Пӑтӑрмахсем
![]() Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ «Эпӗ мар» юрӑ тавлашу ҫуратнине пӗлтерет. Ӑна Владимир Егоров юрӑҫ шӑрантарать. «Сӑмахӗсем те, кӗвви те хамӑн тет. Анчах та Анатолий Никитин композитор ҫак юрра (тӗрӗсрех каласан «Мана мар» юрра) хӑй ҫырнине ӗнентерет, ӑна вӑл 1996—1997 ҫулсенче юрланӑ...», — хыпарланӑ хаҫатра. МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫамрӑк «автор» юрра кӑшт кӑна урӑхлатнӑ, ҫапах та кӗввин тӗп пайне, сӑмахӗсене Никитинран «шӑйӑрнӑ» та ҫапла «Мана мар» юрӑ «Эпӗ мар» пулса тӑнӑ имӗш. Тава тивӗҫлӗ артист сӑмахӗсемпе, ҫак юрра юрлама унран никам та ирӗк илмен. Никитин хӑйӗн автор правине халӗ судра хӳтӗлес шухӑшлӑ». Владимир Егоров Тутарстанри чӑваш журналисчӗсене ҫак юрӑ халӑхӑн пулнине каланӑ. «Сана мар» юрӑ халӑхра 70-мӗш ҫулсенчех анлӑ сарӑлнине ӗнентернӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакансенчен чылайӑшне транспорт реформи кулянтарать. Ҫынсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ ӗҫ вырӑнне ҫитме йывӑртарах. Шупашкарсем тӗнче тетелӗнче транспорт реформине хирӗҫлесе петици хатӗрленӗ. Ӑна Владимир Путин, Дмитрий Медведев, Михаил Игнатьев, Алексей Ладыков, ЧР Транспорт министерстви, монополипе кӗрешекен служба, республикӑри Генеральнӑй прокуратура, прокуратура ячӗпе ҫырнӑ. Петицие Change.org сайтра пичетленӗ. Ҫынсем 48, 49, 50, 51, 63-мӗш маршрутсене тавӑрма ыйтнӑ. Ҫак маршруткӑсене ҫӳреме чарсан вӗсем шӑпӑрланӗсене ача пахчинчен е шкултан илсе кайма ӗлкӗреймеҫҫӗ, ӗҫе кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫитменнине, транспортран транспорта ларса укҫа нумайрах тӑкаклаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне 35-мӗш тата 54-мӗш маршруткӑсене унчченхи ҫулпах яма ыйтнӑ, мӗншӗн тесен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансемшӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Петицире 60-мӗш тата 60К-мӗш маршрутсем ҫитменнине те палӑртнӑ. Хальлӗхе петицие 2 пин ытла ҫын алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑнтӑр-и? Республикӑра вара уявра мӗнле мероприятисем ирттересси пирки шутлама тытӑннӑ ӗнтӗ. Тӗп чӑрӑша та вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер: вӑл Республика лапамӗнче ларать. Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче Хӗл Мучисем кайтпа ярӑнса ӑмӑртӗҫ. Мероприяти 12 сехетре пуҫланӗ. Кайт – мӗн вӑл тетӗр-и? Вӑл – парӑс евӗр сывлӑш ҫӗленӗ, ӑна ятарлӑ планкӑпа стропсем ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кайт-парада 20 ытла Хӗл Мучи тухӗ. Старт вӗҫленсен чӑрӑш патӗнче чей те ӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юридици пӗлӗвӗ мӗнле шайра пулнине пӗлес килет-и? Апла юридици диктантне хутшӑнӑр. Акци раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 12 сехетре пулӗ. Ҫав кун республикӑри 63 вӗренӳ заведенийӗнче диктант ҫырмалли лапамсем ӗҫлӗҫ. Тӗп лапам И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пулӗ. Унта ҫак адреспа ҫитмелле: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт (Ж корпус, 201, 205, 206, 209, 210, 219-мӗш пӳлӗмсем). Сусӑр ҫынсем вара диктанта Наци вулавӑшӗнче ҫырма пултарӗҫ. Акцие онлайн мелпе те хутшӑнма май пур: http://юрдиктант.рф. Диктанта 14 ҫултан аслӑрах ҫынсем хутшӑнайӗҫ. Тест пайне 30 задани кӗнӗ. Диктант ҫырнӑ ҫынсене ятран сертификат парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкар районӗн центрӗнче – Кӳкеҫре поселокӗнче – икӗ пӗлӳ ҫурчӗ: Кӳкеҫ лицейӗ тата 1-мӗш шкул. Анчах ачасем валли вырӑн ҫитмест, ҫавна май унта тепӗр шкул хута ярасшӑн. Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, район депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче ҫитес ҫул Кӳкеҫре шкул тумашкӑн хыснара укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, пӗлӳ ҫуртне 600 ача ҫӳремелле. Проект ӗҫӗсене вӗҫлесен укҫа-тенкӗ уйӑмашкӑн заявка парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ 274 ҫынна тупса палӑртнӑ, пӗтӗм тапхӑрта вара ҫак мур республикӑри 2877 ҫынна ернӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче тупса палӑртнисен йышӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, виҫӗ ҫын сахалрах. Ҫапла майпа, пӗтӗм ҫӗршывӗпе илсен, Чӑваш Республикинче инфекци ҫаклатасси 2,6 хут сахалрах. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ВИЧ-инфекциллисен шучӗ 100 пин ҫын пуҫне 19,6 ҫынпа танлашнӑ. Ҫакӑ нумай ҫуллӑх кӑтартӑвӗпе пӑхсан, 43,4% чухлӗ пысӑкрах. Палӑртса хӑвармалла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку анализа республикӑри 248 пин те 300 ҫын панӑ. Иртнӗ ҫулхипе пӑхсан, 11,1% пысӑкрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра «Аргументы и факты» хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Пирӗн регион ертӳҫипе «Аргументы и факты» акционерсен хупӑ обществин гендиректорӗ Руслан Новиков, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Марина Мишункина, влаҫ органӗсемпе ҫыхӑну тытакан канашҫи Николай Терещенко, кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ Игорь Черняк, тӗп редакторӗн ҫумӗ Индира Кодзасова, политика пайӗн редакторӗ Виталий Цепляев, асӑннӑ пай корреспонденчӗ Екатерина Барова. Республика Элтеперне редакци ҫурчӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ. «Аргументы и факты» хаҫат, сӑмах май, XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче — XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тунӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче ҫӗнӗ загс тӑвасшӑн. Ӑна валли Шупашкарти К. Иванов урамӗнче кадет шкулӗ пулнӑ ҫурта усӑ курасшӑн. Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫейӗн Юстици министерстви загс валли укҫа уйӑрма хирӗҫ мар. Кун пирки вӑл патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗрпе усӑ курнине тишкерекен канашлура пӗлтернӗ. Федераци хыснинчен укҫана 2020-2021 ҫулсенче уйӑрма пултараҫӗ иккен. Загса Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра тахҫан вырнаҫнӑ «Родина» кинотеатр пулнӑ ҫурт вырӑнӗнче тӑвассине те тишкернӗ. Ҫапах та кадет шкулӗ пулни меллӗрехӗн туйӑннӑ курӑнать. Загс 1 гектара яхӑн лаптӑк йышӑнмалла. Объектӑн лаптӑкӗ – 3 пин тӑваткал метра яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей халӑх артисткин, Чӑваш АССР халӑх артисткин, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫыннин Нина Григорьеван юбилейне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫав каҫ «Чикагори кукаҫин пурлӑхӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Унта Нина Григорьева Надежда константиновна сӑнарне калӑплать. Ҫав каҫах юбиляра ҫуралнӑ кунпа театр коллективӗсем саламлӗҫ. Нина Григорьева иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухне Пукане ролӗпе сцена ҫине тухнӑ. Аслӑрах классенче тӑван яленчи, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи, клубри драма кружокӗсене ҫӳренӗ. Чӑмах май, яла артистсем спектакльпе пырсан Григорьевсем патӗнче апатланнӑ. Пӗррехинче Леонид Родионов Нина Григорьевӑна сӑвӑ вулаттарнӑ, этюд тума ыйтнӑ. Артиста вӗренме кайма сӗннӗ. Анчах Нина Григорьеван ашшӗ хирӗҫ пулнӑ. Хӗрне вӑл метеоролога вӗрентесшӗн пулнӑ. Балл ҫитейменнипе Хусантан каялла таврӑнма тивнӗ. Ҫапла вара Нина Григорьева артиста вӗренме кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазани» этнокомплекса Чӑваш Ен Элтеперӗнчен сӑмах лекнӗ. «Этносла Чӑваш Ен» проекта ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. «Федерацин Туризм агентствипе тата хулапа пӗрле эпир юлашки темиҫе ҫулта унта 1 миллиард та 357 миллион тенкӗ уйӑртӑмӑр. Хыснаран хывнӑ кашни 1 тенкӗ пуҫне усламҫӑсен 2 тенкӗ те 30 пус хывмаллаччӗ, нумайран та – 3 тенкӗ. Анчах, шел пулин те, вӗсем ҫапла тумарӗҫ», – палӑртнӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев. Михаил Игнатьев республика Правительстви инфраструктурӑна хатӗрлемелли хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013-2018 ҫулсенче этнокомплекса ҫутӑ кӗртнӗ, унта газ ҫитернӗ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсене хунӑ, ҫул сарса панӑ. Анчах унччен палӑртнӑ объектсене туса пӗтермен. Ҫавна май «ТРИгрупп» тулли мар явапла обществӑпа килӗшӗве татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |