Республикӑра
![]() 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енри темиҫе хулапа районта (хальхинче вӑл 7 муниципалитетра иртӗ) Ҫӗнӗ ҫул ҫул ҫӳревӗ пуҫланӗ. Чӑваш Енӗн информаципе турист тата культура центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫӳрев 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен пырӗ. «Чӑваш Енри ҫӗнӗ ҫул ҫул ҫӳрев» 2019 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Шупашкар районӗнче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Муркаш районӗнче (кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче), Сӗнтӗрвӑрри хулинче (кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче), Улатӑр хулинче (кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче), Етӗрне районӗнче (кӑрлачӑн 6 тата 7-мӗшӗсенче), Ҫӗрпӳ районӗнче (кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче) пулӗ. Туристӑн ҫӗнӗ ҫул карттине кӑҫал хут ҫинче мар, Чӑваш Енӗн информаципе турист тата культура центрӗн volgatourizm.ru сайтӗнче онлайн мелпе регистрацилӗҫ. Ятарлӑ маршрутпа ҫӳренине ӗнентерме ятарлӑ фотозонӑра сӑн ӳкерӗнмелле. Сӑн ӳкерчӗксене vkontakte тата instagram халӑх ушкӑнӗсене #НовогоднееПутешествиеПоЧувашии (чӑв. #ЧӑвашЕнриҪӗнӗҪулҪулҫӳревӗ) хэштег ҫырса лартмалла. Ҫӗнтерӳҫӗне кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӑна парнепе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформине пуҫарнӑ хыҫҫӑн транспорт епле ҫӳрени хулара пурӑнакансене ҫав-ҫавах калаҫтарать. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ Сергей Мясников паян ҫак ыйтӑва Фейсбукра хускатнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫырнӑ тӑрӑх, «Благовещенски микрорайон - Садовӑй ҫулпа ҫӳрекен 12-мӗш маршрут. Хӗрӳ вӑхӑт — 12 сехет те 20 минут. Юлашки чарӑнура 3 автобус ларать. Сывлӑш турттарса ывӑннӑ. Пӗри 2 пассажирпа кайрӗ. Маршрута Энгельс тата Николаев урамӗсемпе янӑ — вӑл яланах пушӑ тенӗ пек хутлать». Аса илтерер, Шупашкарӑн кашни районӗнче пуҫару ушкӑнӗсем йӗркелесшӗн. Вӗсен транспорта епле маршрутпа ҫӳретсен аваннине халӑх шухӑшне шута илсе пӗлтермелле. Ҫак ыйтупа ыран, раштавӑн 13-мӗшӗнче, хулан виҫе районӗн администрацийӗсенче 17 сехетре пуху иртмелле. Автобуссен схемине og21.ru порталта халӑхпа сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Атикасси ялӗнче пӗр ҫуртра икӗ виле тупнӑ. Вӗсем мӗншӗн вилнине халӗ те уҫӑмлатман-ха. Ҫуртра 57 ҫулти хӗрарӑм тата унӑн 32 ҫулти ывӑлӗ пурӑннӑ. Качча сусӑр пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫын мӗн сӑлтава пула вилнине уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, кирлӗ экспертизӑсем тӑваҫҫӗ. Ӗнер вара Шупашкарта «Кувшинка» микрорайонта пӗр хӗр 15-мӗш хутран подъезд тӑррине ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрӗ юлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттермелли мероприятисен шутӗнче республикӑн тӗп хулинче Хаяр Йӑван патша палӑкне уҫассине те асӑнма пулать. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров Фейсбукра ҫырнӑччӗ. Хулари тӳре-шара IV Йӑван ырӑ ӗҫсем тунине асра тытмаҫҫӗ тесе шухӑшлать. Архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Чӑваш Енри Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламанни сисӗнет. Ҫак шухӑша вӑл «Idel.Реалии» сайта панӑ интервьюра палӑртнӑ. Скульптор шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре вырӑс патшисене, бизнес-проектсене мала кӑларас юхӑм пырать, наци республикин тӗп хулинче хамӑр тымарсемпе хамӑр паттӑрсем пирки асӑнтарасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Mineconom_21 сӑн ӳкерчӗкӗ. Ӗнер, раштавӑн 11-мӗшӗнче, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче, каярах усламҫасен хушшинче те, Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина тытса чарнӑ текен сас-хура сарӑлнӑ. Владимир Аврелькина Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тытса чарнӑ, министрӑн хваттерӗнче тата министерствӑра ухтарнӑ тесе сӑмах тухнӑ. Паян министерство Инстаграмри хӑйӗн страницинче ку хыпар чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине хыпарларӗ. Унтан та ытларах — министр паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ытти тӗрлӗ канашлу ирттернӗ. Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабиенчӗн ларӑвӗнче Владимир Аврелькин «Развитие промышленности и инновационная экономика» (чӑв. Промышленноҫа тата инноваци экономикине аталантарасси) программӑпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче пурӑнакан Тимофеевсене ҫын прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Надежда Прокопьева ҫӗнӗ хваттере куҫма пулӑшнӑ. Ҫемье пуҫӗ Александр Тимофеев нумаях пулмасть ӑна ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине чӗннӗ. Арҫын тӑватӑ ачана пӗчченех ӳстерет. Арӑмӗ пӑрахса кайнӑ, ачисемпе те хутшӑнмасть, алимент та тӳлемест. Тимофеевсем амӑшӗн капиталне те илнӗ, анчах унпа усӑ курма май килмен, мӗншӗн тесен документа унчченхи арӑмӗ ҫине ҫыртарнӑ тата хваттер туянма 300 пин тенкӗ ҫитмен. Ҫурла уйӑхӗнче Александр Тимофеев Надежда Прокопьевӑпа тӗл пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енри социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд тата Раҫҫей ача-пӑча фончӗ пулӑшнипе 300 пин тенкӗ тупма пултарнӑ. Кунсӑр пуҫне омбудсмен вырӑнти администрацие ҫемьене хваттер шырас ӗҫре пулӑшма ыйтнӑ. Акӑ халӗ ашшӗ ачисемпе ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ. Унччен вӗсем йывӑҫ пӗчӗк пӳртре хӗсӗнкелесе пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем «Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтеле пухӑнса паянхи саманара сӑмах пуххисем хатӗрлесси тавра ҫуралакан ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн словарьсен уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Г.А. Дегтярёв, ҫав институтри чӗлхе пӗлӗвӗ уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ А.П. Долгова, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ В.Н. Алексеев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Н.А. Плотников, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.С. Егорова, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ А.В. Блинов, педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.Д. Ахвандерова тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри вӑрмансенче хӑрӑк йывӑҫ-турата пуҫтарма ирӗк парӗҫ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви саккунӑн проектне хатӗрленӗ, ӑна паян пӑхса тухса ырланӑ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ҫемьен е пӗччен пурӑнакан ҫыннӑн ҫулталӑкне 15 кубла метр хӑрӑк-харӑк пуҫтарма юрать. Юлашки ҫулсенче вӑрмансенче хӑрӑк йывӑҫ нумай, хӑш-пӗр ҫӗрте кӗрсе тухма та ҫук. ЧР ҫутҫанталӑк министрне Александр Коршунова та ҫакӑ пӑшӑрхӑнтарать ахӑртнех. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн вӑрмансенче хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсене халӗ те пуҫтарман. Ара, ку таранччен хӑрӑк турат пуҫтарма ирӗк паман. Ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрсен лару-тӑру лайӑх енне улӑшанасса шанать тӳре-шара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫуртра ҫӳп-ҫап камеринче тин ҫуралнӑ ача виллине тупни пирки, ҫак ӗҫе 17 ҫулти хӗрарӑм тума пултарни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Ачана ҫӳп-ҫапа пӑрахнӑ амӑшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Ун тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫал авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна подъездри ҫӳп-ҫап камерине тухса пӑрахнӑ. Пӗчӗкскер сурансене пула вилнӗ. Амӑшӗ ҫак тискер ӗҫе тунине тунман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем дачӑсенчен япаласем йӑкӑртма пултарнӑ ҫынсене асӑрханӑ. Лешсем михӗсем йӑтнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӗсене тытса чарма тӑнӑ, анчах пӗр арҫын Александр Степанов участковӑя уринчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Тепӗр арҫын тӑватӑ йыттине Алексей Трифонов оперуполномоченнӑя тапӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑрӑсем тарса ҫухалнӑ. Пӗрне кӑштахран Ҫӗнӗ Шупашкарти уголовлӑ шырав пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Кириллов тытса чарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ-мӗн. Ун чухне вӑл полицейские ҫӗҫӗпе чикнӗшӗн ҫакланнӑ. Каярахпа тепӗр вӑрра та тытса чарнӑ. Шалти ӗҫсе министрӗ Сергей Неяскин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Александр Степановпа Алексей Трифонова хӑрушӑ преступниксене тытса чарас ӗҫе хутшӑннӑшӑн премипе хавхалантарӗҫ. Аманнӑ участковӑй халӗ те пульницӑра выртать, оперуполномоченнӑя тухтӑрсем киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |