Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. 48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ. Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чебоксары.ру сайтран илнӗ сӑн 2017 ҫула пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӳре-шара тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Республика Раҫҫейри тухӑҫлӑ ӗҫлекен 40 регионсен йышне кӗнӗ. Вӗсене хавхалантармашкӑн федераци хыснинчен 20 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе региона мӗн чухлӗ укҫа уйӑрасси татӑклӑн паллӑ мар, ҫапах Чӑваш Ене 200 миллион тенкӗ патнелле килмелли пирки систернӗ. Ку укҫана социаллӑ ыйтусене татса панӑ ҫӗре яма палӑртнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр Чӑваш Ен тухӑҫлӑ ӗҫлекен регионсен йышне лекмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре вӑрман хуҫалӑхӗн участокӗн экс-мастерӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм саккуна пӑсса йывӑҫ каснӑ, вӗсене киле илсе кайнӑ. Ку Сӗнтӗрвӑрри лесничествинче пулнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ, унта хурӑнсемпе ӑвӑссене чӑнах та касни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫак хӗрарӑм кӑҫал ака-юпа уйӑхӗсенче йывӑҫсене вӑрмантан тиесе тухнӑ, унӑн ҫакна тумашкӑн ирӗк пулман. Ҫапла майпа вӑл лесничествӑна 10 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫ каснӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн ывӑлӗ лесничествӑн дирекцине амӑшӗн ячӗпе йывӑҫ касмалли суту-илӳ килӗшӗвӗн бланкне алӑ пусмашкӑн тӑратнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин пациенчӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, арҫын мачча ҫине хӑпарнине кашни кун кураймӑн. Пӑтӑрмах пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хӑйне йӗркеллӗ тытман арҫын пульницӑри хирурги уйрӑмне ура ҫине тӑратнӑ. Ӑна медицина учрежденийӗн хуралҫисем кӑна лӑплантарайнӑ. Хайхискер малтан ҫаппа-ҫарама юличчен хывӑннӑ, унтан маччана ҫӗмӗрсе пӑрӑхнӑ та алли-урипе тытӑнса, упӑте евӗр ҫакӑнса тӑнӑ. Халӑх корреспонденчӗ хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна пульницӑна вӑраха тӑсӑлнӑ ӗҫкӗ хыҫҫӑн илсе пынӑ-мӗн. Пациентсем мачча ҫине хӑпарса кайнӑ ҫаппа-ҫарамас ҫынна курсан хӑраса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫынна уйӑх уйрӑма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Стас Михайловӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑн Ӗнер Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн Стас Михайловӑн концерчӗ пулнӑ. Вӑл хула курса киленме те ӗлкӗрнӗ. Ӗнер Анне кунӗ пулнӑ май Стас Михайлов Чӑваш Енри амӑшӗсене саламланӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл Анне палӑкӗ патне ҫитнӗ, салам сӑмахӗсем каласа видео ӳкернӗ. Видеона вара Инстаграмри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Эпир шӑпах ҫакнашкал хулара халӗ – кунта Анне палӑкӗ пур. Аннесем, телей сире, юрату, ачасенчен пархатар курма сунатӑп, нумай тата телейлӗ пурӑнӑр. Эсир пур чухне эпир ачасем пулӑпӑр», - ҫапла саламланӑ паллӑ юрӑҫ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Стас Михайлов ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ пӗр кинотеатра та ҫитсе курнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кунашкал тӗслӗх тӑтӑшах тӗл пулать, ҫапах ҫынсем ултавҫӑсен серепине ҫакланаҫҫӗ, асӑрханмаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та банк карттине блокировка туни пирки пӗлтернӗ. Хӗрарӑм хӑраса ӳкнӗ. Лешӗ блокировкӑна пӗтерме банк карттин реквизичӗсене, CVV-кода пӗлтермеллине каланӑ. Хӗрарӑм йӑлтах пурнӑҫланӑ. Телефон ҫине килнӗ парольсене те палламан ҫынна пӗлтернӗ вӑл. Ҫапла майпа ултавҫӑсем карточка ҫинчи 191 пин тенке «хырса» кайнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарта «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртнӗ. Унта регионти уйрӑмӑн ертӳҫине суйланӑ. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ /news/20403.html|иртнӗччӗ__. Раҫҫейри паллӑ политика Анатолий Аксакова маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗччӗ. Хальхи конфенцире Олег Николаева, чӑн та, партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫине суйланӑ. Унта парти Чӑваш Енӗн Элтеперӗн суйлавне (шучӗпе вӑл 2020 ҫулта иртмелле. Республика ертӳҫи отставкӑна юри кайса ҫитес суйлав ирттересси пирки калаҫакансем те пур) хутшӑнас ӗмӗтлине те уҫҫӑнах пӗлтернӗ. Ку кандидат — Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче хӑйне евӗр тӗл пулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ парти пайташӗсем: Анатолий Аксаков, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Александр Андреев («Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ»), Юрий Кислов («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата ытиисем — пухӑнса Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Петрова чысланӑ. Ӑна РФ Федераци Канашӗн наградипе, «Парламентаризма аталантарас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе, хисеп тунӑ. Наградӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ҫакса янӑ. Александр Петров Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Ертӳҫи, вун пӗрмӗш суйлаври Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Ертӳҫи пулнӑ. Аса илтерер, Александр Петрова маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре халӑхшӑн яваплӑ предприятисене хавхалантарма шухӑшланӑ. Сӑмах вӗҫҫӗн ырласа та мухтаса мар. Укҫан. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ 138-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Унта халӑхшӑн яваплӑхшӑн 2018 ҫулшӑн преми парасси пирки каланӑ. Ӗҫлӗ хутра ҫырнӑ тӑрӑх, Преми парас енӗпе ӗҫлекен канаш сӗннине шута илсе «Лауреат премии Главы Чувашской Республики в области социальной ответственности» (чӑв. — Чӑваш Ен Элтеперӗн социаллӑ яваплӑх облаҫӗнчи премин лауреачӗ) ята пама йышӑннӑ. Хавхалантару укҫи (виҫине асӑнман) «ДюПон Химпром» акционерсен хупӑ обществине, «Хӗвел» тулли мар яваплӑ обществӑна, «Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» акционерсен обществине тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пахчара мӑкӑнь ӳстернӗшӗн республикӑри икӗ ҫынна явап тыттарнӑ. Вӗсене иккӗшне те тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивьял Хапӑс ялӗнче 43 ҫулти арҫын мӑкӑнь улӑмӗ пухнӑ, ӑна вӑл килӗнче упранӑ. Пӗтӗмпе унӑн 178 грамм улӑм пулнӑ. Темиҫе кун ирсен хайхискере полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Ҫак арҫынна кӳрши пахча ҫумлама ыйтнӑ-мӗн, ҫумкурӑка тислӗк купи ҫине пеме каланӑ. Анчах ку мӑкӑньсене хӑйӗн валли илнӗ. Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Тепӗр тӗслӗх Элӗк районӗнчи Кораккасси ялӗнче пулнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм ҫу уйӑхӗнче пахчара мӑкӑнь ӳссе тухнине асӑрханӑ. Анчах вӑл вӗсене тӑпӑлтарман, шӑварсах ӳстернӗ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче полицейскисем 145 тӗмме тӑпӑлтарнӑ. Хӗрарӑм вара айӑпне йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |