Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне йӑлана кӗнӗ йӗркепе Ҫыру хатӗрлет. Анчах ӑна шӑрҫаличчен вӑл халӑх шухӑшне пӗлесшӗн. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ӗнентерет. Ҫырура республика ертӳҫи Чӑваш Енре килес ҫул мӗн пӗлтерӗшлине, министрсемпе ҫӳллӗ вырӑнти ҫемҫе пукан йышӑнакан ытти тӳре-шаран мӗне тӗпе хурса тар тӑкмаллине палӑртасшӑн. Ӗҫ планне ҫывӑх вӑхӑтлӑх кӑна мар, малашлӑх валли те йӗркелесшӗн. Чӑваш парламентне яракан Ҫырӑва мӗн кӗртессине республикӑра пурӑнакансем те сӗнме пултараҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсем, общество организацийӗсем, граждан обществин ытти институчӗ хӑйсен сӗнӗвне хут ҫине куҫарса Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫурта е analit1@cap.ru электрон адреспа ҫитерме пултарать. Унта «Ҫыру хатӗрлеме» тесе палӑртма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи шкул ачисем Кивӗ Ахпӳрт шкулне Марина Карягина сӑввисене вулама пухӑнӗҫ. Юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех ирттерекен ҫак пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче сӑвӑ ҫыракан ачасем уйрӑм номинацире ӑмӑртаҫҫӗ. «Машина тупàнсан хам та яланхиллех ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илсе каясчӗ тетӗп. Ҫулсеренех тӗрлӗ ҫыравҫӑсемпе, юрӑҫсемпе, журналистсемпе каяканччӗ-ха. Хальччен унта Сергей Павлов, Геннадий Максимов, Арсений Тарасов, Светлана Асамат, Елен Нарпи, Альбина Юрату ҫыравҫӑсем, Юрий Артемьев филологи докторӗ, Владимир Алмантай тӗпчевҫӗ, Иван Христофоров, Валентина Смирнова халàх юрӑҫисем, Владислав Николаев халàх художникè, Леонид Николаев скульптор, Тимèр Акташ журналист, Сергей Мышев, Виктор Степанов, Александр Яковлев операторсем, Сергей Журавлёв фотокорреспондент, Александр Самакин депутат тата ыттисем пулса курчèҫ. Унта хамàр ҫулпа утакан ҫамрӑксене курма ӗмӗтленетӗп», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче СССР халӑх артистне Максим Дорминдонтович Михайлова халалласа ирттернӗ опера фестивалӗ гала-концертпа хупӑннӑ. Унта пулнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова таеатра «чӑвашлӑх хуҫаланма пуҫлани фойене кӗрсенех» сиснӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «гардеробра тум йышӑнакансенчен пуҫласа программа сутакансем таранах чӑваш тумӗпе» пулнӑ. Сцена ҫинчи артистсене те чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ пикесем чечек ҫыххисем тыттарнӑ. «Анчах, шел, концерт репертуарӗнче ҫеҫ пулмарӗ чӑваш юрри-ҫемми. Йӗркелӳҫӗсем тепӗр фестивальте ҫакна шута илессе шанатпӑр», — хыпарланӑ журналист «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, аса илтерер, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Валерий Клементьев директор пулса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «РИА» Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнине шутланӑ. Ку хисеп 26,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Анчах пурте ун чухлех ӗҫлесе илеймеҫҫӗ. Чылайӑшӗ уйӑхне 15 пин тенкӗрен те сахалрах илет-мӗн. Чӑваш Енре пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫыннӑн шалӑвӗ 15 пин тенкӗрен пӗчӗкрех. Пирӗн регионта чи анлӑ сарӑлнӑ ӗҫ укҫин виҫи – 13-27 пин тенкӗ. Шалу пысӑккипе Раҫҫейри 17 регион кӑна мухтанма пултарать. Чукоткӑра, Ямал-Ненец автономи округӗнче, Ненец автономи округӗнче пурӑнакансен 26-27 проценчӗ уйӑхне вӑтамран 100 пин тенкӗрен ытларах ӗҫлесе илет. Тӗп федераци округӗнче, Дагестанра, Карачай-Черекесире тӗпленнисен ӗҫ укҫи – чи сахалли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ тунтикуна лекет, ҫавна май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем валли пӗчӗк улшӑнусем пулӗҫ. Ҫулталӑкӑн юлашки эрнинче ӗҫе ултӑ кун тухма тивӗ. Шӑматкун, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ, ӗҫлемелли кун пулӗ. Анчах ҫынсене кӑшт иртерех киле ярӗҫ: ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленӗ. Канмалли куна вара тунтикуна, раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине, куҫарӗҫ. Ҫапла майпа эрнере пилӗк кун вӑй хуракансен каникулӗ раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, вырсарникун, пуҫланӗ. Ӗҫе кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канмалли кунсенче ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ. Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ арҫын шӑнса вилнӗ. Кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарти Крутова урамӗнчи нумай хутлӑ пӗр ҫурт умӗнче арҫынна тупнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха. Васкавлӑ медпулӑшу машинипе ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, 65 ҫулти арҫын ҫул ҫинче вилнӗ. Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 64 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Клуб урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тупнӑ. Ҫак кун Муркаш районӗнчи Очакассинче те инкек пулнӑ. Унта 57 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Ҫӗнтерӳ урамӗнчи ҫуртсен анкарти хыҫӗнче асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗвӗҫӳ туйӑмӗ тем тума та хистет ҫав. Ҫакна пулах Улатӑрти хӗрарӑм полицейскисен аллине ҫакланнӑ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре 112 номер ҫине шӑнкӑрав килнӗ. Линин тепӗр вӗҫӗнчи хӗрарӑм сасси Улатӑрти пӗр кафере бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Шӑнкӑравлаканӗ 29 ҫулти ӳсер хӗрарӑм пулнӑ. Чӑннипе вара кафере нимӗнле бомба та хуман. Ҫак хӗрарӑмӑн савнийӗ кафере уявра савӑннӑ-мӗн. Ку вара кӗвӗҫнӗ, ҫавӑнпа ҫак утӑма тунӑ та вӑл. Хӗрарӑмӑн ӑссӑрла ӗҫӗшӗн явап тытма тивӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн саккун ҫирӗп явап тыттарать: 5 ҫул таранах ирӗксер хӑварма пултараҫҫӗ. Прокуратура ыйтнипе ӑна хальлӗхе арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискер Самар облаҫӗнчен килнӗ икӗ арҫынна ӗненнӗ те 30 пин тенкӗпе кӗрӗк туяннӑ, анчах кӗрӗкӗ шашкӑ тирӗнчен ҫӗлени маррине килне ҫитсен кӑна тавҫӑрса илнӗ. Кун пирки паян «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ. Юрать, ҫулланнӑ хӗрарӑм ҫухалса кайман — тӳрех йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ. Лешӗсем те ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ, суйса сутаканскерсене тытма ятарлӑ план хатӗрленӗ. Ҫапла майпа кӗрӗк сутуҫисен автомобильне ҫул-йӗр инспекторӗсем чарнӑ. Пакунлисем тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн 44 тата 45 ҫулсенчи ҫав арҫынсем Чӑваш Ене хӑйсен «Хендай-Солярис» машинипе темиҫе хут та килни палӑрнӑ. Ҫавӑнпа та, полици ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, вӗсен вӑлтине ҫакланакансем тата пулма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Вут сӑмаха пурте пӗлетпӗр. Шанка хӑй тӗллӗн пит ҫӳресех каймасть хальхи чӗлхере. Ҫапах та ун хӑй тӗллӗн пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур. Шанкӑ вӑл хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑкана пӗлтернӗ. Вӑрмана ҫӳрекенсем курнӑ ӗнтӗ: ҫӑпата валли сӳме кайсан, ҫамрӑк ҫӑка касаҫҫӗ, ӑна пушшиччи теҫҫӗ, хуппине сӳсе илеҫҫӗ, вара ҫӑка патакки шап-шурӑ выртса юлать. Ҫавӑ иккен вӑл — шанкӑ. Вут-шанкӑ — хутма, ҫунтарма хатӗрлекен япала. Тӗрӗс ӗнтӗ, хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑка питӗ час типет, лайӑх ҫунать. Ӑна пуҫтарма та ҫӑмӑл.
Хыҫран хушни. «Шанкӑ» сӳнӗ ҫӑкаран пулса кайнине тӳрех калама йывӑр. Мӑшӑрлӑ сӑмахсенчи сайра усӑ кураканни ытларах чухне — пӗр пӗлтерӗшлӗ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула калаҫуран тухнӑскер пулать. Кунта та «шанкӑ» тени вутта пӑрахмалли туратпа е пулинккепе ахӑртнех ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, Ашмаринӑн сӑмах пуххине пӑхсан унта Юхма Мишши илсе пани чӑн та пур:
|
Персона
![]() Чӳк уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче Люксембургра гастрономи енӗпе тӗнче шайӗнчи курав иртнӗ. Унта Шупашкарти кондитер та, «Планета» кондитер хапрӑкӗн производство заведующийӗ Юрий Сиволоб, хутшӑннӑ. Курава тӗнчери 75 кондитер ҫитнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкарти Юрий Сиволобӑн ҫимелли картини (ӑна вӑл шӑккалат глазурӗнчен хатӗрленӗ) «Чустаран хатӗрленӗ ӳнер картини» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Каласа хӑвармалла: тӗнче шайӗнчи кулинари куравӗ Пӗтӗм тӗнчери шеф-поварсен ассоциацийӗн парвилисемпе килӗшӳллӗн иртет, унти ӗҫсене 55 кулинар хаклать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |