Хулара
![]() Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ. «Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Мӗнпур чӑваш эстради (ытларах пайӗ тейӗпӗр, пурте мар ҫапах та) «тамада тыткӑнӗнче» паян. Кунран-кун туй-ҫуй шурлӑхне путнӑҫем путса пырать вӑл, ӗҫкӗ-ҫикӗ шайӗпе аталанса (е, тӗрӗсрех, аталанмасӑр) пырать». Ҫак йӗркесен авторӗн шучӗпе тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑша тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Чӑнкӑ-чанкӑ. Новые и старые чувашские песни» пабликра хускатнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тахҫан та пӗрре сцена ҫине тухкалани» — пирӗн юрӑҫран чылайӑшне «сӑнара, имиджа тытса пыма кӑна кирлӗ», «ытларах вара вӗсем туй-ҫуй, ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ». «Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ. Тата вӗсем ҫакна пытармаҫҫӗ те — социаллӑ медиари ушкӑнӗсенче ҫакна уҫҫӑн рекламӑлаҫҫӗ, телефонӗ-контакчӗсене ҫыраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрин хакӗсем те пур. Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ», — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ. Юрӑҫсем туй-ҫуйпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳрени тем пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫак ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эс кам ачи?» пабликра хускатнӑ. «Паянхи ҫамрӑк ӑру чӑваш чӗлхинчен сивӗнсе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Вӗсем чӑвашла калаҫасшӑн та, чӑвашла вӗренесшӗн те мар. Чӑваш чӗлхине шкула тавӑрас тесе эпир петицисем ҫыратпӑр, калаҫатпӑр. Ку паха, питӗ паха, ҫапах та вӑйпа калаҫтарайӑн-ши ҫамрӑксене, шкул ачисене чӑвашла? Вӑйпа юраттарайӑн-ши чӑваш чӗлхине?», — хускатнӑ пост авторӗ ҫивӗч ыйтӑва. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашла таса, илемлӗ, юратса калаҫакан чӑнкӑ ҫамрӑк лидер, кумир (юрӑҫ е блогер) ҫитмест. «Tatarka e АИГЕЛ тутар чӗлхипе юрлакан юррисем айӗнче час-часах ҫапла комментарисем вулама пулать: «Только ради этой песни я готов выучить татарский язык». Ҫакна вырӑссем ҫыраҫҫӗ. Иккӗленместӗп: тутар ҫамрӑкӗсемшӗн те чӑнкӑ хӗрсем вӗсен/хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗтӗм Раҫҫей илтмелле юрлани чыслӑ та кӑмӑллӑ. Пирӗн ҫамрӑксем валли юрлакан ҫӑлтӑрсем ҫукпа пӗрех, youtube та вӗсен чӗлхипе калаҫмасть», — тенӗ пост авторӗ. Ютуб чӑвашла калаҫманнине, ҫамрӑксен кумирӗ ҫуккине, сӑмах май, ҫак йӗркесен авторӗ тахҫантарах хатӗрленӗ пӗр интервьюра Турцире пурӑнакан Виктор Бычков дизайнер (вӑл — чӑваш) тӗлӗнмелле вырӑнлӑ хускатнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Чӑваш поэзийӗн центрне уҫнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ. Чӑваш поэзийӗн центрне йӗркелеме Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Арсений Тарасов сӗннӗ. Ун шухӑшне ырласа Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн ытти лауреачӗ: Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Николай Ишентей — пухӑннӑ. Поэтсемпе тӗл пулма И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем аслӑ шкул ӗҫченӗсем Екатерина Якимова, Людмила Васильева ертсе пынипе пухӑннӑ. «Ман ҫине пырса юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ вуласа» поэзипе музыка каҫне Ҫеҫпӗл Мишшин «Эп вилсен...» сӑввине халалланӑ. Поэтсене Арсений Тарасов ӳлӗмрен уйӑхра пӗрре пухӑнма сӗннӗ. Унта вӗсем чӑваш поэчӗсен ҫӗнӗ хайлавӗсене вӗсене пичетличчен уҫҫӑн сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштавӑн 18-мӗшӗнче 16 сехетре кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. «Ҫулӗ пулчӗ тумхахлӑ» ӗҫӗн авторӗ — Петр Андреев радиожурналист, театровед, фольклорист, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1977), Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ (1977), Н. Гарин-Михайловский литература премийӗн лауреачӗ (2004), Раҫҫей журналистсен союзӗн пайташӗ (1972). Кӗнекене автор Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне халалланӑ. Ӑна вӑл виҫӗ сыпӑкран йӗркеленӗ. «Пин-пин чӑваш валли» ят панинче театр пуҫланса кайнипе, унӑн репертуарӗпе паллаштарнӑ. Иккӗмӗшӗнче — артистсемпе, режиссерсемпе, художниксемпе паллаштаракан 50 очерк. «Кӑлтӑр-кӑлтӑр урапа» гастрольсене ҫӳренине каласа кӑтартать. Унта — театр тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳренине аса илнисем. |
Тӗнчере
![]() Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм патне электронлӑ почтӑна «телей ҫырӑвӗ» килнӗ. Аякри тӑванӗ вилсе кайнӑ-мӗн, унӑн шанчӑклӑ ҫыннисем унран пысӑк эткер юлнине пӗлтернӗ. Эткерҫи пӗртен-пӗр вӑл кӑна-мӗн. Кӑштахран каллех ҫыру килнӗ: эткере ахаль кӑна илме ҫук иккен, малтан кирлӗ документсене хатӗрлемелле. Кун валли вара укҫа кирлӗ. Савӑнса кайнӑ хӗрарӑм укҫи-тенкине шеллемен, лешсем ыйтнӑ счет ҫине куҫарнӑ та куҫарнӑ… Эткере тивӗҫес тесе кредитсем те илнӗ. Хайхискер пӗтӗмпе 1 миллион та 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Паллӑ ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн «шанчӑклӑ ҫынсенчен» шӑрши-марши те юлман. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче ӳсекен ачасене елкӑна чӗнӗҫ. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн укҫа тӳлемелле мар, мӗншӗн тесен ку – ыркӑмӑллӑх акцийӗ. Тӗрӗссипе, Шупашкарта социаллӑ елкӑсене вуннӑмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Ленин районӗнче начар пурӑнакан ҫемьесенчи 200 ачана уява чӗнӗҫ. Мероприятие «Росток» пултарулӑх центрӗнче йӗркелӗҫ. Уява Пороскунсен ҫемйине те чӗнӗҫ, вӗсем 9 ачана воспитани параҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр вӗсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Социаллӑ елкӑра ачасене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ представлени пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Элӗк районӗнче паян икӗ объект уҫӑлнӑ. Вӗсенчен пӗри пирки — район центрӗнче кинозал хута кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Асӑннӑ районти Мӑн Шӗвӗшре вара культура ҫурчӗ хута кайнӑ. Ӑна «Арка» строительство организацийӗ хӑпартнӑ. Объекта тума республика хыснинчен кӑна 13 миллион ытларах тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗтӗмпе вара культура вучахӗ 14 миллион та 281 пин тенке кайса ларнӑ. Элӗкри кинозала уҫнӑ пуҫлӑхсемпе депутатсем Мӑн Шӗвӗше те пырса ҫитнӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев патшалӑх политикине ырласа сӑмах каланӑ. «Ҫӗршыв тата Чӑваш Республики социаллӑ сферӑна аталантарма пысӑк тимлӗх уйӑрать», — тенӗ май вӑл ҫынсене туллин аталанма май панине ӗнентернӗ. Клубсем туни ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмалли черетлӗ утӑм тесе каланӑ. Мӑн Шӗвӗшре пурӑнакансене вӑл «тухӑҫлӑ ӗҫлеме, пултарулӑхра ӑнӑҫу тата усӑллӑ канма» суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Элӗкри культура ҫуртӗнче кинозал ӗҫлеме пуҫланӑ. Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче ӑна паллӑ пулӑм тесе хакланӑ май культура пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ страница тесех палӑртнӑ. Кинозала ҫӗнетсе медернизациленӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ача-пӑчапа ҫамрӑксем, аслисемпе тӳре-шара пухӑннӑ. Пуҫлӑхсенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа депутатсем те: ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин — пырса ҫитнӗ. Кинозала федераци гранчӗ шучӗпе юсанӑ. Мускавран элӗксене 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Кинозала ҫӗнӗ йышши цифра оборудованийӗпе пуянлатнӑ. Пысӑк экран ҫинче хамӑр ҫӗршыври кинофильмсене те кӑтартмалла. Вӗсен хисепӗ ҫурринчен кая пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ. Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать. Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |