Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи пӗр ялта 52 ҫулти вӑйпитти 85-ри карчӑка пусмӑрланӑ. Халӗ пуҫиле ҫак ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемсуда ярса панӑ. Усал шухӑшлӑ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 85-ри карчӑк патне пырса кӗнӗ. Ӳсӗрскер малтан ӑна хененӗ. Кайран пӳрте кӗме хистенӗ. Унта вӑл кинемее пусмӑрланӑ. Пуҫтах тухса кайсанах кинемей йӗрке хуралҫисене пӗлетрнӗ. Часах арҫына тытса чарнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. 2014 ҫулта та вӑл ватӑ ҫынна пусмӑрланӑ. Ун чухне вӑл 72-ри хӗрарӑма куҫ хывнӑ. Тӗрмерен кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче кӑна тухнӑ. Ирӗкре йӗркеллӗн нумаях та пурӑнайман — хӗрарӑм шухӑшӗпе минренине пула пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Килес ҫул Раҫҫейре Театр ҫулталӑкӗ пулӗ. Ӑна Чӑваш Енре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пухӑнса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртнӗ эрнерех уҫнӑччӗ. Асӑннӑ культура учрежденийӗн директорӗ Валерий Клементьев театра хисеплӗ пӗр-пӗр ҫын ячӗпе хисепленсе тӑмалла тӑвасшӑн. Тата театра академи ятне партарас килет унӑн. Ҫак шухӑша вӑл «Чӑваш Ен» телекуравне нумаях пулмасть пӗлтернӗ. «Пӗр-пӗр паллӑ юрӑҫ, музыкант, ҫын ячӗпе парас шухӑш пур», — терӗ Валерий Клементьев Марина Карягина тележурналистпа калаҫнӑ май. Сӑмах май2 ҫакна палӑртар: паян Чӑваш Енре патшалӑхӑн 6 театрӗ ӗҫлет. Унсӑр пуҫне уйрӑм ҫынсем те уҫнӑ. Ун пекки — иккӗ. Ҫитес ҫул Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсене юсаса ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енри пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вӗсем валли график хатӗрленӗ. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче – канмалли кун. Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче – шӑматкунхи график. 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче – шӑматкунхи график. Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ. Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче тата Хулари 1-мӗш клиника пульницинче приемнӑй покойра кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех медпулӑшу парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Ольга Владимировна Метелева йышӑннӑ. Ольга Метелевӑна министерствӑри яваплӑ пукана шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ. ЧР Финанс министерствинче самай ҫӳллӗ те самай сумлӑ вырӑн йышӑннӑ Ольга Владимировна Метелева пирки ҫак йӗркесен авторӗ асӑннӑ ведомство сайтӗнчи хыпар тупаймарӗ. Анчах тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен Метелина унччен те Финанс министерствинче ӗҫлени паллӑ пулчӗ. Унта Ольга Владимировна хысна политикин пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта 4-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Шел те, кинемей ҫавӑнтах вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 66 ҫулти хӗрарӑм Карл Маркс урамӗнче, Суту-илӳ ҫурчӗ тата ШӖМӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ умӗнче, ҫул урлӑ каҫма юраман вырӑнта тӑрук сиксе тухнӑ. Видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: ҫав вырӑнта виҫӗ ҫын каҫнӑ, пӗри каҫса ӗлкӗрнӗ, хыҫалти транспорт иртсе каясса кӗтнӗ, варринчи ҫын вара троллейбус айне пулнӑ. Кинемей васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара кӑҫалхи Ҫӗнӗ ҫула хаваслӑ лару-тӑрура кӗтсе илмӗ. Ҫулталӑкри чи асамлӑ уява ача-пӑча кӗтет кӑна мар, ӑна аслисем сӗтел хушшинче саркаланса палӑртаҫҫӗ. Тӗрлӗ предприяти-организацире, учрежденире ӗҫлекенсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн корпоратив текен уява пухӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗр чаплӑ кафе-ресторантах хавасланаҫҫӗ вӗсем. Сӗтел ури авӑнмалла апат-ҫимӗҫ саккас панипех ҫырлахмаҫҫӗ, пӗри тепринчен шукӑль тумланса сӑрланма, ҫӳҫе хитрелетме ӑнтӑлать. Чӑваш Енӗн Правительствинче вара кӑҫал саркаланса ларас темен. Кун пирки Александр Белов журналист пӗлтерет. Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи сессине пухӑннӑ депутатсем те уявласа ларман — вӗсене корпоратив пулмассине систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Иртсе пыракан ҫул Виталий Петрович Станьялшӑн кӑткӑс пулчӗ. Ҫурла уйӑхӗнче шалкӑм (инсульт) ҫапнипе ӑсчахӑмӑр та поэтӑмӑр Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу сыватӑшне лекрӗ. Ун чухне ӗҫ-пуҫ мӗнле ҫаврӑнса тухасси те паллӑ марччӗ. Вӗрентекенӗмӗре ҫӑлса хӑварнӑшӑн Турра тата ҫывӑх ҫыннисене мухтав. Станьял пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, уншӑн тӑрӑшнӑ, уншӑн кӗлтунӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ ҫынсене пурне те тав. Кӑшт-кашт самайланнӑ пек пулсанах Виталий Петровичӑн канӑҫсӑр чӗринче ҫак йӗркесем ҫуралнӑ. Йывӑр шухӑшсемпе витерӗннӗ сӑввисене вӑл кӗҫӗн хӗрне — Эрпинесе халалланӑ. Сыватӑш сӑввисен ярӑмӗпе пӗрле кунта тата икӗ сӑвӑ пичетленет: вӗсенчи шухӑш-кӑмӑл малтанхисемпе пӗр килет. Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Унӑн пӗрремӗш кунӗнче Станьялӑмӑр сакӑрвунна каять. Вӑхӑчӗпе саламлӑпӑр-ха. Вӑл пирӗнпе! Геннадий Дегтярёв
*** Пурнӑҫ хӑвачӗ сулчӑланчӗ, Шевли килет йӑпӑртлӑха. Пӑлхавлӑ уйрӑлу саманчӗ Калать пекех: «Таси паха!»
Каясчӗ чыслӑ та тирпейлӗ, Йӑлӑхтармасӑр ҫынсене, Пӗри ӳксен тепри ҫӗклетӗр Эпир пуҫланӑ ӗҫсене. |
Республикӑра
![]() Прокуратура Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсен администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарана тӗрӗсленӗ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тупӑшӗсем тата банк счечӗсем пирки суя информаци тӑратнӑ-мӗн. Ку пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухне иртнӗ конкурсра тата 2017 ҫулшӑн тӑкаксемпе тупӑшсене кӑтартнӑ чухне пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне коррупципе кӗрешекен саккуна пӑснӑшӑн явап тыттарӗҫ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа пурте ҫӳп-ҫап тиесе кайнӑшӑн уйӑхсерен ҫын пуҫне 74,44 тенкӗ тӳлени пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре ку хак ӳсессе пӗлтереҫҫӗ. Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. 2019 ҫулта НДС ставки ӳснӗрен ҫӳп-ҫап ыйтӑвне те пӑхса тухнӑ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре пурӑнакансен уйӑхсерен 75,70 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Аса илтерер: ҫӳп-ҫап тӑкнӑшӑн ялта пурӑнакансем те халӗ укҫа кӑларса хураҫҫӗ. Михаил Игнатьев ял ҫыннисем валли хака тепӗр хутчен пӑхса тухмалли пирки пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӳп-ҫапӑн чылай пайне ҫунтараҫҫӗ, ҫӗртеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫӳп-ҫапшӑн килнӗ квитанцисене халӑхӑн 40 проценчӗ кӑна тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Никита Тӗнче (Васильев) мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе Аяранпа ҫула тухма хатӗрленни пирки сайтра малтанах хыпарланӑччӗ. Халӗ ҫемье ҫула тухма хатӗрленет – чикӗ леш енне каймалли паспортсем тунӑ. 6 уйӑхри Аяранӑн та халӗ кунашкал паспорт пур. «Ку Аечкӑшӑн пӗрремӗш документ, ҫурални ҫинчен ӗнентерекен хут хыҫҫӑн ӗнтӗ. Ку машнӑн – иккӗмӗш «загранник», Настьӑн вара хушамачӗ урӑх пулнӑран паспорт улӑштарма тиврӗ, - тенӗ Никита Тӗнче «Про Город» хаҫата. – Кивӗ паспорта хамрах хӑварчӗҫ, ман ӑна парас та килместчӗ. Вӑл ҫухални пирки халап та хатӗрленӗччӗ, ара, унта мӗн чухлӗ пичет, ку – истори. Казахстанран Раҫҫее кӗнӗ чухне кӑна пичет лартман, чикӗ хуралҫисем манран тӗлӗннипе ӑна лартма манса кайрӗҫ. Кайран Раҫҫейрен тухнӑ чухне мана нумай ыйту пачӗҫ». Халӗ Тӗнчесем ялта хӗл каҫмашкӑн ҫурт шыраҫҫӗ. Унта вӗсем ака уйӑхӗччен пуласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |