Чӑвашлӑх
![]() «Чӑваш халӑх сайчӗ» Чӑваш Республикин чӑвашлатнӑ схемине ҫӗнетсе тепӗр хут кӑларчӗ. Иккӗмӗш кӑларӑмпа кун ҫути курнӑ Чӑваш Республикин схеми малтанхипе танлаштарсан тупса палӑртнӑ кӑлтӑксенчен хӑтӑлнӑ, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи ялсемпе пуянланнӑ (ку кӑларӑмра Чӳрекел, Хулаҫырми, Ирҫел, Вӑта Тимӗрҫен, Анат Тимӗрҫен, Клин тата Солнце чӑваш ялӗсене те курма май пур!). Унсӑр пуҫне ял тӑрӑхӗсен тӗплӗхӗсене (центрӗсене) те кӑтартнӑ — ҫапла май ялсене шыраса тупассине ҫӑмӑллатма тӑрӑшнӑ. Аса илтеретпӗр — схемӑра ял ячӗсене чӑвашла ҫеҫ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ялсен историллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Сӑмахран, Красноармейски малтан Трак ятлӑ пулнине, Первомайски — Аслӑ Арапуҫ пулнине, тата ыт. те. Чӑваш Республикин схемине «СУМ» электронлӑ лавккара туянма май пулӗ. Хакӗ — 200 тенкӗ. Карттӑн хӑтлавӗ кӗҫнерникун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче 17 сехетре иртӗ. Пурне те 201-мӗш пӳлӗмре кӗтетпӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, раштавӑн 11-мӗшӗнче, тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе кӑсӑкланакансене Чӑваш Республикин наци вулавӑшне пыма йыхравлаҫҫӗ. Унта Р.Мухамметдиновӑн «Тюрки в истории мировой цивилизации» (чӑв. Тӗкӗрсем тӗнче цивилизацийӗн историйӗнче) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ — пуҫламӑшӗ 14 сехете. Ку кӑларӑмра автор тӗрӗк халӑхӗсем ӑҫтан килнине, мӗнле аталаннине тата хӑш вырӑнсенелле сарӑлнине ӑнлантарса пама тӑрӑшать. Кӗнекери тӗп вырӑна тӗрӗк чӗлхисен морфологине шӗкӗлчени йышӑнать. Рафаэль Мухаметдинов ытти ушкӑнсемпе танлаштарса тӗрӗк халӑхӗсем ӑҫталла сарӑлнине кӑтартса парать. Автор хӑйӗн тӗпчевӗнче чӑваш чӗлхипе самай усӑ курнӑ, пирӗн чӗлхери тӗслӗхсене илсе парса вӑл е ку пӗтӗмлетӳ тунӑ. Мухаметдинов Рафаэль Фардиевич — Свердловск облаҫӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Хусанта пурӑнать. Аслӑ пӗлӗве Ленинград университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчи турккӑ филологийӗн уйрӑмӗнче илнӗ. Нумай ҫул хушши Тутарстанӑн Ӑслӑлӑх академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ истори институтӗнчи общество шухӑшӗн историйӗпе ислам тӗпчевӗн пайӗнче ӗҫленӗ. Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери ассамблейӑн пӗрремӗш председателӗ пулнӑ, халӗ — ҫак организацийӗн координаци канашӗн пайташӗ шутланать. |
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫултан сунарҫӑсен хир сыснисене ытла нумай тытма юрамӗ. Пӑшисене вара вӑхӑтлӑха пачах пеме чарӗҫ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кирек миҫе ҫулти хир сыснине те, кӑҫал ҫурланӑ амасемсӗр пуҫне, тытма ирӗк пур. 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче вара ҫулталӑка ҫитмен чӗрчуна ҫеҫ пеме юрать. Вӗсене ятарлӑ вырӑнта кӑна пемелле. Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн сунарҫӑсен пӑши тытмалла мар Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта пурӑнакан ватӑ арҫын пасара тухса кайнӑ. Анчах каҫ енне те вӑл киле таврӑнман. Ҫитменнине, ҫав кун ҫил-тӑман алхаснӑ. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ – тӳрех «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне шӑнкӑравланӑ. Отряд хастарӗсем ҫийӗнчех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ватӑскер хулара ҫӳреме пӗлсех кайман, вӗсем мӑшӑрӗпе кунта темиҫе ҫул каялла кӑна пурӑнма куҫнӑ. Шыравҫӑсем ватӑ арҫын ҫухални пирки хальхинче «Яндекс. Такси» службӑна та пӗлтерме шутланӑ. 22 сехет те 35 минутра шӑнкӑрав ҫитнӗ: арҫынна тупнӑ, вӑл чӗрех! Ӑна «Яндекс. Такси» водителӗ тупнӑ. Хайхискер тӗттӗм, ҫын сахал ҫӳрекен чарӑнура шӑнса кайнӑ ватӑ арҫынна курнӑ та патне пынӑ, ӑна салона лартнӑ, машина кӑмакине хытӑрах янӑ. Унтан ҫухалнӑскере киле илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче пурӑнакансен сехри хӑпнӑ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле пӗр хуҫалӑхра темӗнле чӗрчун 5 качакана пӑвса вӗлернӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата ялта пурӑнакансем пӗлтернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫак чӗрчун сахалтан та 10 хуҫалӑха шар кӑтартнӑ. Хальхинче кил хуҫисем ирхине витене тухнӑ та вилнӗ качакасене курнӑ. Мӑйӗсем ҫинче шӑл йӗрри пулнӑ, алӑк ҫинче те чӗрне йӗрри палӑрнӑ. «Темӗнле чӗрчун ҫӗрле темиҫешер сурӑх, чӑх, кӑвакал, кролик пӑвса вӗлернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав чӗрчунӑн хыҫалти ури вӑрӑм. Вӑл сахалтан та 10 хуҫалӑхри чӗрчунсене тапӑннӑ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ Дмитрий. Ял халӑхӗ кун пирки ял тӑрӑхӗн администрацине кӑна пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Лев Кадкин ача-пӑча ҫыравҫин черетлӗ кӗнеки пичетленнӗ. Автора аслисем те, ачасем те юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ кӗнеке издательствинче. Литература конкурсӗсенче Лев Кадкин кӗнекисем темиҫе хутчен те ҫӗнтернӗ. 2009 тата 2015 ҫулсенче унӑн «Детство на гору спешит. Ҫунатлӑ ҫунашка» сӑвӑсен пуххи тата «Воробьиный юг. Ҫерҫи кӑнтӑрӗ» юмахӗ «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке» конкурсра «Кӗҫӗн шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки» номинацире ҫӗнтернӗ. Авторӑн «Царевич Комаревич. Вӑрӑм тунасен ҫӗршывӗнче», «Ослиный мост. Ашак кӗперӗ» ятлисене те ачасем юратса вулаҫҫӗ-мӗн. «Заячьи ботинки. Мулкач пушмакӗ» кӗнекене Лев Кадкин вырӑсла тата чӑвашла пичетленӗ. Сӑвӑсене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер чӑвашла куҫарнӑ. Кӑларӑма Людмилы Лунц ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» клуб вӗҫӗмех пухӑнать. Унта пуҫтарӑнакан хастарсем кашнинчех епле те пулин кӗнекене тишкереҫҫӗ. Клуб пайташӗсем ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче, 18 сехетре, каллех пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсен Ольга Васильеван «Юхать ҫӑлкуҫ...» кӗнекине вуласа пымалла. Кӗнеке кӑҫалхи ҫулла Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Автор хӑй те, сӑмах май, унта ӗҫлет. «Юхать ҫӑлкуҫ…» кӗнекене повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке хуплашкине Канаш хулинчен 11 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Мӑкӑр кӗперӗпе капӑрлатнӑ. Ӑна Екатерина Васильева ӳкернӗ. Кӗнекере ҫамрӑксен пурнӑҫне, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ чух вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхпа куҫа куҫӑн тӑма тивнине тишкернӗ. |
Республикӑра
![]() Монополие хирӗҫ кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ 173-мӗш маршрута ӗҫлеме чарасшӑн. Яланлӑх мар. 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен. Монополипе кӗрешекенсем патне пӗр усламҫӑран ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫавна тишкернӗ май «Шупашкар (Юханшыв порчӗ) — Ҫӗрпӳ» ҫулпа хутлакан 173-мӗш маршрут йӗркене пӑсни палӑрнӑ. Асӑннӑ маршрутпа пассажирсене Софронов усламҫӑ турттарать. Ӑна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ суту-илӳ ирттермесӗрех ирӗк панӑ-мӗн. Министерство 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗчченех ҫӳреттерме кӑмӑл тунӑ. Маршурта нимле конкурссӑр пӗр-пӗр организацие пани Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин Софронов усламҫӑпа тунӑ килӗшӗве 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен чарса лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне тӗплӗн юсама 17 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурта 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне тӗпрен ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки RosTender.info хыпарланӑ. Ӳнер учрежденийӗн администрацийӗ конкурс иртессине пӗлтернӗ ӗнтӗ. Тендер вӑхӑтӗнче подряд организацине суйласа илӗҫ. Театр хӑйӗн стенисене ӑшӑрах тӑвасшӑн, чӳрече ылмаштарасшӑн, витражсемпе алӑксене ҫӗнетесшӗн, картлашкана ҫӗнӗрен тӑвасшӑн, урай хӑмине ылмаштарасшӑн, стенана илемлетесшӗн. Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫамрӑксен театрне юсама ӗмӗтленекен строительство организацийӗсен заявкисене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Тепӗр виҫӗ кунтан, раштавӑн 17-мӗшӗнче, ҫӗнтерӳҫӗ организацие суйласа илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине малашне Александр Граблюк ҫум пулса пулӑшӗ. Александр Николаевича ҫак пукана шанасси ҫинчен калакан йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑма вырнаҫтарнӑ. Александр Горбалюк, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тарӑх, унччен те полпредство тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл патшалӑх службин, право ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Александр Граблюка полпредствӑн кадр резервне кӗртнӗччӗ. Александр Граблюк биографийӗпе паллаштараймастпӑр. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче темле шырасан та тупаймарӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |