Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри, тата тӗрӗсрех каласан, Шупашкарти Роза Максимова ятлӑ хӗр ТНТ телеканалпа кӑтартакан «Дом 2» (чӑв. Пӳрт 2) проека хутшӑнать. Анчах нумаях пулмасть ӑна унтан кӑларса ярас патне ҫитнӗ. Ҫакӑ черетлӗ сасӑлав хыҫҫӑн палӑрнӑ. Ун вӑхӑтӗнче чылайӑшӗ, пурӗ 19 ҫын, Роза Максимовӑна хирӗҫ пулнӑ. Шупашкар хӗрне ҫапах та ӑннӑ. Ӑна иммунитет текеннине туртса кӑларма сӗннӗ те — Розӑна хайхи лекнӗ. Малтанах вӑл хӑйне панӑ ҫав мелпе усӑ курасшӑн та пулман. Анчах Ольга Бузова ертӳҫӗ ӑна иммунитет туртса кӑларма хистенӗ. Вӑл (хӳтлӗх) лексен те, лекмесен те пултарать. Шупашкар хӗрне Роза Максимовӑна, ав, ӗнерхи телекӑларӑмра ӑннӑ. Апла пулсан «Дом 2» хӑйне евӗр проекта вӑл малалла та хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шӑматкун каҫхине, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 18 сехетре Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра инкеклӗ пулӑм пулнӑ. Пӗр хваттерте, 4-мӗш хутра, вӗри шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Хваттер хуҫи шар курнӑ. Унӑн алли тата ури вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе Республикӑри пульницӑна ӑсатнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «ТЭЦсем шыва вӗри тӑваҫҫӗ, ҫапла тупӑш тӑвасшӑн», - ҫапла комментари ҫырнӑ пӗр ҫын хыпар айне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Актай ялӗнче пурӑнакан 40 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл тӑнсӑр пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унӑн 47 ҫулти арӑмне тытса чарнӑ. Шел те, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле арҫын пульницӑрах вилсе кайнӑ. Унӑн арӑмӗн ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн явап тытма тивӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче арҫын килте ӳсӗр пулнӑ. Арӑмӗпе эрех ӗҫнӗ, кайран хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрарӑм арҫынна вутӑ пуленккипе пуҫӗнчен ҫӑпнӑ. Лешӗ тӑнсӑр кайса ӳкнӗ. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ӑна хӑйӗн пиччӗшӗпе пӗрле кравать ҫине хунӑ. Анчах упӑшки тепӗр кун та вӑранман. Пульницӑра та вӑл тӑна кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Иосиф Дмитриев-Трер режиссера асӑнма палӑртнӑ. Вӑл, аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йывӑр чире пула вилчӗ. Асӑну каҫӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки Николай Семенов режиссер «Контактра» пӗлтернӗ. Иосиф Дмитриевӑн пултарулӑхӗ пирки Борис Чиндыков драматург тата ҫыравҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн вулаканӗсене ҫак уйӑхри номерте пӗлтернӗ тӑрӑх, «ГИТИС пӗтернӗ пултаруллӑ ҫамрӑк режиссер валли академи драма театрӗнче вырӑн тупӑнмасть — вара вӑл самай вӑхӑт хушши Ача-пӑчапа ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет, кунта Ф. Павловӑн «Ялта», Н. Терентьевӑн «Хӗрӗме калам — кинӗм илт», А. Чеховӑн «Чарлан» пьесисене хӑйӗнле, чӑваш сцени ҫинчен халиччен курма хӑнӑхманла лартать. 1980-мӗш ҫулсен варринелле вӑл театрта ӗҫленипе пӗрлех Шупашкарти музыка училищинче вӗрентме пуҫлать, сцена ҫинчи калаҫу, хускану вӑрттӑнлӑхӗсемпе пӗрлех чӑвашла пӗлмен ҫамрӑксене чӑваш чӗлхине вӗрентет. Ҫав вӑхӑталлах Чӑвашрадиопа ирсерен чӑвашла пӗлменнисем валли чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелесе ертсе пырать, «Молодой коммунист» хаҫатра та унӑн чӑваш чӗлхи урокӗсем пичетленсе пыраҫҫӗ~~». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ир-ирех, 5 сехет те 15 минутра, Шупашкар районӗнчи Уйкас ялӗнче харпӑр ҫыннӑн чӑх-чӗп ферми ҫунма пуҫланӑ. Пушар ампара тӗп тунӑ, чӑх-чӗп те ҫунса кайнӑ. Юрать, ҫынсем шар курман. Пушара ирхи 8 сехет тӗлне кӑна сӳнтернӗ. Ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗре РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн 5 ятарлӑ техника, 15 ҫӑлавҫӑ хутшӑннӑ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сершей Козлов тунӑ сӑн Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнчи ҪҪХПИ посчӗ патне халӗ аслисем кӑна мар, ачасем те туртӑнаҫҫӗ. Ҫак вырӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Елкӑсене капӑрлатнӑ, вӗсен тавра – Юр кӗлеткесем. Вӗсене те гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Хӑшӗ-пӗри музыка инструменчӗ тытнӑ, теприсен – капӑр калпакпа шарф. Ҫавӑнтах Хӗл мучипе Юр пике вырӑн тупнӑ. «С Новым годом!» (шел, чӑвашла мар) тесе ҫырма та манман. Илемлӗ инсталляци иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗклет, уяв тӗлне кӑмӑла хӑпартать. Ҫак илеме Шӑхасан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсемпе ҪҪХПИ инспекторӗсем тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре тинех мӗнпур вырӑнта цифра телекуравӗн иккӗмӗш мультиплексне хута янӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата масӑлла коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланине ӗненсен, халӗ цифра телекуравне, тепӗр майлӑ каласан тӳлевсӗр 20 канала, пысӑк пахалӑхпа пирӗн республикӑри халӑхӑн 99 процентне курмалла туса панӑ. Аса илтерер, цифра телекуравӗ ҫине пирӗн ҫӗршывра виҫӗ тапхӑрпа куҫарӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансем валли ҫак вӑхӑт 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен СМОТРИЦИФРУ.РФ сайта кӗрсе вулама е 8-800-220-20-02 телефон номерӗпе шӑнкравласа (уншӑн укҫа тытса юлмӗҫ. Вӑл тӳлевсӗр хӗрӳ лини) ыйтма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне хулинче шыв ыйтӑвӗ ҫивч ҫӗкленнӗ. Унти икӗ скважина кивелнӗ, вӗсене ҫӗнетмелле. Халӑх кӑмӑлсӑрланнине кура тата ыйту ӳлӗмрен пушшех ҫивӗчленесрен Етӗрне районӗнчи прокуратура тӗпчеме тытӑннӑ. Надзор органӗ ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче скважинӑна юсассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпех пӑхса хӑварни ҫиеле тухнӑ. Ӗҫе пурнӑҫлассишӗн муниципалитетӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗ явапли палӑрнӑ. Предприяти хӑй кӑмӑлӗпе юсаманнине кура прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та надзор органӗпе килӗшнӗ — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн скважинӑсене юсамаллах тесе йышӑну кӑларнӑ. Яваплисем суд йышӑнӑвне пурнӑҫланине Етӗрне районӗнчи прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхин черетлӗ урокӗ иртнӗ. Кун пирки асӑннӑ культура учрежденийӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, заняти 18 сехетре пуҫланнӑ. Чӑваш чӗлхи урокне Артём Федоринчик лингвист ирттернӗ. Чӑваш чӗлхи вӗренес текенсемпе ӳркенменскер тӳлевсӗрех ӗҫленӗ. Чӑваш чӗлхи урокӗ унччен те иртнӗ. Малтанхине Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче пухӑннӑ. Сӑнӳкерчӗкре — шӑпах ҫав самант сӑнарланнӑ. Артём Федоринчик — Кейӳрен (Киевран). Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, чӗлхене хисеплесси унпа массӑллӑ хатӗрӗсем усӑ курнинчен килет. Шкул учебникӗсем ҫеҫ чӑвашла пулсан ачасен те вӑл чӗлхене вӗренес килмӗ тесе каланӑ вӑл титул чӗлхин ят-сумӗ шухӑшланӑ май темиҫе ҫул каялла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра республикӑри пӗртен-пӗр нумай функциллӗ мигарци центрӗ уҫӑлнӑ. Малашне унта миграци пулӑшӑвӗ илме ют ҫӗршыв ҫыннисем те, Раҫҫей гражданинӗсем те килме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, центра ют ҫӗршыв паспортне илмешкӗн заявлени ҫырма, ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсен регистраци тума пулать. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей гражданствине тума, ӗҫ патентне илме те май пур. Пӗтӗмпе хальлӗхе центр 17 патшалӑх пулӑшӑвӗ парать. Нумай функциллӗ миграци центрӗ 579 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнать. Ӑна юсамашкӑн 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапах 57 комплект компьютер техники, электронлӑ черет, видеосӑнав тытӑмӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |