Хулара
![]() Шупашкарта хӗре троллейбусра ток ҫапнӑ. Ку «Республика тӳремӗ» чарӑну 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра пулнӑ. Хӗр троллейбусӑн картлашки ҫине пуснӑ кӑна, билет туянма та ӗлкӗреймен – ӑна ток ҫапнӑ. Унӑн кӗлетки хытса ларнӑ, хайхискер урине хускатайман. Салонра ҫын нумай пулнӑ, анчах никам та пулӑшма васкаман. Хӗр «Манӑн арӑма та ҫапла ток ҫапнӑ» тенине илтсе юлнӑ. Хӗр пӗтӗм вӑйран туртӑнсан кӑна картлашкаран уйрӑлайнӑ, асфальт ҫине кайса ӳксе пуҫӗпе бардюра ҫапӑннӑ. Ӑна палламан арҫын тӑма пулӑшнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ часах ҫитнӗ те васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗр стационарта виҫӗ кун выртнӑ. Халӗ хӗр троллейбуса ларма питӗ хӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ артиста хисеплӗ ят панӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, раштавӑн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Тӗрле Хисеп ят тата Пичет грамоти памалли списокра ытти отрасль ҫыннисем те пур. Сӑмахран, вӗренӳре тӑрӑшакан темиҫе ҫын, промышленноҫра тар тӑкакансем, пушар хуралӗнче тимлекен пур. Вӗренӳри виҫӗ ҫын ҫак отрасльти тава тивӗҫлӗ ята илнӗ, промышленноҫра вара — икӗ ҫын. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Татьяна Васильевна Бахтина тата Вырӑс драма театрӗнче ӗҫлекен драма артисчӗ Людмила Николаевна Казимир тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи Яковлевсен нумай ачаллӑ ҫемйине икӗ хутлӑ ҫӗнӗ кирпӗч ҫурт уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Кун пирки райадминистраци сайчӗ хыпарланӑ. Ҫӑраҫҫи пама райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Никитин, вырӑнти культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем пынӑ. 108 тӑваткал метрлӑ ҫурта ҫул ҫитмен пилӗк тата ытларах ача ӳстерекен ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма пулӑшакан ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн вырӑнти усламҫӑран 3 миллион тенкӗпе туянса панӑ. Палӑртса хӑвармалла, Патӑрьел районне кӑҫал ҫак программӑпа килӗшӳллӗн 8 миллион тенкӗ ытларах уйӑрса панӑ. Ку нухратпа пысӑк йышлӑ виҫӗ ҫемьене ҫуртлӑ тума палӑртнӑ. Икӗ ҫемьене уҫӑ панӑ ӗнтӗ, теприсем раштав вӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Светлана Ананьева сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ те пулнӑ Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне ӗнертенпе Светлана Ананьева пурнӑҫлать. Маларах вӑл Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева пулӑшма шанчӗҫ. Ҫав должноҫре вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе тӑрӑшрӗ. Ӗнер Светлана Ананьевӑна пулӑшуҫӑ должноҫӗнче хӑтарнӑ. Ӗнерех ӑна экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Чӑваш Енӗн вице-министрӗнче тата министрта тӑрӑшнӑ Владимир Аврелькин тӗлӗшпе Раҫсейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем нумаях пулмасть пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн пресс-секретарьне тата Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Икӗ должноҫре ӗҫлеме «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналистне Валентина Алексеевӑна шаннӑ. Валентина Алексеевӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ, унта палӑртнипе килӗшӳллӗн документ Михаил Игнатьев республика пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ тапхӑрта вӑйра тӑрать. Палӑртса хӑвармалла, юлашки икӗ уйӑх Михаил Васильевич пресс-секретарьсӗрех ӗҫленӗ. Ҫак должноҫре 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вара вӑй хунӑ Светлана Каликовӑна юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енӗн информполитика министрӗн ҫумӗнче тимлет. ЧР пуҫлӑхӗн администрацине куҫиччен те Светлана Каликова ҫак министерствӑрах, ҫак должноҫрех ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 30-мӗш автомобиль ҫулӗн 4-мӗш пайӗнчен тытӑнса 3-мӗшчен тӑсӑлакан сыпӑкне тумашкӑн хатӗрленӗ проект тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ, ҫула тумашкӑн ирӗк панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерстви хыпарлать. Ҫапла майпа тӑватӑ ретлӗ автоҫул Крылов академик урамӗпе Мускав проспектне ҫыхӑнтарӗ. Вӑл Шупашкар юханшывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх кайса административлӑ ҫуртпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хушшипе иртӗ, Мускав проспектӗнчи ҫулпа тин ҫеҫ уҫнӑ кӗпер умӗнче сыпӑнӗ. Ҫул сыпӑкӗн тӑршшӗ — 0,785 километр. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, проектра ҫул хӗррине йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те палӑртнӑ. Унта шыв анмалли ҫулсем те, тротуарсем те, ҫутӑ юписем те, искусствӑллӑ ытти сооружени те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри виҫӗ агропромышленность предприятийӗ Мускавран пысӑк сумма укҫа илӗ. Вӗсем кӑҫал калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Ансартрах каласан, выльӑх-чӗрлӗх фермисем хута янӑ. Федераци хыснинчен субсиди илмелли конкурсра Патӑрьел районӗнчи «Исток» тулли мар яваплӑ общество, Хӗрлӗ Чутай раойнӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи ҫӗнтернӗ. Малтанхисем пӗрер проект тӑратнӑ, юлашкинчен асӑнни — иккӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле смета хакӗ 326 миллион та 400 пин тенке ларнӑ. Проект хуҫисене хыснаран 81 миллион та 600 пин тенкӗ лекмелле. Кӑҫал, сӑмах май, Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 32 инвестици проектне 1 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫине Надежда Беловӑна ҫирӗплетнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑма пысӑк яваплӑ должноҫе шаниччен ку тивӗҫе Светлана Ананьева пурнӑҫланӑччӗ. Аса илтерер, Элтепере пулӑшма ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ҫирӗплетнӗччӗ. Унччен Светлана Ананьева республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Светлана Ананьевӑна ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ документра ҫырса хунӑ тӑрӑх, Светлана Ананьевӑна урӑх ҫӗре куҫнӑ май ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫине Надежда Беловӑна ҫирӗплетнӗ. Ӗнерех унпа тӗл пулнӑ, ӗҫ яваплӑ пулнине, кунта куллен вӗренме тӑрӑшмаллине, республика ертӳҫин ӗҫне-хӗлне туллин кӑтартмаллипе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Надежда Белова И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче, Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи академийӗн патшалӑх тата муниципалитет ертӳлӗхӗн факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти телевиденире, Мускавра проектсен ертӳҫинче вӑй хунӑ. Тӑван хулана 2014 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тытӑмӗнче, коммерци предприятийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑнса хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Правительствин ҫӗнӗ ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем республика правительствине шансах каймаҫҫӗ. Анчах пурте мар. Оппозици текен хӑш-пӗр партин хӑш-пӗр депутачӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чӑваш парламенчӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин парламентри фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков республика Элтеперне Михаил Игнатьева правительствӑна шаннипе шанманни пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче тухса калаҫма сӗннӗ. Парламентари республика ертӳҫине ыранхи сессире калаҫтарасшӑн пулнӑ. Игорь Моляков ыйтӑвӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерне Владимир Аврелькина йӗрке хуралҫисем тытса чарнине кура ҫуралнӑ. Парламентӑн президиумӗн паянхи ларӑвне хутшӑннӑ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсем Игорь Моляков сӗнӗвне ырламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |