» панкрута тухсан 636 ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Вӗсенчен 303-шӗ – Шупашкарта, 111-шӗ – Канашра, 92-шӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 51-шӗ – Улатӑрта, 50-шӗ – Ҫӗмӗрлере, 29-шӗ – Куславккара. Предприятире тӑрӑшнӑскерсене ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларӗҫ. Ӗҫсӗр юлнисем валли справкӑпа консультаци пункчӗ тата «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Ӗҫлев министерстви кашнин патне вакансисем сӗнсе ҫыру янӑ. Ӗҫлев центрӗнче «Чӑвашавтотрасра» тӑрӑшнӑ ҫынсене ытти профессие вӗренме сӗнӗҫ, психологи пулӑшӑвӗ парӗҫ. Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, ӗҫсӗррисем вӗсем валли пособи тата вӗренекенсем валли стипенди пур. Палӑртмалла: предприятире тӑрӑшнӑ 45 ҫын Ӗҫлев центрне ҫитнӗ, вӗсенчен 36-шӗ ӗҫе вырнаҫнӑ ӗнтӗ, тепӗр 9-шӗ ӗҫсӗррисем пек шутра тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |